Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Çирĕм пиллĕке çитет
Галя кĕр енне..
«Ман качча каяс килет», —
Тет хĕр амăшне.
«Тух эс халăх хушшине
Ытларах, ачам.
Унсăр, — тет инке хĕрне, —
Юлăн тăхлача».
Çӳреме сĕнӳ парать
Пуйăспа хĕрне:
«Яшсене, — тет вăл, — кăтарт
Хăв ĕçченнине».
Çĕмĕрле—Канаш маршрут
Халь ăна паллать,
Вĕçтерет кунне ик хут
Хĕр калла-малла.
Вакунра вăл кулленех
Тек алсиш çыхать.
Хăш качча памаллине
Вĕçĕмсĕр шырать.
Каччăсем, ĕçчен хĕре
Ма курмастăр-ха?
Арăм пулма хатĕрех
Вăл çĕр çуллăха.
 Çук, сана мар çавтер эп юрататăп,
Санра саватăп иртнĕ асапа...
Михаил Лермонтов
Халь тин сана савмашкăн тивĕç тивмĕ,
Тахçан кăмăллани те паянччен асап.
Тахçанхилле тасалăх урăх килмĕ —
Асилӳре çеç маншăн эс таса.
Куçпа-куç хирĕç тинкерсе пăхмалăх,
Сăмах ватмалăх вак-тĕвек çинчен
Вăй пухаймарăм та — тытмарăм алă:
Шикленнĕ шанчăк туйăнчĕ çинçен.
Сивлек пек пултăмăр пĕр-пĕринпе çич ютлăн,
Кашни теприншĕн айăплă пекех.
Сӳнтернĕ кĕл çулăмланаймĕ вутлăн —
Иртни йăл илмĕ çĕнĕрен текех.
Тасалăхпа санра тупайнă пурлăх
Ман асăмра куç пек тулли кучух.
Ăна тем тĕрлĕ ванчăк, хĕнлĕ-хурлă
Туйăмсемпе пăтраштарассăм çук.
1963, çурла, 30.
Салтаккасси.~~
 Каçар. Калас сăмахăмсем
Куçран куçа эп каличчен —
Таткаланса, тӳнтерленсе,
Вараланса ик-виç хутчен,
Сан хăлхана йӳçĕхтерсе —
Янранă пулĕ халиччен.
Эп асилтермĕп вĕсене.
Таса хĕрача пек айванăн
Çын куçĕнче курнас тесе
Ятарласа курнăçланатăн
Ултав сăнпа йĕкĕлтесе,
Чăн пурнăçпа юпса вылятăн —
Чăнни, чăн марĕ пĕр тĕсех.
Каламăп чăн сăмахсене.
Ятне çухатнă, тĕссĕрленнĕ,
Шăрчăк янравĕллĕ кăна
Телейӳне мĕнле иленĕн!
Парнелесемччĕ эс ăна —
Пурах-х а пулĕ кĕтекенĕ! —
Хăв пек япшар ултавçăна.
Мĕн авалтан çапла пилленĕ.
1963, çу, 24.
Пăчăрлă Пашьель, Шăмăршă.
 Пăчăрлă Пашьел.
Пăчăрлă Пашьел...
Пăчăр тытаймарăм,
Тĕкне татаймарăм,
Çав кăна пит шел!
П.Хусанкай
Пасна урлă каçаймарăм,
Пăчăр тытаймарăм,
Мĕн чуль шухăш пуçра пурччĕ —
Ним те тăваймарăм.
Пасна урлă каяс теттĕм,
Каçса каяймарăм,
Сартунккара кайăк тĕкĕ
Сутса пуяймарăм.
Пасна тăрăх тухаймарăм,
Сар хĕр кураймарăм.
Çамрăк ĕмĕр типсе хăрчĕ,
Телей тупаймарăм.
Бухгалтер Петров çĕнĕ хваттере куçнă чухне хăйне çиччĕмĕш пĕлĕтри пек туйнă. Чăннипе хваттерĕ çĕнĕ мар, кивĕ пулнă-ха. Анчах та çакăнта пĕтĕм сăсăкĕ пытарăнса тăнă.
Чăматăнĕсене тата простыньпе чĕркенĕ ăпăр-тапăрсене чи çӳлти виççĕмĕш хута сĕтĕрсе улăхнă чухне вăл хăйне Шупашкарăн кивĕ çурчĕн ытамне кĕрсе ӳкнине ӳчĕпе туйса илнĕ. Ăна подъездра çурта шăрши сарăлнă пек, крахмалланă кĕпе чăштăртатнă тата лаша йĕвенĕ чăнкăртатнă сасăсем илтĕннĕ пек туйăннă.
Каçхине çак вăхăтсенче хулари çуртсенче яланах çынсем йышлă пулаканччĕ, ку çуртра пĕр çын та курăнманни кăштах тĕлĕнтĕрнĕ. Кунта картлаçсем тăрăх ача-пăчасем чупман, почтальон та хаçат салатса почта ешчĕкĕсенене шанкăртаттарса уçса хупман. Кунта юрлакан та, кăшкăрашакан та, макăракан та пулман. Кунта лифт та, уçăлса хупăннă чух чĕритлекенскер, шавламан. Мĕншĕн тесессĕн ку çуртра лифт пулман.
Паллах, кашни алăк хыçĕнче хăйне евĕрлĕ пурнăç пынă. Анчах ăна Петров туйман. Вăл хăйне вăтам ĕмĕрти пысăк замокăн хуçи пек туйнă. Унăн фантазийĕ пӳлĕмсене пурнăçран тахçанах уйрăлса кайнă çынсемпе тултарса лартнă. Фантазипе Петров кĕрешме пĕлмен. Пурăна киле унăн çавăн пек шухăш çирĕпленсе ларнă: фантазипе тата таракансемпе кĕрешни усăсăр. Мĕншĕн тесен вĕсем иккĕшĕ те вилĕмсĕр.
Малалла
 Аслă Отечествăллă вăрçă вăхăтĕнче тăлăха юлнă салтак арăмĕсене
Пӳрт тӳпинче пĕр мăшăр кăвакарчăн
Çунат çапса чуптунăн савăшать.
Пӳрт çумĕнче ларать ак кăвак карчăк
Кун çутине вăл тинкерсе пăхать.
Çанталăк вăйĕ пур — пур чĕрĕ чунăн,
Вăл вăй пур кинемейĕн хăй валли,
(Анчах пăхмасть ăна пĕр хĕрĕ унăн
Ялта пурнать пулсан та «чун илли».)
Ун мăшăрне çунтарнă вăрçă хирĕ,
Вăл та юратнă кăвакарчăн пек.
Анчах лекет ăна та вăрçă чирĕ —
Вăл тăлăх арăмсен шутне кĕрет.
Сăпайлă пулнă халăх хушшинче вăл,
Хăранă намăсран та Турăран,
Çылăх, тесе, путарнă шухăшне вăл,
Анчах та хĕрĕ пĕртте ăнланман.
Ман çуккă шăллăм, çуккă манăн йăмăк,
Эп тăр пĕччен, мĕн-ма ача туман?!
Тесе вăл амăшне кăтартнă тамăк...
Хĕр амĕш чĕрине пач ăнланман.
Çапла кун иртнĕ, иртнĕ çул та ĕмĕр...
Çук урăх юрату килмен, пулман.
Унпа пуласшăн сĕннĕ ылтăн-кĕмĕл,
Малалла
 Каçсерен тухатăп
Аслă урама,
Чун савни шыратап
Ăшшăн курнăçма.
Сахал мар ыр каччă
Пирĕн салара,
Темшĕн-çке хăраççĕ
Эпĕ савасран.
Ак, учитель Павăл —
Чапсăр йĕкĕт мар.
Пĕр каç çеç манпа вăл
Ларчĕ юнашар.
Агроном Никантăр
Кăмăла каять.
Хăй тухмасть нихçан та
Манпала вăййа.
Зоотехник Петьăн
Ĕç укçи пуян.
«Кăлăхах кĕтетĕн», —
Терĕ вăл паян.
Мĕншĕн-ши хăраççĕ
Ман юратуран?
Тумăм капăрах-çке.
Япăх-им сăнран?
Кунĕпех паян та
Тĕкĕр умĕнче
Тăтăм, япшарлантăм
Кăмăл туличчен.
Кашниех чĕнеççĕ:
«Капăр Урине».
Юратма пĕлмеççĕ
Темшĕн пикене.
 Арăмĕ вилсен, Лука
Качча илчĕ карчăка.
Качака сĕтне ăна
Çитерет кашни кунах.
Леш пырать çамрăкланса,
Яшши пек хастарланса.
Вĕри кулач çитерет.
Карчăк пулать хĕрӳрех.
Ĕçтерет час-час сăра:
«Карчăк, пул, тет, хавасрах».
Илсе пачĕ те пушмак,
Виç уралли пек ташлать.
Сельдерей çитерчĕ те,
Яшшинчен юлмасть пĕртте.
Çамрăклатма пултарса,
Лука пурнать ыр курса.
 Киреметре выртса хуралнă
Хакне çухатнă пăхăр пек,
Йĕрĕнтерсе, чун юнăхтарнăн,
Кашни йĕрке сăнарĕпе
Сĕтелӳнте ман çырусем
Ан выртчăр тек кĕвеленсе.
Ан куртăр вĕсене ют каччă.
Ӳпкелесе выç куçсемпе
Çиллес çынсем те ан вулаччăр —
Ĕне хупах чăмланă пек
Кавле-кавле ăнланаймасăр
Вулакан çын вăл пархатарсăр.
Сан умăнта пулас килмест
Анкартинчи тăм катемпе.
Çилпе сий-сийĕн сирĕлсе
Эп пулăп саншăн тĕтĕм пек.
Ман сăвăсем, ман çырусем
Куçран тасалччăр кĕлленсе.
1962, утă, 19.
Атăл, сывлăх лагерĕ.
Каçкӳлĕм. Яланхи пекех туссем пĕрле пухăнчĕç. Кăнтăрлахи шăрăхра вĕсем пĕве хĕрринче ыр кураççĕ, каç пулттипе вара пĕрле пухăнса велосипедсемпе ярăнаççĕ. Каникулта çапла ĕнтĕ вăл: шыва кĕр, футбол выля, велосипедпа ярăн. Пĕр сăмахпа каласан — кан та кул.
— Пĕрмай дамба тăрăх çеç çӳретпĕр, айтăр паян шоссе леш енне, Энĕшхĕрри плотинине каятпăр, унта манăн куккасем паян пулла кайнă, — сĕнчĕ пурте пухăнса çитсен Витя.
— Точнă, айтăр каятпăр, унта пулă лайăх кĕрет теççĕ, — пĕр шухăшлă пулчĕ Эдик та.
— Эй, атьсем, халех каймалла мар, халь Денис килмен, — тăхтатрĕ Сергей, — вăл паян велосипедне супер туса килетĕп терĕ.
— Ну, ну, куратпăр вара, паян камăн великĕ крутойрах пулать, ну эп шутланă тăрăх вăл пурпĕрех маннинчен блескрах туса килеймест, — калаçăва хутшăнчĕ кукамăшĕ патне хăнана килнĕ Женя.
Велосипечĕсем вара, чăнах та, пĕринчен теприн чаплăрах, капăртарах. Пĕрне кура тепри кунран-кун улăштараççĕ вĕсен дизайне туссем. Коля ав урапа спицисене тĕрлĕ тĕслĕ прулккапа явса тухнă, Эдик изолентăпа çавăрттарнă, Костя тата сигарет пачкин хупписемпе илемлетнĕ. Никамран нумайрах Витя ĕçленĕ пуль вара паян. Паян çеç те мар паллах, ку ĕçе тума вăл пĕр-ик эрне хатĕрленнех ĕнтĕ. Вăл газлă напитокăн пăккисене пуçтарнă! Халĕ вара вĕсене спицăсем хушшине кĕрте-кĕрте лартнă. Вĕсене кĕртсе лартма çăмăлах пулман пуль-ха, эх, тĕрмешнĕ ача. Тĕрлĕ тĕслĕскерсем илемлĕн курăнаççĕ тата.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 375 376 377 378 379 380 381 382 383 ... 796
|
Шухăшсем
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...