Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ

К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ (выр. Чувашский государственный академический драматический театр имени К. В. Иванова) — Чӑваш Республикин чи ватӑ театрӗ, Раҫҫейри чи малтанхи наци театрӗсенчен пӗри. Шупашкарта, Хӗрлӗ лапамри 7-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.

Историйӗ

Театра 1918 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Хусанта никӗсленӗ. Пӗрремӗш спектакле — А. Н. Островскин пьесипе лартнӑ «Хӑв пурӑнас тенӗ пек ан пурӑн» драмӑна — театр никӗслевҫи тата пӗрремӗш режиссёрӗ Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский лартнӑ.

1920 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче театр Хусантан Шупашкара куҫса килнӗ. 1933 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче Чӑваш АССР Тӗп Ӗҫтӑвкомӗн (ЦИК) Президиумӗн йышӑнӑвӗпе театр «академи театрӗ» ята тивӗҫнӗ. 1959 ҫулта ӑна чӑваш литературин никӗслевҫин Константин Васильевич Ивановӑн ятне панӑ.

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1977 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнчи Указӗпе театр искусствине аталантарас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн театра Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланӑ.

Пултарулӑх ӗҫӗ

Ӗҫе пуҫӑннӑ малтанхи ҫулсенче театр репертуарӗн никӗсӗнче А. Н. Островскин, Л. Н. Толстойӑн, А. В. Сухово-Кобылинӑн, Н. В. Гоголӗн, Д. И. Фонвизинӑн, Ф. Шиллерӑн, Ж. Мольерӑн чӑвашла куҫарнӑ пьесисем пулнӑ.

Тӗрлӗ ҫулсенче лартнӑ спектакльсем пысӑк пулӑм пулса тӑнӑ: М. Горькин «Тӗпре», В. Шекспирӑн «Вун иккӗмӗш каҫ» тата «Виндзор аскӑнчӑкӗсем», Ф. Г. Лоркан «Юнлӑ туй» тата «Бернарда Альба ҫурчӗ», П. Осиповӑн «Айдар», Н. Ильбековӑн «Хура ҫӑкӑр», К. В. Ивановӑн «Нарспи», В. Распутинӑн «Матерӑпа сывпуллашни», Н. Сидоровӑн «Шурӑмпуҫ килсен хӗр йӗрет», А. Чебановӑн «Праски кинеми мӑнукне авлантарать», А. Тарасовӑн «Инҫетри телей ҫути» тата ыттисем те.

1979 ҫултан пуҫласа 2024 ҫулччен театрӑн илемлӗх ертӳҫинче СССР халӑх артисчӗ, Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Валерий Николаевич Яковлев ӗҫленӗ. Театрӑн тӗп художникӗ — Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Юрий Петрович Матросов.

2023 ҫулта СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул тултарнине халалласа театр Вера Кузьмина ячӗллӗ наци театрӗсен «Чӗкеҫ» фестивалӗ пуҫарса янӑ. 2024 ҫулта «Уҫӑ театр» театрпа вӗрентӳ проекчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Театр ҫулсерен чӑваш сценичӗн чаплӑ артисчӗсене халалласа Республикӑри ҫамрӑксен пултарулӑх форумне йӗркелет.

Ҫурчӗ

Театрӑн хальхи ҫуртне 1961 ҫулта Мускав архитекторӗ А. П. Максимов проекчӗпе туса лартнӑ. Вӑл Шупашкарта, Хӗрлӗ лапамри 7-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Кирпӗчрен тӑрӑхла тӑваткал тунӑ ҫурта классика традицийӗсене шута илсе хӑпартнӑ. Театр ҫурчӗ — вырӑнти (Чӑваш Республикин) пӗлтерӗшлӗ историпе культура палӑкӗ.

Хисепӗсем

  • Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1977 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ) — театр искусствине аталантарас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн.
  • «Академи театрӗ» ят (1933 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ).


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-11-01 20:10:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 17 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем