Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Валерий Алексин: Пӗр сӑмахӗ - пин ылтӑн

Валерий Алексин23.12.2025 13:08690 хут пӑхнӑ

Ираида Вдовинӑна, чӑваш юррисене пухакана тата юрлакана, вулакансенчен чылайӑшӗ ҫак сӑнӳкерчӗкре палласа илчӗ пулӗ. Мускаври "Мелодия" фирма кӑларнӑ виҫӗ пластинкӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче кашни килте тенӗ пекех ҫавӑрттаратчӗҫ, юрӑҫ сасси Чӑвашрадиопа кун сиктерсе тенӗ пек янӑратчӗ. 1985 ҫулта вӑл пухнӑ 222 юрра уйрӑм кӗнекен те пичетлесе кӑларнӑччӗ.

Кӑшт маларах Чӑваш телевиденийӗ Ираида Вдовина пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен киноочерк ӳкерме пуҫланӑччӗ. Сценари авторӗ пулнӑ май Ҫӗрпӳ районӗнчи Иккӗмӗш Туҫа ялне ҫитсе килтӗм. Ку вӑхӑт тӗлнелле Ираида Григорьевна вырӑнти ӑстасенчен ҫырса илнӗ юрӑ тетрачӗсене    Шупашкарти архивсене панӑччӗ ӗнтӗ. Анчах халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юрӑсемпе такмаксене хӑҫан тата камран ҫырса илнине лайӑх ас тӑватчӗ. Хӑй Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кӗчкей салинче ҫуралса ӳснӗ май кунти ватӑ ҫынсенчен илтнӗ юрӑсене уйрӑмах хаклатчӗ, вӗсене мӗнле илемлетни пирки каласа пани пухнӑ материала самай пуянлатрӗ.

Киноушкӑнпа яла килсен хӗрарӑмсене пуҫтарса вӑл вӑйӑ карти туса кӑтартрӗ, "Чечек те татас килет ман", "Кумма, кумма, ӑсатса яр", "Чей ӗҫесчӗ пылпала" тата ытти юрӑсене кинокамера умӗнче шӑрантарчӗ, юрра-ташша пултарасси ӑратран-ӑрата куҫса пыни пирки каласа пачӗ.

Паллӑ юрӑҫӑ "хӑнасене" лайӑх пӑхма пӗлетчӗ. Эпир тӑнӑ ҫӗре сӗтел ҫинче тутлӑ апат пӑсланса ларатчӗ. Ҫырма хӗрринчи хӑрах урамри икӗ хутлӑ чул ҫуртра вырӑн пурин валли те ҫитетчӗ. Мана валли верандӑра тӗк тӳшек сарса панӑччӗ. Пахчари йӑмра ҫине кураксем ҫӗр каҫма килсе вырнаҫатчӗҫ, вӗсен «хорне» итлесе ҫывӑрса каяттӑм. Кӑвак ҫути килнӗ-килмен ҫав «хор» мана ыйхӑран вӑрататчӗ.

Шупашкарти телевидени 1984 ҫулта ӳкернӗ ҫирӗм минута пыракан "Пӗр сӑмахӗ - пин ылтӑн" киноочерка нумаях пулмасть Интернетра курма пулатчӗ. Шел, темле сӑлтава пула такам ӑна кӗскетнӗ, икӗ минута пыракан юрӑ сыпӑкне кӑна хӑварнӑ.

 

Валерий Алексин

Сӑнӳкерчӗкре: Валерий Алексеев журналист, Ираида Вдовинӑпа ун мӑшӑрӗ Василий Васильевич, ҫутӑ паракан (шел, ун ятне-шывне маннӑ); иккӗмӗш ретре: Геннадий Исаев сасӑ операторӗ, Виталий Анишин водитель, Юрий Диделев кинооператор.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Алексин // 4137.47.7400
2025.12.23 16:55
Тӳрлетни: Иккӗмӗш Туҫа вырӑнне Чӑрӑш Туҫа; В. Яников водитель.
Николай Максимов // 1544.72.3141
2025.12.23 17:41
Тăван халăхăн кĕвĕ пултарулăх асне упраса хăварассишĕн пĕтĕм пурнăçне парса çакнашкал тăрăшнă çынна пирĕн ниепле те манма юрамасть.Ан тив, влаçрисем пулăшмасан та, хальхи мелсемпе эпир кăна хамăр та тума пултаратпăр. Валерий Николаевич, пĕр тытăннă япала, анлăрах уçса кăтарт Вдовинан пархатарлă кун-çулне.Самах май, Ираида Григорьевнан аслă хĕрĕ Рива амăшĕ çинчен питĕ тĕплен каласа пама пултарать,
Agabazar // 2471.99.2321
2025.12.24 08:33
Agabazar
«Ираида Вдовина», çавăн пекех «Маюк аппа» тенисене пит аван астăватпăр.

Маюк аппа текеннин юррисене Пётр Андреев радиожурналист çырса илнĕ.

Кунта çакна асра тытмалла пуль тата. Челевисăрпа кăтартма, радиопа яма çырса илесси тĕпчев тĕллевĕсемпе çырса илнинчен уйрăлса тăрать-тĕр ĕнтĕ.

Тепĕр енчен, вĕсене апла та, капла та усă курма пулать.
Ялтан // 4137.47.7400
2025.12.24 08:45
Аван мар япала: Вдовина юррисене хальхи хӑш-пӗр юрӑҫсем "хамӑн юрӑ" тесе радио-телевидени эфирне тухма та именмеҫҫӗ.
Agabazar // 2471.99.2321
2025.12.24 09:11
Agabazar
Чылайăшĕ Александр Осипов мусăкçăна пĕлет пуль ĕнтĕ.

Леш «Телеюрă» текен программăна никĕслекенни тата ертсе пыракансенчен пĕри.

Çавă Ираида Вдовина пирки кĕнеке те кăларнăччĕ пулас.

Ахăртнех, ӳнер пĕлĕвĕн кандидачĕ пулма та хатĕрленнĕ Осипов. Ĕç кăларайман пулмалла. Ман шутпа, вăл темăпа пусарăнса ĕçлеме ун вăхăчĕ те пулман пуль. Çавăн пек туйăнать.

Алексин // 4137.47.7400 2025.12.23 16:55
Тӳрлетни: Иккӗмӗш Туҫа вырӑнне Чӑрӑш Туҫа;
Ĕнтĕ кунта вырăсла Вторые Тойси тенине малтан чăвашла тÿррĕн куçарма хăтланнă пуль.
Ялтан: Аван мар япала: Вдовина юррисене хальхи хӑш-пӗр юрӑҫсем "хамӑн юрӑ" тесе радио-телевидени эфирне тухма та именмеҫҫӗ.
Ĕнтĕ çак сăлтава пула мар-ши Вдовина юррисене Интернетран кăларса пăрахнă? Тетелте çук пулсан «хамăн» теме çăмăлрах иç.
Алексин: Шупашкарти телевидени 1984 ҫулта ӳкернӗ ҫирӗм минута пыракан "Пӗр сӑмахӗ - пин ылтӑн" киноочерка нумаях пулмасть Интернетра курма пулатчӗ. Шел, темле сӑлтава пула такам ӑна кӗскетнӗ, икӗ минута пыракан юрӑ сыпӑкне кӑна хӑварнӑ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем