Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томАсамат кӗперӗ сӳничченҪул юлташӗТаркăнСӳнми хĕлхемПахчапа мунча хуҫиКулăш кустăрми

Хăш кун авланмалла-ши?


Уйăртăм тунтикуна

Эп каймашкăн хăтана.

«Ан кай, терĕç, тунтикун.

Вăл чăтма çук йывăр кун».

 

Авланмах тивет мана.

Кĕтрĕм ытларикуна.

«Ытларикун ытлашши.

Ан кӳл, терĕç, туй лаши».

 

Каяймарăм эп юнкун.

Вăл кун, терĕç, юнлă кун.

Кĕçнерникун хĕр илсен,

Пулĕ вăл кĕçенекен.

 

Эрнекун ан пĕрлешех,

Пурнăç пулĕ эрĕм пек.

Каламаççĕ мĕн кăна.

Юлтăм ак шăматкуна.

 

Мунча кунĕ — шăматкун.

Кам туй тăвĕ-ха вăл кун!

Вырсарникун канмалли.

Арăм пулĕ кахалли.

 

Пур куна анне сивлет.

Хăçан-ши кин кĕртмелле?

Хăçан тупăп чун ăшши?

Е хусах эп юлăп-ши?

«Тĕлĕнтермĕш тĕнче ытамне ăнланмасăр...»


Тĕлĕнтермĕш тĕнче ытамне ăнланмасăр,

Йăлтăр-ялтăр каçхи çутăсем хушшинче

Сан сăнна эп шырарăм пачах вăтанмасăр

Атăлран салхурах аслă Темза çинче,

 

Шупашкар аса килчĕ, шап-шур Шупашкарăм.

Унта пирĕн кĕпер, Мускав çулĕ çинче,

Атăл урлă каçсан юрă пурччĕ пĕр çаврăм,

Çухалайрĕ пулас хăвасем хушшинче.

 

Хамăрьен тус-йышри сар хĕвеллĕ тĕпренчĕкĕм —

Яштака хăва пек, сарă хăйăр пекех...

Сирĕлет кӳренӳ — килти кăмăл кӳренчĕкĕ,

Инçетре маншăн эс Тăван Çĕр вырăннех.

 

1968, пуш, 1.

Вестминстер кĕперĕ, Лондон.

«Çӳрес çулсем выртаççĕ çухрăм-çухрăм...»


Çӳрес çулсем выртаççĕ çухрăм-çухрăм,

Ăçта кăна çитсе-ши чарăнам?

Кирек ăçта кайсан та чунăм чухăн —

Ман асăмра пыратăн эс кăна.

 

Пăравуссем Шупашкарта шавлатчĕç

Ир кӳлĕме каç тĕсĕ çаврăнсан...

Санпа паян утать мĕнле-ши каччă,

Итлет-ши вăл çав канăçсăр сасса?

 

Каччусене кампа та улăштартăн,

Телей шыратăн. Тупрăн-и вара?

Эп манаймарăм, эсĕ манса кайрăн,

Халь çавăнпа хамран хамах тарам!

 

Пăравуссем Шупашкарта шавлаççĕ,

Каяс çулсем выртаççĕ аякка.

Иртни кăна — пĕртен-пĕр çирĕп каçă —

Хушшăмăрта выртать яри яка.

 

1967, утă, 1.

«Мускав-София» экспресс. Болгари.

Çилçунат-урхамах


Лашапа çӳреме

Эпĕ юрататăп.

Мĕн пĕчĕкрен вĕсене

Пăхса ӳстеретĕп.

 

Каласа парас сире

Пĕр халап лаша çинчен.

Хыпарлас килет сире

Пурнăçра пулни çинчен.

 

Хĕллехи пĕр каçхине

Çил-тăман алхаснă чух

Килнĕ вăл çак тĕнчене

Пурăнмашкăн пирĕнпе.

 

Хăйне пăхсан хуп-хура,

Куçĕ вут пек вĕлкĕшет.

Çамки çинчи çăлтăра

Асăрхаман çын иртмест.

 

Ӳснĕçемĕн урхамах

Тапăртатса çеç тăрать.

Кашни ача савăнсах

Йĕнерлеме тăрăшать.

 

Анчах пирĕн çак тиха

Ăна пĕртте чухламасть.

Выляс шухăш ун пуçра —

Ытти куçа курăнмасть.

 

Иртрĕç савăк вăхăтсем,

Çитрĕç йывăр самантсем.

Хушка лаша хуйхăрать,

Амăшĕнчен уйрăлать.

 

Илсе кайрĕç циркалла.

Унта унăн чупмалла,

Чĕрне вĕççĕн тăмалла,

Кĕçенсе кăтартмалла.

 

Ункă витĕр вĕçмелле,

Транкки-транкки сикмелле.

Ача-пăча пуçтарса

Катаччи те ямалла.

 

Хура ут пит тулхăрать,

Малалла

Муçка


Сивĕ хĕвел выляса тухрĕ. Нимĕн хăрушăха сисмесĕр, тавралăха хăйĕн çутă пайăркисене илемлĕн сапаларĕ. Халăх ир-ирех лăпкă та тарăн ыйхăран вăранчĕ. Хĕвел çӳлерех хăпарма пуçличчен урамсем тăрăх ĕнесем, пăрусем, сурăхсем хăйсен çулĕпе сĕнккеççĕ — кĕтӳ хăвалама тытăнчĕç. Вырсаникун пулсан та, ялта тăнăçлă ĕç кунĕ пуçланчĕ.

Пире, вĕтĕр-шакăра, тулă çумлама хушрĕç. Вăл вăхăтра уйри тырă питĕ çумлăччĕ. Тĕрлĕ имçамсемпе пĕтеме пĕлеймен пулмалла. Пĕр анине пĕтеретпĕр, тепĕр Ани пире кĕтет. Кăнтăрлахи апатчен хĕрсех ĕçлерĕмĕр. Сасартăк ял енчен пĕр юланутçă кунталла чуптарса килни курăнса кайрĕ. Хашкаса çитнĕ лаша çинчен ют çын анчĕ те колхоз председательне Виктор Васильева çыру тыттарчĕ.

— Вăрçă пуçланнă! — терĕ Виктор Васильевич.

Часах ялти вăйпитти арçынсене вăрçа илсе кайма пуçларĕç.

Июль вĕçĕнче халăх тырă вырма тухрĕ. Ун чухне тырра çурлапа вырнă. Кĕтӳ хăваланă хыççăн лаша вити еннелле çул тытрăм. Шăпах мана кĕтет тейĕн. Муçка патне пыратăп. Пĕрре те шăмармасть, хăлхине вырттармасть. Кĕсьере пĕр татăк çăкăр пурччĕ. Ăна тиха еннелле тăсрăм. Алри çăкăра тутипе хыпашласа çисе ячĕ. Муçка картишĕнчен çил пек вирхĕнсе тухрĕ, вăрман хĕррине мĕнле çитнине те астумастăп. Вăрмантан яла, унтан каллех вăрман хĕрне икă хут хутларăмăр.

Малалла

«Куçсем тĕнче хапхи пек аслă...»


Куçсем тĕнче хапхи пек аслă,

Тĕнче пек вĕçĕмсĕр куçсем...

Иртнĕ кунсем-и е пуласлăх —

Телейĕ, мăшкăлĕ, асапĕ,

Тасалăхĕ е ырă чапĕ —

Йăлтах сан аллунта, куçсем!

 

Сан куçусем — тупан çинчи чĕре пек,

Чунпа туятăп эп вĕсен вăйне,

Витĕр курса тăратăп эпĕ —

Кашни вылявĕ, йăлтăравĕ,

Йăваш е чеерех ултавĕ

Касать ман шанчăк çунатне.

 

Чĕре суйсан, куçсем асапланаççĕ.

Чун ыратать ăшра ултав тăрсан...

Ан тив, анайтăр сĕм пĕчченлĕх каçĕ —

Ман пĕр асап, пĕр кĕрешӳ, пĕр парăм

(Кунçулăм сарăмсăр е сарăм) —

Телейлĕ эп эсĕ телей курсан!

 

1967, çĕртме, 11,

Шупашкар, Гелмгольц ячĕллĕ сыватăш.

Манăн пашалу


Павăл тухрĕ акана

Бригадир каласанах.

Акма тăчĕ — вăрлăх çук.

Илме маннă-мĕн Палюк.

 

Ха-ха-ха! Пултарать.

Ял-йыша вăл култарать.

Маннă пашалу ялан

Вăл ăçта-ши пуçтарать?

 

— Пӳртлĕх йывăç касмалла, —

Пĕрре хушрĕç Павăла.

Касма тăчĕ — пуртă çук.

Илме маннă-мĕн Палюк.

 

Утă çулма халăхпа

Павăл кайрĕ хаваспах.

Çулма тăчĕ — çава çук.

Илме маннă-мĕн Палюк.

 

Каччă тухрĕ каçхине

Çамрăксенĕн вăййине.

Ташша чĕнчĕ — купăс çук.

Илме маннă-мĕн Палюк.

 

Кайнă Павăл хĕр патне,

Лекнĕ пĕр инке садне.

Савма тăчĕ — савни çук.

Камне маннă-мĕн Палюк.

Пушар


Икĕ хутлă çурт çунать.

Халăх калаçса тăрать:

«Пӳрт кĕçех пĕтет çунса,

Киле кайăпăр часах».

 

Эп ларатăп тĕлĕнсе:

Çулăм çуккă, тĕтĕм çех,

Ку вара пушар-и-ха?

Чупса килтĕм кăлăхах.

 

Пĕр пушарникĕ мана

Пакурпа çӳлтен юнать:

«Мĕн ларатăн, тет, унта?

Вĕт эс тытăннă çунма».

 

Эп хăрушшăн кăшкăрса

Сиксе тăтăм васкаса.

Вутпуççи çине хамах

Эпĕ ларнă-мĕн, ухмах.

 

Эп пушарнике калап:

«Сап мана, теп, шывпапа».

Вăл пит лăпкăн ответлет:

«Манăн шывĕ çуккă», тет.

 

Эпĕ уншăн çилленсе,

Ятăм чĕлĕме чĕртсе.

Кӳршĕ хушрĕ сӳнтерме:

«Ав, тет, çăт шур тĕтĕме».

 

Пушартан киле аран

Çитрĕм урмăш пуçпалан.

Арăм кăшкăрать мана:

«Сĕрĕм тивнĕ сăттана!»

Кӳршĕ


Çĕрĕпех кĕçĕр кӳршĕ вăрçрĕ,

Хăй арăмне таптарĕ, тăсрĕ.

Лешĕ чăтаймасăр ватнине

Тухса тарнă выльăх картине.

 

Хĕлле сивĕ... мĕн тăван?

Ĕне çумне йăпшăнан.

 

Çĕрĕпех ĕне çумĕнче вăл выртрĕ,

Çапах та çан-çурăмне сивĕ тытрĕ.

— Ах...ах... мĕнле пурăнас ку арçынпа?

Тавăрас пулать пуль çăкăрпа.

 

Арçын хаяр... мĕн тăван?

Пурнăçшăнах çырлахан.

 

Арçын пуççăн эп хĕрарăм тăлăх,

Чупкăн аякра акса çӳрет вăрлăх.

Вăйпах вăл тутарчĕ виçĕ ача.

Ах, Турă памарĕ мана хĕрача.

 

Арçын ирсĕр... мĕн тăван,

Ирĕксĕрех çуратан.

 

Аякра вăл икĕ ача тутарчĕ,

Анчах та пуринчен те тарчĕ.

Каяллах вăл килчĕ киле,

Турĕ мана вăл чĕрĕ виле.

 

Чунăм çапла... мĕн тăван?

Ачасемшĕн çураçан.

 

Раштав, 2000

Кăрлач, 2001

Тусăм


Тинех вĕренӳ кунĕсем хыçала юлчĕç. Ур-ра!!! Кану кунĕсем пуçланчĕç. Яла, часрах яла!

Çук, çук, вĕренме юратмасть иккен ку ача тесе ан шутлăр, вĕренӳре «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыратăп эпĕ, «4»-сем те питĕ сахал. Ыран чăваш çĕрне, кукаçипе кукамай патне каятăп. Тĕлĕнсе пĕтереймеççĕ манран аттепе анне, Мускав ачине яла мĕн туртать-ши теççĕ пуль.

Ялта вара мана Тимĕр кăвак тусăм кĕтет. Хуçалăхра ăна пурте Орлик тесе чĕнеççĕ, эпĕ юратса — Тимĕр кăвак. Тусăмпа пĕр-пĕринчен инçетре пурăнатпăр пулсан та çыхăну тытсах тăратпăр, ăслă лаша вăл, тем те пĕлет, тем те курнă, каласа парса тĕлĕнтерет, пĕр кун та канашласа илмесĕр ирттерместпĕр. Тусăмпа çыхăну тытнин никам та шанмасть, пĕррехинче аттепе анне чирлемен-ши тесе тухтăр патне те илсе кайрĕç. Ун хыççăн вара хамăн юратнă тус çинчен никама та каласа памарăм, катăк ăслă тейĕç терĕм.

Аттепе анне билет туянчĕç те автобус çине лартса мана яла ăсатрĕç. Чунăм хĕпĕртет, сăнăм çиçет, чĕрем сикет, часах тусăма куратăп. Урамра çĕртме уйăхĕн ăшă кунĕсем тăраççĕ, хĕвел юратса тата ачашласа вăрçтарнăн автобус кантăкĕ витĕр пайăркисемпе выляса пырать, хĕртет, куçа хĕстерет, тӳпе янкăр тăрă, кайăксем те ытармалла мар çепĕç юрăсем шăрантараççĕ, çул çинчи йывăçсем пĕрин хыççăн тепри мĕлтлетсе юлаççĕ. Сывлăш уçă, хыр шăрши сăмсана кăтăклать. Мĕнле асамлă вăл чăваш çĕршывĕ!

Малалла

■ Страницăсем: 1... 373 374 375 376 377 378 379 380 381 ... 796

Шухăшсем