Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.4 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

КӐР
20

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 20.01.2006 01:10 |

Хусантан Шупашкара Хыпар хаҫата халалласа

Хыпар хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа Хусантан Шупашкара ҫити 10 йӗлтӗрҫӗ чупӗҫ. Мероприяти кӑрлач уйӑхӗн 26-пе 27-че иртӗ. Пирӗн республикӑpa Куславка, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар районӗсем тата Шупашкар хули урлӑ чупӗҫ. Малтан чупакансем Николай Никольский масарӗ ҫине асӑнса чечексем хурӗҫ, Хусанти чӑваш диаспорин ҫыннисемпе тӗл пулӗҫ. Ӑмӑрту Чӑваш патшалӑх университечӗн ҫӗнӗ корпусӗ патӗнче вӗҫленӗ.

 

КӐР
20

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 20.01.2006 00:49 |

«Футбол — халӑх вӑййи»

Паян республикӑра паллӑ мини-футбол турнирӗн пӗрремӗш этапӗ пуҫланать.

Карлачӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 23-мӗшӗччен вӑл турнира вӗрентӳ учреждениӗсен, предприятисен, организациӗсен кирек хӑш хула е район команди хутшӑнма пултарать. Футболла вылякансем шутне 1989-мӗш ҫулччен ҫуралнисем кӑна хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кашни командӑн ячӗ пулмалла.

Хутшӑнма хатӗр командӑсем хӑйсен заявкисене «Олимпийский» стадионpa вырнаҫнӑ республикӑри футбол федерацине памалла. Заявкӑсене кӑрлачӑн 20-мӗшӗн 12 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Халлӗхе турнира хутшӑнма килешнӗ 25 командӑн заявки пур. Шупашкарӑн Ленинпа Калинин районӗсенчен тӑхӑршар заявка, Шупашкарӑн Мускав районӗнчен — ҫиччӗ.

 

Ҫӑлкуҫ: Cap.ru

 

КӐР
20

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 20.01.2006 00:27 |

Ӗнер, Чӑваш Ен президенчӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрах, Чӑваш Ен опычӗпе паллашма Владимир облаҫӗн делегациӗ килнӗ. Делегацине губернаторӑн ҫумӗ Сергей Мартынов ертсе пынӑ. Чӑваш Енре делегаци икӗ кун хушшинче Сергей Гапликовпа, республикa правительствин членӗсемпе тӗл пулнӑ, Шупашкар тата Муркаш районӗсенчи культура, вӗрентӳ, сывлӑха упрас учреждениӗсен ӗҫӗпе паллашнӑ, Чӑваш халӑх музейне, А. Г. Николаев масарӗ ҫинчи часовньӑна, Шуршӑлти космотнавтика музейне кайса курнӑ.

 

КӐР
18

Хыпар
 Админ | 18.01.2006 02:41 |

Чӑваш президенчӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрах Н. Фёдоров пултарулӑх енӗпе нумай ӳсӗм тунӑ ҫамрӑксене стипенди парасси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Пин ҫамрӑк ҫул хушшинче кашни уйӑх пин тенкӗ илсе тӑрӗ.

Президент стипендине 1994 ҫулта пама пуҫланӑ. 2002 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6 тухнӑ Чӑваш Ен президенчӗн указӗ тӑрӑх стипенди илекен ҫамрӑксен шутне пин тарaн хӑпартнӑ.

 

КӐР
17

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 17.01.2006 00:50 |

Ю.И. Скворцов ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитет. Муркаш районӗн тӗслӗх вулавӑшӗнче «Хастар чӗрелле ҫыравҫӑ» ятлӑ тематикӑллӑ папка хатӗрленӗ. Кунтах Ю. И. Скворцовӑн пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе паллашма пулать. «Чӑваш прозин ӑсти» ятлӑ курава хатӗрлӗҫ.

 

КӐР
17

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 17.01.2006 00:37 |

Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри вӑтам шкулӗнче патшалӑх комиссине ҫӗнӗ спортзала кӑтартнӑ. Хӑш-пӗр асӑрхаттарусене тӳрлетнӗ хыҫҫӑн усӑ курма пуҫламалли акта алӑ пусӗҫ.

Чӑваш Енӗн Минстройӗ пелтерне тӑрӑх ку спортзал хуларисенчен пӗртте кая мар.

 

КӐР
17

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 17.01.2006 00:30 |

Улатӑрта «Йӗлтӗр чӗнет» акци иртнӗ.

Улатӑр хулин сайтчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх «Раҫҫейӗн йӗлтӗр йӗрӗ — 2006» ӑмӑрту шутне кӗрекен «Йӗлтӗр чӗнет» акци иртнӗ. Хула администрациӗнче ӗслекеннисем пурте "Янтарный" ятлӑ сиплев лагере йӗлтӗрпе ярӑнма тухнӑ.

Ӑмӑртура хӗрерӑмсен хушшинче чи лайӑх кӑтартӑва Наталья Устимова тата Вероника Исаева кӑтартнӑ. Арҫынсен хушшинче чи лайӑх вӑхӑта Улатӑр хула пуҫлӑхӗ Михаил Марискин кӑтартнӑ. Иккӗмӗш вӑхӑтпа Александр Какуркин чупса тухнӑ.

 

КӐР
17

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 17.01.2006 00:12 |

Чӑваш Енри Пӗтӗм Раҫҫей «Ҫамрӑк ӗҫ» юхӑмӗн активисчӗсем Шупашкарти 24 вӑтам шкулта вӗренекенсен СПИДпа кӗрешесси ҫинчен пултарулӑх ӗҫӗсен пуххине пичӗтлесе кӑларнӑ.

Ку ҫулта юхӑмӑн активисчӗсем обществӑн йытӑвӗсем ҫинчен каласа паракан проектсем ҫинчен малалла ӗҫлес теҫҫӗ.

 

Ҫӑлкуҫ: Cap.Ru

 

КӐР
14

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 14.01.2006 20:23 |

Пирен сайт ҫинче эсир халӗ Н.Е. Наумовӑн Хыпар хаҫатра пичӗтленнӗ Тумтир словарьне тупма пултаратӑр.

Унта эсир чӑвашсен авалхи тумпирӗ ҫинчен, ӑҫтан вӑл пирӗн пата лекни, тата ытти япала ҫинчен пӗлме пултаратӑр.

 

КӐР
14

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 14.01.2006 01:18 |

Чӑваш спортсменки Европӑн чи малти вунӑ ҫӑмӑл атлетика спортсменкисем шутне кӗнӗ

Европӑн ҫӑмӑл атлетика пӗрлешӗвӗн (ЕҪАП) сайчӗнче иртернӗ сасӑлавне пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх 20 ҫухрӑма спортла утавӗн тӗнче рекордсменки Олимпиада Иванова ҫулӑн чи малтисем шутне тухнӑ. Сасӑлава ЕҪАП членӗсем, хаҫат-журнал представителӗсем тата общественность членӗсем хутшӑннӑ. Хӗрарӑмсен хушшинче чи нумай сасса шестпа сикекен паллӑ Раҫҫей спортсменки Елена Исинбаева, арҫынсем хушшинче — Виргилиюс Алекна(Литва) тивӗҫлӗ пулнӑ.

Олимпиада Ивановӑна ку хыпарпа саламлатпӑр!

 

Страницӑсем: 1 ... 4165, 4166, 4167, 4168, 4169, 4170, 4171, 4172, 4173, 4174, [4175], 4176, 4177, 4178, 4179, 4180, 4181, 4182
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 06

1905
121
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
16
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...