Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсем

Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 18 сехетре «Дорисс-парка» уҫӗҫ. Ҫӗнӗ парк Шупашкарти 9-меш пилӗкҫуллӑхпа И.Я. Яковлев проспекчӗсем пӗрлешнӗ вырӑнта вырнаҫӗ. Парка Шупашкар хулин Кунне халалласа уҫӑҫҫӗ. Унта хула пуҫлӑхӗ Н.И. Емельянов, тата «Дорисс» УАО пуҫлӑхӗ И.В. Рощин тухса сӑмах калӗҫ.

Парк уҫнӑ мероприятине Чулхулари «40 градусов», «Эллизиум», «Лампасы» рок-группӑсем хутшӑнӗҫ. Каҫпа, 19 сехет ҫурӑра, дискотека пулӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ун сӑмаххисем тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗченхи тапхӑр питӗ йывӑр пулчӗ. Ку кун христиансен пост пуҫланать-ҫке-ха.

ЗАГС ӗҫне ҫӑмӑлатас тесе Николай Емельянов хушӑвӗ тӑрӑх авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫавӑн пекех Хусанкай КК малашне ҫырӑнтарма пуҫлӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Паян, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗ — физкультурник кунӗ. Ҫак куна халалласа Муркаш районӗнче ишес енӗпе ӑмӑрту иртӗ.

 

Ӑмӑртусене ҫӑмрӑксен хушшинче ку спорт тӗсне сарас тӗллевпе иртереҫҫӗ. Ӑмӑртуна ял хуҫалӑх предприятисен, организацисен, учрежденисен КФК ушкӑнӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ӑмӑрту 4 х 25 м эстафета пек Хорнуй ялӗнче иртӗ. 11 сехетре пуҫланӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫичӗ ҫул ӗнтӗ Етӗрне районӗнчи Анатри Явӑш ҫыннисем ял кунне уявлаҫҫӗ. Ку ялта пурӗ 68 хуҫалӑх. 46-шӗнче вӗсенчен куллен 112 ҫын пурӑнать.

Ял кунне уявлама пуҫланӑ хыҫҫӑн ял намай улшӑнчӗ: ачасем ҫуралаҫҫӗ, Выла юханшывӗ урлӑ кӗпер тӑваҫҫӗ, Кивӗ Тинкеш енелле асфальтлӑ ҫул хываҫҫӗ.

Ял кунне 2000 ҫулта газ кӗртнӗ хыҫҫӑн уявлама пуҫланӑ. Ун чухне Н.В. Фёдоров хӑй газ ҫулӑмне ялта ҫутнӑ.

Фоторепортаж

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче «Сказания об Иволге Чувашии» сӑвӑ пуххин презинтацийӗ иртнӗ.

Сӑвӑ пуххине Эминене халалланӑ виҫӗ поэма кӗртнӗ. Пӗр поэмине тутар сӑвӑҫи Кави Латып, теприне вырӑс сӑвӑҫи Галина Белгалис, виҫҫӗмӗшне вырӑсла ҫыракан чӑваш сӑвӑҫи Владимир Николаев ҫырнӑ. Кӗнекене хатӗрлесе кӑлараканӗ — Юхма Мишши, ӳкерчӗксемпе Ольга Беляева илемлетнӗ.

Поэма авторӗсемпе тӗл пулма вӗсен пултаруллӑхне хаклакансем, тата вулавӑша час-часах ҫӳрекенсем пухӑнчӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Тӗп подрядчиксем: ТМЯП «Маяк», УАО «Чувашсетьгаз», УАО «Спецмонтажгаз».

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Пӑрачкав историпе архитеркура палӑкне юсаса ҫӗнетес ӗҫсем валли укҫа пухасси маллала пырать.

Пурӗ ку вӑхӑт тарин яваплӑ счет ҫине 370 пин тенкӗ укҫӑ куҫарнӑ. Укҫана Пӑрачкав районӗн ҫыннисемпе предприятийӗсем, тата Шупашкарти организацисем куҫарса панӑ.

Собора юсаса ҫӗнетме пуҫланӑ ӗнтӗ. Ӗҫсем валли счетран ҫинчен ҫӗр пин тенкӗ илсе тӑкакланӑ.

 

Троицки соборӗ

 

«Канаш» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑранпа 75 ҫитнӗ. Хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1931 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Сотсиалисмшӑн» ятпа тухнӑ. Ун чух ун тиражӗ 2 пинпе танлашнӑ. Хаҫат тӑватӑ листаран тӑнӑ, Улатӑрти типографинче пичетленнӗ.

Хаҫатпа Георгий Ефимов, Николай Терентьев, Степан Аслан, Пётр Чичканов, Виталий Енӗш, Юрий Малышев, Леонид Маяксем тата ытти ҫыравҫасемпе сӑвӑҫсем тачӑ ҫыхӑну тытса тӑнӑ.

Юбилей ячӗпе «Канаш издательство ҫурчӗн» ӗҫченӗсене Чӑваш Енӗн Культура министарствин Хисеп грамотисемпе чысларӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Кашни ҫул иртекен Ҫӗрпӳ Тихвин Ярмӑрккине халалласа утӑ уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсенче «Ӗмӗрсен ерешӗсем» курав-конкурс иртӗ. Конкурс тӗллевӗ — халӑх йӑли-йӗркисене, культурине сыхласа хӑварса ҫӗнетесси, ҫӗнӗ ӳнер ӑҫтисене шыраса тупасси.

Курав-конкурса Ҫӗрпӳ патӗнчи ярмаркка лапамӗнче иртереҫҫӗ. Конкурса Ҫӗрпӳ ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакан пур ҫын та, ачи-пӑчисемпе ваттисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Хутшанакансен шучӗ темӗн чухлӗ те пулма пултарать.

Ялти тата хулари тӑрӑхсем авалхи «Вӑйӑра», «Сӗрен», «Мӑнкун», «Кӑшарни», «Ушах таппи» тата ытти йӑласене кӑтартӗҫ.

I, II, III вырӑнсене йышӑннӑ коллективсене диплом тата хаклӑ парне лекӗ.

Выступления оцениваются по 10-балльной системе, подведение итогов конкурса производится закрытым голосованием. Конкурса утӑ уйӑхӗн 7-мешӗнче пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн парнесем парса тухӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Комбинат склачӗнче кладовщик пулса ӗҫлемелле пулать. Уйӑхра 13 пин ҫурӑ тӳлеҫҫӗ.

 

Адресӗ: Мускав, Автозаводски метро.

Телефонӗ: 8(495) 362-68-68 хушмалли 2742.

 

Страницӑсем: 1 ... 4044, 4045, 4046, 4047, 4048, 4049, 4050, 4051, 4052, 4053, [4054], 4055, 4056, 4057, 4058, 4059, 4060, 4061, 4062, 4063, 4064, 4065
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 01

1846
180
Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ.
1901
125
Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1941
85
Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ.
1941
85
Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1946
80
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ.
1951
75
Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1951
75
Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1986
40
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...