Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.1 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Тӗнче тетелӗ
samojlovskij-r64.gosweb.gosuslugi.ru сайтри сӑн
samojlovskij-r64.gosweb.gosuslugi.ru сайтри сӑн

Хальхи вӑхӑтра республикӑра мобильлӗ интернета сӳнтеркелеҫҫӗ. Ку мӗнпе ҫыхӑннипе эпир пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ҫавна май Шупашкар хулинче халӑх ҫӳрекен вырӑнсенче вай-фай ӗҫлеме тытӑннӑ. Паллах, тӳлевсӗр.

Хальлӗхе общество транспорчӗн 14 чарӑнӑвӗнче вай-фай ӗҫлет. Кун пирки Чӑваш Ен премьер-министрӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн ӗҫтешӗсем вай-фай мӗнле ӗҫленине тӗрӗсленӗ, унӑн хӑвӑртлӑхӗпе кӑмӑллӑ юлнӑ. «Йӑлтах ӗҫлет, «вӗҫет», — тенӗ Сергей Артамонов.

Тӳлевсӗр вай-файпа усӑ курас тесен телефон номерӗпе авторизаци тумалла. Списокра – «Модӑсен ҫурчӗ», «Тӗп пасар», «Вырӑс драма театрӗ», «Суту-илӳ ҫурчӗ», «Чукун ҫул вокзалӗ», «МТВ-центр», «Электромеханика колледжӗ» чарӑнусем пур.

 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

«Чебоксарские новости» (чӑв. «Шупашкар хыпарӗсем») хаҫата 21 ҫул ертсе пынӑ Лариса Буланкина пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» форум пӗлтерет.

Чӑваш Енри паллӑ журналист 73 ҫулта пулнӑ. Лариса Алексеевна 1954 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнче Тула облаҫӗнчи Донской хулинче ҫуралнӑ. Мускаври Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухсан «Советская Чувашия» хаҫатра ӗҫлеме пуҫланӑ, тӗп редактор ҫумне ҫитнӗ. 2002 ҫулта «Чебоксарские новости» хаҫат редакторӗ пулнӑ. Тепӗр тӑватӑ ҫултан директор-тӗп редактор пуканне йышӑннӑ. Унта 2023 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахнӑ.

Лариса Буланкина – ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Ҫемен Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкар хулинчи пӗр пульницӑра сипленнӗ арҫын медицина ӗҫченне тапӑннӑ. Кун пек тискерле тӗслӗх токсикологи уйрӑмӗнче пулса иртнӗ.

46 ҫулти пациент хӗрӗнкӗ пулнӑ. Хӑйне алӑра тытайманскер медсестрана хӗнеме пуҫланӑ. Ҫакна пула тухтӑрсен ятарлӑ пускӑча пусса йӗрке хуралҫисене чӗнме тивнӗ. Сигнал хулари тӗп хурал пульчӗ ҫине килнӗ, кун хыҫҫӑн пульницӑна Росгварди ӗҫченӗсем ҫитнӗ.

Вӗсем арҫынна тытса чарнӑ, ӗҫ-пуҫа малалал уҫӑмлатма полици уйрӑмне илсе кайнӑ.

Халӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев малалла пырать.

 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Йӗпреҫ поселокӗнче ГАЗель ҫунса кайнӑ. Вӑл вырӑнти ҫӑкӑр савучӗн машини пулнӑ.

Ҫав вӑхӑтра «ГАЗель Некст» машина ҫӑкӑр савучӗн территорийӗнче пулнӑ. Вӑл – 2024 ҫулта туса кӑларнӑскер. Ҫулӑм машинӑн кабинине тӗп тунӑ. Юрать-ха, ҫынсенчен никам та шар курман.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм капот айӗнчи электроборудовани авариллӗ режимра ӗҫленине пула тухнӑ.

Палӑртса хӑварар: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикинче транспортра ҫулӑм тухнӑ 38 тӗслӗхе шута илнӗ.

 

Хулара
russian.rt.com сайтри сӑн
russian.rt.com сайтри сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан арҫын ултавҫӑсене 3 миллион тенкӗ хӑйӗн аллипех тыттарса янӑ.

Ку укҫа унӑн ҫурт хӑпартма пухнӑскер пулнӑ. Пӗррехинче ун патне палламан ҫын шӑнкӑравласа шлагбаум илме сӗннӗ. Килте шӑпах стройка пынипе арҫын килӗшнӗ, пӗр иккӗленмесӗрех смс-ҫырупа килнӗ кода каланӑ.

Анчах кун хыҫҫӑн ӑна палламан ҫынсем шӑнкӑравласа ултавҫӑсен аллине лекнӗ тесе хӑратма тытӑннӑ, ыйтӑва татса пама хӑйсем панӑ номерпе шӑнкӑравлама хушнӑ. Ҫапла вӑл «Роскомнадзор», «банк», «ФСБ» ӗҫченӗсемпе калаҫнӑ. Ӑна Украина ҫынни валли ун ячӗпе доверенноҫ хатӗрленӗ, ун урлӑ террористсене организацийӗсене укҫа куҫараҫҫӗ тесе ӗнентернӗ.

Кун хыҫҫӑн арҫын пухнӑ пӗтӗм укҫине «деклараци тума» курьер урлӑ парса янӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Ҫул-йӗр
cheb.life сайтри сӑн
cheb.life сайтри сӑн

Паянтан, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен, Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 262-мӗш маршрут ӗҫлеме пӑрахнӑ. Кун пирки влаҫ официаллӑ майпа пӗлтермен. Тӗрӗсрех каласан, вӑл кӑҫал хупӑнасси ҫинчен унччен систернӗ-ха.

Маршрут перевозчикӗ «Хулари таксомоторлӑ парк» акционерсен хупӑ обществи пулнӑ. Свидетельствӑна вӑл шӑп та шӑп 5 ҫул каялла, 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, илнӗ. Халӗ унӑн срокӗ тухнӑ, ҫапла маршрут та хупӑннӑ.

Влаҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, «перевозчик килӗшӳ условийӗсене пӗрре мар пӑснӑ, 16 автобус вырӑнне линие 5 кӑна кӑларнӑ». Ҫакна пула 61-мӗш троллейбус янӑ-мӗн. Вӑл 262-мӗш автобусӑн маршручӗпе ҫӳрет тесен те юрать.

Сӑмах май, 2027 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тепӗр маршрут ӗҫлеме пӑрахӗ. Вӑл – 331-мӗш.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Муркаш округӗнче 46 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унӑн виллине шывран тепӗр кунхине тин кӑларнӑ.

Инкек Кӗҫӗн Чураш ялӗ ҫывӑхӗнчи юханшывра пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче шыва кӗнӗ чухне путса вилнӗ. Унӑн виллине паян кӑна тупса кӑларнӑ.

Арҫын юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ.

Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 10 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – 18 ҫул тултарман ачасем.

 

Политика
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ скриншот
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ скриншот

Улатӑр муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир унччен сире пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: хӗрарӑма ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑран ун пек ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ. Халӗ вара ҫав ӗҫе чарса лартнӑ иккен, мӗншӗн тесен явап тыттармалли вӑхӑт иртнӗ-мӗн.

Шпилеваяна пуҫиле майпа унччен пӗрре пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ-мӗн. Ун чухне вӑл икӗ тӑлӑха пурӑнма юрӑхсӑр хваттер уйӑрса панӑран пакунлисен аллине ҫакланнӑ. Шпилевая 3,2 миллион тенкӗ тӑкака саплаштарнӑ, пуҫиле ӗҫе вӑхӑт иртнӗ тесе чарса лартнӑ.

Хальхинче ҫӗнӗ пуҫиле ӗҫе ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пуҫарнӑ, судра пӗрремӗш лару ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ. Ун чухне судья суда хутшӑнакансенчен пӗрин тӑванӗ пулнӑран судьяна ылмаштарма йышӑннӑ. Хальхинче, иккӗмӗш ларура, ӗҫе урӑх судья ӗҫе пӑхса тухнӑ. Вӑл пуҫиле ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов юр ирӗлтермелли станци строительстви мӗнле пынипе паллашнӑ. Ӗҫсен 79 процентне пурнӑҫланӑ.

Станцие «Промтрактор» савута хирӗҫ, Трактор тӑвакансен проспектӗнче, хута яраҫҫӗ. Вӑл хулари ҫивӗч ыйтӑва – юр илсе тухассине – татса памалла.

Станцире пысӑк производствӑллӑ икӗ «Вулкан» горелка лартӗҫ. Вӗсем кирек мӗнле ҫанталӑкра та юра пӗр чарӑнмасӑр ирӗлтерӗҫ.

Палӑртса хӑварар: станцие 7,5 гектар ҫӗр ҫинче хута яраҫҫӗ. Малтанах контракт 565 миллон текнӗлӗх пулнӑ, кайран кӑштах тӳрлетӳсем кӗртнӗ: халӗ – 592,5 миллион тенкӗлӗх. Планпа пӑхса хунӑ тӑрӑх, юр ирӗлтерекен станцие каҫал юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗччен туса пӗтермелле.

 

Тӗнчере

Мӑнаҫлманмалли хыпар: Чӑваш Республикин ялавӗ Эквадорти чупура вӗлкӗшнӗ!

Эквадор тӗп хулинче, Кито хулинче, пулнӑ ку. Унта «Ruta de las Iglesias 10K» ятлӑ каҫхи чупу иртнӗ. Чупӑва 18 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ.

Спорта юратакансем 10 километра парӑнтарнӑ: хулари тӗп архитектура палӑкӗсемпе чиркӳсен ҫывӑхӗнче чупнӑ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: ӑмӑртӑва пирӗн ентеш Юрий Кротов та хутшӑннӑ. Вӑл малтан Канаш хулинче пурӑннӑ, халӗ вара Эквадорта Раҫҫей посольствинче ӗҫлет. Вӑл чупӑва Чӑваш Ен ялавне вӗлкӗштерсе тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19282
 

Страницӑсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, ... 4212
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 22

1924
102
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...