Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Канашри ҫӳп-ҫап полигонне полицейскисем, Росгварди ӗҫченӗсем ҫавӑрса илни пирки, унта мина пулма пултарасси ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Вара чӑнах та мина тупнӑ-и?

Чӑнах та. Иккӗ таранах пулнӑ. Анчах хӑрамалли ҫук – минӑсем вӗренмеллисем ҫеҫ пулнӑ. Ҫапах вырӑна кинологсем, пушарнӑйсем, тухтӑрсем, полицейскисем, саперсем, ФСБ ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Минӑсем вӗренмеллисем ҫеҫ пулнӑран нимӗнле хӑрушлӑх та кӑларса тӑратман.

Палӑртмалла: свалка 2016 ҫултанпа ӗҫлет. Халӗ унта рекультиваци ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗ тӗлне 8 гектар ҫӗре ҫӗрпе танлаштарӗҫ, унта йывӑҫсем лартӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73243
 

Хулара

Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ ҫывхарать. Вӑл ҫурла уйӑхӗнче пулӗ. Анчах кӑҫал та кӑшӑлвируса пула массӑллӑ мероприятисене ирттерме чарнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Ладыков пӗлтернӗ.

Кӑҫал уяв ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшне лекӗ. Ӑна хулара пурӑнакан ҫынсен ӗҫ паттӑрлӑхне халаллама палӑртнӑ. Сӑлтавӗ пур: нумаях пулмасть Шупашкар «Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» ята тивӗҫнӗ.

Чӑваш Енре хальлӗхе кӑшӑлвирусран коллективлӑ иммунитет ҫук. Ку уйӑхра чару мерисене йышӑннӑ. Ладыков шухӑшӗпе, вӗсем ҫурла уйӑхӗнче те вӑйра пулӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн

Шупашкарти троллейбус управленийӗнче ӗҫлекен арҫын ток ҫапнипе вилнӗ. Ку инкек утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 23 сехет те 40 минутра пулнӑ.

Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра 51 ҫулти арҫын предприятири контакт линине юсанӑ. Ӑна ток ҫапнӑ. Арҫын ҫав самантрах вилнӗ.

Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑннӑ-и? Ҫакна палӑртӗҫ, судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ.

 

Чӑваш чӗлхи

Паянтан пуҫласа «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» 900 пин ытла мӑшӑр! Пӗр миллион таран пухиччен нумаях юлмарӗ — ҫӗр пинрен те сахалрах!

Асаилтеретпӗр, 800 пин чиккинчен эпир ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӑна каҫсаччӗ. Ҫулталӑка вара 652 пин те 732 мӑшӑрпа пуҫласаччӗ. Ҫапла май вара кӑҫал пурӗ 247 пин ытла мӑшӑр тума ӗлкӗртӗмӗр те ӗнтӗ! Кӑрлач уйӑхӗнче 28 пин, нарӑспа пуш уйӑхӗсенче — 37 пиншер, ака уйӑхӗнче — 35 пин, ҫупа ҫӗртме уйӑхӗсенче — 40-шер пин хатӗрлесеччӗ. Ку хӑвӑртлӑхпах пырсан хамӑр тӗллев патне — 1 миллион мӑшӑр таран — юпа уйӑхӗнче ҫитме те пултаратпӑр.

Пӗтӗмешле мӑшӑрсен йышӗ вара пирӗн 1 миллион таран маларах пухӑнсаччӗ те ӗнтӗ. Унта хамӑр корпусри мӑшӑрсем ҫеҫ мар, ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисем те кӗреҫҫӗ.

Ҫак кунсенче эпир Максим Горькийӗн «Ҫынсем патӗнче» повеҫне тата Алексей Толстойӑн «Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем» юмахне мӑшӑрларӑмӑр. Сӑмах май, «Ылтӑн ҫӑраҫҫине» 1941 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ, чӑвашла ӑна Иван Викторов куҫарнӑ пулнӑ. Вӑл сӑвӑсемпе пьесӑсем ҫырнӑ, тӑлмач пек ҫак хайлавпа кӑна палӑрнӑ пулас. Ун пурнӑҫӗ 1944 ҫулта концлагерьте татӑлнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://corpus.chv.su/
 

Раҫҫейре

Чӑваш Енри муниципалитетпа Дагестанри район юнташ пуласшӑн. Ку ыйтӑва утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче сӳтсе явнӑ.

Дагестанри Казбек районӗ Чӑваш Енри Ҫӗмӗрле районӗпе туслашасшӑн. Ку ыйтӑва ӗнер сӳтсе явнӑ. Тӗлпулӑва Дагестанри муниципалитетӑн ертӳҫи Гаджимурад Мусаев тата Чӑваш Ен Элтеперӗн пулӑшуҫи Иван Филиппов хутшӑннӑ.

Гаджимурад Мусаев палӑртнӑ тӑрӑх, 1970 ҫулта ҫӗр чӗтреннӗ хыҫҫӑн Казбек районӗ Чӑваш Енпе туслашнӑ. Ҫавна май Казбек районӗнчи Дылым ялӗнчи пӗр микрорайон Чӑваш Ен ячӗпе хисепленет.

«Чӑваш халӑхне пире пулӑшнӑшӑн тав тӑватпӑр. Чӑваш халӑхӗ хула туса пачӗ, унта халӗ те ҫынсем пурӑнаҫҫӗ», — тенӗ Казбек районӗн администрацийӗн пуҫлӑхн ҫумӗ Зикрула Эмеев.

 

Политика

Хальхи вӑхӑтра тӗрлӗ шайри тӳре-шара тата депутат пулас кӑмӑллӑ ҫын авӑн уйӑхӗнчи суйлав пирки пуҫа хытах ватать. Мӗн тетӗн — авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче сасӑлав-ҫке. Ун чухне Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне тата Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине депутатсем суйлӑпӑр. Хӑш-пӗр ҫӗрте вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене хушма тата ҫӗнӗрен суйлав иртӗ.

Кӑшӑлвирусран сыхланас тӗллевпе сасӑлав вӑхӑчӗ виҫӗ куна пырӗ: авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗччен.

Суйлав ҫитнине сиссе урамсенче халех кандидатсен сӑнӗсене курма пулать. Пирӗншӗн, тӑван чӗлхемӗре сума сӑвакан чӑвашсемшӗн, чӑвашла ҫырни нимрен паха. Ҫавӑн пек баннера РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков хатӗрленӗ.

 

Культура

Чӑваш Енӗн Наци музейӗнче Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ та паллӑ ӳнерҫӗсенчен пӗрин, Чӑваш халӑх художникӗн Владимир Агеевӑн куравӗ уҫӑлнӑ.

Музейҫӑсем Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑста живопиҫре, графикӑра, ӳкерессипе ӗҫленӗ. Ӑна карикатурист пек те аван пӗлеҫҫӗ. Кашни ӗҫрех «агеев» стилӗ палӑрать.

Владимир Агеевӑн пултарулӑхӗн биографийӗнче мифологие, легендӑсене тата халӑх юмахӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ ӗҫсем сумлӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн Наци музейӗн фондӗнче 20 живопись ӗҫӗ упранать. Курава ҫав ӗҫсенчен йӗркеленӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
promedianews.ru сӑнӳкерчӗкӗ
promedianews.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑм банк ӗҫченӗсене те, йӗрке хуралҫисене те шанман. Ултавҫӑсене вара ӗненнӗ. Лешсем ӑна банк тата йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем тесе каланӑ та...

Ҫынна шӑнман пӑр ҫине лартса яма ӑстаскерсем хӗрарӑма унӑн ячӗпе такамсем кредит илесшӗн, укҫана хӑрушсӑр счетсем ҫине куҫармалла тесе суйнӑ. Хӗрарӑма ӗнентерме «йӗрке хуралҫи» суя удостоверени те ӳкерсе ярса панӑ.

Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм банка васканӑ, унта вӑл хӗрӗ валли кредит илме васкавлӑ укҫа кирлӗ тесе хӑйӗн 4 миллион тенкӗ укҫине илнӗ. Ҫав укҫа хӗрарӑма ашшӗ вилсен юлнӑ иккен.

Банкра ӗҫлекенсем такамсем улталамаҫҫӗ-и тесе чарма пӑхнӑ, йӗрке хуралҫисене те чӗннӗ. Лешсем никам та шӑнкӑравламан-и тесе хытах кӑсӑкланнӑ. Банкра ӗҫлекенни кайран макӑрмалла ан пултӑр тесе те асӑрхаттарнӑ.

Хӗрарӑм никама та итлемен. Унран та ытларах — тепӗр 5 банкра 3,5 миллион тенкӗ кредит илнӗ. Мӗнпур укҫана, пурӗ 7 миллион тенкӗ ытла, такамсене куҫарса панӑ.

 

Культура

Чӑваш Енӗн Кӗнеке издательствинче хӑш-пӗр кӗнекене Мускав укҫипе кӑларӗҫ. Федераци субсидине «пурнӑҫӑн вулакан сӑнарне» ҫутатса паракан литературӑна кун ҫути кӑтартма уйӑраҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, укҫа-тенке вулав культурине халӑхра сарма, халӑхсен хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑварма параҫҫӗ.

Федераци укҫипе Раҫсей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн Праски Виттин «Молитва в цвете» кӗнеке-альбомне, Владимир Степановӑн «Великие битвы наших предков» ӑслӑлӑхпа популярлӑ очеркӗсене, Юрий Ювенальевпа Сергей Ювенальевӑн «Музыкальное искусство и народная скульптура суваро-булгар – предков чувашей» кӗнеке-альбомне, Владимир Алмантайӑн «Суваро-булгарские имена и их значение» тӗпчевне пичетлӗҫ.

 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре кашни ҫулах кӗркунне «Лучший народный дружинник» (чӑв. Чи лайӑх халӑх дружинникӗ) республика шайӗнчи конкурс иртет. Пӗлтӗр унта мӗнпур районпа хулари 18 дружинник хутшӑннӑ.

Кӑҫал ҫӗнтерӳҫӗсене телевизор парса хавхалантарӗҫ. Телевизор диагоналӗ — 40 дюймран пуҫласа 43 дюйм таран. Ун пеккипе пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑн йышӑннисене савӑнтарӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ дружинника 32 бюймран пуҫласа 39 дюйм таран диагональлӗ телевизор лекӗ.

Парнене аукционурлӑ туяннӑ. Пуҫламӑш хак виҫӗ модельшӗн 64,8 пин тенкӗрен 40 пин тенкӗ таран чакнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1289, 1290, 1291, 1292, 1293, 1294, 1295, 1296, 1297, 1298, [1299], 1300, 1301, 1302, 1303, 1304, 1305, 1306, 1307, 1308, 1309, ... 4074
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.01.2026 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 772 - 774 мм, -16 - -18 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, улшӑнусем кирлӗ пулнине ӑнланмалли самант ҫитӗ. Ӗҫри тата килти ӗҫсене шайлаштарма тивӗ. Тен, эсир ӗҫ сирӗн вӑхӑта тата вӑя нумай илнине, ҫывах ҫынсене вара тимлӗх сахал уйӑрнине ӑнланатӑр. Приоритетсене тӗрӗс пайламалла. Ан манӑр: ҫывӑх ҫынсемпе тӑвансем пулӑшмасӑр карьерӑра ӳсме йывӑр.

Кӑрлач, 17

1902
124
Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫуралнӑ.
1937
89
Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1937
89
Энтип Ваççи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1967
59
Афанасьев Валерий Семёнович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ.
2001
25
Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2016
10
Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...