Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

РАШ
15

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 15.12.2005 18:07 |

Чӑваш Енӗн вӗрентӳ министрӗ Галина Чернова каланӑ тӑрӑх Чӑваш Енӗн шкулӗсенче кашни компьютер ҫине 28 вӗренекен килет. Раҫҫей шайӗпе танлаштарсан ку икӗ хут лайӑхрах (Раҫҫей тӑрӑх пӗр компьютер ҫине 57 вӗренекен килет).

Ҫавӑн пекех министр пӗлтернӗ тӑрах республика шкулӗсенчен 84,2% интернетпа ҫыхӑннӑ, шкулсен 47% хӑйсен сайчӗ пур.

Питӗ интереслӗ, шкул сайчӗсем ӑҫта-ши?

 

Ҫӑлкуҫ: Regnum.ru

 

РАШ
13

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 13.12.2005 17:32 |

Раштавӑн 12 «Аликовский вестник» ячӗллӗ Элӗк районӗн администрациӗн ҫӗнӗ хаҫачӗн пӗрремӗш номерӗ пичӗтленсе тухнӑ. Тиражӗ 900 экземпляр. Ку хаҫатра Элӗк администрациӗ право акчӗсене ҫынсем патне ҫитерӗ.

Хаҫат учредителӗ — Элӗк районӗн депутатсен пухӑвӗ.

 

РАШ
13

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 13.12.2005 17:26 |

Пурне те катока чӗнетпӗр!

Раштавӑн 18 10:00 сехетре Шупашкарӑн тӗп катокне уҫаҫҫӗ. Катока уҫас мероприятине килекенсене Хӗл Мучипе Юрпике кӗтсе илӗҫ. Кайран хӑнасене пӑр ҫинчи шоу кӑтартӗҫ.

Ҫавӑн пекех ку кун катока кӗмелли тата прокатшӑн тӳлемелли хак икӗ хут йӳнӗрех пулӗ.

 

Ҫӑлкуҫ: Cap.ru

 

РАШ
10

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 10.12.2005 17:01 |

Трактор тӑвакан культура керменӗнче ыран, раштавӑн 11, 13 сехетре, "Малина йӑмӑкӗсем" вокал ансамблӗн концерчӗ иртӗ. Ансамбль ҫӗнӗ концерт программине кӑтартӗ. Вӑл программӑпа ансамбль кайран чӑвашсем пурӑнакан ытти регионсем тӑрӑх кайса кӑтартма шутлать.

Пурне те концерта чӗнетпӗр!

 

Ҫӑлкуҫ: Cap.ru

 

РАШ
10

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 10.12.2005 16:53 |

«Коммерсант. Власть» Раҫҫейӗн аналитикӑллӑ еженедельникӑн «Где на Руси жить хорошо?» ятлӑ рейтинг пичeтленнӗ. Рейтингра хӑш Раҫҫей субъекчӗнче пурнӑҫ лайӑхраххине тишкернӗ. Тишкерес ӗҫ валли 19 параметр усӑ курнӑ. Мускав хулинчи пурнӑҫа тӗпе хурса кашни региона баллсем шутласа кӑларнӑ.

 

Рейтинг тӑрӑх, 10 чи лайӑх регион ҫапла вырнаҫнӑ:

1. Санкт-Петербург (1078);

2. Мускав (1000);

3. Тутарстан Республики (846);

4. Чӑваш Ен (838)

5. Белгород облаҫӗ (800)

6. Ярославль облаҫӗ (779)

7. Мускав облаҫӗ (777)

8. Ҫурҫӗр Осети Республики (775)

9. Новгород облаҫӗ (769)

10. Астрахань облаҫӗ (767)

 

РАШ
06

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 06.12.2005 17:43 |

Литература кӗтесӗнче М. Фёдоровӑн "Арҫури" балладине тупма пултаратӑр. Ку баллада чӑваш литературин пӗрремӗш палӑкӗсем шутне кӗрет.

 

РАШ
06

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 06.12.2005 17:40 |

Паян Чӑваш Ене Атӑлҫи Федераллӑ округӗн Раҫҫей Федерациӗн полномочлӑ представителӗ Александ Коновалов килнӗ. Унӑн программинче Н.В. Фёдоровпа, Чӑваш Енӗн Патшалах Канашлӑвӗн ертӳҫисемпе, политика партиӗсен, халӑх организациӗсен, тӗн конфесиӗсен представителӗсемпе тӗл пуласси. Ҫавӑн пекех "Приволжское" хуҫалӑха тата "Амӑшсемпе ачалӑха упракан президент центрӗ" ГУЗа ҫитсе курӗ.

 

Ҫӑлкуҫ: Cap.ru

 

РАШ
06

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 06.12.2005 11:36 |

Ҫӗнӗ Шупашкар вырӑнӗнче пулнӑ 13 ялтан пӗрин ҫинчен каласа кӑтартакан «Тоскинеево и тоскинеевцы» кӗнеке пичӗтленсе тухнӑ.

Архивсем тӑрӑх ял 1746 ҫулта никӗсленнӗ, 1960 ҫулта хула химкомбинатӑн санитари зонине лекнӗ. Вӑл вӑхӑтра 85 хуҫалӑх пулнӑ, 350 ҫын пурӑннӑ.

Кӗнекен авторӗсем: Б.А.Петров, А.П.Павлов и С.Ф.Федоров.

 

Ҫӑлкуҫ: Cap.ru

 

ЧӲК
30

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 30.11.2005 17:14 |

2005 ҫулхи кӑрлачпа юпа уйӑхӗн хушшинчи демографи улшӑнӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ. Ҫак вӑхӑт хушшинче пурӗ 11 091 ача ҫуралнӑ, 16 438 ҫын вилнӗ. Шупашкар хулинче тата Ҫӗнӗ Лапсар, Кӳкеҫ, Сосновка хула евӗрлӗ посёлокӗсенче ҫeҫ халӑх шучӗ чакман. Ытти ҫӗрте халӑх шучӗ самаях чакнӑ. Халӑх шучӗ чи нумай Пӑрачкав, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче чакнӑ.

Ку тапхӑрта пурӗ 7 168 ҫӗнӗ ҫемье йӗркеленнӗ, 3634 ҫемье арканнӑ.

 

Ҫӑлкуҫ: Cap.ru

 

ЧӲК
29

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 29.11.2005 21:18 |

Чӳкӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта "Ҫӑлтӑрлӑх — кӗркунне 2005" пӗтӗм тенчери кушаксен куравӗ иртнӗ. Курав "Карӑш" экологипе биологи центрӗнче иртнӗ.

Курава Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупаршкар, Хусан, Йошкор-Ола хулисенчен пурӗ 56 кушак хутшӑннӑ. Кушаксене пӗтӗм тӗнче шайӗнчи ӑстa, эксперт-филонолог Инна Шустрова тишкернӗ.

Карӑшӑн тепӗр куравӗ раштавӑн 11-мӗшӗнче иртӗ. Вӑл кӑшлакан чӗрчунсем ҫинчен пулӗ.

 

Ҫӑлкуҫ: Cap.Ru

 

Страницӑсем: 1 ... 4156, 4157, 4158, 4159, 4160, 4161, 4162, 4163, 4164, 4165, [4166], 4167, 4168, 4169, 4170, 4171
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Шанчӑклӑ туссен тата ӗҫтешсен сĕнĕвĕсене итлӗр – вĕсем кирлĕ пулма пултараççĕ. Халĕ пĕрлехи бизнеса укçа хывма вăхăт мар. Ĕç нумай вăя илӗ, ытлашши ывӑнма ан тӑрӑшӑр. Нерв лӑплантарас килсен канмалли кунсенче туссемпе тĕл пулма ан хирӗҫлӗр.

Ҫу, 25

1957
69
Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ.
1972
54
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
1981
45
Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...