Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Культура

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ыран, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Мерчен» музыка хӑна пӳлӗмӗнче кӗсле ҫинчен калакан икӗ кӗнекепе паллаштарӗҫ.

Кӗнекесен авторӗ — искусствоведени докторӗ Михаил Кондратьев. Михаил Григорьевича пирӗн республикӑри музыкантсем ҫеҫ мар, ун тулашӗнчисем те аван пӗлеҫҫӗ. Ученӑй-тӗпчевҫӗ «Кӗсле — музыкальный инструмент чувашского народа в истории и современной культуре» монографие кун ҫути кӑтартас тесе нумай ӗҫленӗ. Кӑларӑма Наталия Орлова илемлетнӗ. Кӗнекере архиври материалсемпе, экспедицисен вӑхӑтӗнче тунӑ сӑнӳкерчӗксемпе, Раҫҫейри паллӑ музейсен экспоначӗсемпе усӑ курнӑ.

Тепӗр кӑларӑм — «Кӗсле — чувашские гусли» вӗренӳ пособийӗ. Ӑна М.Г. Кондратьев, Н.И. Иванова, М.В. Гусева пухса хатӗрленӗ. Ӑслӑлӑх редакторӗ — М.Г. Кондратьев.

 

Культура
Татьяна Фуртас tatianafurtas.ru/index.php/about-me/biograohiya.html сӑнӳкерчӗкӗ
Татьяна Фуртас tatianafurtas.ru/index.php/about-me/biograohiya.html сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи хушӑвӗпе республикӑри культура отраслӗнче тӑрӑшакан виҫӗ ҫынна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят пама йышӑннӑ.

Вӗсенчен пӗри — Елена Мазурова. Елена Николаевна — Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю. Гагарин ячӗллӗ вулавӑшӑн пай заведующийӗ.

Шупашкарти «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑн халӑх пултарулӑх центрӗн халӑх пултарулӑхӗн тата ремеслисен пайӗн заведующийӗ Светлана Тяхмусова та хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.

Сумлӑ списокра педагогика наукисен кандидачӗ те пур. Кунта сӑмах Татьяна Фуртас пирки пырать. Татьяна Владимировна – И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика унивреситетӗнче музыка ӳнерӗн тата вӗрентӳ кафедрин доцентӗнче ӗҫлет.

 

Культура
culture.cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче, «Его величество Гобой!» концерт кӑтартӗҫ. Ӑна Раҫҫей халӑх артисчӗ, Чӑваш Енре ҫуралнӑ Анатолий Любимова хисеплесе хатӗрленӗ. Музыкант пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнӑ.

Программӑна классика музыкин шедеврӗсенчен хатӗрленӗ. Вӗсем пурте — гобой валли тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ юрӑ-кӗвӗ. Концерт музыка ӑстине сума сунине, унӑн пултарулӑхне хакланине тата сума сунине кӑтартса пама тивӗҫ.

Сцена ҫине Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗсем, студенчӗсем тата ку вӗренӳ заведенийӗнче тӗрлӗ ҫулта вӗреннисем тухӗҫ. Ҫав шутра — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Алексей Гурьев (гобой), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Элла Леонтьева (гобой), Ирина Никитина (гобой), Татьяна Иванова (флейта), Николай Кадыков ертсе пыракан симфони оркестрӗ. Мускаври хӑнасем те пулӗҫ.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти 39-мӗш шклута «Этномода» дефиле иртнӗ. Модельсен ролӗнче вӗренекенсем пулнӑ. Ҫапла май вӗсем пирӗн ҫӗршывра пурӑнакан халӑхсем пирки каласа кӑтартнӑ.

Чи малтан шкул ачисем хӑнасем валли экскурси ирттернӗ. Вӑл е ку халӑхӑн наци тумӗ мӗнпе пуян? Ҫамрӑк ӳнерҫӗсем хӑйне евӗр тӗпчев ирттернӗ.

Пӗр блока чӑваш халӑхӗн тумне халалланӑ. Сцена ҫине модель тухмассерен ертӳҫӗсем кӑсӑклӑ пулӑмсем пирки каласа кӑтартнӑ.

Палӑртса хӑвармалла: ку уява 100 ытла шӑпӑрлан хутшӑннӑ. Ӑна Чӑваш Республикинчи Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ пуҫарнӑ «Халӑхсен туслӑхӗн вӑйӑ карти» ҫӗнӗ проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.

 

Персона
vk.com/philharmoniacheb сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/philharmoniacheb сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Олег Николаевӑн Хушӑвӗпе «Ҫавал» ансамбль артистне хисеплӗ ят панӑ. Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче алӑ пуснӑ 33-мӗш Хушура Александр Ильина «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят парасси пирки сӑмах пырать.

Александр Николаевич пирки вӑл ӗҫлекен Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ансамблӗн ҫеҫ мар, коллективӑн та мӑнаҫлӑхӗ тесе пӗлтернӗ. «Тата тӗрӗсрех каласан, филармонин ҫеҫ мар, мӗнпур республикӑн», — ӑшшӑн палӑртнӑ культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче.

Александр Ильин хӑйӗн ӑсталӑхӗпе фольклора паянхи ӑру патне ҫитерме пулӑшать ҫеҫ мар, ӑна упраса хӑварма та хӑйӗн тӳпине хывать. Куракансем ӑна яланах ӑшшӑн йышӑнаҫҫӗ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тӑваҫҫӗ.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти шкул ачи «Ҫулталӑкри вулакан» ята тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пек ырӑ тӗслӗх кӑтартнӑ Татьяна Савельева.

Татьяна Шупашкарти 20-мӗш шкулта 3-мӗш класра ӑс пухать. Вӑл ҫулталӑкра 108 кӗнеке вуласа тухнӑ. Ҫапла вӑл Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен библиотекинчен «Ҫулталӑкри вулакан – 2025» ята тивӗҫнӗ.

Татьяна Савельевӑна Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Ача-пӑча кӗнеке эрни» акципе килӗшӳллӗн иртнӗ «Раҫҫейри кӗнеке мозаики» уявра чысланӑ. Ӑна парнепе те хавхалантарнӑ: «АнимаТус» студире вӗренмелли сертификат панӑ. Унта Татьяна хӑйне мультфильм хатӗрлес ӗҫре тӗрӗслӗ.

 

Персона
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансене Александр Кураковӑн юбилей каҫне йыхравлать. Кун пирки учреждени халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче хыпарланӑ. Артист хӑйӗн ҫавра ҫулне Геннадий Терентьев пьесипе лартнӑ «Ҫимӗк каҫӗ» спектакльпе ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче паллӑ тӑвӗ.

Александр Николаевич 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) 1983 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Вӑл вӗреннӗ чӑваш студине Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, В.К. Смирнов профессор ертсе пынӑ.

Театр училищинчен вӗренсе тухнӑранпах Александр Кураков Чӑваш патшалах академи драма театрӗнче ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-96482380_12463
 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑра театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӗ старт илнӗ. Кӑҫалхипе вӑл 26-мӗш хут иртет, ӑна хальхинче Раҫҫейри театр ӗҫченӗссен пӗрлӗхӗ йӗркеленнӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Жюри пайташӗсем конкурса тӑратнӑ спектакльсене хаклама тытӑннӑ ӗнтӗ. Ӗнер, тӗслӗхрен, Ева Лисинӑн автобиографи калавӗ тӑрӑх лартнӑ «Ҫӑкӑр чӗлли» постановкӑна пӑхнӑ. Экспертсем ушкӑн пысӑк шайра ӗҫленине, актерсем оригиналлӑ вылянине палӑртнӑ. Тема пӗлтерӗшлӗ пулнине та каланӑ: спектакль вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ачасен шӑпи пирки.

Ыран жюри пайташӗсем Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче «Волшебный орех. История Щелкунчика» спектакль курӗҫ.

Республика конкурсне пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, пӗтӗмлетӗҫ.

 

Культура
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Театра юратакансен клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ.

Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх, унта тӗрлӗ ӳсӗмри куракансем йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Театра юратакансен клубне пухӑннисем «Нарспи» спектакле чылайччен хӗрӳн сӳтсе явнӑ.

«Пирӗн калаҫӑва Антонина Казеевӑпа (Нарспи) Евгений Урдюков (Сетнер) артистсем те хутшӑнчӗҫ. Ҫамрӑк ӑрупа аслӑ ӑру ҫак трагедие, унти сӑнарсене кӑшт уйрӑмрах ӑнланаҫҫӗ пулин те, хальхилле лартнӑ хайлав пурне те пӑлхантарни палӑрчӗ. Хӑшӗсем ӑна 2-3 хут та курса ӗлкӗрнӗ иккен, тата та килес кӑмӑллӑ», — тесе пӗлтернӗ халӑх тетелӗнче Марина Карягина.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall296698703_8832
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енре «Уйӑх ҫинчи хӗр» ятлӑ фильм ӳкерме пуҫланӑ. Ӑна чӑваш халӑх юмахне тӗпе хурса хатӗрлеме палӑртнӑ.

Фильм режиссерӗ — Александр Герасимов, сценарине Зоя Илларионова ҫырнӑ.

Ҫак кунсенче пултарулӑх ушкӑнӗ пӗрремӗш кадрсене Шупашкар округӗнчи «Ясна» этнокомплексра ӳкернӗ ӗнтӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗ фильмӑн ытларах пайне ҫулла ӳкересшӗн. Ун чухне кадрсене Чӑваш Енре кӑна мар, Тутарстанра тата Чӗмпӗр облаҫӗнче те ӳкерӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chuvashia.media/
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 498
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир лӑпкӑрах пулнине, хӑвӑра ытларах шаннине туйма тытӑнатӑр. Ӗҫлӗ проектсем ӑнӑҫлӑ пулӗҫ, эсир пӗлтерӗшлӗ ыйтусене мӗнле татса панине ертӳлӗх асӑрхӗ. Ӗҫтешсемпе хутшаннӑ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр, сире хирӗҫтерассишӗн тӑрӑшма пултарӗҫ.

Ака, 21

1925
101
Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ.
1925
101
Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ.
1947
79
Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын