Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хурапа шурăТутимĕрТăм ӳкнĕ ирЙӳçĕ кулăХĕллехи каçсенчеКулăш кустăрмиПепке çуралсан...

Вĕрекен карчăк


Нăрваш ялĕ —

Пысăк ял.

Кăçан пуçланнă-ши?

Кам пирвай килсе лартнă-ши?

Ăнна этем пĕлмест,

Турă пĕлет...

Пурăннă ĕлĕк

Асаймăç, тăхăнса çӳренĕ çĕлĕк.

Вăл куллен-кунĕн çӳренĕ.

Çына вĕрсен,

Ĕçне ĕçлесен,

Ыйтнă, тет, пĕр хутаç

Ыраш çăнăхĕ.

Çакă карчăк ватăлнă,

Чунне шуйттана панă

Чухне асатте курнă,

Çавă мана каланă.

Çавă карчăкăн çăварĕнчен

Тухрĕ, тет, сĕрĕм, палкаса.

Ӳтрен тухнă-тухманах

Кайнă пулать чунĕ тамăка.

Капнер — Мауса — Капнер


Ырă кăмăллă Мауса! Чунтан-вартан савса салам яратăп сана. Çыру çырăп, писме çырăп тесе эпĕ сана каланăччĕ. Çапах ку транччен сана хут яраймарăм. Ан ятласамччĕ мана уншăн. Ятласси ятласан та, ятла, ырă кăмăллă Мауса! Ятласан та ан çилленсемччĕ мана. Ман çыру çине те çилленсе ан пăхсам, ку çыру çине те хăвăн ăшă куçупа ăшшăн пăхсам. Ку сăмахсем çине ăшă куçпа пăхсан мана та ырă сунса, ку çырăва вуласа тухсам.

Сан яту çумне те, сан яту хыçне те эпĕ икĕ сăмах ӳкертĕм. Çыру ямасăр тăни нумай вăхăта пычĕ, çыру та ман вăрăмрах пулĕ. Вăл-ку сăмах мĕне-мĕне пĕлтернине, ăс-хакри, чĕрери шухăшсене, пулса пыран пурнăçри япаласене-мĕнсене каласа кăтартас килет ман сана; пурин çинчен те, ырă кăмăллă Мауса, санпа сӳтсе явас килет ман. Мауса! Куçа-куçăн курса иксĕмĕр татах сăмахласси ыран-паян мар та вăл, çырупа та пулин сăмахлар-ха ĕнтĕ иксĕмĕр.

Тăванран тăван, хаклă тăванăм, ырă кăмăллă Мауса! Эпĕ кăçал хальччеи никамран илтмен сăмахсем илтсе пĕтрĕм, хам ĕмĕрте курман мăшкăла куртăм. Мана атте «наян» терĕ, анне «ыйткалакан» терĕ, пичче...

 

* * *

Малалла

Çутă хĕçе усмăпăр


Атăл урлă каçрăмăр

Çутă хĕçĕн çутипе.

Тăшман пуçне касрăмăр

Тăван çĕре савнипе

 

Чăваш çĕрĕ чунсăр мар.

Паттăрсем те сахал мар.

Паттăрсене манмăпăр,

Çутă хĕçе усмăпăр.

Уксак Тимĕрĕн çарĕ тискер


Мĕншĕн ăмăр-ши аслă Чулман?

Ир-ирех пăлханса вăл юхать.

Кăнтăртан каллех килĕ тăшман,

Çавăнпа вăл паян пăлханать.

 

Мĕншĕн хумлă та хумлă Чулман?

Вăл пире вăй парасшăн паян.

Тăшманпа кĕрешмешкĕн, Чулман,

Пулмалла пирĕн вăйлă ялан.

 

Уксак Тимĕрĕн çарĕ тискер,

Ăна хирĕç, Чулман, тухмалла.

Халăха йыхăрап эп, Тупнер,

Пирĕн вăйлă текĕрт пухмалла.

Çурла пек куç харши


Епле вăй,

Епле ăшă хăват

Сан ачаш куçунта

Пытанать!

Сана çеç

Темшен эпĕ савап,

Хăв та темшĕн

Юратрăн мана.

 

Çурла пек куç харши

Авăнать.

Эп ăна юратма

Вĕренеп.

Вырса парччĕ унпа

Эс мана

Ăшăмри тунсăх хирне.

Эп манман


Эсĕ юрлăн,

Эпĕ танлăп сана.

Ман енне

Кулă сапăн вăрахăн...

Эп манман

Çеçкери пахчана.

Уйрăлу каçĕ

Халь те умра-ха.

 

Эп манман

Сана, çывăх хĕре,

Инçетри савнă чун —

Хура куçăм.

Шăпчăк евĕр юрлать

Ман чĕре.

Емĕтсен туратти çинче

Уççăн.

 

Аллăмра

Пăшăлтатĕ хуллен

Кăпăкланнă сăра

Телей сĕннĕн.

Ун чух пĕлĕп,

Сан трактор куллен

Уй-хиртен

Мĕнле ӳсĕмпе кĕнĕ.

 

Тусăм, юрлăн.

Хавас — сан юрра.

Эп те парăп сана

Çĕнĕ çеме.

Эсĕ пĕлĕн,

Епле самурай

Ман винтовка пульли тивсен,

Тӳнĕ.

 

Эсĕ юрлăн,

Эп тăнлăп сана.

Ман енне

Кулă сапăн вăраххăн.

Эп манман

Çеçкери пахчана.

Çĕмĕртсен шур кăтри те

Умрах-ха.

«Шӳт»


Инкек! Ни вĕлермест, ни чĕрĕлме памасть — нимĕç осколокĕ чĕререх ларать. Врачсем кăларма юрамасть теççĕ. Çавна пула кашни виçĕ уйăх урлă районти кардиологсем патне килетĕп. Паян та акă кĕрсе тухрăм та, вăхăта кĕскетес тесе, больницăран тӳрех столовăйне утрăм. Манăн автобусĕ сехет çурăран тин каять-ха.

Эпĕ апатланса пĕтернĕ вăхăта ман сĕтел патне сухал пусса кайнă вăтам пӳллĕ çын пырса тăчĕ. Çийĕнче тĕсне çухатнă, çанни вĕçĕсем ситрелсе пĕтнĕ кивĕ кăвак фуфайка; хыçĕнче çавнашкалах пысăк мар кутамкка.

— Аркадий Фролович, эсир-çке ку! Аван-и? — терĕ ал парса. — Эпĕ шăпах пĕр-пĕр палланă çынпа тĕл пуласшăн хăшкăлса çӳретĕп. Акă, тупăнчĕ те! — тутисене култарчĕ палламан çын.

— Салам, салам! Çулу ăнса пыни лайăх-ха вăл, — тетĕп хирĕç ал парса. — Мана атте ячĕпех чысласа чĕнетĕр пулсан, тем тесен те эпĕ эпех пуль çав, — куланçи тăватăп ăна хирĕç.

— Эсир ав çаплах шӳтлетĕр, Аркадий Фролович. Ĕлĕкхи пекех тăратăр, сахал улшăннă. Эпĕ акă сакăр çул харамра ирттертĕм. Саккăрăшне те хытă режимра... — ассăн сывларĕ вăл. Пырĕнче тем хăйăлтатса, хăрăлтатса кайрĕ.

Эпĕ тин çеç çак сухап пусса кайнă çын пирĕн ĕлĕкхи колхоз председателĕ иккенне тавçăрса илтĕм. Чĕрене тем пăчăртаса кайрĕ.

Малалла

Акă ĕнтĕ пуçланчĕ, пуçланчĕ!..


Акă ĕнтĕ пуçланчĕ, пуçланчĕ!

Иртенпех илтĕнет кĕтнĕ сас.

Майĕпен-майĕпен Сăр хускалчĕ,

Шурă витĕнкĕçне вакласа.

 

Савăнатчĕ кунта çамрăк-кĕрĕм,

Çаврăнса, ыткăнса пăр çинче.

Халь пăр çурăкĕсем чăн-чăн тĕррĕн

Тăсăлаççĕ-каяççĕ инçе.

 

Сарăлать-сарăлать те çав çурăк,

Сирпĕнет хур сăхлатнăн фонтан.

Юхăм май пăр тапранчĕ те — урăх

Кам-ши чарĕ ăна паянтан.

 

Ав, хуралçă пек, шурĕ вак куçĕ

Васкамасăр, хуллен малтанах.

Шăтăр-шатăр туса аркануçăн

Шурĕ авă каток хыçранах.

 

Çунасен мăшăр йĕрĕ те кайрĕ,

Хĕл илемĕ юхать ман умра.

Çуркунне шавласа çитрĕ мар-и —

Çĕнтерӳллĕ юрри ун ăшра.

 

Владимир Грибанов

Сергей пиччене


Çул иртнĕçем чыслăланаççĕ

Çухатусем, маттур ĕçсем.

Çапах та чĕрене лăпкаççĕ

Салтак киле чĕрех килсен.

 

Амăшĕсем ывăльсене

Сăмахсăр ыталанă майăн,

Чуптунă майăн савнисем

Йăл кулăпа та чечек айĕн

Пуçтарăнать куççуль нумайăн

Тăлăхсемпе хĕр-арăмсен.

 

Çул иртнĕçем чыслăланаççĕ,

Çухатусем, маттур ĕçсем.

Çĕнтерӳпе киленнĕ хаççăн

Татах та çирĕп салтаксем.

 

Владимир Грибанов

Çумăрсем пĕр вĕçĕм-и çăваççĕ...


Владимир Клятова, хамăр полкри разведчика

 

Çумăрсем пĕр вĕçĕм-и çăваççĕ,

Канăва чăрмантарса тĕппе,

Пирĕн пурте лайăх упранаççĕ —

Тар та, шăрпăк та табак типех.

 

Тепĕр чух тăваттăн пĕр чикарккă

Туртнисем те пулнă — мĕн калас! —

Чĕресем яр уçăлатчĕç, акă:

Тус та тăвана епле манас.

 

Тупăсем çил-тăвăл пек ураççĕ,

Вут сапса асаплă çĕр çийпе.

Пурпĕр пурте лайăх упранаççĕ —

Тар та, шăрпăк та табак типех.

 

Владимир Грибанов

■ Страницăсем: 1... 503 504 505 506 507 508 509 510 511 ... 796