Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Карттӑсем ӗлӗкхине уҫса параҫҫӗ

Аçтахар Плотников15.03.2026 10:44125 хут пӑхнӑ

Тӗрессипе каласан, ӗлӗкхи пурнӑҫ историре юлмалла. Пирӗн таврапӗлӳҫӗсем ӗлӗкхи пурнӑҫра чакаланма юратнине эпӗ пӗрре те кӑмӑлламастӑп. Хам шухӑша эп яланах ҫирӗплетсе калатӑп: пирӗн ӗлӗкхи ҫине мар, пуласлӑхалла пӑхма вӗренмелле. Ӗлӗкхине эпир улӑштараймастпӑр. Вӑл пулнӑ, иртнӗ. Шывӗ юхса кайнӑ. Тавӑраймӑн. Пуласлӑха вара эпир хамӑр тӑватпӑр, вӑл мӗнле пуласси пирӗнтен килет. Ҫапла май пуласлӑх тӗлӗшпе ытларах вӑй хумалла. Ку ман кредо.

Апла пулин те, иртнӗ вӑхӑта, XIX ӗмӗре, хӑрах куҫпа та пулин пӑхса илме май пурри ҫав-ҫавах питӗ кӑсӑклӑ. Ӗлӗк ҫынсем мӗнле пурӑннине пӗлме интереслӗ. Ҫавна май хам та час-часах таврапӗлӳ енӗпе пӗлӳ шыракалатӑп. Уйрӑмах маншӑн хам ҫуралса ӳснӗ тӑрӑх кӑсӑклӑ. Статьясенче тӗл пулакан йӑнӑшсене юсани те пит кирлӗ ӗҫ тесе шутлатӑп — пӗри ҫырнӑ хыҫҫӑн ҫав йӑнӑш ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен кӗнекене куҫса пырать. Авторсем йӑнӑшсене ним шухӑшламасӑр копилесе илеҫҫӗ.

Чӑвашсем хушшинче ҫырулӑх ӗлӗк вӑйлах сарӑлман (сӑмах XIX тата маларахри тапхӑрсем пирки пырать), ҫавна май вӑл е ку летопись ҫине таянса хамӑр историне пире пӗлме йывӑртарах. Анчах ҫӑлкуҫсем ҫав-ҫавах пур. Вӗсенчен пӗри вӑл — ӗлӗкхи карттӑсем. Тав турра, тӗнче тетелӗнче ку тӗлӗшпе пит аван вырӑн пур, вӑл «Это место» ятлӑ. Унта кӗрсе пӑхсан мӗнле кӑна ӗлӗкхи карттӑ тупмарӑм пуль. Паян сире хам мӗн тупса палӑртни ҫинчен каласа парасшӑн та.

Лапсар тӑрӑхӗ пирки

Кашни кӗтесӗн хӑйӗн интереслӗ уйрӑмлӑхӗсем пур. Эп пурӑнакан Лапсар тӑрӑхӗ вара Шупашкар хулипе ҫывӑх вырнаҫнипе уйрӑлса тӑрать. Ӗлӗк-авал кунта Шупашкар хулин чикки иртнӗ, вӑл вӑхӑтри чӑвашсем хулапа чи ҫывӑх вырӑнсенче хӑйсем валли кил вырӑнӗ тупнӑ. Ҫакӑ тавралӑха хӑйне май витӗм кӳнӗ — эпир вӑрмансенчен пӗрре те чухӑн мар.

Унсӑр пуҫне ӗлӗк-авал кунта чылай ҫул иртнӗ. Ял халӑхӗ кашни хӑйӗн ҫырминче питӗрӗнсе ларман — юнашарти ялсемпе ҫыхӑну тытнӑ. Вӗсемпе кӑна мар, инҫетри ялсене те ҫитнӗ.

Ял тӗммисем

Ӗлӗк-авал ялсем тӗмӗсемпе аталаннӑ. Ҫавна май, ӗлӗкхи хутсене пӑхнӑ чухне эсир ял вӑл е ку ялпа ҫыхӑннине курма пултаратӑр.

Ку ҫеҫ те мар, ӗлӗкрех ялти пурнӑҫа ял обществисем йӗркеленӗ. Ял пӗрлӗхӗсем. Тӗслӗхрен, «Сунтал» журналта 1935 ҫулхи, 2-мӗш номерте тухнӑ «Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани» статьяпа паллашнӑ май эпир Апашпа Кӳкеҫ хресченӗсем хирӗҫни пирки вулама пултаратпӑр. Ӗлӗкхи пурнӑҫа хальхилле хаклас пулсан Апашсем влаҫсене хирӗҫ, Кӳкеҫсем вара влаҫсене майлӑ пулнӑ тесе ӑнланма пулать. Чӑнлӑхӗ вара урӑххинче: Кӳкеҫсемпе Апашсем ҫӗр пайлайман, ҫавна май пӗр-пӗринпе хирӗҫнӗ те. Влаҫрисем вара ҫакӑнпа пӗлсе усӑ курнӑ. Сӑмах кунта шӑпах ял обществисем пирки пырать. Ытларах чухне вӗсен тӗпӗсем чиркӳллӗ ялсенче вырнаҫнӑ пулнӑ (сӑмахран, Мӑналта).

Унсӑр пуҫне ял обществисем Раҫҫейри пӗрремӗш Думӑна суйланӑ ӗҫе те хутшӑннӑ — кашнин уес пухӑвне вӗсен пӗр-ик ҫынна ямалла пулнӑ пулас. Малалла вара уес пухӑвӗ иртмелле пулнӑ, унтан — кӗпӗрне пухӑвӗ. Ҫапла май пӗрремӗш Думӑн депутачӗсене суйланӑ.

Ялсен тӗммисем те ахальтен йӗркеленмен. Ҫӗнӗ ялсем ял обществин ҫӗрӗсем ҫинче йӗркеленнӗ ӗнтӗ, ҫапла май тӗмӗсем те калӑпланса пынӑ. Ӗлӗкхи карттӑсенче тӗл пулакан «выселок …» тесе ҫырни шӑпах ял тӗммин тӗп ялне палӑртать те. Вӗсем тӑрӑх вӑл е ку ял обществин ҫӗрӗсене те палӑртма май пур тесе шутлатӑп.

Ҫулсем

Ял тӗммисенче ялсем хушшинче кӑна мар ҫыхӑну пулнӑ, ял тӗммисем пӗр-пӗринпе те ҫыхӑну тытнӑ. Ҫапла май ҫулсем йӗркеленнӗ. Карттӑсем ҫинчи чылай хальхи ҫул мӗн ӗлӗкренпех йӗркеленнӗскерсем. Тӗслӗхрен, Шупашкар тавра хывнӑ ҫул, М7 ятли, шӑпах Лапсартан Кӳкеҫелле иртнӗ ҫулпа иртет. Вӑл ӗлӗкех пулнӑ. Паллах, ҫӗнӗ ҫулсем те, ҫӗнӗлле хывнисем те пур ӗнтӗ, анчах ҫавах ӗлӗкхи ҫулсем паянхи кун та упранса юлнӑ. Тӗслӗх пек, калӑпӑр, карттӑ ҫине пӑхсан Попой ҫулне (Попой ялӗнчен Атайкасси еннелле тӑсӑлаканскер) курма пулать.

Ҫав вӑхӑтрах карттӑсем ҫинче ӗлӗк пулнӑ, анчах каярах экономика аталанӑвӗ витӗм кӳнипе пӑрахӑҫланӑ ҫулсене те курма пулать. Тӗслӗх пек Пикшик, Шоркка енне каякан ҫула илсе кӑтартма пулать. Ку ҫул чӑннипе «Дружба» совхоз (каярах «Юрма», хальхи вӑхӑтра «Чува») туса хунипе ҫыхӑннӑ. Ку ҫул чӑн та ҫӗнӗлле хывнӑ ҫул. Унӑн йӗрӗ мӗнле иртни ҫине пӗве пурри (Пикшик пӗви), «Дружба» совхоза ҫитерекен ҫул витӗм кӳнӗ. Чӑннипе вара унталла илсе каякан ҫул ӗлӗк урӑхларах иртнӗ. Пӗри Ҫатраран Попой енне, унта вырнаҫнӑ арман енне кайнӑ. Самоккасси енне те Йӑршшу урлӑ каҫӑ урӑх тӗлте пулнӑ. Ҫакна карттӑсем ҫинче асӑрхама пулать те. Е, тепӗр енне пӑхас пулсан, Вӑрнар ҫулне илме пулать. Ӗлӗк чӑн та ҫав йӗрпе ҫулсем иртнӗ, вӗсем чӑн та Лапсарпа хулана ҫыхӑнтарнӑ. Унтах Лапсарпа Вӑрманкаса ҫыхӑнтаракан ҫула курма пулать, анчах вӑл ҫул ҫук ӗнтӗ, хула аталанӑвӗ ҫав ҫула пӗтернӗ. Анчах ӗлӗк Лапсарпа Вӑрманкас ҫыннисем ӑҫтан утса ҫӳренине, лавпа епле куҫнине пӗлме май пур.

Эпир ӑҫтан тухнӑ?

Лапсарти ҫынсем Алькеш енчен куҫса килнӗ пулас. Хальхи вӑхӑтра вӑл ҫӗрсем Шупашкар хула йышне кӗнӗ. Шӑпах вӑл вырӑнта «Большое Шахчурино» (ку яла хула ҫӑтса янӑ) тата «Малое Шахчурино» (Пӗчӗк Аначкасси ятпа паллӑ) ялсем пур. Тен, ҫавӑнпах ӗнтӗ, пирӗн ялсем Алькеш чиркӗвӗн прихутӗнче шутланнӑ. Пирӗн кивӗ ҫӑва та Алькеш ҫӑви шутланать (унта 1980 ҫулсем таран пытарнӑччӗ), Ҫимӗке унта кӗҫнерникунсерен пухӑнаҫҫӗ (ҫӗнӗреххисене ҫавах та — шӑматкунсемпе вырсарникунсенче).

Сӑмах кунта, паллах, ялсенче ӗлӗк-авалтан тӗпленнӗ ҫынсем пирки пырать. Совет саманинче те, хальхи вӑхӑтра та пирӗн ялсене куҫса килекен ҫынсем йышлӑ. Ӑҫтан кӑна килмен пуль? Пирӗн урамри ҫынсемех Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчисем те, Канаш тӑрӑхӗсенчисем те пур. Ку — совет саманинче куҫса килнисем. Хама илес пулсан та Лапсар ялӗпе эпӗ ҫыхӑнман та теме пулать, ман тӑвансем инҫерехри Атайкассинчен, тата ҫывӑхри Ҫатра ялӗнчен. Атте вара пушшех те Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчен. Апла пулин те ҫыхӑнусем самай анлӑ — тӑвансем ҫывӑхри нумай-нумай ялта пурӑнаҫҫӗ.

Карттӑсем йӑнӑшсене тупма пулӑшаҫҫӗ

Таврапӗлӳ темипе пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ чухне мана, паллах, хамӑн тӑван ял кӑсӑклантаратчӗ. Астӑватӑп, наци музейӗнче авалхи карттӑна курнӑ хыҫҫӑн Лапсар ялне шырарӑм. Анчах, паллах, тупаймарӑм. Ҫукччӗ унта унашкал ял. Ун чухне Янымово текен ял маншӑн тӗттӗмлӗхччӗ.

Кайран вара Чӑваш энциклопедийӗн 1-мӗш томӗ тухнӑччӗ. Кӗскинче ялсем пирки ҫырнӑ статьясем ҫукччӗ пулсан, кунта вара вӗсем пирки статьясем вырнаҫтарнӑччӗ. Лапсар пирки ҫырнӑ том тухасса чылай вӑхӑт кӗтмеллеччӗ, эп вара ҫавна май Ассакасси ялне пӑхрӑм. Унта вара ҫак яла, пирӗнтен инҫех мар вырнаҫнӑскере, Янымово ҫыннисем никӗсленӗ тесе ҫырса хунине вуларӑм. Анчах унта юнашар «хальхи вӑхӑтра ҫук» тесе ҫырса хунӑччӗ. Ку ял пирки вӑл вӑхӑтра пач пӗлместӗм, ҫавна май палланӑ ҫынсем урлӑ пӗр таврапӗлӳҫӗпе мана ҫыхӑнтарчӗҫ. Вӑл вара Лапсар ялӗпе Янымово пӗр ялах пулнине ҫирӗплетрӗ. Каярах Лапсар пирки те энциклопедин томӗ тухрӗ. Унта вара тата та интереслӗрех информаци вырнаҫтарнӑччӗ: имӗш ку яла тахҫан Янымово ял ҫыннисем никӗсленӗ, Янымово тени вара хальхи Ҫатракассипе тан иккен. Ку ял ҫывӑхра, ача чухне эп уй урлӑ унти шкула вӗренме ҫӳренӗччӗ. Шкулӗ паянхи кун та ӗҫлет-ха.

Ҫапла май ыйту ҫуралчӗ: чӑннипе Янымово текенни хӑш ялӗ-ши? Николай Шупуҫҫынин «Вӗри ҫӗлен» поэминче «Лапсар ялӗ пысӑк ял / Пысӑк ял та аслӑ ял…» тениех вӑйлах шухӑша яратчӗ. Апла вӑл ӗлӗкех пысӑк ял шутланнӑ.

Шӑп карттӑсем ҫак ыйту хуравне уҫӑмлатма пулӑшрӗҫ те. Пӗрин ҫинче чӑн та шӑп Лапсар ялне «Янымово» тесе палӑртнӑччӗ, хӑлӑпсенче вара «Лапсаръ» тесе ҫырни те пурччӗ. Апла Янымово тени Ҫатракасси ялӗ мар, шӑпах Лапсар ялӗ пулать. Унсӑр пуҫне карттӑсенче ял пуҫӗнче пуҫланакан ҫырмана та «Янымовский овраг» тесе палӑртнӑччӗ. Пирӗн ҫырман ячӗ ҫук, анчах карттӑна ӗненес пулсан Лапсартан пуҫланса Йӑршшу шывӗ таран тӑсӑлакан ҫырмана ним мар Лапсар ҫырми теме пулать (ун ҫывӑхӗнче хальхи вӑхӑтра Ассакасси тата Чӗркаш ялӗсем вырнаҫнӑ).

Паллах, паянхи куна илес пулсан, Ҫатракасси ялӗ Лапсартан темӗн чухлӗ пысӑкрах. Анчах ҫакӑ йӑлтах ҫӗнӗ урамсене пула пулса иртрӗ.

Карттӑсем урлӑ Ассакасси ялӗ пирки те ҫӗннине сахал мар пӗлтӗм. Иккен, ҫак пӗчӗк ял ӗлӗк хӑй икӗ ялтан тӑнӑ. Ассакасси ялӗнчен тата тепӗр ялтан. Карттӑсем ҫинче ӑна «2-ые Синьялы» тенӗ, чӑвашла Иккӗмӗш Ҫӗньял пулать. Пӗр Ҫӗньялӗ Кӳкеҫ патнеллерех вырнаҫнӑ та, вӗсене иккӗшне пӑтраштарасран ҫапла каланӑ пуль ӗнтӗ (сӑмах май, унта тепӗр Ҫӗньял та пур, вӑл Кӳкеҫ шутне кӗнӗ, хальхи вӑхӑтра Колхоз урамӗ ятпа паллӑ). 1926 ҫулхи карттӑра та ку ял ятне палӑртни пурччӗ пулас. Апла пулин те Нестеров кӗнекине, унта 1917 ҫултанпа информацие тупма пулать, ял ячӗ кӗреймен. Хальхи Ассакассин хӑш пайӗ Ҫӗньял ятлӑ пулнине те, мана, ку тӑрӑхри ҫынна, тупма йывӑр пулмарӗ. Вӑл — ялӑн Лапсар еннелерех вырнаҫнӑ кукӑр. Ял схеми ҫине пӑхсан ҫав пай темле юттӑн вырнаҫни тӳрех курӑнать.

Карттӑсене пӑхнӑ май Асса ялне Лапсар ҫыннисем мар, Карачурари ҫынсем никӗсленине курма тиврӗ. Вӑрман урлӑ вырнаҫнӑ чылай яла та — Йӑршшу (вырӑсла вӑл халӗ те Малые Карачуры ятлӑ), Качакасси — шӑп Карачура ҫыннисем никӗсленӗ. Ассакасси ялне те, ахӑртнех, унти ҫынсемех никӗсленӗ. Анчах кунта татӑклӑ калама йывӑртарах, пирӗн таврари ялсем тем тесен те Шӑхча тӗммине кӗнӗ, ҫав шутра Асса ялӗ те. Шупуҫыннин поэмине аса илсен Лапсар пирки ҫырнӑ май вӑл ҫапла асӑнать: Сакӑр ялӑн хушшинче / Ялтӑртатать тӳпере. Ашмарин словарӗнче Шӑхча ялӗпе пилӗк яла кӑна асӑннӑ: Лапсар Шӑхча (ку хайхи Лапсарӗ), Варпуҫ Шӑхча (ку яла Хӗрлӗ Ҫыр ялӗпе ҫӗр проценчӗпех ҫыхӑнтарма пултараймастӑп ҫав), Ҫатра Шӑхча (ку Ҫатракасси), Ҫӗньял Шӑхча (ку ӗнтӗ Ҫӗньял ялӗ) тата Вӑрманкас Шӑхча (ку ял ятӗнче Хӗрлӗ Ҫыр пытанать, ялти Вӑрман урамӗ ӗлӗк уйрӑм ял пулнӑ, анчах ҫывӑхра тепӗр ял — Вӑрманкас ятли (халь Шупашкарпа ҫывӑхра вырнаҫнӑ) — пулнӑран, ахӑртнех юнашар ялсене пӗрлештернӗ). Ассакасси, Чӗркаш, Ойкас ялӗсене асӑнман пулин те, вӗсене хушсан шӑп сакӑр ял пулса тухать. Паллах, эп йӑнӑшма та пултаратӑп. Анчах ҫак ялсене яланах тенӗ пекех пӗр ушкӑнра пӑхнӑ. Эп вӗреннӗ чухне Ҫатра-Лапсар шкулне Ойкас, Ҫӗньял тата Хӗрлӗ Ҫыр ачисем вӗренме ҫӳреместчӗҫ ӗнтӗ, анчах ман апи шкула ҫӳренӗ чухне вӗсем те унта вӗренни пирки каласа паратчӗ. Шупашкар патӗнчи Вӑрманкасӗ темле ҫывӑх пулсан та, унти ачасем те пирӗн шкула ҫӳретчӗҫ пулсан та, унти халӑх пире ҫывӑх пек пулнине туйман.

Тепӗр сарӑлакан йӑнӑш — Ҫӗньял ялӗ (сӑмах каллех хамӑр тӑрӑхри Ҫӗньял пирки пырать) ӗлӗк Туканаш ятлӑ пулнине палӑртни. Хальхи вӑхӑтра вӗсем ялта та ятарлӑ палӑк лартнӑ, унта ял малтан Туканаш ятлине чул ҫине касса хунӑ. Карттӑсем ҫинче вара Туканаш тесе урӑххине — Ойкаса — палӑртнӑ. Сӑмах май, Ҫӗньяла пирӗн патра Ҫӳлтикасси тесе калаҫҫӗ. Эп ку ятпа пирӗн патрисем ял Ҫӳллӗ вырӑнта вырнаҫнӑран калаҫҫӗ пуль тесеччӗ. Яла ҫак ятпах тата Николай Шупуҫҫынин «Еркӗн» поэминче те кӑтартнӑччӗ. Тата каярах архив хучӗсенче те ӑна Ҫӳлтикасси тесе асӑннине куртӑм. Апла-тӑк, Ҫӳлтикасси ят маларах пулнӑскер, каярах вара Ҫӗньял ят ҫирӗпленсе юлнӑ.

Халь Ойкас ялӗ пирки энциклопедири статьяна вуларӑм та чӑннипе ӗҫ-пуҫ ҫапла пулса тухнӑ пуль: малтан Ойкас ялне никӗсленӗ, вӑл Туканаш ятпа паллӑ пулнӑ. Кайран унти ҫынсем тепӗр икӗ ял йӗркеленӗ: Кайри Ойкас тата Малти Ойкас. Ойкас ялне пӑхсан, чӑн та вӑл икӗ пайран тӑрать, вӗсен хушшинче тарӑн ҫырма вырнаҫнӑ. Каярах вара Ойкаспа Кайри Ойкасне пӗр ял туса хунӑ, пӗрлештернӗ ял ячӗ Ойкас пулса юлнӑ. Малти Ойкасӗ (ӑна чӑн та Ҫӳлтикасси ятпа палӑртнӑ) вара Ҫӗньял пулса тӑнӑ.

Карттӑсенче тата мӗн тупма пулать?

Ӗлӗкхи карттӑсенче ялсен авалхи ячӗсене (шел те, вырӑслисене кӑна; анчах вӗсем те хӑ чухне чӑвашла ятсене уҫса параҫҫӗ; Малое Шахчурино чӑвашла Пӗчӗк Аначкасси пулса тӑнӑ, вырӑсла ячӗ пулмасан Шӑхча ялӗ унталла вырнаҫнине тупма та май ҫук), вӗсене ҫыхӑнтаракан ҫулсем епле иртнине, хальхи ял йышне мӗнле ялсем кӗнине, ялсен тӗммисене тупма май пуррине палӑртрӑмӑр ӗнтӗ.

Анчах ӗлӗкхи карттӑсенче ытти япаласене те пӗлме пулать. Тӗслӗхрен, ӗлӗкхи вӑрмансен чиккисене (калӑпӑр, вӗсем урлӑ пирӗн тӑрӑхра каярах пӗр вырӑнта пӗр вӑрман пайне каснине пӗлме май килчӗ). Тата вӗсем ҫинче ытти кӑсӑклӑ япаласем те пур, тӗслӗхрен, арман вырӑнӗсем. Вӑрманти просекӑсене ӳкерни те пур. Ҫапла май вӗсене, калӑпӑр, совет саманинче мар, ӗлӗкех тунине пӗлме пулать.

Ӗлӗкхи карттӑсем хӑш-пӗр ыйтӑвӑн хуравне те тупма пулӑшаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Иккасси ялне вырӑсла «Второе Икково» тени тӗл пулать. Иккӗмӗш пур пулсан пӗрремӗш те пулмалла-ҫке тесе шухӑшлатӑн. Шыратӑн-шыратӑн — тупаймастӑн. Ялӗ пӗтнӗ пуль тесе шутлатӑн. Ӗлӗкрех карттӑна уҫса пӑхатӑн та Шоркка ялӗ вырӑнӗнче «Первое Икково» тенине тӗл пулатӑн...

«Это место» тӗрле карттӑсемпе пуян. Ак халь кӑна, ҫак статьяна ҫырнӑ вӑхӑтра, тепӗр карттӑ асӑрхарӑм: 1903 ҫулхи Хусан кӗпӗрнинчи вӗренӳ заведенийӗсен картти. Хӑш ялта тата мӗнле шкул пулнине кӑтартнӑ. Пирӗн Лапсар тӑрӑхӗ ку тӗлӗшрен чухӑн пулнӑ пулас...

Пӗтӗмлетни

Ӗлӗкхи карттӑсене вырнаҫтарни таврапӗлӳ ӗҫне самай ҫӑмӑллатать. Ҫак ӗҫе тунӑ ҫынсене пысӑк тав сӑмахӗ калас килет. Таврапӗлӳ ӗҫӗ сирӗншӗн кӑсӑклӑ пулсан эсир те хӑвӑр ял тӑрӑхӗпе ҫыхӑннӑ карттӑсене уҫса пӑхма пултаратӑр. Ман пекех ҫӗннине чылай тупайратӑр пуль.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем