Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Паян Н.В. Фёдоров Шупашкар районне ӗҫпе ҫитсе курнӑ. Шупашкар районӗнче вӑл Ишлейри высоковольтлӑ завода ҫитсе курнӑ, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнӑ. Н.В. Фёдоров палӑртнӑ тӑрӑх завод Ишлей посёлокне те аталанма пулӑшӗ.

«Шупашкар районӗн ялӗсене илсессӗн», — палартрӗ Н. Фёдоров, — вӗсене таса тытассинчен, тирпеленинчен вӗсен конкурентлӑхе пысӑкланать. Ялсене тирпейлесе тасатасси ӗҫе ертсе пырасси ял тӑрӑхӗсен ӗҫӗ.

 

Ҫӑлкуҫ: Cap.ru

 

Ҫӗртмен 23-пе 24-мӗш хушшинче Шупашкарта декоративлӗ прикладной исскуство ӑстисен ӗҫӗсен Чӑваш Республикин Президенчӗн Н.В. Фёдоровӑн парнисене илессишӗн ирттерекен Пӗтӗм Раҫҫӗйри «Руҫ ӑстисем» IV конкурс иртнӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 70 ытла ӑста хутшӑннӑ /хӑш-пӗр ӗҫсене эсир кунта курма пултаратӑр/. Краснодар Енри Алексей Максименка гран при тата конкурсӑн тӗп парнине ҫӗнсе илнӗ.

 

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ иртерекен конкурсем кашни ҫул ҫӗнӗ пултаруллӑ ачасене тупса палатрма пулӑшаҫҫӗ. Вӑл ачасене парнесене, дипломсене, уйрӑм стипендисене тивӗҫеҫҫӗ. Ку ҫул вара пӗрремеш хут Ӳнер музейӗ пултаруллӑ ачасен ӗҫӗсен куравне йеркеленӗ. Курава Пӗтӗм тӗнчери ача кунне халалласа уҫнӑ.

Куравра эсир пултаруллӑ Юманов Василийӗн, Севрюгина Аннӑн тата Татьянӑн (пурте Шӑмаршӑри ача-пӑча исскуство шкулӗнчен), Оливанова Галинӑн, Алексей Владимировӑн (вӗсем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнчен), Иванова Алинӑн (Вӑрнарти ача-пӑча исскуство шкулӗнчен), Смирнова Еленӑн тата Бовырин Макимӑн (вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнчен) ӗҫӗсене курма пултаратӑр.

 

Германири Констанц хулинче Японири ассоциаци згидипе /JKA/ Сето-Кан Каратэ-до енӗпе Европӑн IX чемпионачӗ иртнӗ.

Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди йышӗнче пирӗн паллӑ ентеш, Шупашкар районӗнчи Чаканар каччи, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн аспиранчӗ, тухӑҫ халӑхӗсен кӗрешӗвӗн тренерӗ Дмитрий Фомиряков ӑнӑҫлӑ кӗрешнӗ.

Дани, Швеци, Бельги, Франци, Чехи, Польша ҫӗршывӗсенчи спортсменсемпе кӗрешме Дима тӑхӑр хутчен татами ҫине тухнӑ, пурне те вӑхӑт ҫитиччен маларах парӑнтарнӑ. Финалта вара Украинӑри паллӑ каратистпа тӗл пулнӑ.

Финалти тытӑҫу пилӗк минута пынӑ. Европӑри тата Германири асӑннӑ спорт вӑййине кӑмӑллакансем пирӗн ентеше килӗштерсе хыттӑн кӑшкӑрса хавхалантарса пынӑ. Мӗншӗн тесен журналистсем Д. Фомиряков ятне лайӑх пӗлеҫҫӗ: чӑваш каччи малтан та, 2003, 2004 ҫулсенче, кубок ҫӗнсе илнӗ.

Финалти вӑйӑ ҫав тери кӑткӑс иртнӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑйне евӗр хитрелӗхпе палӑрнӑ. Спортсменсем каратэ техникин тӗлӗнмелле меслечӗсене питӗ хӑвӑрт пурнӑҫланӑ. Дима ӑнӑҫӑва малтанах хӑй аллине илеймен, кӑштах выляса та янӑ. Тытӑҫӑвӑн иккӗмӗш пайӗнче вара вӑл тӗлӗнмелле пултарулӑх кӑтартса Украина спортсменне 4:2 шутпа парӑнтарнӑ.

Малалла...

 

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Вырӑс драма театрӗнче Юхма Мишши ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ ячӗпе юбилей уявӗ иртнӗ. Юхма Мишшине саламлама Турцири, Болгарири, Германири ҫыравҫӑсем килнӗ.

Юхма Мишши — чаплӑ ҫыравҫӑ, пысӑк ӑҫчах—академик. Вал сырнӑ ӗҫсене ҫӗр ытла чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Аталҫи пӑлхарсен историӗ ҫинчен ҫырнӑ историллӗ романӗсемпе паллӑ.

Эпир те Юхма Мишшине ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлатпӑр, ырлӑхпа сывлӑх, палартнӑ ӗҫсене ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме сунатпӑр!

 

Кӑҫал Мускавра иртекен "Акатуй" уявӗ 2006 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Уяв малтанхи пекех Мускаври ВДНХра иртӗ, ВВЦра. Уяв 10 сехетре пуҫланать!

Мускавра пурӑнакан кашни чӑваша уява пыма чӗнетпӗр!

 

Паян, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Вӑрнарти халӑх историпе краеведени музейӗнче художниксен ӗҫӗсен «Чӑваш Ен сӑнӗсем» ятлӑ куравӗ уҫӑлчӗ. Куравра А.Н. Алимасов, А.В. Кокель, М.Н. Лукиянов, Праски Витти, Н.Ф. Толстов тата ытти ӳкерӳҫӗсемпе скульпторсен ӗҫӗсене курма пулать.

Курав ҫӗртме уйӑхен 15-мӗшӗччен иртӗ.

 

Ҫу уйӑхен 20-мӗшенче Чӑваш Енӗн ТПП ҫурчӗнче Википедире ӗҫлеме вӗрентекен семинар иртӗ. Ертсе пыракансем: Николай Плотников, Александр Сигачёв, Александр Блинов, Эдуард Фомин.

Википеди — пурте хутшӑнма пултаракан ирӗклӗ энциклопеди. Халӗ Википедин чӑваш уйрӑмӗнче статьясен шучӗ 2200 ытла.

 

Семинар 13:00 сехетре пуҫланӗ. Студентсене, ку йытӑвпа кӑсӑкланаканскерсене пурне те семинара килме чӗнетпӗр.

 

Тюмень облаҫӗнче чӑваш культурин кунӗсем иртнӗ.

Чӑваш Республикин представителӗсем Аромашево, Ярково районӗсенче, Лянтор хулинче, Горьковка посёлокӗнче тата ытти чӑвашсем пурӑнакан вырӑнсенче пулса курчӗҫ. Тюмень облаҫӗнчи чӑвашсем чӑвашсен эстрада концерчӗсенче, сувенирлӑ продукци тата халӑх ӑстисен ӗҫӗсен курав-сутусенче пулма май пулчӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем И. Яковлев ҫуралнаранпа 158 ҫул ҫитӗ мая хатӗрленӗ кӗнекепе сӑнӳкерчӗсен куравне курма пултарчӗҫ.

Ҫавӑн пекех ҫак кунсенче Тюмень облаҫӗнчи III "Чӑваш пики" конкурс иртрӗ. Унта 12 пике хутшанчӗ, чи хитрине вара Анастасия Прохоровӑна суйласа илчӗҫ.

 

Ҫӑлкуҫ: REGNUM

 

АКА
25

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ — чӑваш чӗлхи кунӗ
 Администратор | 25.04.2006 13:01 |

Паян, ака, 25-мӗшӗ — чӑваш чӗлхи кунӗ. Ҫакӑнпа пурне те эпир саламлатпӑр.

Ку куна 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тухнӑ Постанавленипе уявлама пуҫланӑ. Унтанпа вунӑ ҫул ытла та иртрӗ ӗнтӗ.

 

Уява халалланӑ мероприятисем ҫинчен кунта пӗлме пулать: Cap.ru сайт ҫинчи уява халалланӑ страница.

 

Страницӑсем: 1 ... 4045, 4046, 4047, 4048, 4049, 4050, 4051, 4052, 4053, 4054, [4055], 4056, 4057, 4058, 4059, 4060, 4061, 4062, 4063, 4064, 4065
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 01

1846
180
Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ.
1901
125
Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1941
85
Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ.
1941
85
Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1946
80
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ.
1951
75
Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1951
75
Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1986
40
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...