Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 I
Кăмака умĕнчи чăланта çутă. Шурă тутăрлă, кăвак çитсă кĕпеллĕ хĕрарăм плита çипе лартнă савăтсене асăрхаса тăрать. Акă çатма чашăлтатма та тытăнчĕ. Хĕрарăм ăна плита хĕрринерех шутарчĕ. Унччен те пулмарĕ, симĕс чейникри шыв та вĕресе пăсланма пуçларĕ. Хĕрарăм ăна сĕтел çине илсе лартрĕ те, чăлантан пуçне кăларса, тĕттĕм пӳлĕмелле пăхрĕ.
— Валя, тă-ăр, — терĕ хĕрарăм тӳлек сассипе ачашшăн. Сасă пулмарĕ. Вăл вара тĕттĕм пӳлĕме тухрĕ. Стена çумне аллипе ярса кăч тутарчĕ те шурă абажурлă лампочка пӳлĕме çутатрĕ. Пӳлĕм варринче — таса çивитти сарнă пысăк сĕтел. Ун çинче финик пальми илемлĕн сарăлса ларать. Шурă занавеска карнă икĕ чӳрече хушшинче — юман этажерка, унта — хулăн кĕнекесем. Комод çинче тĕкĕр йăлтăртатать. Стена çумĕнче — пукансем. Икĕ тимĕр кравать. Пĕри, пысăкки, чăлан çумĕнче; тепри, пĕчĕкреххи, — кăмака çумнерех. Пысăк кравачĕ çинчи кăвак çивиттипе шурă питлĕ минтерне лайăх тирпейлесе хунă.
Хĕрарăм пĕчĕкрех кравать патне пычĕ.
— Тăр, Валя, тăрах, хĕрĕм, — терĕ вăл. — Хам ĕçе тухса кайсан, сана вăратакан та пулмĕ. Кукаму çук халĕ. Шкултан тăрса юлăн тата, тăрах.
Малалла
 Такăр çул — умра,
Сарă хĕр — çумра.
Манпа ун валли
Хатĕр «Жигули».
Тупнă ĕнерех
Эп сăра, эрех,
Çĕн магнитофон —
Янăрать салон.
Хĕрĕн йăл кулли,
Аллăмри алли
Пăлхатать чуна,
Илĕртет мана
Вĕçтерме халех
Вăрмана каллех
Çĕн «Жигулипе»
Виçĕм кунхи пек.
Манăн куç çиçет,
«Жигули» вĕçет
Хăвăрт малалла,
Сĕм вăрманалла.
Симĕс те маттур
Пĕр уçланкă пур
Çав сĕм вăрманта:
Пит хитре унта.
Ешерет çаран,
Курăк — мăй таран.
Курăк хушшинче
Тĕрлĕрен чечек
Илĕртет куçа,
Çавăрать пуçа.
Çитрĕмĕр кăна
Çак шăп вырăна —
Черккене эрех
Ятăм эп тӳрех.
Çĕклесе ăна
Сыпрăм кăшт кăна.
Тепĕр черккене
Сĕнтĕм пикене.
Кĕлетки пикен
Пит чипер иккен,
Хĕрлĕ — тутисем,
Сарă — çӳçĕсем.
Куçĕнчен пăхсан —
Юнă вĕрĕ сан,
Кăкăрти чĕрӳ
Тапĕ пит хĕрӳ.
Авăтать куккук,
Кăкăрта — тук, тук!
Юн чăнах вĕрет!
Малалла
 Эпĕ — Владивостокра.
Эсĕ — хăвăн ялунта.
Телефон ман тухăçран
Çитерет сасса унта.
Юрату вăл — уйрăлу.
Анчах та телефонра
Илтĕнет сассу, куллу,
Пулсан та эс аякра.
Эп ыйтсассăн: «Еплерех
Пурăнатăн мансăр эс?»
Хуравлатăн: «Чиперех!
Кулянса ма-ха çӳрес?»
Калаçатпăр çĕрĕпе
Ун çинчен те кун çинчен
Кĕсъе телефонĕпе
Санпа эпĕр мĕн ирччен.
Эп калатăп: «Кĕт мана
Юратан мана пулсан!»
«Юрĕ», — тенĕ сассуна
Илтсен, савăнап чунтан.
Итлесем океана,
Ун шавлаççĕ хумĕсем.
Эфирти сан сассуна
Хуплаймаççĕ çеç вĕсем.
Илем тĕрлет тăван çĕршывăм,
Ун ячĕ вĕçрĕ тĕнчене.
Шап-шурă-шурă Шупашкарăм
Кĕтет пĕрмай хăнасене.
Çӳлтен çӳле шав çĕкленеççĕ
Капмар та чаплă керменсем.
Тымар ярса ав тĕпленеççĕ
Ĕçчен те сумлă йăхташсем.
Çу кунĕнче ешĕлленеççĕ
Шĕкĕр хула урамĕсем.
Акатуйра вăййа чĕнеççĕ
Пикесене яш каччăсем.
Ал ăстисем хĕвел тĕрлеççĕ
Шап-шурă йĕтĕн пир çине.
Кĕрекесем хавас кĕрлеççĕ
Пуян та тулăх кĕркунне.
Мăн Атăла курма килеççĕ
Çич тинĕс, çичĕ ту енчен.
Куçпа курса чăн тĕлĕнеççĕ:
Шур Шупашкар епле черчен!
Телей сунса кĕтсе илеççĕ
Хĕрсем килен хăнасене.
Пуçа тайса:
«Салам», — тееççĕ,
Ăш пил уçать чĕресене.
Килсе кур, чĕнетĕп,
Кил, Шупашкара!
Ыр сунса кĕтетĕп
Шур Шупашкарта!
Сывлăмпа тăван хире васкатăп.
Кайăксен юрри пит илĕртет.
Юрăпа хĕрӳ ĕçе тухатăп.
Пуç тайса мана пучах кĕтет.
Пир çинчи пек капăр шурăм пуçĕ.
Уй-хирте çуталчĕ çамрăк чун.
Тулă хумĕсем чупаççĕ уççăн.
Хум çинче çуралчĕ çĕнĕ кун.
 Çурхи сарă хĕвел алкум вĕçне çап-çутă ӳкет. Çичĕ çулхи Санюк кĕпе вĕççĕн, çара пуçăн кунта выляма тухнă. Вăл шурă кĕпеллĕ, сарă çӳçлĕ пуканене тетте автомашина çине лартса кустарать.
— Кĕр-кĕрр! Эпир те аннепе иксĕмĕр машинăпа кĕрлеттерсе каятпăр акă Шупашкара... Ах, аван пулать-çке-е-е, — кăмăллă пакăлтатать хĕрача; хăй çаврака сенкер куçĕпе савăнăçлă пăхкалать.
Санюк амăшне фермăра пăрусене аван пăхса ӳстернĕшĕн орден параççĕ. Ун çинчен радиопа пĕлтернĕ. Шупашкара орден илме кайнă чух амăшĕ хăйпе пĕрле Санюка та илсе кайма пулчĕ. Çакăншăн Санюк калама çук хĕпĕртет, Шупашкара хăçан кайăпăр-ши тесе кĕтсе тăрать.
Хĕрача выляса ларнă хушăра амăшĕ калинккерен кĕчĕ. Вăл хăмăр халат аркипе темĕн чĕркенĕ; хăй çумне тытса пырать.
Санюк амăшĕ патне чупса пычĕ.
— Мĕн чĕркесе килтĕн эсĕ, анне? — ыйтрĕ Санюк. Вăл чĕвен тăрса амăшĕн халат аркине сирсе пăхасшăн пулчĕ.
— Сысна çури вăл.
Амăшĕ халат аркине сирчĕ те сысна çурине картлашка çине ячĕ. Лешĕ, пĕчĕкскер, имшерккескер, тăватă урине пĕр çĕре туса чĕтрекелесе тăчĕ те картлашка кĕтесне хĕсĕнсе выртрĕ.
Малалла
 Кантăкран тек шаккать çил ачи,
Чĕтренет чӳрече кĕленчи.
Тем чуна çак тăманлă çĕрле
Ыйăха вĕçтерсе кансĕрлет.
Аса илтĕм пĕр хĕрĕн сăнне,
Ятне маннă тахçан эп унне.
Чипер сăнĕ кăна чĕрере
Тăрса юлнă шалта, кĕтесре.
Çăлтăр евĕр çиçсе, калăн — чăн,
Тухрĕ тăчĕ ума çавă сăн.
Çил ачи илсе килчĕ ăна,
Пăлхатса ман асаплă чуна.
Пулнă-ши юрату е пулман
Çав хĕрпе-çăлтăрпа ман тахçан?
Пулмасан, ма тăманлă çак çĕр
Куç умне килчĕ тăчĕ çав хĕр?
Кантăкран çил ачи, ан шакка,
Чупса кай инçете, аякка.
Тавтапуç çакă каçшăн сана —
Лăплантартăн чуна пĕр кана.
 Ăсран тайăлтараççĕ
Мана сан куçусем.
Чуна хумхантараççĕ
Йăлтăртатса вĕсем.
Эс ман çине пăхсассăн
Чĕреçĕм хĕпĕртет.
Савса сана, хавассăн
Ман ыталас килет.
Сан куçусем ачашшăн
Кулсассăн çуталса,
Туятăп: чуп тăвасшăн
Тутам сана, савса.
Куçăмсемпе шыратăп
Сана çын хушшинче.
Курсан, савса пăхатăп
Кăвак куçусенчен.
Вĕсем асамлă, тарăн.
Унта путасшăн эп.
Кам та унта пултарĕ
Тупма шыранине.
Лăпкать-çке, тыткăнлать-çке
Мана ачашлăху.
Эх, савнă хĕрупраçăм,
Ачашлăх — эсĕ ху!
 Каç пулса килет,
Лăпкă çил вĕрет.
Хăнтăрла шывне
Хăвалать Кĕтне.
Çил хумханнă май
Сивĕтет самай.
Куçăм умĕнче —
Шăннă чӳрече.
Аннепе аппа
Килĕç çунапа
Улăм сĕтĕрсе,
Вăй-халне çĕтсе.
Кашкăр, ав, улать —
Те йытта туллать?
Аппапа анне
Тупрĕç-ши çулне?
Хăй çути сӳнет,
Пӳрт те сивĕнет.
Чĕтресе ларап,
Куç хупма хăрап...
Хăнтăрла шывне
Хăвалать Кĕтне.
Пулса иртнине
Манаймасть чĕре.
 Тăван килсен чун савăнать,
Тăван кайсан чун хурланать.
Нумай çулсем курман пулсан —
Йĕрсе те ярăн тĕл пулсан.
Тăван хуйхи йывăр пулсан,
Сан пулăшма май пулмасан —
Чĕре çунать, чун хурланать,
Хамах айăплăн туйăнать.
Тăван тăвар витĕр тухать,
Пирте чăваш юнĕ юхать.
Тăван килсен чун савăнать,
Тăван кайсан чун хурланать.
■ Страницăсем: 1... 293 294 295 296 297 298 299 300 301 ... 796
|
Шухăшсем
Watch this if you are struggling to get ...
Save big while driving targeted traffic ...
Increase your website’s audience with ou...
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...