Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Паян райĕçтăвкомра туллиех халăх. Унта — ялканаш председателĕсен эрнере пĕрре пулса иртекен пухăвĕ. Райĕçтăвком председателĕ алли-урипе тапăртатса доклад тăвать. Каламан сăмах та хăвармарĕ. Юртсан-юртсан утмалла, теççĕ. Çавăн пекех председатель чĕлхи чăвашла сăмахсене вырăнăн-вырăнăн вырăсла та мар, чăвашла та мар лаплаттарса хурать. Хăш-пĕр сăмахне халăх ăнланса та юлаймасть. Лешĕ çаплах çаптарать.
— Вăт, пирĕн, таварищи, во что пы то ни стало, чăваш чĕлхине реализацилеме тăрăшмалла. Пес эттăвă, пирĕн чăваш халăхĕ никохта та малалла каяймасть. Тля эттăвă сире пурне те присываю поротсă всех. И паянхи сопранине претлагаю принять относительно çавăншăн постановлени йышăнма.
— Йышăнас! Йышăнас!
— Поетому, сначчăт, ырантан пуçласа отношени путем писать лишь чăвашла.
Тĕрлĕ ĕçсем пирки тĕрлĕ постановленисем йышăнчĕç. Халь ĕнтĕ малашне чăвашла çыратпăр терĕç те тухса утрĕç килсене.
Виç-тăват кун иртрĕ. Председатель хăй тĕслĕх кăтартма шутларĕ. Шăрантарать çеç хальхи чăваш чĕлхипе хушусем.
«Пур сельялканашсене те всем.
На основании Чăваштĕпĕçтăвкомран хут килнĕ тăрăх этим отношени сире пурне те претлагать тăватăп семенашăн нуштатсă тăвакан краштăнсен именной списоксене претставить тума с укасанием к нему миçе пăт, каккуй семена нушнă, потом мĕнле тырă кирлĕ. Пес эттова семена валеçме невосмошнă. Это вы хăвăр та пĕлетĕр. Скорей претставить тума тăрăшăр.
Малалла
 Курни — сахал. Курнин пĕлтерешне,
хам туйнă пек, епле эп кăтартайăп?
Мĕнле йĕрсем эп кун валли тупайăп,
ăçтан илейĕп эпĕ вĕсене?
Эп тăвайман ӳкерчĕк — ман ăсра:
вăл сталактит пек ялтраса илет те,
курнать — Скопас вакханки пек... Чĕтрет те
сасартăк çухалать шухăшăмра.
Хĕрарăм пӳ-сине-и сĕмленсе
арçын пӳ-сийĕпе танлаштаратăп, —
пĕр пекскерсен уйрăмлăхне куратăп:
драмăпала трагеди пек вĕсем.
Асра эп самолетăн çунатне
куратăп: сивĕ çумăрăн тумламĕ
ялтрать пек ун çинче... Ун пек тăвам-и
ялти витре çинчи тумламсене!
Пăрланнă юр ӳкет хырсем çинчен, —
кĕрт ăшĕнчи йĕрри-суранĕ чĕрĕ! —
Ĕлккен курка, хуратнă кĕмĕл тĕрĕ
ялтрать пек — пăр амантнă кĕртсенче.
Эй, тертĕм: сăнарласчĕ — сăнара!
Саккун пек ку — ăса сăнар кĕрсессĕн.
Тен, йыт йăли пек... — Вăл
çыврас килсессĕн
çапла çаврăнкалать йăви тавра...
 В.И.
Суя ĕмĕтсене ватмалăх
ăшра вăй пухнă вăхăтра
çухалчĕ ман вĕри хаваллăх,
мана хăварчĕ шăплăхра.
Телей ыйтма — ун чух хăйман эп,
на памаççĕ — ыйтмасан.
Шăпам — вĕçне çитетчĕ манăн
мана эс сас паман пулсан.
Чир терчĕ пек — ăс-хакăл терчĕ,
çав чирĕн тупсăмне пĕлсе
пĕр сан сассу çеç ĕнентерчĕ
эп сывалса çĕкленессе.
Тĕллевсĕре — тĕллев эс патăн,
ят патăн, ятсăр чух, мана.
Тăванлăх, — уншăн эп пурнатăп,
тăванăм, йышăн тăванна!..
 Хăш чух пулать — мал ĕмĕт çук,
Хура сăнсем çеç куç тулли.
Асту-ха:
Хĕрĕх пĕрмĕш çул.
Вырсарникун. Çĕрпу хули...
Чан сасси пек кĕрлет хыпар.
Йĕпху çăвать те, пылчăк шĕвĕ.
Питсем çинче — çук, куççуль мар,
Çитмен-ха вăхăт — çумăр шывĕ.
Килте сывпуллашма манса,
Коммунистсем çула тухаççĕ.
Алхапăл кутамкка çакса,
Военкомат енне чупаççĕ.
Васкаççĕ инкесем хыçран,
Хулпуççисем чĕтреççĕ вĕттĕн.
Вĕсем çине çак самантран
Кунçул шăпи тиенчĕ пĕтĕм.
Хула йĕпеннĕ çумăрпа,
Тӳпи те унăн хутлă-хутлă.
Малтанхи хут шăп ушкăнла
Утатпăр митинга пĕр шутлăн.
Сăмах калаççĕ васкавар,
Кун пек хĕрӳ пулман та пулĕ.
Кашни сăмахĕ шĕл-кăвар, —
Тăшманшăн вăл — йĕтре те пуля.
Вăрçа кайма хушать чĕре:
Туссем, ыйту çыратпăр, атьăр.
Пурин те ĕмĕт-шут пĕрре:
Çĕршыв хушсан, вилме те хатĕр!
Ав пĕр студент тухать вăр-вар.
Ун тавралла çап-çамрăк ушкăн.
Малалла
 Сарă хапха умĕнче
Çапă купи тăрринче
Пĕр качака путекки
Çухăрать сас çĕтиччен:
«Эпĕ кунта улăхрăм.
Сирĕн валли вырăн çук.
Кунти мул — ман пурлăхăм,
Текех сире тивес çук.
Урари çут калушне
Кунта пылчăк тивеймĕ,
Таса яка тумтирне
Хура пăрçа ереймĕ».
Çакна илтсен выльăхсем
Çавраçил пек кĕрлерĕç
Каçăр сăмса сыснисем
Кача çулне йĕрлерĕç,
Ун каппайчăк сăмахне
Виçе-виçе тишкерчĕç.
Сирпĕнтерчĕç çавăнтах
Аслă-чаплă вырăнтан.
Пăрçа ерми тумтирне
Ячĕç пĕлӳ ӳстерме.
Ун вырăнне ĕçлеме
Лартрĕç сурăх путекне.
* * *
Халăх панă вырăнпа
Ытлах мухтанмалла мар.
Ĕç тумасан ăс-тăнпа —
Паян кунах вăл сан мар.
 Тахçан, ĕлĕк-авалах-ха вăл, çитмĕл те çичĕ тинĕс леш енче, аслă вăрман варринче, пĕр карчăкпа старик пурăннă. Вĕсен пысăк сад пахчи пулнă, çав пахчара ылттăн панулмисем ӳснĕ.
Пур енчен те аван пурăнаççĕ карчăкпа старик. Анчах вĕсен ача-пăча çук, çакăншăн вара иккĕш те питĕ хуйхăраççĕ.
Пĕрре старик лаша кӳлсе вăрмана вутта кайрĕ. Çитсе кĕчĕ те вăрмана, сасартăк çанталăк тĕттĕмленсе ларчĕ, куçран йĕппе чиксен те курăнмасть. Старик пурĕ пĕр килне таврăнас тесе шутламарĕ-ха. Вăл, пĕр килнĕскер вутă тиесех каяс тесе, лашине шавах малалла чуптарать. Сасартăк, чипер пынă çĕртенех, лаша тăп чарăнса тăчĕ те харт та харт! хартласа тапăртатма тапратрĕ.
Пăхать старик малалла тинкерсе: пĕр ăвăс турачĕ çинче çын вилли çакăнса тăра парать.
— Ак тамаша! Мĕн тĕлне пултăм-ха капла? — шухăшларĕ старик. Унтан: «Мĕн пулĕ те мĕн килĕ, курма пӳрнине курмаллах», — тет те, вилене, мăйкăчран вĕçертсе, урапи çине хучĕ, татах малалла уттарчĕ.
Кайсан-кайсан кун лаши каллех чарăнчĕ. Пăхать старик: вĕрене турачĕ çинче тепĕр виле çакăнса тăрать. «Ырра-и, усала-и ку», — терĕ те старик, ку вилене те урапи çине хучĕ.
Малалла
 Бетонăн хӳмисем —
ик рет, виç рет, çич рет.
Хĕвел пытаннăçем
вĕсен мĕлки ӳсет.
Сан симĕс тутăрна
куратăп инçетрен.
Эс тирпейлен ăна,
кĕреçӳне илен.
Эс пĕр хысак çинчен
теприн çине анан,
çак сăртăн хĕрринчен
аялалла пăхан.
Унта шăпланчĕ кран,
унта ĕç вĕçленет.
Эс кукленсе ларан
вĕри бетон çине.
Кран кăмаки патне
хуллен арçын тухать.
Хуралнă кĕпине
вăл типĕтме çакать.
Эс çав кĕпе çинчи
пĕр саплăка курса
сасартăк манăçан
кăштах пусăрăнса.
Ун хулĕ çĕкленет,
ялтрать вăл хĕвелпе.
Сан сĕртенес килет
ăна çӳçӳсемпе.
Савас килет хуллен
çинçе пӳрнӳсемпе,
ятпа чĕнес килет
ăна сан ерипе.
Ĕçрен киле килсен
ларасчĕ иккĕн çеç.
Хăй çутисем хуллен
урамсенче сӳнеç...
Кăшт музыка янрать
стена леш енĕнче...
Вăл сан çӳçне савать
Малалла
 Авкаланаççĕ, туртăнаççĕ,
кăшт пĕшкĕнеççĕ, тем тăнлаççĕ
е хăвалаççĕ пĕр-пĕрне,
чупса анаççĕ шыв хĕрне.
Аллисене кăнтса тăраççĕ
бетонăн хӳмисем çинче.
Йĕркипеле тăрса тухаççĕ
электросварка çутинче.
Шартах сикеççĕ, тайăлаççĕ,
çинçе мăйĕсене тăсаççĕ,
юнаççĕ пĕр-пĕрне... Унтан
утаççĕ ак картан-картан.
Тен, Данте тамăкра тинкернĕ
çак канăçсăр мĕлкесене?
Кĕтмен çĕртен кунта çитернĕ,
тен, Пикассо мастерскойне?
Хăрушă, канăçсăр, вĕç-хĕрсĕр
хусканусем канма пĕлмесĕр
упранĕç ĕмĕре юлса,
бетонăн ăшĕнче хытса.
Каçпа, çынсем çук чух, сăнатăп
вĕсен чарусăр уявне.
Туссем, çак уявра куратăп
эп сирĕн ĕçĕн хăватне.
 Юн тасамарлăхĕ, ăс тасамарлăхĕ
çав кĕрлевре вăранать,
пиллĕхсĕр пулнăн, унта çыннăн арлăхĕ
шав ытлашши палăрать.
Пуçăм ман — аллăм çинче ачашлантăр-и,
ют сĕтелсем çийĕнче —
çак пуш хирте — манăн аллăм шыратăр-и
урăх вĕç-хĕрсĕр тĕнче!..
 — Хирте мĕскершĕн тухăç хĕрлĕ? —
Вылять хĕм тĕсĕ пĕрчĕре.
— Тахçан пăшал кĕрлевĕ хĕрнĕ,
Çын юнĕ тăкăннă çĕре.
— Ырашĕ пĕкĕ çӳллĕш пулĕ.
Кала, мĕне ку пĕлтерет?
— Пуç хунă паттăр вăрăм пӳллĕ,
Капан пек хӳхĕм пулнă, тет.
■ Страницăсем: 1... 136 137 138 139 140 141 142 143 144 ... 796
|
Шухăшсем
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...