Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ҫул пуҫламӑшӗĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томКĕперĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Çил-тăвăлКăвак çĕмренПурнӑҫ утравӗсем

Çакрăн сăпка ӳтленме чун хастарлăхĕ...


Çакрăн сăпка ӳтленме чун хастарлăхĕ,

Санăн пехил — сар хĕвел çул çине.

Пĕр саншăн çеç, чун саван чăваш халăхĕ,

Пĕр саншăн çеç пурăнап çĕр çинче.

 

Патăн мана сывлама ĕç каçалăкĕ,

Патăн сăмах калаçма чĕререн.

Пĕр саншăн çеç, чун саван чăваш халăхĕ,

Пĕр саншăн çеç тар тăкап çĕр çинче.

 

Пурнăç иртет — хупăнать малаш алăкĕ,

Пурнăç пĕрре, анчах эс те пĕрре.

Пĕр саншăн çеç, чун саван чăваш халăхĕ,

Пĕр саншăн çеç пурнăп леш тĕнчере.

 

2010, пуш, 24

Сĕр. Пĕр. Сам. Канур


Хам эпĕ анатри чăваш. Куснар панчисем. Çити-çитмĕш ялĕсем.

Ман сăмах-юмах та пупленĕ чух анатри пек пулать.

Ман чĕлхе вĕçĕ пуклак, тăн-пуç катăк ман. Амăшĕ сĕчĕпе тăн кĕмесен çырма шывĕпе тăн кĕмест теççĕ ваттисем. Çавнашкал пултăм пуль эпĕ.

Тăнлă, ăслă пулас тесе пурăнтăм, пурнан пурнăçра тăн кĕмерĕ мана.

Утмăлтан иртеп ĕнтĕ, халь тин ăс кĕрес çук пуль мана. Çурхи хĕвел ăшшипе тăн-пуç уçăлмĕ-ши ман тесе хам картишĕнчи тирĕсе хырнă чухне çара пуçах мăштăртатса çӳретĕп вара. Ăшă хĕвел кăмăлĕпе çара пуç çӳресен те мана тăн-пуç кĕмерĕ çав.

Ман кукша пуçăма хĕвел хĕртет; çут пуçăм хĕрелсе, хуралса кайрĕ ĕнтĕ, çапах ăс-хак пĕр чĕптĕм те хутшăнмарĕ ман.

 

* * *

Катăкрах çав эпĕ. Çавăнпа пуль ни анатри чăвашсем, ни тури чăвашсем, вирялсем, эпĕ çырнă пеккине пит вуланиех туйăнмасть.

Çынсем калаçаççĕ, пуплеççĕ, сăмахлаççĕ, çынсем çыраççĕ — çăкăр çине пылпа çу сĕрсе çине пек, пĕр стакан чей çине икĕ кашăк сахăр, виçĕ кашăк хăйма ярса ĕçнĕ пек тутлă пулать вара çынсен çыру-сăмах таврашĕ. Ман сăмах-çыру унашкал пулас çук çав. Хам çара пуç, кукша эпĕ, ман çыру-сăмах-юмах та кукша-çке ĕнтĕ, ман çыру-пуплев мĕскĕн пулать çав.

Малалла

Ĕмĕтсем шутлаççĕ кунсене...


Ĕмĕтсем шутлаççĕ кунсене,

Çулĕсем чупаççĕ çиçĕмле:

Çамрăк ĕмĕр иртрĕ хĕмленсе,

Чун тĕрекĕ кĕчĕ чĕрӳне.

 

Алăкран таккать,

Кантăкран шаккать,

Хапха умне çитнĕ аллă çул.

Ан кулян, тăван,

Ан хурлан, тăван,

Тур çырнинчен çурринче сан çул.

 

Ĕмĕтӳ шутлатăр кунсене,

Çулусем те чупчăр çиçĕмле:

Ĕмĕтсем нумай-ха — ĕмĕре,

Çĕр çула çитмешкĕн çиçĕмле.

Чĕнтĕрленĕ карта


Чĕнтĕрлĕ те карта, çĕмĕрт йывăç,

Чĕнтĕрленĕ кĕпе, пурнăç йывăр.

 

Чĕнтĕрлĕ те карта, ай, çеçкесĕр,

Чĕнтĕрленĕ кĕпем, эп телейсĕр.

 

Карта çине çĕмĕрт çеçке тăкрĕ,

Кĕпем çине куçăм куççуль тăкрĕ.

 

Карта çумне савни пырса тăчĕ,

Кĕпем çумне савман пырса ларчĕ.

 

Чĕнтĕрлĕ те карта, çĕмĕрт хура,

Чĕнтĕрлĕ те кĕпем — шăпам хура.

 

Чĕнтĕрленĕ карта, çĕмĕрт йывăç,

Чĕнтĕрлĕ те кĕпем, пăсăк пурнăç.

 

2010, пуш

Савăнăç


Куян питĕ пăлханать:

Те çапла кулянать,

Те çапла вал савăнать,

Те çапла вăл шуйханать?..

 

Куян питĕ пăлханать —

Мĕскер пулнă-ши ăна?

Мĕскер пултăр айвана —

Сăпса сăхнă, çав кăна!

 

Эх, Куян, Куян, Куян,

Сăпсасемпе ан çыхлан:

Сăпсасемпе çыхлансан

Сăмсу шăтса юхĕ сан!

Типĕ çăкăр çинчен çырнă баллада


Гварди сержантне Анатолий Рудакова асăнса

 

Урал, Дон, Атăл каччисем

Атакăна тухма кар пулчĕç.

Пайларĕç те тип çăкăрсем —

Пĕр Рудаковăн пайĕ юлчĕ.

 

Пытартăмăр эпир ăна,

Анчах салют пама хушмарĕ

Комроты. Кашни патрона

Упрамалла тесе каларĕ.

 

Эх, Рудаков... Хăй «максимне»

Тус тенĕ пек взводра тытатчĕ.

Тăкатчĕ вут тăшман çине,

Ăна хаяррăн çунтаратчĕ.

 

Калатчĕ вăл çумри тусне,

Тăшман куçне-пуçне курсассăн:

Фашист мĕн чуль сахал — килне

Туятăп эс часрах пырассăн.

 

Кăштах самантлăх шăплансан

Тăхлан та хурçă янăравĕ,

Ярать те юрă юрласа,

Эпир те унпала юрланă.

 

Урал, Дон, Атăл каччисем

Çапăçуччен туртма кар пулчĕç.

Михĕсенче — тип çăкăрсем...

Пĕр Рудаковăн пайĕ юлчĕ.

 

Асли пайларĕ те çавна

Виç сăмахпа анчах каларĕ

Кĕç кĕрес пек атакăна:

«Рудакова халь асăнар-и...»

Менельник


Ĕç кунĕ вĕçĕнче ман станок патне Сидоров чарăнчĕ:

— Çитĕнӳсем мĕнле?

— Пыраççĕ-ха пĕр май, — хам тунă детальсем енне пуçпа сулатăп. — Турра шĕкĕр, паянхи норма авă çĕр çирĕм процент!

— Ну, тăрăштаран!.. Паян каçхине çичче пыр ман пата.

— Мĕн вара санăн?

— Менелник.

— Ак тамаша! Ма халиччен шарламарăн? Парни кирлĕ-çке, унсăрăн мĕнле?

— Эй, тупрăн калаçмалли, — шавларĕ малалла утса. — Май килсен, иртерех пыр, тен, манăн телевизора юсаса хăварăн. Юлашки вăхăтра хытах чăхăмла пуçларĕ, йĕркелле кăтартмасть.

— Тăхта-ха, миçе тултаратăн вара — хытах кăшкăратăп. Вăл манăн ыйтăва хирĕç алнĕ çеç сулчĕ, сана мĕне кирлĕ ку тенине пĕлтерсе.

Тем пек хыпалансан та, вечера шăпах пĕр сехет кая юлса çитрĕм. Ĕçрен те часах хăпса тухаймарăм, килте те вăш-вашах пулмарĕ: çăвăнмалла, хырăнмалла, тумланмалла тата апатланмалла та-çке. Парне кĕпи шыраса, ик-виçĕ магазина та çитрĕм, чечек магазинне те кĕрсе тухрăм. Унсăрăн мĕнле-ха?

Эпĕ пынă çĕре хăнасем пăкахчĕ. Пурте çамрăксем. Вечер хĕрсе кайнă вăхăт. Музыка çĕр çĕмĕрсе янăрать, эрех шарлатса юхать. Мăшăрăн-мăшăрăн ташлаççĕ. Сĕтел хушшинчи хĕрĕнчĕк хăнасем, пĕрне-пĕри итлемесĕрех, тем çинчен палкашаççĕ, тавлашаççĕ. Иван Петрович Сидоров хăй те лайăхах янă, аванах тăнкăлтатать.

Малалла

Тĕлпулу


Пĕрремĕш хут çак станцăра

Ун куçĕпе

Ман куç тĕл пулчĕç.

Анчах пĕлместĕп, ма ара

Ман кăмăл

Тăкăнас пек тулчĕ.

 

Ун куçĕ çĕмĕрт пек хура.

Юна хĕртет

Çав куç ачашĕ.

Ма хăвартланмĕ-ха вара

Чĕре таппийĕ

Харсăр яшăн.

 

Шел уйрăлма.

Инçе çула

Хăшăлтатса

Тапранчĕ пуйăс.

Студент билечĕпе сулап:

«Юлатăн, хура куç.

Сыв пул эс».

 

Шух çил вĕçтерчĕ кăтрине.

Ун чăмăр какăрĕ

Хускалчĕ.

Шур тутăр сĕлтрĕ ман енне:

«Телейлĕ пул,

Телейлĕ каччă».

 

Хăть пуçласа çак станцăра

Ун куçĕпе

Ман куç тĕл пулчĕç,

Çапах ăнланчĕ ман чĕрем:

«Ман телее

Тути ун кулчĕ».

Ăсату


Эс ыран

Каятăн, тусăм,

Хĕвелтухăçне ирех.

Асăнмалăх

Хĕрлĕ роза

Кăкăру çине тирем.

 

Йăлтăр çутине

Сапуçан

Кĕмĕл уйăх хăпарать.

Юлашки хут

Мана, тусăм,

Чуптăван çак пахчара.

 

Каçсерен

Хумханчăк сулхăн

Сарăлсан укăлчара,

Купăсна тăсса

Тек тухмăн

Хĕр чунне шыра-шыра.

 

Эс чикке

Çитсе ак тăрăн

Çĕршыва хураллама.

Эп чуптăвăп

Çыру тăрăх

Пăшална та аллуна.

 

Хĕрлĕ роза

Асăнмалăх

Çиçтĕр сан чĕрӳ çинче.

Эп ыран ир

Пурçăн явлăк

Сулăп пуйăс хыçĕнчен.

Шкул


Питĕ-питĕ кирлĕ çурт —

Ял варринчи шкул.

Ăс пухса пыр кашни çул —

Çĕршыва юравлă пул!

■ Страницăсем: 1... 505 506 507 508 509 510 511 512 513 ... 796