Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ершепуҫ

Ершепуҫ (выр. Ершипоси) — Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районӗнчи ял. Ершепуҫ ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ.

Географийӗ

Ял Чӑваш Ен варринче Шупашкартан — 102 км, район центрӗнчен, Вӑрнар поселокӗнчен, — 9–12 км, чи ҫывӑх чукун ҫул станцийӗнчен 12 км аякра вырнаҫнӑ.

Историйӗ

Ял 1858 ҫултанпа паллӑ, малтан Мӑн Кушлавӑш ялӗн (халӗ Кушлавӑш ялӗ) касси пулнӑ. Историри чӑваш ячӗ — Ершепуҫ, халӑх хушшинче ҫавӑн пекех Лешше-пуҫ, Леш-шыв-пуҫӗ.

Ҫыннисем 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсен шутне кӗнӗ; тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ, хурт-хӑмӑр ӗрчетесси, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси тата ал ӗҫӗсем: пӳрт-ҫурт тӑвасси, вӑрман касасси тата сутасси, арман тата тимӗрҫӗ ӗҫӗ.

1889 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа чиркӳ-прихут шкулӗ ӗҫленӗ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тимӗрҫӗ лаҫҫи, ҫу ҫапса кӑларакан тата ҫӑм арлакан предприятисем ӗҫленӗ.

1930 ҫулта «Трудовик» колхоз йӗркеленнӗ. Администраци енӗпе ял XIX ӗмӗртен 1927 ҫулччен Етӗрне уесӗнчти Кушлавӑш тата Тусай вулӑсӗсенче, 1927 ҫултанпа Вӑрнар районӗнче шутланнӑ.

Халӑх йышӗ

2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗпе ялта 526 ҫын пурӑннӑ (261 арҫын, 265 хӗрарӑм). 2002 ҫулхи даннӑйпе — 592 ҫын (284 арҫын, 308 хӗрарӑм). Ытларахӑшӗ — чӑвашсем (2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе 98%).

Халӑх йышӗ ҫулсем тӑрӑх улшӑнни:

  • 1858 — 372 арҫын, 371 хӗрарӑм;
  • 1906 — 278 кил, 596 арҫын, 607 хӗрарӑм;
  • 1926 — 323 кил, 701 арҫын, 801 хӗрарӑм;
  • 1939 — 567 арҫын, 606 хӗрарӑм;
  • 1979 — 458 арҫын, 501 хӗрарӑм;
  • 2002 — 240 кил, 592 ҫын;
  • 2010 — 186 харпӑр хуҫалӑх, 526 ҫын.

Паллӑ ҫынсем

Инфраструктура

Ялта фельдшерпа акушер пункчӗ, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул, вулавӑш, икӗ лавкка ӗҫленӗ.

Экономика

Экономикӑн никӗсӗ — ял хуҫалӑх производстви. 2010 ҫул тӗлне «Агрохмель» тулли мар яваплӑ ӗҫленӗ.


 
Категорисем: Ершепуҫ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-10-29 22:16:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 17 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем