Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Аслă улăхра
Юрă шăранать.
Юханшыв умра
Çаврăнса юхать.
Юрă юрласа
Чăвашсем ĕçлеç,
Курăка çулса
Утă типĕтеç.
Çĕн çĕре куçса
Килнĕ-çке вĕсем.
Ирĕке туйса
Пурăнма çулсем.
Юрă янăрать
Тунсăха сирсе.
Кăмăл хурланать
Чĕрене çисе.
Тăван Çĕр-Анне
Ĕмĕр асăмри.
Çĕнĕ çĕр ани
Чăн ама çури.
Çавăнпа çынсем —
Ентеш чăвашсем
Юрăсем тăсаç,
Юрă йĕркисем
Тунсăхпа çунаç.
 Юрататăп тăван çĕршыва,
Хăват панă асамлă шыва,
Юрату парнеленĕ Çĕре,
Çĕнĕ кун паракан çĕн ире.
Юрататăп тăван ял-йыша,
Уйрăм илнĕ кашни чăваша —
Хăйне майлă сăнне, сăпатне,
Тавçăрса илейми пултăкне.
Юрататăп тăван кĕтесе,
Аякри сенкер илнĕ тĕсе.
Пурнăç панă атте-аннене,
Сумлă-ятлă тăван-пĕтене.
Юрататăп тăван çĕршыва,
Юрататăп тăван ял-йыша,
Юрататăп тăван кĕтесе
Ачаран юратса çитĕнсе.
 Ăмсанмастăп пачах, тарăхмастăп.
Кĕвĕçмешкĕн те кăмăлăм çук.
Кĕвĕç çын маншăн — мĕскĕн алпастă,
Чурăс чунлă чура вăл кучух.
Сан пекех, ирĕке ăнланатăп.
Эс саркайăк пулма пултарсан,
Мĕншĕн эпĕ хăлат пулаймастăп —
Тивлетӳ ытларах-и мĕн сан?
Савăла савăлпа кăлараççĕ,
Ултава чăнлăхпа хирĕç çап.
Этеме таса чуншăн хаклаççĕ,
Этем чысĕ — чи сулăмлă чап.
1968, çу, 13
Шупашкар.
 Юрату сӳннĕ чух пĕрисем, тен, туллин ахăлтатĕç.
Теприсемшĕн пулсан — сӳнсе ларĕ çап-çутă хĕвел.
Хăшĕсем тарăхса пĕрчĕн-пĕрчĕн ука вĕçне татĕç,
Тăшмансем савăнсах юрату çине çакĕç йĕвен.
Чĕлпĕртен уртăнса, арçури пек сиксе тапаланĕç,
Лекрĕ-лекрĕ! тесе тытса хупĕç хӳме-картана.
Сӳнекен юрату умĕнче ан шыра лăпкă канăç:
Юрату çуралсан та, вилсен те — асап пĕр танах!
1968, çу, 12.
Паян кунĕпех урамра чупса ĕшентĕм. Кун мĕнле иртнине те сисмерĕм. Хырăм выçни анчах кун каç енне сулăннине асаилтерчĕ. Кĕтмен туман çĕртенех тата урамра та вăйлă çил тухрĕ. Юлташсемпе сыв пуллашса килелле уттартăм, утнă çĕрте утатăп, чупнă çĕрте чупатăп. Киле çитсессĕнех анне электричество пĕтни çинчен каларĕ. Мĕн тăвас ĕнтĕ тĕттĕмре? Юратнă кĕнекене те алла тытса вуласа ларма çук, çитменнине тата килти ĕçсене те туман. Ыран шкула çаплипех кайма тивет-ши? Тĕттĕмре ларас мар тесе çурта та пулин çутма шутларăм. Юрать тата çуртисене саппасласа хунă анне. Иккĕн лавккана кайсан хамах аннене çурта илмелли çинчен аса илтернĕччĕ. Вара анне пĕрре кăна мар, виçĕ çурта таран илме пулчĕ. Çак вăхăтра çурта килти хуçалăхра чи кирлĕ япала пекех туйăнчĕ. Пӳрт ăш-чиккинче аванрах çутă пултăр тесе эпĕ виççĕшне тӳрех çутма шутларăм, Тен, уроксене те ку çутăра тума пулĕ. Çуртасене çутрăм та сĕтел хушшине аванрах вырнаçса лартăм. Çунакан çуртасем епле илемлĕ! Куç илмесĕр вĕсем çине пăхса ларатăп. Ыйхă та пуса-пуса килет хама, пуçа икĕ алпа тĕревлесе ларатăп. Манăн çывăрмалла мар! Хама хам алла илсе куçа хупмасăр çуртасем çуннине сăнаса ларатăп. Ак тамаша! Çурта çулăмĕ çинче темĕнле сăнар курах кайрăм! Пит хăранипе часрах çуртасем çине вĕртĕм те сӳнтерсех лартрăм. Хам чĕтретĕп.
Малалла
Тĕрлĕ тĕслĕ чул пухас тесе
Пĕринче эп антăм çырмана.
Темĕнле чĕр чун пит тĕсесе
Аякран сăнанă пек мана.
Сив çапать тăрук çан-çурăма,
Ал-урам пуçларĕ чĕтреме.
Ни утма, ни каялла тарма —
Тытăнтăм кĕçех ĕсĕклеме.
Мĕн тăвас-ха манăн, мĕн тăвас?..
Пĕр кĕтмен çĕртен палланă сас
Хăлхана кĕрет таçтан килсе —
Апата чĕнет иккен анне.
Ӳппĕн-теппĕн хыттăн васкаса
Кил енне чупатăп пашкаса.
Аннене йăлтах мĕн туйнине
Каласа паратăп чăннине.
Пуçăмран шăлать мана анне:
«Вăйлă эс хăранă ун чухне.
Чăннипе вара никам пулман —
Туйăннă сана хăранăран».
Анчах илтрĕм эпĕ каç енне —
Кӳршĕсем çухатнă лашине.
Виç сехет шыранă — тупайман,
Лашана ниçта тĕл пулайман.
Ик эрне те иртрĕ унтанпа —
Пуçĕпех çухалчĕ çав лаша.
…Пĕринче татах юлташпала
Куртăм тĕлĕнтермĕш тамаша.
Кăмпана кайсассăн вăрмана
Аташса лекетпĕр чăтлăха.
Малалла
 Ши, ши, ши вара,
Çумăр сăвать-ши вара?
Эпĕр кунта юрланишĕн
Намăс пулать-ши вара?
Ши, ши, ши вара?
Кĕр çывхарчĕ-ши вара?
Выльăх вити юсамашкăн
Ял-йыш тытăнчĕ карах.
Ши, ши, ши вара,
Хĕлле пулчĕ-ши вара?
Çул тăвакан асфальт сарма
Халăх пухрĕ шăкăрах.
Ши, ши, ши вара,
Çур пуçланчĕ-ши вара?
Спорт обществи йĕлтĕр бази
Уçрĕ йăпăр-япăрах.
Ши, ши, ши вара,
Çулла çитрĕ-ши вара?
Магазина çăм атăсем
Кӳрсе килчĕç вăр-варах.
Ши, ши, ши вара,
Такмак пулчĕ-ши вара?
Кун пеккине юрланăшăн
Хупмĕç-ши сив ампара?
 Хĕр çумĕсем
Эпĕр илсе килтĕмĕр
Тул кĕлти пек пикене.
Тул арпи пек ан тăвăр.
Ай-яр-ай-яр ай-я-я.
Пирĕн йысна пит аван,
Асатте пек туйăнать.
Алне туя тытиччен
Авлантарас терĕр пуль?
Ай-хай йысна пит маттур,
Тайлăк хапха юпи пек,
Тайкаланса, ай, çӳрет.
Ай-яр-ай-яр ай-я-я.
Платник пырать урампа.
Пуртти катăк, курăр-ха.
Ай-хай йысна Ванюк пур,
Шăлĕ катăк, курăр-ха.
Туй ачисем
Сад улмине татман пулсан,
Хĕллечченех юлатчĕ.
Инке хамăр илмен пулсассăн,
Ай-хай, ват хĕр пулатчĕ.
Пирĕн инке пит сарă.
Хăй ялĕнче кам илет?
Çавăнпа яла каймарĕ,
Пирĕн яла хăй килчĕ.
Пирĕн инке ĕçчен, тет.
Ĕçе каймалла чухне
Мăйăр çиме ларать, тет.
Ай-яр-ай-яр ай-я-я.
Пирĕн инке ăста, тет,
Пĕçерме аш яшкине.
Вăл купăста вырăнне
Хупах янă кастрюльне.
Чашăк тулли аш яшки
Малалла
 Чăвашлăхпа эпир илемлĕ,
Чăвашлăхпа эпир ансат,
Чăвашлăхпа эпир çĕкленнĕ,
Чăвашлăхпа эпир хăват.
Чăвашлăхпа эпир хунавлă,
Чăвашлăхпа эпир хастар,
Чăвашлăхпа эпир туптаннă,
Чăвашлăхран тухать тымар.
Чăваш ачи, мĕн пĕчĕкрен
Çавна эс пĕл те пул ĕçчен.
Пул эс хастар, пул эс хăват.
Пирте вăл иксĕлми ăрат.
Миçе ĕмĕр каялла этем лашана алла хăнăхтарнă-ши? Пĕлместĕп. Анчах мĕн авалтан çыншăн чи кирлĕ выльăх шутланнă, халĕ те çаплах. Унпа çĕр ĕçне кăна туман, вăрçă хирне те тухса кайнă. Унсăр пуçне унпа çулçӳревре те усă курнă, вăрман турттарнă. Лаша вăл хаклă выльăх шутланнă, çавăнпа ăна хăшĕ-пĕрисем вăрласа урăх çĕре илсе кайса сутса услам тунă. Халĕ те кукăр алăллă çынсене вăрă-шаккур теççĕ. Мĕншĕн çапла калаççĕ-ха? Шаккур текен çын иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче лаша вăрласа «чапа» тухнă пулнă. Ун чух пĕр лаша сăсар тирĕн хакĕпе танлашнă. Сăсар тирĕ хаклă пулнă, ăна пĕтĕм çын тытайман. 1918-1919-мĕш çулсенче пирĕн таврара та лаша юратакан вăрăсем пулнă. Вĕсем кӳршĕ тутар ялĕсенчен — Маматшăран та Эччельтен пулнă. Выртмана кайсан кашни каç виçшер лаша çухалнă. Мĕн тăваççĕ-ха вара тикашсем? Кашни каç вăрăсене сыхлама хуралсем тăратса тухаççĕ, часах тытаççех çав шаккурсене. Пурĕ 18 лаша çаратнă пулнă вăрăсем. Вĕсене вара урса кайнă чăвашсем тутарпа чăваш чиккинчи «шуйттан» ятлă лупашкана хăйсене шăтăк чавтарса чĕрĕлле çав шăтăка пăрахса çĕрпе витнĕ. Çав вырăн халĕ те пур. Кăçал тутарсен тăванĕ-хурăнташĕсем çĕнĕрен тимĕр карта тытрĕç, мрамор плита çыпăçтарса хучĕç. Çапла хакла ларнă вăрăсене 18 лаша.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 372 373 374 375 376 377 378 379 380 ... 796
|
Шухăшсем
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...