Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
vk.com сайтри сӑн
vk.com сайтри сӑн

Кӑҫал «Халӑх участковӑйӗ» ята Михаил Обломов тивӗҫнӗ. Вӑл – Ҫӗмӗрлери участок уполномоченнӑйӗ, полицин аслӑ лейтенанчӗ. Михаил конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ. Унӑн участокӗнче – 4 пине яхӑн. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа участковӑй ҫынсен 300 ытла ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл ватӑ ҫынсемпе ултавҫӑсем пирки те калаҫать.

Халӗ Михаил Обломов Чӑваш Ен чысне Раҫҫей конкурсӗнче хӳтӗлеме хатӗрленет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24398
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ТНТ телеканалпа «День семьи» (чӑв. «Ҫемье кунӗ») сериал кӑтартма пуҫлӗҫ. Пӗр эпизодра хамӑрӑн ентеше, Дмитрий Матвеева, курма май пулӗ.

Дмитрий Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. ГИТИСран вӗренсе тухсан вӑл Мускаврах тӗпленнӗ. Хальччен Дмитрий «Чернобыль» тата «Галактика» сериалсенче ӳкерӗннӗ.

Ҫӗнӗ сериал вара ӑна сценарийӗпе илӗртнӗ. «Ку истори – ҫемье, ҫынлӑх, пулӑшу пирки», – ҫапла пӗлтернӗ Дмитрий.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24387
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑна кӑмӑллӑ хыпар килнӗ. Пирӗн ентешсем, Тихоновсем, Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра ҫӗнтернӗ! Вӗсем «Ылтӑн ҫемье» номинацире мала тухнӑ.

Иван Александровичпа Валентина Евгеньевна Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ чухне паллашнӑ. Вӗсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа кӑҫал 32 ҫул ҫитнӗ. Тихоновсем 5 ача ҫуратнӑ, вӗсене ура ҫине тӑратнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://dzen.ru/a/aPJbMqoI8GDl37Xq
 

Ҫутҫанталӑк
proza.ru сайтри сӑн
proza.ru сайтри сӑн

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк ытларах та ытларах кӗрхи евӗр пулса пырӗ. Паян ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил вӑйланӗ.

Вырсарникун вара уяртӗ, ҫил лӑпланӗ. Тунтикун ҫумӑр ҫума тытӑнӗ те ҫитес эрне тӑршшӗпех тенӗ пек чарӑнмӗ. Вырсарникун тата тунтикун ҫӗрле йӗпе юр ҫума пултарать. Ун чухне термометр 0 градус кӑтартӗ. Кунсӑр пуҫне вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ, ҫак нӳрӗклӗхе пула ҫулсем пӑрлак пулма пуларӗҫ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳкӗн 1-2-мӗшӗсенче 5 сантиметр хулӑнӑш юр ҫуса лартма пултарать.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫӗрӑӳ округӗнчи Энӗшкасси Кушкӑ ялӗнче мунча ҫунса кайнӑ. Пушара сӳнтерсен 51 ҫулти арҫын виллине тупнӑ.

Ку инкек юпан 16-мӗшӗнче ирхи 5 сехет тӗлӗнче пулнӑ. 26 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ пушара 9 специалист тата 3 техника сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр

Сӑмах май, иртнӗ талӑкра республикӑра 3 пушар пулнӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Туркменистан хӗрӗ Чӑваш Енре аслӑ пӗлӳ илнӗ те кунтах кардиологра ӗҫлеме юлнӑ. Вӑл Ширин Мухаммедова ятлӑ. Хӗр чӑваш чӗлхине те вӗренме тытӑннӑ.

Ширин амӑшӗн ҫулне суйланӑ, пурнӑҫне медицинӑпа ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ун хыҫҫӑн Республикӑри кардиодиспансера ӗҫе вырнаҫнӑ.

Чӑваш Ен уншӑн иккӗмӗш кил пулса тӑнӑ. «Чи ҫывӑх тусӑм – чӑваш. Ҫапла эпӗ те чӑваш чӗлхине ӑнкарма тытӑнтӑм. Чылайӑшӗ эпӗ туркмен пулнине пӗлмест, чӑваш тесе шухӑшлать», — ҫапла пӗлтернӗ Ширин.

 

Республикӑра
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ ҫулталӑк ҫурӑ ӗнтӗ директорсӑр ӗҫлет. Ун валли каллех ертӳҫӗ тупайман. Конкурс иккӗмӗш хут пулман.

ЧР Цифра министерстви ҫурла уйӑхӗнче конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Документсене авӑнӑн 11-мӗшӗччен йышӑннӑ, кайран тепӗр 2 эрнене тӑсӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн комисси ларӑвӗ пулмалла пулнӑ. Анчах икӗ кандидатран пӗри заявкӑна каялла илнӗ.

Аса илтерер: 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен Алексей Гурьянов директор пулнӑ. Халӗ вӑл – ЧР цифра министрӗн ҫумӗ.

 

Персона

Иртнӗ эрнере Муркаш районӗнчи Мосакассинчи вӑтам шкулта Андрей Петтокки поэта асра тытса пуҫтарӑннӑ.

Конференцие Андрей Петокки (1905–1942) поэт, тӑлмачӑ тата общество ӗҫченӗ ҫуалнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Мероприятие поэт палӑкӗ умне чечек хунинчен пуҫланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall473392833_614
 

Ҫул-йӗр

Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан 60-мӗш троллейбус «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кӗрсе тухӗ. Анчах – Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ чухне кӑна. Шупашкартан кайнӑ чухне маршрут хальхи пекех пулӗ.

Троллейбус микрорайона «Ялав» пурӑнмалли комплекс патӗнчен кӗрсе Шупашкар проспекчӗпе кайӗ, «В. А. Галкин мусӑкҫӑ урамӗ», «Старт урамӗ», «А. М. Токарев мусӑкҫӑ урамӗ», «Г. А. Ефимов поэт урамӗ» чарӑнусенче чарӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrans21
 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнчи Ҫитчарак ялӗнче пурӑнакан Римма Захаровӑна «Амӑшӗ-героиня» ята панӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.

Римма Николаевнӑпа Леонид Иванович 10 ача ӳстернӗ: 6 ывӑл тата 4 хӗр. Виҫҫӗшӗ вӗренеҫҫӗ-ха, ыттисем вара ҫемье ҫавӑрса мӑнуксем парнеленӗ. Захаровсен пӗтӗмпе 13 мӑнук. Икӗ аслӑ ачи – нумай ачаллӑ, пӗр ывӑлӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать.

Аса илтерер: «Амӑшӗ-героиня» ята тивӗҫнисене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 88, 89, 90, 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, [98], 99, 100, 101, 102, 103, 104, 105, 106, 107, 108, ... 4107
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 03

1839
187
Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Василий Сипет, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...