Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Етӗрне тӑрӑхӗнчи Барышевсем 55 ҫул пӗрле пурӑннине паллӑ тунӑ.

Вӗсем Анат Ачак ялӗнче кун кунлаҫҫӗ. Николай Ивановичпа Серафима Гавриловна 1969 ҫулта паллашнӑ, икӗ ҫул туслӑ ҫӳресен ҫемье ҫавӑрнӑ.

Вӗсем мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑван колхозӗнче ӗҫленӗ. Вӗсен иккӗшӗн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 45 ҫулпа танлашать.

Барышевсем пӗр ывӑл ҫуратса ӑна ура ҫине тӑратнӑ. Ывӑлӗ Александр хальхи вӑхӑтра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Улатӑрти Гороховсем «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнӗ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.

Ольгӑпа Сергей Гороховсем 20 ҫул ытла пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен 5 ывӑлпа 5 хӗр ҫитӗнет. Сергей — диакон. Аслӑ ывӑлӗ Павел та унӑн ҫулӗпе кайнӑ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Гороховсене ордена тивӗҫнӗ ятпа саламланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvinform
 

Республикӑра
riadagestan.ru сайтри сӑн
riadagestan.ru сайтри сӑн

Куславкка тӑрӑхӗнчи арҫын паллакан хӗрарӑмӑн 500 пин тенкине вӑрланӑ. Ҫав хӗрарӑм упӑшки ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ, унта пуҫ хунӑ.

Ҫав кун арҫын ун патӗнче хӑнара пулнӑ. Хайхискер хӗрарӑм асӑрхаман чухне унӑн телефонне тытса банк сарӑмне кӗнӗ, 500 пин тенке хӑйӗн счечӗ ҫине куҫарнӑ.

Тепӗр кунхине те вӑл ун патне хӑнана килнӗ. Хальхинче хваттерте упраннӑ 96 пин тенке вӑрласа кайнӑ.

Арҫын куншӑн явап тытнӑ. Суд ӑна 4 ҫуллӑха тӗрмене хупма йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_17412
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Красноармейски округӗнче чи лайӑх ялсене палӑртнӑ. Пӗрремӗш ушкӑнра 49 ҫын таран пурӑнакан ялсен хушшинче Ҫӗнӗ Выҫли ялӗ ҫӗнтернӗ, 700 пин тенке тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Тури Типҫырма тата Тватпӳрт. Вӗсем 300-шер пин тенке тивӗҫнӗ.

Иккӗмӗш ушкӑнра (50 ҫынран ытларах пурӑнакан ялсем) Упи ялӗ ҫӗнтерсе 1,5 млн тенке тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Йӗпрем (1 млн тенкӗ), виҫҫӗмӗш вырӑна 4 ял пайланӑ: Пӑрӑнтӑк, Васнар, Вӑрманкас тата Кӳлхӗрри. Вӗсем 550-шер пин тенке тивӗҫнӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян республикӑна беспилотниксем тапӑнсан 1 ҫын аманнӑ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.

Тухтӑрсем унӑн сывлӑхне вӑтам йывӑр пек хаклаҫҫӗ. Пациент пульницӑра, унӑн пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх ҫук.

Аса илтерер: паян ирхине Шупашкара тата Шупашкар округӗнчи Явӑш ялне беспилотниксем вӗҫсе килнӗ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Улатӑр округӗнче ҫак кунсенче ҫур ӗмӗр пӗрле пурӑнакан Анатолипе Валентина Батмановсене чысланӑ.

Вӗсен юратӑвӗ Мордва Республикинчи Урусово ялӗнче пуҫланнӑ. Анатолий Андреевич салтакран таврӑнсан ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Валентинӑна ҫураҫма кайнӑ.

Батмановсем икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ виҫӗ мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_17430
 

Республикӑра

Эсир юлашки 10 ҫулта сӑвӑрсене ӑҫта курнӑ? Вырӑс географи обществин республикӑри уйрӑмӗ «Упрас тесе тупма» проект пуҫарать.

Ҫак кӑшлакан чӗрчуна Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Пирӗн республикӑра вӗсем сайра тӗл пулаҫҫӗ, пӗтес хӑрушлӑх та пур.

Ака-ҫу уйӑхӗсенче ӑсчахсем республикӑра савӑрсен колонийӗсене тупас тӗллевпе экспедицие кайма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫавна май ҫынсене те пулӑшма ыйтаҫҫӗ: юлашки 10 ҫулта сӑвӑрсене ӑҫта курнине пӗлтермелле. Пӗлтерме ансат, ҫак сайтра формӑна кӑна ҫырса тултармалла: https://forms.yandex.ru/u/697728b084227c1ad2fb5a37/.

 

НАР
16

Митинга тухнӑ
■ Таисия Ташней | 16.02.2026 07:58 |

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Элӗксем хӑйсен район больницинче Хӗрле Чутайӗнчи больницӑпа пӗрлештерессине хирӗҫ. Ҫавна май вырӑнти хастарсем митинга тухнӑ. Митинга йӗркелекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 80 ытла ҫын тухнӑ: тухтӑрсем, амӑшӗсем, пенсионерсем, районта пурӑнакансем.

Пухӑннисем Элӗкри район больницине хӑй тӗллӗн ӗҫлеттерме ыйтнӑ, резолюцие республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствине тата Правительствине ярса парасшӑн. Больницӑна пӗрлештерессине хирӗҫлесе кунсӑр пуҫне пин ҫын алӑ пуснӑ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Вӑрмар округӗнче 31 ҫулти хӗрарӑма хирӗҫ ҫул ҫине тухса тепӗр машинӑран иртсе кайма тӑнӑшӑн водитель правинчен хӑтарнӑ. Кайран вӑл правасӑрах машинӑпа ҫӳренӗшӗн пӗрре мар явап тытнӑ.

Анчах уншӑн ик айкки те тӑвайкки пулнӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче вал каллех руль умне ларнӑ. Ӑна Вӑрмар поселокӗ ҫывӑхӗнче пакунлисем чарнӑ.

Суд ӑна 120 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Хӗрарӑма 1,5 ҫул права памӗҫ. Кунсӑр пуҫне 2 млн тӑракан машинина патшалӑх валли конфискациленӗ.

 

Республикӑра
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн кӗнеке издательствине «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗпе пӗрлештерме йышӑннӑ. Ун пек йышӑнӑва республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтӗрех, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ-ха.

Сӑмах май каласан, асӑннӑ икӗ организаци те акционерсен обществи шутланать. Вӗсене пӗрлештерес ӗҫ пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӗҫленмелле.

 

Страницӑсем: 1 ... 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, [32], 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, ...687
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи