Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре
Ҫурса тӑкнӑ машина. Подслушано в Ростове-на-Дону ушкӑнра вырнаҫтарнӑ сӑн
Ҫурса тӑкнӑ машина. Подслушано в Ростове-на-Дону ушкӑнра вырнаҫтарнӑ сӑн

Килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсен ушкӑнӗ кушака тытма хӑтланса иномаркӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Хулара пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки «Контактри» «Подслушано в Ростове-на-Дону» (чӑв. Дон ҫинчи Ростовра курни-илтни) ушкӑнра пӗлтернӗ.

«Звездный» (чӑв. Ҫӑлтӑрлӑ) ҫурт комплексӗнче вырнаҫнӑ Пултарулӑх урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра хаяр килсӗр йытӑсем кушака туртса ҫурас тенӗ. Мӗскӗн чӗрчун тӑратса хӑварнӑ «Ситроенӑн» мотор уйрӑмне пытанса ларма май тупнӑ, анчах та йытӑсем ун патне ҫитес тесе машинӑна ҫӗмӗрмех пуҫланӑ.

Йытӑсем бамперпа капота кӑшланӑ, пралуксене тӑпӑлтарнӑ, тусанран хӳтӗлекен пайсене ҫурса тӑкнӑ. Хӑраса ӳкнӗ кушак ирчченех машина айӗнче ларнӑ, капот уҫӑлсан тин, тӗрӗс-тӗкелскер, унтан сиксе тухнӑ, ҫав вӑхӑтрах, ирхине хӑйӗн «Ситроенне» йӑлт ҫӗмӗрсе тӑкнине асӑрханӑ Ростов хӗрарӑмӑн машинӑна хаклӑ юсав тума тивӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-62371937_2149284
 

Республикӑра

Вӑрмар районӗнчи фермер кредит организацийӗсенчен тата харпӑр усламҫӑран 2 миллион ытла тенкӗ кивҫен илнӗ. Анчах вӑл парӑма тавӑрса пама васкаман. Ҫавна май приставсем ун тӗлӗшпе ӗҫ производстви пуҫарнӑ.

Фермер 1966 ҫулта ҫуралнӑскер. Ҫак кунсенче приставсем унӑн тыр-пулне – 10 тонна викӑна – арестленӗ. Вӑл 70 пин тенкӗлӗх. Арестленӗ тыр-пул фермер патӗнчех упранать. Унӑн ӑна хӑйӗнех сутмалла. Ҫак ӗҫе 10 кунра пурнӑҫласа парӑмсене татма тытӑнмалла.

 

Тӗнче тетелӗ

Ксения Кошелева иллюстратор видеосем вырнаҫтармалли YouTube порталта чӑвашла канал уҫнӑ, ӑна «Чувишенка» ят панӑ. Ӗнер унта пӗрремӗш чӑвашла видео кун ҫути курнӑ.

Ксения Кошелева Инстаграм халӑх тетелӗнче чӑвашла ҫырнипе паллӑ. Унта та ун страници «Чувишенка» ятлӑ. Хӑйӗн страницинче вӑл чӑваш тумӗллӗ ӳкерчӗксем вырнаҫтарать, чӑвашла ҫырать. Ксения Йӗпреҫ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Мускавра ӗҫлет.

Хӑйӗн пӗрремӗш видеоне вӑл вырӑсла ҫумтитрсем хушса чӑвашла вырнаҫтарнӑ. Унта вӑл кӗскен каналта мӗн пуласси пирки тата хӑш-пӗр ыйтусем ҫине хуравланӑ.

Ку хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра ун каналӗ ҫине 136 ҫын ҫырӑннӑччӗ, пӗрремӗш видеона 700 хут патнелле пӑхнӑччӗ.

 

Республикӑра

Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шпуашкар хулинчи пӗр хӗрарӑм япаласене балконтан пеме тапранса кайнӑ. Пӑтӑрмах ирхи 4 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ.

Хӗрарӑм япаласем пенине ҫӑлавҫӑсене пӗлтерекен пулнӑ. Вӗсем хулари Энгель урамӗнче пурӑнакан хӗрарӑм патне пырса ҫитнӗ. Вӗсем «Умелец» хатӗрпе алӑка уҫса кӗнӗ.

Хӗрарӑм патне ҫӑлавҫӑсем васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ. Балконтан япаласем перекен хӗрарӑм, ҫынсем шухӑшланӑ тӑрӑх, сывах мар.

 

Республикӑра
 m.ok.ru сӑнӳкерчӗк
m.ok.ru сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти йӗрке хуралҫисем Мари Элти арҫынсем тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.

Кӳршӗллӗ регионти 24, 30 тата 35 ҫулсенчи арҫынсене ҫынсене вӑрланӑшӑн, ҫаратнӑшӑн, пусахласа укҫа тапӑннӑшӑн, паспорт вӑрланӑшӑн, наркотик упранӑшӑн явап тыттарӗҫ.

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи ҫурла тата авӑн уйӑхӗсенче Чӑваш Енри хӗрсемпе укҫалла ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ, унтан вӗсен хӑйсем патне лартса тухса кайнӑ. Хӑйсемпе йӗрке хуралҫисем тесе паллаштарнӑ, мӗнпе аппаланса пурӑннине пӗлтерес килмесен укҫа пама ыйтнӑ. Ӳтне укҫалла сутакансенчен пӗри 45 пин тенкӗ тыттарнӑ, тепри — 70 пин. Хӗрсен сумкинчи хаклӑ япаласене те ҫаратнӑ. Пӗринне 48 пин ытла тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ, теприне — 11 пин ытлалӑх. Пӗри паспортсӑр тӑрса юлнӑ.

Мари Элти арҫынсене Шупашкарти тепӗр хӗртен 300 пин тапӑннӑ чухне банк уйрӑмӗсенчен пӗри патӗнче тытса чарнӑ. 24-ри каччӑ ҫумӗнче марихуана пулнӑ.

 

Персона

Паралимп вӑййисенче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ Елена Ивановӑна I степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.

Ҫак наградӑна спортсменкӑна ҫӗршыв спорчӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, ҫӗнтерӳ патне талпӑннӑшӑн панӑ. Вӑл Токиора иртнӗ Паралимп вӑййисенче Т36 класра 100 метрлӑ дистанцире ӑмӑртса кӗмӗл медаль илнӗ.

Ылтӑн медале ун чухне Китай спортсменки тивӗҫнӗ. Сӑмах май, Елена Иванова Паралимп вӑййисенче ылтӑн медаль илсе курнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра ял хуҫалӑхӗн микроҫыравӗ пуҫланнӑччӗ, халӗ вӑл вӗҫленнӗ.

Ҫав ҫырав вӑхӑтӗнче кӑсӑклӑ фактсене тупса палӑртнӑ. Сӑмахран, пирӗн республикӑра кӑнтӑр енчи улма-ҫырлана туса илни. Уйрӑм ҫынсен пахчисенче абрикос, черешня, арбуз, иҫӗм, дыня, киви, шелковица, алыча ӳсет. Ял ҫыннисем цесарка, мускус кӑвакалӗ (индоутка), чили ӑрачӗллӗ чӑх (араукан) ӗрчетеҫҫӗ. Аракуансем кӑвак ҫӑмарта тӑваҫҫӗ.

Ҫыравҫӑсем 234 пин ытла уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗнче, коммерцилле мар 769 пӗрлешӳре пулнӑ. 353 ял хуҫалӑх организацийӗпе 1388 фермер патӗнче те пулнӑ.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти кӳлмекре урамра баскетболла вылямалли центра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ӑна пӗр банк пулӑшнипе хута янӑ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак центр тӗнче шайӗнчипе килӗшсе тӑнине палӑртнӑ, ҫавна май унта кирек мӗнле ҫанталӑкра та ӑмӑртусем ирттерме пулать. Унашкал вырӑн Чӑваш Енре тек ҫук.

Кунашкал центрта кирек кам та Олимп вӑййисен спорт тӗсӗпе ӑсталӑхне туптама пултарать. Кунта классика баскетболӗпе те ӑмӑрту ирттерме май пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74343
 

Ҫутҫанталӑк

Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑнар ялӗ патӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнӗ хыпса илнӗ. Пушар авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухнӑ.

Паян полигонта Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗнчи тӳре-шара пысӑк йышпа пулнӑ. Вӗсем пушар лаптӑкӗ 100 тӑваткал метра яхӑннине палӑртнӑ.

Паян ҫӳп-ҫап полигонӗнче «Мой дом» тулли мар яваплӑ общество ӗҫленӗ. Вӑл пушара сӳнтерессипе тӑрӑшнӑ. Асӑннӑ организаци ҫӳп-ҫап полигонне тытса тӑрассишӗн яваплӑ. Пушара сӳнтерме ҫавӑн пекех 1 бульдозера, 1 экскаватора, 2 самосвала, 1 вакуум-машинӑна тата 6 ҫынна явӑҫтарнӑ.

 

Спорт

Шӑчӑпа сикекен Анжелика Сидоровӑна тата унӑн тренерне Светлана Абрамовӑна Чӑваш Енӗн Хисеп грамотине пама йышӑннӑ. Хушӑва авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Аса илтерер: Анжелика Токиора иртнӗ Олимп вӑййисенче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Куншӑн ӑна Чӑваш Ен 1,2 миллион тенкӗ преми памалла. Тренерне Светлана Абрамовӑна – 600 пин тенкӗ.

Унччен спортсменкӑна «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Мускав правительствинчен вӑл 2,5 миллион тенке тивӗҫӗ. Раҫҫей правительствинчен те ҫавӑн чухлех парӗҫ. Вӑл ӑмӑртусенче Мускав тата Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет.

 

Страницӑсем: 1 ... 1283, 1284, 1285, 1286, 1287, 1288, 1289, 1290, 1291, 1292, [1293], 1294, 1295, 1296, 1297, 1298, 1299, 1300, 1301, 1302, 1303, ... 4114
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне пур сферӑра та ӑнӑҫлӑ пулма тивӗҫ. Ансат мар ӗҫлӗ ыйтусене татса пама май килӗ, ӗҫлӗ тӗлпулусем те ӑнӑҫлӑ иртӗҫ. Ҫуркунне ҫитнӗ май хӑвӑра та пӑхмалла: сывлӑха тимлӗ, сисчӗвлентерекен симптомсене курмӑш ан пулӑр.

Пуш, 13

1880
146
Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ.
1915
111
Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1937
89
Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...