|
Статистика
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫиччӗмӗш ҫын республика тулашӗнче ӗҫлет. Ҫакӑн пек пӗтӗмлетнӗ Росстат иртнӗ ҫулхи лару-тӑрӑва тишкернӗ май. Урӑх регионта тимлекенсен йышӗпе пирӗн республика Раҫҫейре тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн патри вӑйпиттисенчен сахалтан та 13,8 проценчӗ е 80 пин ҫын ютра тӑрӑшать. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен ӗҫлеме аякка каякансенчен 20,2 проценчӗ е 822,1 пин ҫын Мускав облаҫӗнче вӑй хурать, 18,3 проценчӗ е 170,5 пин ҫын – Ленинград облаҫӗнче, 16,4 проценчӗ е 30,2 пин ҫын – Адыгейӑра. Мӗнпур мигрантӑн 21,6 проценчӗ Мускава ҫул тытать, 18,8 проценчӗ – Тӗмен тӑрӑхне. Ӗҫ мигранчӗсем ытларах чухне (22%) стройкӑра тӑрӑшаҫҫӗ. Ют ҫӗрте вӑй хуракансен ӳсӗмне илсен, вӑтамран вӗсем 38,8 ҫулта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Кӑҫал «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята илессишӗн 11 ҫын тупӑшӗ. Ҫак ята илнӗ ҫынна Хула кунӗнче чыслӗҫ. Камсем-ха вӗсем? Юрий Горшков, ӗҫ ветеранӗ» Теплосетьре» 33 ҫул ӗҫленӗ. Николай Емельянов, «Водоканал» АУн директор ҫумӗ. Вера Кузьмина, РСФСР, РСФСР, Чӑваш АССР халӑх артистки. Владимир Нагорнов, скульптор. Наталия Партасова, «Элара» савутӑн тӗп директорӗн ҫумӗ. Праски Витти, ӳнерҫӗ. Ираида Полбенникова, РФ пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ. Ревель Федоров, живописец. Анатолий Финогентов, «Энергия» спорт шкулӗн тренерӗ. Александр Черкунов, «Отделфинстрой» директорӗ. Владимир Щедрин, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ профессорӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() Халӑх тетелӗнчи сӑн РФ спорт министрӗ Олег Матыцин Андрей Васильева РФ спорт мастерӗн ятне пама йышӑннӑ. Андрей ралли-кросспа кӑсӑкланать, Раҫҫей чемпионатӗнче вӑл «супер 1600» класра чи лайӑх 5 гонщик йышне кӗнӗ. Андрей Васильевпа пӗрле тепӗр 4 ентеш спорт мастерӗн ятне илнӗ: Алексей Шлямин (паруслӑ спорт), Светлана Соколова (триатлон), Владимир Николаевпа Илья Паргеев (тӗревпе хускану енчен сусӑрсен спорчӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() don24.ru сайтри сӑн Пандеми вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесене кашни шӑпӑрланшӑн 5-шер пин тенкӗ тӳлеме палӑртнӑ. Анчах ӑна сахал тупӑшлӑ ҫемьесем кӑна тивӗҫӗҫ. Тӳлеве 7-18 ҫулсенчи ачасемшӗн пама палӑртнӑ. 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен 18 ҫул тултарман ачасем те ҫак йыша кӗреҫҫӗ. Паняхи кун телне республикӑра 14188 нумай ачаллӑ ҫемье пурӑнать. Вӗсенчен 11677-шӗ – сахал тупӑшлӑ. Вӗсене тӳлеме 128,1 миллион тенкӗ кирлӗ. Ку укҫана Чӑваш Енри хыснаран уйӑрӗҫ. Хушу проектне хальлӗхе йышӑнман, ӑна коррупципе кӗрешекен экспертиза пӑхса тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() omet-rb.rbsmi.ru сайтри сӑн Статистика паянхи кун тӗлне республикӑра 17 ҫын путни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫак йыш тата хушӑннӑ. Паян Канаш районӗнче хӗрарӑм путса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хыпарлать. 44 ҫулти хӗрарӑм Канаш районӗнчи Асхва ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере шыва кӗнӗ. Ведомствӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл чӑмпӑлтатнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнман. Хӗрарӑмӑн виллине шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем кӑларнӑ. Ҫапла майпа республикӑра паянхи кун тӗлне 18 ҫын путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() vnovgorode.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан Владимир Счетчиков утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Сосновкӑна пулла кайнӑ. Анчах вӑл килне таврӑнман. Ӑна тупнӑ. Шел те, вӑл чӗрӗ мар,шывра путнӑ. 63 ҫулти арҫынна нумай шыранӑ. Унта ҫӑлавҫӑсем те, нимеҫӗсем те хутшӑннӑ. Унӑн телефонӗ юлашки хутчен ирхи 5 сехетре ҫутӑ пулни паллӑ. Арҫын виллине утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ишекен судно айне пулса вилнӗ. Халӗ Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе процессуаллӑ тӗрӗслев ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Вӗренӳ институчӗпе пӗрле «Хунав» фестиваль-конкурса килнӗ ӗҫсене хакласа пӗтӗмлетнӗ. Унта шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсене ҫӳрекен ачасенэм хутшӑннӑ Фестивалӗн республика тапхӑрне район е хула шайӗнче ҫӗнтернӗ ачасем пурӗ 62 номерпе хутшӑннӑ. Фестиваль-конкурс 3 номинаципе иртнӗ: «Илемлӗ чӑваш юрри», «Асамлӑ юмах тӗнчи», «Янра, сӑввӑм, хыттӑнрах». Тӳресем конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе призёрӗсене палӑртнӑ. Дипломсемпе сертификатсем каярах пулассине хыпарланӑ. Вӗсене хӑҫан пырса илесси ҫинчен Чӑваш Ресӑубликин Вӗренӳ институчӗн сайтӗнче пӗлтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ пулас ӗмӗтпе тата тепӗр икӗ ҫын ҫунатланать. Паян, утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, республикӑн Тӗп суйлав комиссине хӑйсен кандидатурисене Максим Чепель тата Петр Петрянкин тӑратнӑ. Максим Чепель усламҫӑ тата блогер ятарлӑ сайт йӗркеленӗ. Унта вӑл хӑй 50 ытла ҫӗршывра пулни ҫинчен пӗлтернӗ, ҫынсене ҫулталӑкра пӗр хутран кая мар ҫул ҫӳреве тухма сӗннӗ. Тӗп суйлав комиссине пӗрремӗш хут пырсан блогера хуралҫӑсем кӗртмен, мӗншӗн тесен вӑл кӗске йӗмпе пулнӑ. Петр Петрянкина вара пӗрре пырсах ӑннӑ. «Чувашинформ.рф» пӗлтернӗ тӑрӑх, Петрянкин ниҫта та ӗҫлемест. Rusprofile.ru сайта тишкерсен Петр Витальевич Петрянкин ятлӑ ҫын пилӗк организаци учредителӗ тата виҫӗ предприяти пуҫлӑхӗ пулни курӑнать, анчах вӗсем халӗ пурте те хупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Яндекс» компанипе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пуснӑ. Республика ертӳҫи экономикӑна тата социаллӑ сферӑна цифровизацилес тӗллевлӗ проекта пурнӑҫа кӗртесшӗн. «Яндекс» компанин Раҫҫейри гендиректорӗпе Елена Бунинӑпа ирттернӗ онлайн-тӗлпулура онлайн-вӗрентӳ, тӗрлӗ социаллӑ проект (ҫав шутра – сусӑрсене тата ватӑсене пулӑшасси) пирки те калаҫнӑ; хальхи вӑхӑтри навигаци, шыравпа информаци сервисӗсемпе усӑ курас ыйтӑва хускатнӑ. Республикӑра «Ветерансем валли такси» социаллӑ проекта хута ярасшӑн. Вӑрнар поселокӗнче кӑҫал «Яндекс.Лицей» уҫӑлмалла. Вӑл Чӑваш Енӗн тӑватӑ вӗренӳ учрежденийӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Олег Николаев «Яндекс.Лавка» сервиспа та кӑсӑкланнӑ. Вӑл пулӑшнипе вырӑнти производительсен продукцине (сӑмахран, шӑрттана, сӑрана) сутма май килӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Арланкассинче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ тӑваҫҫӗ. Ӗҫ епле пынипе районти тӗп пульницӑн тӗп врачӗ Надежда Уркова паллашнӑ. Асӑннӑ ялта фельдшерпа акушер пункчӗ халӗ те пур-ха. Анчах вӑл кивӗ ҫуртра вырнаҫнӑ. Ҫӗнӗ ҫурта сывлӑха сыхласси ҫинчен калакан наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хӑпартаҫҫӗ. Асӑннӑ нацпроекта ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнӑ. Модульлӗ ФАПӑн никӗсне янӑ ӗнтӗ, стенасене хӑпартнӑ. Фельдшерпа акушер пунктӗнче тӗрлӗ пӳлӗм пулӗ. ФАПа кирлӗ оборудованипе тивӗҫтерӗҫ, территорие хӑтлӑлатӗҫ. Чи кирли тухтӑрсем халӑха ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илсе, тӗплӗн тӗрӗслесе ырӑ кӑмӑлпа ӑсатчӑр тесси ҫеҫ юлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
