Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре

Раштавӑн 1-мӗшӗнче Мускаври ВДНХра иртекен Пӗтӗм тӗпчери курав-форумра паллӑ дивизи пуҫлӑхӗн Василий Чапаевӑн 3-D голограммине хута ярӗҫ.

Проекта Шупашкарти 10 ҫын хатӗрленӗ. Моушн-дизайнерсем, графиксем, визуализаторсем, нейросеть специалисчӗсем малтан хальхи йышши технологисемпе усӑ курса Чапаева ӳкернӗ, унтан ӑна кирек мӗнле ыйтӑва та хуравлама вӗрентнӗ.

Сӑмах май, Чапаев - Шупашкарти разработчиксен пӗрремӗш ӗҫӗ мар. Вӗсем Иван Яковлевӑн кӳлепине те хатӗрленӗ, ӑна ВДНХра Чӑваш Ен стенчӗ ҫине ҫакнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӗҫӗр республикӑра 14 градус сивӗ пулнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Паян каҫхине юр ҫума тытӑнӗ. Ыран ир тӗлне Шупашкарта юр хулӑнӑшӗ 10 см ҫитӗ. Ыран термометр 0 градус кӑтартӗ. Вырсарникун тӗтре карса илӗ, ҫил лӑпланӗ. Ирхине кӑнтӑр районӗсенчен тытӑнса юр ҫума пуҫлӗ, хушӑран - пӑрлӑ ҫумӑр. Ҫил каллех вӑйланӗ.

Тунтикун уяртӗ. Ытларикун сивӗтӗ. Эрне варринче юр ҫумӗ. Кӗҫнерникун, эрнекун юр ҫӑвӗ. Раштаври пӗрремӗш канмалли кунсенче ҫумӑр ҫума пултарать.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Светлана Каликова министр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Светлана Каликова министр

Паян республикӑра Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ акци иртет. Унпа килӗшӳллӗн, ҫынсене ӗҫе чӑваш тӗрриллӗ тумпа пыма сӗннӗ.

Паян тӗрлӗ ведомствӑра ӗҫлекенсем ӗҫе чӑваш тумӗпе пынӑ. Вӗсем сӑн ӳкерӗнсе сайта вырнаҫтарнӑ. Культура министрӗ тӗрӗллӗ чӑваш кӗпипе ӳкерӗннӗ. Вӑл кунӗпех ҫапла ҫӳрӗ-ши? Культура министерствинче вӑй хуракансем акцие хастар хутшӑннӑ. Нумайӑшӗ тӗрӗллӗ тумпа сӑн ӳкерӗннӗ.

Строительство, Спорт министерствин ӗҫченӗсем те тӗрӗллӗ кӗпепе паян. Шупашкар пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Денис Спирин паян тӳрӗ линие чӑваш тӗрриллӗ галстукпа ирттернӗ.

 

Культура
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта тӑрӑшакансем паян ӗҫе чӑваш эрешӗллӗ тумпа пынӑ. Ятарлӑ ҫипуҫ ҫуккисем хӑйсен тумне тӗрленӗ алшӑллисемпе илемлетнӗ.

«Ӗҫе тӗрӗпе» республика акцине эпир хаваспах хутшӑнатпӑр. Ҫипуҫ ҫумне илемлӗн ҫыпӑҫтарса хунӑ пӗчӗк сӑмса тутри те илем кӳрет, сӑн ҫуталсах каять», — тенӗ центрта ӗҫлекен Татьяна Ильина.

Унсӑр пуҫне центра куравсем те уҫӑлнӑ. Унта учреждение ҫӳрекен кинемейсемпе мучисем ӑсталанӑ хитре япаласемпе паллаштараҫҫӗ.

 

Чӑвашлӑх
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи драма тетарӗнче Чӑваш тӗррин кунне халалласа питӗ лайӑх акци шухӑшласа кӑларнӑ.

Паян, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, театрта «Мӗн-ши вӑл телей?» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна курма чӑваш кӗпине е чӑваш тӗрриллӗ тумтире тӑхӑнса кайсан тепӗр спектакле ҫур хакпа кӗртӗҫ. Асӑннӑ спектакль — премьера. Унӑн ячӗ — «Ӗмӗр сакки сарлака».

Ҫапла-ҫапла. Шӑпах ҫавӑ. Никифор Мраньккан романӗ тӑрӑх ӑна Чӑваш Республикин халӑх артистки, Наталия Сергеева режиссёр хатӗрленӗ. Премьерӑна раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑтартӗҫ.

 

Культура
Николай Кондрашкин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Николай Кондрашкин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шӑмӑршӑра пӑлхар тата чӑваш ученӑйӗсен халӑхсем хушшинчи ӑсталӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.

Мероприятия «Пӗрлӗхре — вӑй» ят панӑ. Унта нумай нациллӗ Раҫҫейри Сохранение халӑхсен историлле астӑвӑмне упраса хӑварасси, Раҫҫейпе Болгарире пурӑнакан халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетесси ҫинчен калаҫнӑ.

Кун пирки Николай Кондрашкин скульптор халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall713150553_1642
 

Культура
vk.com/chgign сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/chgign сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑсталӑхӗсен институтӗнче Михаил Кондратьев музыковедӑн «Избранное. Т. 1. Полвека музыкальной жизни Чувашии» ҫӗнӗ кӗнекине хӑтланӑ.

Анонсра хыпарланӑ тӑрӑх, кӗнекепе искусствоведени кандидачӗ Любовь Бушуева паллаштарнӑ.

Ҫӗнӗ ӗҫе хакласа Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лолита Чекушкина, истори наукисен кандидачӗ Геннадий Николаев, искусствоведени кандидачӗсем Ирина Данилова тата Антонина Мордвинова, педагогика наукисен кандидачӗ Наталья Иванова, Раҫҫей халӑх артисчӗ Юрий Васильев, истори наукисен кандидачӗ Иван Бойко, Чӑваш халӑх художникӗ Николай Енилин, Мария Митина тухса калаҫнӑ.

 

Республикӑра
myslo.ru сайтри сӑн
myslo.ru сайтри сӑн

Канашра пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑм полицие пынӑ. Унӑн 600 пин тенкӗ ҫухалнӑ-мӗн. Укҫине вара пӗлӗшӗсен гаражӗнче упранӑ.

Пӗлӗшӗсен гаражӗнче вӑл ӑна пӗлтӗрхи кӗркуннеренпе упранӑ. Пӗр пайӗ, 600 пин тенки, ҫухалнине халь тин асӑрханӑ.

Полицейскисем укҫана вӑрлакан ҫынна тупнӑ. Вӑл - гараж хуҫи, унччен те судпа айӑпланнӑ 33 ҫулти арҫын.

Гараж хуҫи айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарма шантарнӑ. Ҫапах ку явап тытасран хӑтармасть. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Вӗренӳ
НТВ сюжетӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
НТВ сюжетӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

«НТВ» телеканалпа ӗнер, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, чӑваш чӗлхи учителӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Сюжетра Шупашкар муниципалллӑ округӗнчи Мӑналти шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Анжела Московцевӑпа паллаштарнӑ.

Унта чӑваш чӗлхине рэп урлӑ вӗренеҫҫӗ иккен. Андрей Шамин хатӗрленӗ сюжетра урок епле иртнипе паллаштарнӑ.

Маларах Анжела Московцева «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑн чи лайӑх учителӗ – 2023» конкурсӑн 15 лауреачӗ йышне кӗнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gazetatavanen/11289
 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Тӑвайра Ленин урамӗнче фермер пасарӗ кӗҫех уҫӑлӗ. Контрактпа килӗшӳллӗн, подрядчикӑн ӑна раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗччен туса пӗтермелле.

Вырӑнти фермерсем унта хӑйсен продукцине сутӗҫ. Фермер пасарне икӗ тапхӑрпа пурнӑҫлаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗ - территорие хӑтлӑлатасси тата парковка тӑвасси. Кун валли 1,36 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Ӑна вӗҫленӗ ӗнтӗ. Хӑтлӑх кӗртессин икӗмӗш тапхӑрне Мускав облаҫӗнчи подрядчик пурнӑҫлӗ. Унпа 3,37 млн тенкӗлӗх контракт тунӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 569, 570, 571, 572, 573, 574, 575, 576, 577, 578, [579], 580, 581, 582, 583, 584, 585, 586, 587, 588, 589, ... 4071
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2026 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, улшӑнусем кирлӗ пулнине ӑнланмалли самант ҫитӗ. Ӗҫри тата килти ӗҫсене шайлаштарма тивӗ. Тен, эсир ӗҫ сирӗн вӑхӑта тата вӑя нумай илнине, ҫывах ҫынсене вара тимлӗх сахал уйӑрнине ӑнланатӑр. Приоритетсене тӗрӗс пайламалла. Ан манӑр: ҫывӑх ҫынсемпе тӑвансем пулӑшмасӑр карьерӑра ӳсме йывӑр.

Кӑрлач, 13

1906
120
Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
2003
23
Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...