Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юрату ҫӑлкуҫӗХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхСунарçă халлапĕсемХĕн-хур айĕнчеӖмӗр вӗренКушкă ачиЙытă тĕлĕкĕ

Бюрократ


— Эй, Иван Павăлч, халех пур ялканашне те çыру çыр. Вĕсем волокитăпа кĕрешчĕр, — терĕ вулĕçтăвком председателĕ, секретарьне чĕнсе.

— Аван.

— Часрах!

Пĕр 10–15 минутран пур ялканашĕ валли те хатĕрленĕ хутсем председатель умне вĕçсе те çитрĕç.

— Ма мана çеç алă пусмалла турăн? Ху та пус!

— Аван.

— Делопроизводителе те пустар.

— Аван.

— Суя хут тейĕç. Çав переписчикне те пустар.

— Аван.

— Сторожа та пар. Вăл та алă пустăр.

— Аван.

— Часрах, — хушрĕ пуçлăх.

Ĕç хутне çĕнĕрен çырса, пурне те алă пустарса пырса пачĕç председателе. Вăл каллех чалăшшăн пăхрĕ.

— Пурне те пĕр тĕслĕ чернилпа пуснă. Пурне те хам пуснă тейĕç. Çĕнĕрен çыр! — сиввĕн сирпĕнчĕç сăмахсем.

— Аван.

Çирĕм минутран тĕрлĕ-тĕслĕ чернилсемпе алă пуснă циркуляр

вăшт кăна пырса выртрĕ пуçлăх сĕтелĕ çине.

— Ма хама малтан пустармарăр? Превышени чина. Çĕнĕрен çыр! — татах килĕшмерĕ пуçлăх.

— Аван.

Хыпаланчăк секретарь çичĕ хутчен хатĕрле-хатĕрле пачĕ ăш хыптармăш хута. Анчах председателе ниепле те юраймарĕ. Темшĕн май килмерĕ унăн. «Пуçлăх паян малтан сулахай ури çине тăнă пулас?» — тесе шухăшлани те çăмăллăх кӳмерĕ.

Малалла

Улшăну


Вăя туйни — пĕчченлĕх вырăнне,

Вут пек стихия!.. Çамрăклăх иртсен

Эп мантăм çавă туртăмăн вăйне,

Пусланчĕ — пушăлăх... Эп çынсенчен

Ыйтма пуçларăм: пулăр манпалан!

Вĕсен хусканăвĕсемпе вĕсен

Аллисене хам таврара ялан

Курса, пушăлăха манас тесе

Эп йăлăнма пуçларăм — «ман валли» —

Хĕм пек шуса иртен алăсене.

Пуçланчĕ — тепĕр пурнăç, — «ахалли».

Çăмăлли мар-мĕн... Манăн тĕнчене

Пуçланчĕ — тепĕр пурнăç, — «ахалли».

Вĕлт çухалан, каллех килен куçсем.

...Куçсем çеç юлччăр!.. Хам эп куç пулам —

Вĕç-хĕрсĕр пысăк куç... Пур шăнăрсем,

Пур туртăну та — йывăр сарăлан

Куçсен тарăнлăхне çеç пĕлтерсе

Ялтраччăр — ятсăр, тĕлсĕр — хăйсене

Хăйсем туймасăр... Çакă çĕр çинче

Пулам эп — тĕс те сасă вăййине

Хамра ялтратакан, мĕн пур тĕнче

Сасне-чӳне хамра янратакан

Тĕнчемĕр тĕлĕнтерĕвĕ кăна.

Манра ялтраччăр — çеçенхир тасан

Хăй сăррине-тĕсне кана-кана

Çитĕнтерсе, хăватлă шăплăхра

Тӳпе тĕпне çитернĕ шевлесем,

Таçта, çăл куç тĕпĕсенче хура,

Малалла

«Ют çĕрте, хут тĕркийĕ çинче...»


Ют çĕрте, хут тĕркийĕ çинче

Аллăмсем ватăлаççĕ хуллен.

Ют çынсем ман анне килĕнче

Халь мана «таркăн» теççĕ иккен.

 

Питĕрти сивĕ чул палăксем

Чул сăмах каламарĕç мана.

Ютлăхра ютăма туйнăçем

Çывăхрах эп туятăп чуна.

 

Хăвна ху лутăркарăн пĕлсе,

Чун-чĕре Квазимоди! Пĕр ир,

Çынсенчен уйрăлса хурăнсен

Мăйĕнчен уртăнатпăр эпир.

 

Эх, ан ятлăр! — телейсĕр çынсем

Çĕр çинче тупăнман-ха, тăван!

Çĕр чунне юратса илешсен

Çын чунне çухатма та аван.

 

1958, Ленинград

Çерем


Саватăп эп, çурхи çерем,

Сана мĕн ачаран.

Эппин, каллех утса çӳрем,

Хутлам ун-кун çарран.

 

Каллех пулам-и эп патвар,

Тиха пек ĕрĕхем?

Çӳçпуçăм пĕртте кĕмĕл мар,

Иртмен эп хĕрĕхрен.

 

Ӳте çурса кĕмен тăхлан,

Ларман вăл хирĕнсе.

Хăр вилĕме куçран пăхман

Эп вăрçă хирĕнче.

 

Туртать тирпейлĕн çил ачи

Мăн улăх кăтрине.

Чĕр илемкке, чечек калчи,

Ĕмет çĕр кăкăрне.

 

Шыва ӳкет куккук сасси.

Калать пек кăмăлтан:

«Мĕскер курни, мĕн курасси

Килет вăл хăвăнтан».

 

Ӳпкелешсе пĕр вĕçĕмрен

Хыпса çунать чĕрем.

Мĕн чухлĕ манăн ĕçĕмре

Уçман çерем!

Штат


Аптрарăм ĕнтĕ

Тĕпсакайĕнчен

Шапа тасатса,

Пĕр ларса канмасăр

Кунĕн те çĕрĕн

Витрепе тăкса.

Паян ир çинче

Вуннăшне тăксан,

Каçпала каллех

Вуннă тупăнать.

Кĕрешме тивет

Шапасемпелех.

Мĕнле-ха капла

Мур шаписене

Май çук пĕтерме?

Чарăнмаççĕ-çке

Тĕпсакайĕнчи

Улмана çиме.

Çӳлтен кăларса

Вĕсене тăкатăп

Эпĕ кулленех.

Темле çул тупса,

Вĕсем аялтан

Кĕреç-мĕн каллех.

Кантурти штата

Чакаратпăр, теççĕ.

Çук-ха чакниех.

Шапасем пекех,

Тухнă пек тăваççĕ,

Кĕреççĕ каллех.

Чĕлхесĕр Петĕр


Улăм витнĕ хурал пӳрчĕ тулчĕ халăхпа. Чĕлĕм тĕтĕмĕ явăнать пĕлĕтле. Ункăн-ункăн хитре пулса кашнин умне çывхарать. Çĕлен пекех явкаланса лăнкăрт-лăнкăрт çăттарать.

— Ан туртăр-ха вăл усал табака, тархасшăн! — ӳсĕре-ӳсĕре тархаслать Хумма.

— Э-э-эй, кум, пĕрре вĕреннĕ япалана ăçтан пăрахăн? — тĕтĕмне Хумма еннелле ярса халаплать Михала.

Пурте пуплеççĕ. Кашни харпăр хăй ĕçĕ çинчен калама тăрăшать, тепри çавăнтах суеçтерсе тыттарать.

— Нимĕнле çĕнмелле мар. Çăварне алла чиксе ярса чĕлхине тытсан тин парăнтартăм. Сылтăм алпала чĕлхине тытса тăратăп. Сулахай алпала кĕсъерен пекке туртса кăлартăм та, çурап та çурап хырăмне...

— Мĕн çинчен суйса ларать çав Петĕр? — ыйтрĕç катарарах ларакан икĕ-виçĕ çын.

— Çук, суймастăп, хам кашкăрпа вăрçни çинчен каласа паратăп-ха, — терĕ Петĕр.

— Ăçта вăрçнă вара эсĕ апла?

— Çĕпĕрте, фронтран татăлса юлсан.

— Кашкăрпа аплах вăрçсан...

Тепĕр кĕтесре тепĕр ĕç çинчен пуплеççĕ. Пĕрне пĕри хăлха тăратса итлеççĕ. Юмах пĕтнĕ çĕрелле ĕненнĕ пек пулаççĕ.

— Ма килмеççĕ? Халăх пухăннă, пуçлăх çук.

Малалла

«Кану вăл пур-и?..»


Кану вăл пур-и? — Çĕр — çĕрех:

Вĕçне-хĕрне тупаймăн.

Каяс тесен те — пур пĕрех

Тенче пĕрре, — каяймăн.

 

Ху хăватна курас тесе

Пĕччен, пĕр ху çеç, ӳсĕн,

Чăтас тесен те, — пĕр эсех,

Пĕр хушăн ху çеç — тӳсĕн.

 

Пурте пĕччен, тĕнче — пĕччен,

Пĕрле пулса кĕрлеççĕ

Пĕччен сассем... Анчах вĕсен

Кĕрлевĕ те пĕчченçĕ!..

Блок çурчĕ умĕнче çырнă сăвă


1

Нишлĕхре ӳснисем, пĕлмĕр эсĕр

ăсăн мăн кăмăлне упрама,

хăвăра упрамашкăн пĕлмесĕр,

пурнăçран хăрамасăр çунма.

 

Блок пек, чăн-чăн стихия пулма-и? —

Лайăхрах пытанас тенĕ май,

пурăнмалăх кун-çул иртнĕ майăн

тытăнатăр сутма та суйма.

 

Сирĕн ĕмĕрĕр çилĕн те çĕрĕн

вăйлă çаврăнăвĕ пулнă пек,

сирĕн пулĕмĕр тинĕсĕн чĕрĕ

сассине упраса тăнă пек —

 

чĕтресе пурăнатăр — халь-халь ак

«шаккăканçă» тухас пек лифтран.

Хум сасси-и кунта? — Хупă алăк

кăшт çеç сас парасран хăрасан!

 

Пăрахасчĕ пурне те сасартăк,

çил пек, хум пек пуласчĕ ай-хай,

килсĕр-çуртсăр, çул-йĕрсĕр хăватăн

тупсăмне çеç уçасчĕ пĕр шай;

 

юн куçса çаврăнса çуталмалăх

вăхăта — ĕмĕртен пайласа —

пӳрнĕ-çке çын пулма çут çанталăк, —

юлăр çак вăхăтра çын пулса!

 

Хум пек сивĕ пулма хăрамасăр

ĕмĕре ирттерме пĕлейсен,

тен, вилейĕттĕмĕр — сутлашмасăр,

вак телей йăлăнмасăр та, тен!

Малалла

Пĕрчĕ куçĕ


Салтак пиччем, ăçта çухалтăн?

Хире тухас килет санпа.

Мехел сан пурччĕ,

Пурччĕ хал та

Çĕн вăрлăх ылтăнне сапма.

 

Сана тĕп турĕ вăрçă шарĕ.

Çук, эс пĕтмерĕн пуçĕпех.

Тырпул пулса çĕклентĕн мар-и? —

Пăхатăн пĕрчĕ куçĕпе.

 

Шута каять те пусă шăпăрт,

Сăнатăп тулă пучахне:

Кăвак çутпа вăл шăпăр-шăпăр

Тăкать чĕр сывлăм куççульне.

Сан кăмăлу пирте йăл çиçĕ.

Пулсассăн çăкăр вăл кĕтем,

Паш хăпарса çав çăкăр пиçĕ, —

Эс пулнă вашават этем.

Йывăр çул вĕçĕ


Ӳкет. Тăрать. Утать каллех.

Ярса пусма та — вилĕм.

Ăçта çитесшĕн вăл халех?

Хăш еннелле ун килĕ?

Кил-çурт кĕл пулнă тахçанах.

Шыв-шур та хухнă, хуртлă.

Хире, çырлаллă пахчана

Хурах эшкерĕ хăртнă.

Эс çивĕт вĕççĕнех, анне.

Пулать-и уншăн çылăх?

Салтакăн чĕрĕ суранне

Тутăрупа эс çыхнă.

Арканнă кил, ачу-пăчу

Саланнă сан пĕрерĕн.

Хаяр та шелсĕр çапăçу

Кама хăварĕ чĕррĕн?

 

Утать хулен. Путать ури.

Çул — пылчăк сарнă çилĕм.

Халран ярас тесе юри

Юрпа сапать кĕр çилĕ.

Çапах — малта, кур, шĕвелет

Юхса иртсен каç сĕмĕ.

Куçра сан ăшăнать шевле, —

Вăл — шанчăк вăйĕ-хĕмĕ.

Ах, кунĕсем — тискер, хаяр.

Хĕртет, шăнтать çанталăк.

Эрне çеç мар, пĕр çул та мар,

Шăпах тăват çулталăк.

Çапах эс пурнăç калчине

Çапăçура ӳстертĕн.

Юнланнă тухăç аркине

Ялав пек вĕлкĕштертĕн!

■ Страницăсем: 1... 137 138 139 140 141 142 143 144 145 ... 796

Шухăшсем