Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ачасем

Хулара
mk.ru сайтри сӑн
mk.ru сайтри сӑн

Шупашкарта шкул ачи ултавҫӑсен аллине лексе амӑшӗн ылтӑн алки-эрешне парса янӑ. Пӗтӗмпе – 500 пине яхӑн тенкӗлӗх.

Раштавӑн 25-мӗшӗнче ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл маркетплейс ӗҫченӗ-мӗн. Хайхискер ача патне посылка килнине пӗлтернӗ, паспорт даннӑйӗсене тата СМС-ҫырупа килнӗ кода ыйтнӑ. Арҫын ача йӑлтах каланӑ.

Кун хыҫҫӑн ун патне палламан ҫынсем шӑнкӑравлама тытӑннӑ. Вӗсем ачана явап тыттарассипе хӑратнӑ, видеоҫыхӑну урлӑ хваттере кӑтартма ыйтнӑ. Алка-эрешсене курсан вӗсене «тӗрӗслемешкӗн» памалла тесе ӗнентернӗ.

Ача эрешсене курьера парса янӑ. Телефонра палламан ҫынсемпе ҫырӑнни хуралсан тин вӑл хӑйне улталанине ӑнланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Раҫҫейре
t.me/Chuv_today каналта вырнастарнӑ видеоран илне сӑӑӳкерчӗк
t.me/Chuv_today каналта вырнастарнӑ видеоран илне сӑӑӳкерчӗк

Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗршывра ҫулсерен «Ҫӗнӗ ҫул ёлки» акци ирттереҫҫӗ. Унта тӳре-шара ҫеҫ мар, уҫӑ кӑмӑллӑ кирек епле ҫын та хутшӑнма пултарать.

Канашра пурӑнакан 8 ҫулти Семён Чарланов коньки пирки ӗмӗтленнӗ. Ҫулла ача футбол выляма юратать. Кӑҫал вара арҫын ача хоккей выляс ӗмӗтпе ҫунатланма пуҫланӑ.

Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин официаллӑ элчи Ирина Волк Чӑваш Енри ачан ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме пулӑшас тенӗ. Ӑна вӑл конькисӗр пуҫне хӳтлӗх экипировки те туянса пама кӑмӑл тунӑ. Ырӑ хыпара ачана Чӑваш Енӗн ШӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Chuv_today/18919
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта 340 вырӑнлӑх ача пахчи уҫӑлнӑ. Ӑна чӑвашла ят панӑ — «Асам».

Ача пахчин дизайнӗ хӑйне евӗр – унта кӗтессем ҫук. Ку ачасемшӗн питӗ меллӗ тата хӑрушсӑр. Унта 15 ушкӑн пулӗ, вӗсен йышӗн иккӗшӗ — сусӑр ачасем валли. Кашни ушкӑна кӗмелли уйрӑм алӑк пур.

Кунсӑр пуҫне «Асам» педагогсемшӗн республикӑри компетенци центрӗ пулӗ. Ку Чӑваш Енри шкул умӗнхи вӗренӗве аталантарма пулӑшӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Етӗрнере улма-ҫырла сутуҫин ачасене зеленкӑпа ҫӑвӑнтарнӑшӑн явап тыттарнӑ. Суд ӑна 2,5 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.

Ку пӑтӑрмах кӑҫал утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Суту-илӳ вырӑнӗ тытса тӑракан арҫын хӑйӗн патӗнче ӗҫлекен сутуҫӑран ҫакна пӗлнӗ: 12-ри тата 13-ри ачасем сентре ҫинчен мандарин вӑрлама хӑтланнӑ иккен. Арҫын вӗсене вӗрентме шухӑшланӑ: ачасене хӑйӗн машинине лартнӑ та вӑрмана илсе кайнӑ, унта ачасене питне зеленкӑпа ҫума хушнӑ. Ҫакна арҫыннӑн хӗрӗ телефон ҫине ӳкернӗ. Кайран вӗсем ачасене ҫавӑнтах хӑварса хӑйсем таврӑннӑ. Пӗртӑвансен каялла хӑйсен тӗллӗн таврӑнма тивнӗ.

Арҫынна 2 эрнерен кӑна тытса чарнӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлне вӑл республикӑран кайма ӗлкӗрнӗ. Ҫакна та палӑртмалла: суд унран ачасем валли 440 пин тенкӗ шыраса илме те йышӑннӑ.

 

Республикӑра
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Пӑрачкав округӗнче аслӑ класра вӗренекен шкул ачи ултавҫӑсене 300 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Палламан ҫынсем ун патне темиҫе кун шӑнкӑравласа пуҫне ҫавӑрнӑ. Йӗркеллӗ ҫывӑрма та паман. Вӑл кода пӗлтернӗ хыҫҫӑн преступниксем унӑн ҫемйи ячӗпе кредитсем илсе тултарнӑ, укҫана Украинӑна куҫарнӑ тесе хӑратса пӗтернӗ

Юлашкинчен вӗсем ӑна ашшӗ ячӗпе кредит илме ӳкӗте кӗртнӗ. Кун хыҫҫӑн каччӑ ҫӗрле такси тытса кӳршӗ яла кайнӑ та укҫана банкомат урлӑ куҫарнӑ.

Ирхине ашшӗ ывӑлӗ ҫуккине асӑрханӑ. Ӑна шыраса тупса киле илсе килнӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗмӗтсен ёлки» акцие хутшӑннӑ. Вӑл чӑрӑш ҫинчен виҫӗ тетте илнӗ, вӗсенче – ачасен ӗмӗчӗсем.

Олег Алексеевич 13 ҫулти Федора телескоп парнелӗ, Аринӑна – балансборд. 15 ҫулти Никитӑна вара кӗтмен парнепе савӑнтарӗ.

Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗн председателӗ Наталья Николаева Шупашкарти 5-ри Ульянӑн, Ҫӗнӗ Шупашкарти Кирӑн тата Шупашкар округӗнчи Чӗркаш ялӗнчи Дарьйӑн ӗмӗчӗсене пурнӑҫлӗ.

 

Раҫҫейре

Килес ҫул пирӗн ҫӗршывра юлашки шӑнкӑрав тата шкулсенчи уйрӑлу каҫӗ хӑҫан иртесси паллӑ.

Юлашки шӑнкӑрав кунне ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Шкулпа сывпуллашмалли каҫ вара тепӗр уйӑхран, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пулӗ. Ҫав уявсене патриотизм темипе тата ҫемьене хаклассипе ҫыхӑнтарма сӗннӗ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Ене Раҫҫейри паллӑ актер Влад Канопка килесси пирки сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Вӑл Ҫӗмӗрлери шкул ачисем тӗл пулнӑ.

Влад Канопкӑна ытларах «Молодежка» сериал тӑрӑх пӗлеҫҫӗ. Унта ӳкерӗнсе чапа тухнӑ актер ачасене мӗнле кӗнекесем вулама кӑмӑлланине каласа кӑтартнӑ.

Ку тӗлпулу «Знание» обществӑн проекчӗпе килӗшӳллӗн иртнӗ. Влад ачасене хӑй мӗнле кӗнекесем кӑмӑлланине пӗлтернӗ: Федор Достоевскин, Лев Толстойӑн тата Александр Пушкинӑн хайлавӗсене вулама юратать вӑл. Ҫавӑн пекех вӑл ӑсталӑх класӗ йӗркеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_16061
 

Вӗренӳ
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Ырантан, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен, Шупашкарти 3-мӗш лицейри ачасем дистанци мелӗпе вӗренме пуҫлӗҫ. Ку ОРВИпе чирлекен нумайланнипе ҫыхӑннӑ.

Унччен уйрӑм классене кӑна карантина янӑ. Анчах лару-тӑру япӑхланса пынӑ, ҫавна май инфекцие сарӑлма чарас тесе пурне те дистанци мелӗпе вӗрентмешкӗн йышӑннӑ. Уроксем онлайн-режимра иртӗҫ.

 

Республикӑра

Куславккари Аксинья Кудряшова, 7-мӗш класра вӗренекенскер, Раҫҫей ШӖМӗ йӗркеленӗ ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Унӑн ӗҫӗ 12-14 ҫулсенчи ачасен хушшинче палӑрнӑ.

Аксинья ашшӗ-амӑшне ӳкернӗ. Унӑн амӑшӗ Светлана Николаевна – полици капитанӗ. Ашшӗ Владимир Николаевич – отставкӑри майор. Вӗсем службӑра паллашнӑ. Халӗ 3 ача ӳстереҫҫӗ: Катя, Аксинья тата Андрей. Аппӑшӗ те хитре ӳкерет, вӑл та ку конкурса икӗ хут хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_25494
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 341
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 02

1942
84
Исмуков Николай Аверкиевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1944
82
Данилов-Чалдун Максим Николаевич, прозаик ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та