|
Республикӑра
Паян Чӑваш Республикинче терроризма хирӗҫ кӗрешекен комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Михаил Игнатьев шучӗпе террорла идеологи сарӑлни йывӑрлӑх кӑларса тӑратма пултарать. «Чӑваш Ен пӗр тан лайӑх аталанса пыракан тӑнӑҫлӑ регион, анчах та ҫакӑ пире лӑпланса лармаллине пӗлтермест, ыйтӑва пурпӗрех ҫивӗч тӗрӗслесе тӑмалла», — тенӗ Элтепер. Михаил Васильевич терроризма хирӗҫ кӗрешессипе тухӑҫлӑрах ӗҫлеме чӗнсе каланӑ. Ларура пухӑннисем Раҫҫей Федерацийӗнче терроризма хирӗҫ кӗрешессипе 2013–2018-мӗш ҫулсем валли йышӑннӑ плана епле пурнӑҫласа пынине тишкернӗ. «Пирӗн тӗп тӗллев — терроризмран хӳтӗленессине ӳстересси, профилактика ӗҫӗсене ытларах йӗркелесси, ҫамрӑксем хушшинче усал ӗҫе сирсе ярасси, ютран килнисене асӑрхаса тӑрасси», — тенӗ Михаил Игнатьев. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
Халӗ ҫамрӑксем кальян туртма юратаҫҫӗ. Анчах вӗсем унӑн сиенӗ пирки лайӑх пӗлмеҫҫӗ. Яш-хӗре, халӑха унӑн сиенӗ пирки пӗлтермелле. Шӑпах ҫак тӗллевпе пирӗн республикӑра халӑхӑн сывлӑхне кальян сиенӗнчен упрас енӗпе уйӑхлӑх иртет. Уйӑхлӑх чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Вӑл раштавӑн 10-мӗшӗччен пырӗ. Акци вӑхӑтӗнче информаци материалӗсем салатӗҫ, спорт енӗпе массӑллӑ мероприятисем ирттерӗҫ, «хӗрӳ линисем» йӗркелӗҫ, ҫамрӑксем канакан вырӑнсене тӗрӗслӗҫ. Палӑртар: кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирус туртасси, сутасси енӗпе саккуна пӑснине 759 тӗслӗхре палӑртнӑ. 114 ҫынна административлӑ явап тыттарнӑ, пӗтӗмпе 950 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
Канашра амӑшӗпе хӗрӗ ҫухалнӑ. Вӗсем виҫӗ кун каялла уҫӑлма тухнӑ та киле кӗмен. Ольга Данилова 32-ре. Унӑн хӗрӗ Аксинья вара 6 ҫулта кӑна. Тӑванӗсем вӗсемшӗн питӗ пӑшӑрханаҫҫӗ. Вӗсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Ольгӑпа Аксинья урама чӳкӗн 8-мӗшӗнче 15 сехетре тухнӑ. Анчах паянхи кун та вӗсенчен хыпар ҫук. Ольгӑн аппӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ҫамрӑк амӑшӗ хӗрне пӗчченех пӑхса ӳстерет, ниҫта та ӗҫлемест. Вӑл яваплӑха туять, ачине лайӑх пӑхать. Тусӗсем каланӑ тӑрӑх, Ольга вӗсем патне килмен. Ольгӑн телефон ҫук, ҫавӑнпа унпа ҫыхӑнма май ҫук. Хӗрарӑм темӗнле арҫынпа пурӑннӑ. Вӑрҫӑнса кайсан килне таврӑннӑ вӑл. Ольга Данилова ҫутӑ куртка, тӗттӗм калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Аксинья ҫутӑ кӑвак курткӑпа, кӗрен тӗслӗ калпакпа пулнӑ. Вӗсем пирки пӗлекенсене ҫак телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ: 8 (83533) 2-38-19. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче пӑрлӑ ҫумӑр ҫуса республикӑна самаях шар кӑтартрӗ. Ун чухне йывӑҫсем авӑнса, хуҫӑлса пӗтнӗччӗ. Ҫул хӗрринчи посадкӑсем халӗ те ун пирки аса илтереҫҫӗ. Йывӑҫсем халӗ те асар-писер выртаҫҫӗ. Пӑрлӑ ҫумӑр 2014 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче ҫунӑччӗ. Ҫавӑнтанпа чылай ҫӗрте ҫул хӗррисем тирпейсӗр курӑнаҫҫӗ. Ара, йӑванакан йывӑҫсем камӑн куҫне ан тӑрӑнччӑр? ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та кӑмӑлсӑр. Ку лару-тӑруран хӑтӑлмалли пирки вӑл кӑҫал юпан 19-мӗшӗнче тата чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче аса илтернӗ. Асӑрхаттару пӗрре кӑна пулман. Анчах пӑр вырӑнтан хускалман. Хӗл лариччен ҫул хӗррисене тасатмалла. Ҫапла каланӑ ЧР транспорт министрӗ Владимир Доброхотов. Халӗ шӑматкунлӑх ирттерме палӑртнӑ. Вӑл республикӑра чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Андрей Анисимов Чӑваш Енре килтен кайса каялла таврӑнман арҫынна шыраҫҫӗ. 30 ҫулти Андрей Владимирович Анисимов Канаш районӗнчи Маяк ялӗнчен Канаша кайнӑ, анчах таврӑнман. Юлашки хутчен ӑна хулари «Чайка» лавкка патӗнче курнӑ. Виҫӗ кун иртнӗ, анчах ун пирки нимӗнле хыпар та ҫук. Унӑн иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ Денис Данилов каланӑ тӑрӑх, Андрей килтен чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Канаша вӑл ӗҫсемпе кайнӑ. Андрей Ҫурҫӗрте вахта мелӗпе ӗҫленӗ. Арӑмӗнчен уйрӑлнӑ вӑл, ачисем пур, анчах унпа пӗрле пурӑнмаҫҫӗ. Тӑванӗсем Андрейӑн тӑшманӗсем пулни пирки пӗлмеҫҫӗ. Вӑл ҫӳллех мар, спецовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курнӑ ҫынсене 89603115877, 89674706476 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи вулавӑшсенче «Ҫулталӑкри кӗнекене суйлатпӑр» акци старт илнӗ. Вӑл кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртет. Акципе килӗшӳллӗн, ҫынсем аслисен тата ачасен хушшинче чи нумай вуланакан кӗнекене суйлаҫҫӗ. Ҫакна сасӑлав мелӗпе палӑртаҫҫӗ. Юратнӑ хайлавшӑн районти тӗп вулавӑш сайтӗнче сасӑлама пулать. Онлайн-сасӑлав чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен иртӗ. Акци пӗтӗмлетӗвӗпе раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак сайтрах паллашма май пулӗ. Пӗлтӗр А.Павловскаян «Вӗренӗ шывӗ те пылак» кӗнеки чи нумай сасӑ пухнӑ. Уншӑн 234-ӑн сасӑланӑ. Вулакансене романри сюжет, чӑваш хресченӗн пурнӑҫне ҫутатни килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
Комсомольски районӗнче те халӗ ҫынсем кулленех сывлӑхне ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Нумаях пулмасть унта тренажерсем лартнӑ. Вӗсене Комсомольскинчи урама вырнаҫтарнӑ. Тренажерсене спонсор пуҫарӑвӗпе тата пулӑшнипе лартнӑ. Вӗсем – центртах, 1-мӗш шкулпа ҫумӑн вырнаҫнӑ паркра. Район администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, тренажерсем ахаль ҫынсем валли. Вӗсене ятарласа сусӑрсен кӳми валли ҫирӗплтенӗ те. Тренажерсене мышцӑсене вӑйлатас тӗллевпе мар, юн ҫаврӑнӑшне лайӑхлатас тӗллевпе лартнӑ. Хатӗр-хӗтӗре Romana савутра туса кӑларнӑ. Унта хатӗрленӗ тренажерсемпе Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта темиҫе ҫул усӑ кураҫҫӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
Кӗҫнерникун, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ҫил самай вӑйлӑ пулнӑ. Кассӑн-кассӑн уйрӑмах вӑйлӑ вӗрнӗ. Республика унран ытлах шар курман-ха. Ҫапах йӗрсӗр иртмен вӑл. Улатӑрта ҫил трансформатор подстанцине сиенлетнӗ. Ҫавна май хулари 100 ытла ҫурт ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсем Ярославль тата Гагарин урамӗсенче, Шӑплӑх тӑкӑрлӑкӗнче. Авариллӗ лару-тӑру пирки тӳрех пӗрлехи диспетчер службине пӗлтернӗ. Вырӑна ҫийӗнчех бригада ҫитнӗ. Анчах ҫав кун юсав ӗҫӗсене тума май килмен. Ҫавӑнпа тепӗр кун ирех ӗҫе пуҫӑннӑ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юсав ӗҫӗсене чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче кӑнтӑрла тӗлне туса пӗтермелле пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
Чӑваш наци конгресӗнче ӗнер ЧНК Ваттисен Канашӗн пайташӗсем кӗрекене пуҫтарӑннӑ. Вӗсене конгресс президенчӗ Николай Угаслов йыхравлани пирки ЧНКн пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева пӗлтерет. Кӗрекене пухӑннисем хушшинче хӑй вӑхӑтӗнче министр пулнисем, ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, таврапӗлӳҫӗсем, профессорсем пулнӑ. "Пурӗ ҫирӗм пиллӗкӗн вӗсем, чӑваш халӑхӗн чи хисеплӗ, аслӑ та ӑслӑ ҫыннисем", - пӗтӗмлетет хайхисем пирки Зоя Яковлева. -Эпӗ сире питӗ хисеплетӗп, сирӗнтен кӑшт именетӗп те, сирӗн пуян пурнӑҫ опычӗ конгресӑн ӗҫӗнче усӑллӑ пулассине шансах тӑратӑп,- тенӗ Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов уяв кӗрекине уҫнӑ май. Уяв сӗмӗ кӗртсе Ваттисен Канашӗн пайташӗсене Вячеслав Христофоровпа Марта Зайцева, Елена Османова, Алексей Московский тата Олеся Никитина юрӑсем шӑрантарнӑ. Ватӑсем уйрӑм темӑсене сӳтсе явмалли канашлусем ирттерме, республика Пуҫлӑхӗпе те тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
«ХамОр ялсем» скетчком (ют чӗлхерен куҫарсан ҫакӑ кӗске шӳтсем тенине пӗлтерет) пирки пурте пӗлмеҫҫӗ пулӗ-ха. Проекта пурнӑҫа кӗртекенсенчен пӗри Патӑрьел район каччи Геннадий Адикин кулӑшсем ӳкерес шухӑш ӑнсӑртран ҫуралнине пӗлтерет. Малтанах ролике тӗнче тетелӗнчи халӑх сечӗсенче вырнаҫтарнӑ. Куракансенчен ырлаканни ырланӑ, хурлаканни хурланӑ. Пӗрремӗш ярӑм хыҫҫӑн ыттисем те тӗнче тетелӗнче вырӑн тупнӑ. Ҫамрӑксем кулӑшсене тӑван чӗлхене вырӑсларан куҫараҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫӗнче пулнӑ интереслӗ самантсене сӑнлама тӑрӑшаҫҫӗ. Ӗҫчен ял ҫыннин пурнӑҫне, ҫамрӑксен хӑтланӑвне, кӳршӗсен хутшӑнӑвне кулӑшла сӑнлама тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем. Рольсене Сергей Лекеров, Олег Николаев, Евгений Григорьев, Геннадий Адикин, Алексей Алексеев, Борис Головцов калӑплаҫҫӗ. Ҫамрӑксем ҫӗнӗ актерсен ӑсталӑхне тӗреслеҫҫӗ, вӗсене Александр Кӑлканӑн «Хӑравҫӑ мулкач» юптарӑвне вулаттараҫҫӗ. Халӗ скетчкомра пикесем те ӳкерӗнеҫҫӗ. «ХамОр ялсен» ӗҫне Алексей Московский юрӑҫпа Евгений Григорьев шоумен та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
