Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра аш-пӑш тата сӗт туса илесси ӳснӗ. Чӑваш Енри хуҫалӑхсенче 2023 ҫулта чӗрӗ виҫепе 118,7 пин тонна выльӑх-чӗрлӗх тата кайӑк-кӗшӗк ашӗ туса илнӗ. Ку вӑл 2022 ҫулхинчен 1,3 процент нумайрах.

Сӗте иртнӗ ҫул 478,1 пин тонна туса илнӗ. Ку енӗпе ӳсӗм — 2,7 процент. Кашни ӗнерен вӑтамран сӗт су илесси те хушӑннӑ. Ку цифра унчченхи ҫулхинчен 6,3 процент нумайрах, ҫулталӑкра вара кашни ӗне вӑтамран 7430 килограмм сӗт панӑ.

 

Хулара
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Шупашкарти ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсене иртен-ҫӳрен водитель кинемей ҫул хӗррипе пыни пирки пӗлтернӗ. Ватӑ ҫын курткӑсӑр, калпаксӑр пулнӑ, тапочка кӑна тӑхӑннӑ.

Инспекторсем вырӑна ҫитнӗ. Кинемей ҫаплах урамра пулнӑ. Пакунлисем ӑна киле леҫнӗ. Кинемей - 1937 ҫулта ҫуралнӑскер.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121
 

Спорт
Лана Прусакова архивӗнчи сӑн
Лана Прусакова архивӗнчи сӑн

Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан спортменка Лана Прусакова фристайл енӗпе иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Ӑмӑрту Чӗлепи облаҫӗнчи Миассе хулинче иртнӗ. Малтан вӑл пӗрремӗш тапхӑҪрта «слоуп-стайл» дисциплинӑра мала тухнӑ. Кайран, иккӗмӗш тапхӑрта, ҫак дисциплинӑрах финиша пӗрремӗш ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/93220
 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи фермер Александр Бикулов патшалӑхран 10 млн грант илсе унпа ферма хуҫалӑхне ҫӗнетнӗ.

2020 ҫулта вӑл проект тӑратнӑ та грант ҫӗнсе илнӗ. Ку укҫапа вӑл ӗне вити валли стройматериал, тырӑ тасатмалли комплекс, тыр-пул пухса кӗртмелли тӗрлӗ оборудовани туяннӑ. Фермер грантсӑр пуҫне хӑйӗн 7 миллион тенкипе усӑ курнӑ.

2023 ҫул вӗҫне унӑн ферминче 296 пуҫ ӗне тата вӑкӑр пулнӑ. Вӗсенчен 133-шӗ - сумалли ӗне. Пӗлтӗр фермер 663 тонна сӗт туса илнӗ. Ун патӗнче халӗ 12 ҫын ӗҫлет. Вӑтам шалу - 22 пин тенкӗ.

 

Персона

Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче чӑваш халӑх писателӗн Сергей Павловӑн «Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» кӗнекипе паллаштарӗҫ. Унта литераторсем, тӗпчевҫӗсем, педагогсем, ҫыравҫӑ пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем хутшӑнӗҫ.

Сергей Павлов – пултаруллӑ прозаик тата журналист. Унӑн паллӑрах ӗҫӗсен шутӗнче «Сӗлкӗш», «Авӑр», «Тан таппи», «Тӗтре», «Сарӑ хӑмӑш, сар хӑях», «Сулӑнчӑк» тата ыттисем. Унӑн ал ҫырӑвӗсем ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли ҫыракан авторсен республикӑри конкурсӗнче пӗрре ҫеҫ мар ҫӗнтернӗ.

«Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» роман никӗсӗнче — ҫыравҫӑн амӑшӗн аса илӗвӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-211725618_1495
 

Политика
krasnoarmeyskoe.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ
krasnoarmeyskoe.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн ӗҫне-хӗлне кам ҫутатасси паллӑ. Маларах унтисем аккредитаци тухма заявкӑсем йышӑнассине пӗлтернӗччӗ. Ун пеккисем пурӗ 148 массӑллӑ информаци хатӗрӗнчен ҫитнӗ.

Суйласа илнисем — 22 пичет кӑларӑмӗ, 2 радио. Телевидение илсен ку списокра — «ОТР», «Алатырь-ТВ», «Чӑваш Ен» ПТРК, Чӑваш Енӗн наци телекуравӗ, «Новая реальность», «ВАТ-Студия» (вӑл Канашран). Интернет-МИХсенчен — «Наша версия» тата «Правда ПФО».

 

Персона
sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Культура сферинче ӗҫлекен тата тепӗр виҫӗ ҫынна хисеплӗ ят панӑ.

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята республика Элтеперӗ Олег Николаев хальхинче Чӑваш наци музейӗн директорӗн заместительне Татьяна Волковӑна, Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавательне Надежда Вороновӑна тата Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавательне Марина Фединӑна парас тенӗ.

 

Раҫҫейре
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑра, ҫавра ҫул тӗлне, преми пама сӗннӗ. Ку тӗллевпе саккун проектне хатӗрленӗ.

Документра палӑртнӑ тӑрӑх, 20 ҫул пурӑнакан мӑшӑра – 20 пин, 25 ҫул пурӑнакансене – 25 пин, 70 ҫул кун кунлакансене 70 пин тенкӗ парасшӑн. Анчах ҫак тапхӑрта мӑшӑрӑн уйрӑлмалла мар.

Юбилей ҫулӗнче мӑшӑртан пӗри вилнӗ пулсан премие пӗри илме пултарать. Заявление юбилей пулнӑ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртиччен памалла. Саккуна ырласан вӑл утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑйра пулӗ.

 

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта «Растем вместе» (чӑв. Пӗрле ӳсетпӗр) социаллӑ прокат пункчӗ уҫӑлнӑ.

Унта пӗчӗк ача кровачӗсем, кӳмисем, апатлантармалли пӗчӗк пукансем, манежсем, автокреслосем, автолюлькӑсем тата ытти те пур. Вӗсене ҫул ҫитмен ҫамрӑк амӑшӗсене ҫеҫ мар, йывӑр лару-тӑрури ҫемьсене те вӑхӑтлӑх (виҫӗ уйӑхлӑха) усӑ курма параҫҫӗ.

Япаласене вӑхӑтлӑх усӑ курма илмелли пункт Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта вырнаҫнӑ. Пункт адресӗ: Шупашкар хули, Хусанкай урамӗ, 29 а ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 53-42-94.

 

Ҫутҫанталӑк

Юлашки вӑхӑтра юр нумай ҫурӗ. Халӗ ҫанталӑк кӑшт тӑхтав илнӗ – кӑштах сивӗтнӗ, ҫил лӑпланнӑ.

Канмалли кунсенче кӑштах юр ҫӑвӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Кӑнтӑрла 1-6 градус сивӗ тӑрӗ. Тунтикун хӗвел тухӗ. Ытларикун ҫил вӑйланӗ, термометр 0 градус кӑтартӗ, юр ҫума тытӑнӗ. Ҫитес эрнере хӑш-пӗр кунра йӗпе юр ҫӑвӗ.

Нарӑсӑн пӗрремӗш шӑматкунӗ те юрлӑ пулӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, темиҫе циклон та пулӗ, ҫавӑнпа юрпа кӗрешме хатӗрленмелле.

 

Страницӑсем: 1 ... 560, 561, 562, 563, 564, 565, 566, 567, 568, 569, [570], 571, 572, 573, 574, 575, 576, 577, 578, 579, 580, ... 4112
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 07

1896
130
Спиридонов Григорий Спиридонович, пӗрремӗш профессионаллӑ пӗлӳ илнӗ чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Орлов Василий Прохорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1918
108
Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
1924
102
Марков Борис Семёнович, чӑваш артисчӗ, режиссёрӗ ҫуралнӑ.
1960
66
Романов Никита Романович, паллӑ чӑваш этнографӗ, историкӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...