Кожевенное (выр. Кожевенное) — Чӑваш Республикинчи Пӑрачкав районӗнчи ял. Кудеиха ял тӑрӑхне кӗрет.
Ял Киря юханшывӗн икӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Республикӑн тӗп хулине Шупашкара ҫити 151 км, район тӗпӗ Пӑрачкава ҫити 13 км, чи ҫывӑх чукун ҫул станцине ҫити 39 км.
Ял XVIII ӗмӗр вӗҫӗнче — XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Салтыков графсен Раҫҫейри чи пысӑк тир завочӗ ҫумӗнче пуҫланса кайнӑ. Ӗлӗкхи ячӗсем: Тир завочӗ, Тирпе кантӑк завочӗ.
Пурӑнакансем — вырӑссем. 1861 ҫулчен вӗсем Салтыковсемпе Мятлевсен помещик хресченӗсем пулнӑ. Ял хуҫалӑхӗпе ӗҫленӗ, тир завочӗпе кантӑк заводӗнче, сукна мануфактуринче (1821–1861), кавир тӑвакан ӗҫре (1812–1850-мӗш ҫулсенче) вӑй хунӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кирпӗч тӑвасси, тимерҫӗ ӗҫӗ, ҫӑм таптасси, атӑ-пушмак ҫӗлесси пулнӑ. 1913 ҫулта вулама-ҫырма вӗрентекен шкул уҫнӑ.
1930 ҫулта «Факел» колхозӗ йӗркеленнӗ. 1931 ҫулта ҫичӗ класлӑ шкул уҫӑлнӑ, комсомолецсем сӗннипе 300 вырӑнлӑ клуб уҫнӑ.
Администраци енӗпе ял малтан Сияв вулӑсне (Улатӑр уесӗ, XIX ӗмӗр — 1924 ҫул), кайран Пӑрачкав вулӑсне (Улатӑр уесӗ, 1924–1927), Пӑрачкав районне (1927–1962, 1965 ҫултанпа), Ҫӗмӗрле районне (1962–1965) кӗнӗ.
2010 ҫулхи ҫырав даннӑйӗсемпе, ялта 155 ҫын (79 арҫын, 76 хӗрарӑм) пурӑннӑ. 2012 ҫулхи даннӑйсемпе те халӑх йышӗ 155 ҫын юлнӑ. Кайранхи шутлавсемпе, ялта 121 ҫын патнелле пурӑнать, ҫав шутра 54 арҫын, 67 хӗрарӑм.
Халӑх йышӗ ҫулсерен улшӑнни:
2002 ҫулхи ҫырав даннӑйӗсемпе, халӑх йышӗнче вырӑссем 68%, чӑвашсем 30% пулнӑ.
2010 ҫулхи даннӑйсемпе, ялта «Факел» ЯХПК ӗҫленӗ, вулавӑшпа лавкка пулнӑ. 2005 ҫулта яла газ кӗртнӗ.
Экономика ял хуҫалӑхӗ ҫинче тытӑнса тӑрать. «Факел» ЯХПК ӗҫлет (2010 ҫулхи даннӑйсемпе).
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 