Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йĕрсем çухалмаççĕХĕн-хур айĕнчеТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемЧипер АннаТантăшсемПăва çулĕ çинчеВĕлле хурчĕ — ылтăн хурт

Ултавçă


Милиционерсем икĕ ӳсĕр çынна наркологи кабинетне экспертизăна илсе кĕреççĕ. Врач илсе килнисене вĕсен сывласа кăларнă сывлăшĕнче мĕн чухлĕ алкоголь пуррине тĕрĕслемелли аппаратăн чăпăкĕнчен вĕрме хушать. Лешсем умлăн-хыççăн вĕреççĕ. Врач экспертиза актне çырнă вăхăтра пĕр ӳсĕрри теприне çамкинчен чышкипе танлаттарса ярать. Çапăçсах каяççĕ кусем. Милиционерсем хайхисене аран чараççĕ.

— Ма çапăçаттăр? — ыйтать врач пĕр ӳсĕрĕнчен, малтан çапăçма пуçланинчен.

— Э, мĕн! — хуравлать лешĕ, тепĕр ӳсĕрĕ çине пӳрнипе кăтартса. — Кĕленчери эрехе пĕрле ĕçрĕмĕр пулсан та аппарат çак йĕксĕкĕн сывлăшĕнче алкоголь нумайрах пулнине кăтартать! Эрехе манран нумайрах ĕçнĕ вăл! Ултавçă!

Çилли килнипе, пĕрле ĕçнĕ юлташне каллех чăмăрпа хăмсарать хайхи.

Санăн ăшă куллу


Ман çине пăхса йăл култăн эс —

Самантрах çĕкленчĕ манăн кăмăл.

Сан куллу чĕремшĕн кучченеç

Пулчĕ, тейĕн, ăшă та пит çăмăл.

 

Сан çине эп пăхрăм савăнса,

Шухăшсем пăтранчĕç сапаланчăк.

Куçусем çиçни тунсăхласа

Пуçăмра çуратрĕ пысăк шанчăк.

 

Кăкăрта çуралчĕç кĕвĕсем,

Чунăмра сар кайăксем юрларĕç.

Чĕвĕлтетрĕç çепççĕн вĕсем,

Чĕрем тапрĕ саннипе пĕр харăс.

 

Куçăмсем тинкерчĕç çӳлелле,

Пăлхантарчĕ аслатин кĕрлевĕ.

Тăвăл витĕр санпалан пĕрле

Ман вĕçессĕм килчĕ кăйкăр евĕр.

 

Пар, пикеçĕм, эсĕ аллуна,

Тĕршĕн ман çума халех ачашшăн.

Тутунтан çине-çинех сана

Чуптăвасшăн эп, пăшăлтатасшăн.

Çырла тутиллĕ тунсăхăм


Çырла тутиллĕ тунсăхăм,

Çăлкуç таппиллĕ шухăшăм

Чĕнеççĕ-çке инçе çула.

Çунатлă çăлтăр-ĕмĕтĕм,

Чупса мар, вĕçсе çитĕттĕм:

Васкатăп эп тăван яла.

 

Аван-и, ентешсем,

Сывах-и, тăвансем?

Туссем, юлташăмсем,

Манми тантăшăмсем.

 

Тăван аттен хăватлăхĕ,

Аннен ачаш сăваплăхĕ

Пиллерĕç пуль вĕçме çӳле,

Çуралнă çĕр сипетлĕхĕ,

Несĕлĕмсен пехетлĕхĕ

Чĕнеç килсе курма сире.

 

Аван-и, шăллăмсем,

Сывах-и, йăмăксем?

Тăхлачă, хăтасем,

Юратнă çыннăмсем.

 

Çара ура — ачалăхăм,

Чечек кавирлĕ улăхăм,

Курап сире тĕлĕкре çеç.

Юрт-юрт, лашам, хыпалансам,

Тумхахсенчен ан такăнсам,

Тăван патне çитесчĕ çеç.

 

Аван-и, йăмрасем,

Сывах-и, хурăнсем?

Мăнаçлă юмансем,

Чун савнă вырăнсем...

Шухăшсен авăрĕнче


Шухăшсем ишеве тухрĕç

Илĕртсе ĕмĕтсене.

Кам-ши, кам каласа парĕ

Мĕн умра пулассине?

 

Пĕр курка телей çĕклерĕм,

Ĕçрĕм ăшăм каниччен.

Ах, тути... Пуçа минретрĕ,

Юн вĕрерĕ пуль ирччен...

 

Шерпетпе ман чунăм тулчĕ,

Сăнĕ çапрĕ сăн-пите,

Инçетри çап-çутă ĕнчĕ

Тайăлса сăнать пире.

 

Эс çумра та — мана хӳтĕ,

Чунăмра та — канлĕх ман.

Ан ӳкейтĕр ют çын куçĕ,

Путтăрах ыйха тăшман.

 

Шав телей пулмасть вăл теççĕ,

Уйрăлу умрах иккен...

Тен, вĕсем çакна пĕлмеççĕ:

Юрату ытла ĕлккен.

 

Юратсан çеç пурнăç савăк,

Пĕр самант та — ĕмĕр пек.

Шерпетне хушсах тăрсассăн

Телей пырĕ ĕмĕрпех.

Тăрса касаççĕ çăкăра


Тăрса касаççĕ çăкăра.

Йăли чăвашăн ĕлĕкрен.

Ăшши вăй хушĕ кăкăра,

Хăват эс илĕн чĕлĕрен.

 

Тăрса касаççĕ çăкăра.

Йăли çапла-мĕн ĕлĕкрен.

Хисепĕ — çăкăр аслăран.

Вăл çук — хăратăн эс тĕпрен.

 

Тăрса касаççĕ çăкăра...

Юратнă Чăвашстан сăнарĕ


Юхма Мишшин «Кăвак çĕмрен» романĕ пирĕн чăваш литературин чи паха, чи курăмлă хайлавĕсенчен пĕри. Ку шухăша вулакансем те, литературăна тĕпчекенсем те тахçанах çирĕплетнĕ ĕнтĕ. «Кăвак çĕмрен» романне Юхма Мишши çамрăк чухнех, утмăлмĕш çулсен пуçламăшĕнчех çырнă. Чи малтан вăл «Тăван Атăл» журналта «Чăваш хĕрĕ» ятпа пичетленнĕ. Унтан 1971 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче уйрăм кĕнекен тухнă.

Юхма Мишши хăйĕн Мускавра «Современник» издательствăра «О времени и о себе» ярăмпа 1990 çулта пичетленсе тухнă «Узоры на сурбанах» кĕнекинче çакăн пек йĕркесем çырса кăтартать:

«В троллейбусе две женщины разговаривали на чувашском языке:

— Ты читала об Угаслу?

— Нет. А где?

— Это роман «Голубая стрела». Я писателя не помню. Но роман мне понравился. О женщине с такой любовью!..

— Наверное, сам автор — женщина.

— Кажется, так. Вот бы нам быть всем как Угаслу. Тогда бы мужики нас зауважали.

— Обязательно прочту...»

Укаслу — «Кăвак çĕмрен» романри тĕп героиня. Вăл XVIII ĕмĕр варринче пурăннă ытарайми маттур чăваш хĕрĕ, ирĕклĕхшĕн, никамапăхăнманлăхшăн, тăван халăх пуласлăхĕшĕн пĕтĕм вăйне, пĕтĕм чунне-чĕрине парса кĕрешекенскер. Укаслу хресчен патши Емельян Пугачевăн полковникĕ, унăн чи шанчăклă çарпуçĕсенчен пĕри пулса тăрать, чи йывăр вăхăтра та, йĕри-тавра тăшмансем хупăрласа илнĕ, юлташĕсем сутнă чухне те ăна пăрахса хăвармасть.

Малалла

Савние


Ирĕк пар мана эсĕ

Сана çеç юратма.

Ан чарсамччĕ ачашшăн

Тутунтан чуптума.

Сӳнтерме пулăшсассăн

Эс чунри кăвара,

Телейрен те телейлĕ

Çын эп пулăп вара.

 

Çав тери кăмăллатăп

Шăнкăрав сассуна,

Кăларать пуль хăçан-тăр

Ăс-тăнран вăл мана.

Авăнать илĕртӳллĕн

Сан ӳт-пĕвĕ ялан,

Куçусем йăл! выляççĕ,

Хĕвел евĕр кулан.

 

Çăмăл та пит илемлĕ

Сан утту, хускану!

Акăш пек курăнатăн,

Юмахри пек сăну.

Эп сана юрататăп!

Пĕлтĕр, куртăр кашни:

Чи хитре хĕр эс маншăн,

Эсĕ — манăн савни!

Юрамасть


Куçунтан пăхса каларăм:

— Ате, тусăм, урама!

— Юрамасть, — эс хуравларăн, —

Ятлаçать-çке кукамай.

Юрамасть, юрамасть —

Кукамай килтен ямасть.

 

Каç пулсан сана эп сĕнтĕм

Ташлама тухма манпа.

Шăппăн-шăппăн эсĕ чĕнтĕн:

— Юрамасть. Чарать аппа.

Юрамасть, юрамасть —

Ташлама аппа хушмасть.

 

Çакăн хыççăн ыталарăм

Эпĕ сана чуптума.

Тутуна тăсса каларăн:

— Ах, ан куртăр кукамай!

... Юратсассăн чĕререн,

Чуптума юрать иккен.

Алăри пучахсем


Пархатарлă Çĕр хăвачĕпе,

Ун сĕткенĕпе пиçсе саралнă

Ал çинчи сап-сарă ылтăн пек

Пучахсем куçа шартса çуталнă.

 

Ал çинче — чи хаклă пĕрчĕсем.

Вĕсенче — çĕн юрă, пурнăç, çулăм.

Вĕсенче — тулли телей, илем.

Ал çинче — хресчен шăпи, йăл кулă.

Хаçатçăсене


Ĕçĕр йывăр сирĕн,

Чунăрсем таса.

Чун савăнать пирĕн

Хаçат вуласа.

 

Ирсерен пăхатăп

Почта ещĕкне.

Вуласа тухатăп

Хаçат çырнине.

 

Ахăлтатса култăм

Хĕскĕчпе пĕрле.

Эп таçта та пултăм

Çуллапа хĕлле.

 

Пурнăç çĕнĕлет-ха,

Чăнлăхпа сывлать.

Пуласлăхĕ пур-ха,

Халăх хăй калать.

 

Пичет кунĕ майĕн

Çыртăм тав туса.

Ĕçĕр йывăр сирĕн,

Чунăрсем таса.

■ Страницăсем: 1... 291 292 293 294 295 296 297 298 299 ... 796