Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пирвайхи юратуХĕрес хывнă хĕвелКушкă ачиВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеПулас кинсемПулать-çке пурнăçра

Шанчăксăр тус


Икĕ çамрăк вĕрене çулçисем çилпе ал çупмалла выляççĕ. Çакна Ксюша кашни ир чӳречерен căнать. Пăхать те чунĕнче хавас пулса каять унăн, хăйĕн те вĕсемпе пĕрле выляма тухса чупас килет.

Каçпа ун патне Валерка килмелле. Хĕр çакна питĕ кĕтет. Халь вара савăк кăмăлпа пахчана тухса йăрансене кăпкалатма пуçларĕ. Ĕçлерĕ те ĕçлерĕ пике, кăнтăрла иртсе кайнине те сисмерĕ. Амăшĕ апат çиме чĕнсен çеç пӳрте кĕчĕ. Кăштах канса илнĕ хыççăн Ксюша уя утă тавăрма тухса кайрĕ. Каç енне самаях ывăнса çитрĕ вăл.

Тĕттĕмленсен вĕсен тĕлĕнче шик! шăхăрни илтĕнчĕ. Юнашар ялтан Валерка килчĕ пулас.

— Ксюша, паян ман юлташăн çуралнă кунĕ. Вăл пире иксĕмĕре те çак уява чĕнчĕ. Айта, кайса килер, — терĕ каччă савнă тусĕ урама тухсан.

Темшĕн каçĕ паян питĕ тĕттĕм. Ывăннă та хĕр, анчах юратнă çыннăн кăмăлне хуçас темерĕ, утрĕ тăватă çухрăмри яла. Вĕсем пынă çĕре уяв пуçланнă та, пурте сĕтел хушшинче.

— Акă Валерка та çитрĕ, ларăр-ха пикепе пĕрле, ĕçсе парăр-ха ман çуралнă кун ячĕпе, — терĕ вĕсем патне пырса яштака та илемлĕ сăн-питлĕ йĕкĕт.

Савни аллинчи черкке пĕр самантрах пушанса юлнине Ксюша тĕлĕнсе пăхрĕ. Хăй вара тутанса та пăхмарĕ хаяр шĕвеке.

Малалла

Куçлăх айĕнчи куçсем


Эс çӳретĕн куçлăхпа.

Вылянать çут кĕленче

Йăлтăр-йăлтăр çутăпа

Сăмсун икĕ айккинче.

 

Куçлăху сан пит хитре.

Вăл сăнна илем кӳрет.

Курсанах ăна, чĕре

Кăкăрта тĕпĕртетет.

 

Çутă линза айĕнче

Сан пытаннă куçусем.

Вĕсенче — асам тĕнче,

Йăлкăшать куçри хĕлхем.

 

Çак пытаннă куçсенчен

Манăн пит пăхас килет.

Анчах икĕ кĕленче

Пăхтармаççĕ ниепле.

 

Илес мар-и куçлăхна,

Тусăм, куçу çийĕнчен?

Чуп тумашкăн-çке сана

Вăл чарать тутусенчен.

Шур чечексем


Ах, эсир шур чечексем —

Улăхри чиперккесем!

Вăтанса сăпай хĕр пек,

Илĕртсе илемĕрпе,

Пăлхататăр чĕрене,

Йăл кулса инçетренех.

 

Тунăрсем черчен, çинçе!

Çăлтăр пек, вĕсем çинче —

Шурă-шурă çеçкĕрсем,

Ешĕл-симĕс çулçăрсем!

Ăшă çумăр уй-хирте

Шăварать сире ирпе.

 

Ан çиленĕр, эп сире

Парнелесшĕн пĕр хĕре.

Вăл хитре, пилеш пекех:

Йăрăс пӳллĕ, чăн пике!

Эп сире, ак, çавăнпа

Халь тататăп сывлăмпа.

Кĕт — пыратăп Тюмене


Çĕпĕрти сив Тюменьрен

Эс çырмастăн темĕнрен

Пĕр çыру та ман пата.

Чăтăм пĕтрĕ, тупата.

Ман сана курас килет!

Самолет çине билет

Паянах кайса илеп —

Тюмене пырса çитеп!

 

— Ан ыраттăр манăн пуç!

Чĕрӳне, тархасшăн, уç, —

Тесе калăп эп сана,

Хулунта тĕл пулсанах.

 

Мĕн хуравлăн эс — пĕлмеп.

Анчах, пĕлтĕм-тĕк килме

Сан патна юратупа,

Киленетĕпех унпа!

 

Çавăнпа мана кĕт эс,

Хатĕрле улах кĕтес.

Эп сана çак тĕнчере

Çухатмастăп, пурпĕрех!

«Шурăм пуç çатан карта çинче...»


Шурăм пуç çатан карта çинче.

Кивĕ пӳрт. Сăрланă карлăксем.

Шур автан шет авăтать çинçен.

Ыйхăран вăраннă кайăксем.

 

Курăк витнĕ тăвăр кил хушши

Чыхăнать сирень шăршийĕпе.

Урамра кĕтӳçĕсен пушши

Шартлатать сунар пăшалĕ пек.

Пыллă чĕлхе


Çыварас тесе куçне хупсан та, Семен Петровича шухăшĕсем çывăрттармаççĕ. Юнашар кравать çинче тутлăн тĕлĕрекен Макар Макарча вăратас мар тесе, сывлăш çавăрма шикленсе выртнă хушăра, Семен Петрович пыр шăтăкĕ кăтăкланнипе — кхм! кхм! тесе ӳсĕркелесе илет.

— Тухтăр чĕлĕм туртма пăрах терĕ. Бронхит.

Семен Петрович, табак туртма виçĕ çул ĕлĕк мĕнле майпа тытăннине аса илсе, лаш хуйхăрса ярать. Табак туртма тытăнасси çапла пулнăччĕ.

Çĕнĕ пуçлăх килмелле тенĕ хыпар Семен Петровича тĕрлĕ майлă та шухăшлаттарнăччĕ.

«Киввин ăсне-йăлине пĕлсе çитернĕ хушăра çĕнни килсе кĕрсен мĕнле юрас?»

Çĕнни вунпĕр сехетте çирĕм минут кайнă вăхăтра пырса кĕрсе, служащисемпе «здоровă туса» сĕтел хушшине ларсан, Семен Петрович учрежденири ĕçсем мĕнле пыни çинчен ăна кĕске рапорт панăччĕ. Рапорт панă чухне ахальтен кăна çапла каланăччĕ:

— Халĕ, çитменлĕхсем кăштах пулсассăн та, эсир тĕреклĕ ертсе пынипе, пĕр эрнерех чи малта пыракан учреждени пулса тăма пултарăпăр, — тенĕччĕ.

Пуçлăх, сăрантан тунă портсигарне туртса кăлăрса, Семен Петровича:

— Тархасшăн! Именсе ан тăрăр. Туртса ярăр... Табак туртнă чухне пуç аванрах шухăшлать, — тенĕччĕ.

Малалла

Асаилӳ ыратăвĕ


Сан куçусем мана йĕрлеççĕ —

Сенкер куçсем.

Тĕлĕксене час-час кĕреççĕ

Çĕрле вĕсем.

Паянчченех эп манаймастăп

Ик тутуна.

Нихăçан та асран ямастăп

Сан уттуна.

Анчах, хăçан сана çухатрăм,

Хăш вăхăтра,

Телейĕме чăл-пар салатрăм

Хăш самантра?

Ӳкĕтлеме-ши пĕлеймерĕм

Пĕрле чухне,

Е ăнланса ĕлкĕреймерĕм

Эс кирлине?

Халь пĕтĕмпе эп ăнланатăп

Хам айăпа.

Кая юлсассăн та калатăп:

— Эс — ман шăпа!

Эп чи пуян хĕрарăм çĕр çинче


Паян ирех вăрантăм та ăнлантăм —

Эп чи пуян хĕрарăм çĕр çинче.

Вут-юрату хăвачĕпе сăнлантăм —

Халь хĕмленетĕп туйăм тĕнчинче.

 

Çак çут тĕнче пĕр манăн халь, пĕр манăн.

Çут çăлтăрсем чунра, ик куçăмра.

Сенкер тӳпе, хĕвел, сар уйăх манăн,

Пин шăнкăрав янравĕ уттăмра.

 

Тусен, шывсен, çилсен хуçийĕ — эпĕ,

Пуянлăхăм вырнаçаймасть чунра.

Ирхи тĕнчен асамлăхне халь эпĕ

Сан куллунта куратăп çак кунра.

 

Çак иксĕлми пуянлăха эс патăн,

Вĕçĕ-хĕррисĕр уçлăх — чĕрере.

Вут-чĕремри хĕм-чечеке эс татăн,

Эс туйăн, пĕлен, саншăн эп — пĕрре!

Ларăр çума, ачасем


Тĕксĕм-тĕксем пĕлĕтсем

Хупăрларĕç тӳпене.

Салху-кичем шухăшсем

Ярса илчĕç чĕрене.

 

Савнă, пĕчĕк чĕппĕмсем,

Мĕн калас-ши ман сире?

Савăнăçлă сăмахсем

Тупас килет-çке сĕре.

 

Хуйхă тулнă чĕрере

Епле тупас савăнăç?

Хуйхă, кай эс, чĕмере,

Лăпкă пултăр пурăнăç.

 

Ларăр часрах, ачасем,

Юмах ярса парам-ха.

Чун патĕнчи сăмахсем

Çак юмахрах юлччăр-ха.

Тунсăх


Эс мĕнле пурăннине

Ман пĕлесчĕ.

Эс мĕнле сывланине

Ман итлесчĕ.

 

Эсĕ лайăх пурăнсан

Чун лăпланĕ.

Сан çинчен хыпар пулсан

Шăм-шак канĕ.

 

Темĕн чухлĕ шыраса

Тупаймарăм.

Паллакансенчен ыйтса

Пĕлеймерĕм.

 

Шанчăка тĕпе хурса

Сăвă çыртăм.

Шурă хурăна пăхса

Сăнна куртăм.

 

Эс мĕнле пурăннине

Çеç пĕлесчĕ.

Эс мĕнле сывланине

Çеç илтесчĕ.

■ Страницăсем: 1... 292 293 294 295 296 297 298 299 300 ... 796