Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Турхан (Елчӗк районӗ)

Турхан (выр. Карабаево) — Чӑваш Республикинчи Елчӗк районӗнчи ял. Ҫӗнӗ Шемшер ял тӑрӑхне кӗрет.

Географийӗ

Ял Чӑваш Енӗн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче, Кӗҫӗн Пӑла шывӗн сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Республикӑн тӗп хулине, Шупашкара ҫитме, — 168 ҫухрӑм, район центрне, Елчӗк ялне, — 13 ҫухрӑм, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцине — 79 ҫухрӑм.

Историйӗ

Ял хӗсметре тӑракан чӑвашсен пурӑнан вырӑнӗ пек пуҫланса кайнӑ. Историри ячӗ — Андреева (Индеева). XVII ӗмӗрти документсенче Сӗве уесӗнче, Теччӗ уесӗн Ҫӗнӗ Шемшер вулӑсӗнче асӑннӑ.

Ялта пурӑнакансем — чӑвашсем. 1724 ҫулччен — ясак тӳлекен, 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсен шутне кӗнӗ. Тӗп ӗҫӗсем ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси тата промысласем пулнӑ: ҫӑка хуппинчен тата йӗтререн тӗрлӗ япаласем (ҫӑпата, кузовок, капшанкӑ, вӗрен) ӑсталанӑ.

1931 ҫулта ялта «Звезда» колхоз йӗркеленнӗ. Администраци енчен Турхан Теччӗ кантонне (1920–1921), Патӑрьел уесне (1921–1927), Кӗҫӗн Елчӗк районне (1927–1935), Елчӗк районне (1935–1962, 1965 ҫултанпа), Патӑрьел районне (1962–1965) кӗнӗ.

Халӑх йышӗ

2010 ҫулхи ҫырав даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 117 ҫын (58 арҫын, 59 хӗрарӑм) пурӑннӑ. 2012 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх — 116 ҫын. Йышӗпе ытларахӑшӗ — чӑвашсем.

Ҫулсем тӑрӑх халӑх йышӗ улшӑнни:

  • 1646–1647 — 2 кил;
  • 1719 — 12 кил, 54 арҫын;
  • 1795 — 6 кил, 21 арҫын, 19 хӗрарӑм;
  • 1858 — 10 кил, 38 арҫын, 40 хӗрарӑм;
  • 1897 — 22 кил, 86 арҫын, 77 хӗрарӑм;
  • 1926 — 40 кил, 99 арҫын, 112 хӗрарӑм;
  • 1939 — 117 арҫын, 139 хӗрарӑм;
  • 1979 — 88 арҫын, 107 хӗрарӑм;
  • 2002 — 55 кил, 136 ҫын (66 арҫын, 70 хӗрарӑм);
  • 2010 — 42 харпӑр хуҫалӑх, 117 ҫын (58 арҫын, 59 хӗрарӑм).

Паллӑ ҫыннисем

  • Турхан Якку (чӑн ячӗ — Яков Васильевич Турхан; 1874–1938) — чӑваш поэчӗ, куҫаруҫӑ.
  • Турхан Энтри (чӑн ячӗ — Андрей Васильевич Турхан; 1888–?) — чӑваш поэчӗ, куҫаруҫӑ, фольклорист.
  • Хветӗр Турхан (чӑн ячӗ — Фёдор Васильевич Турхан; 1876–1932) — чӑваш поэчӗ, педагог, чиркӳ ӗҫченӗ.
  • Турхан Евгений Андреевич (1950 ҫулта ҫуралнӑ) — прозаик, поэт, журналист. СССР Журналистсен пӗрлӗхӗн (1981) тата Раҫҫей Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн (2003) членӗ.

Инфраструктура

Фельдшерпа акушер пункчӗ, клуб, вулавӑш, лавкка пур.

Экономика

Экономикӑн тӗп никӗсӗ — ял хуҫалӑх продукцине туса илни. «Колос» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ (ЯХПК) ӗҫлет (2010 ҫул тӗлне).


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-11-01 20:30:09 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 12 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем