Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.8 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче хӑрушсӑрлӑх системисене ҫирӗплетес ӗҫ малалла пырать: ҫӗнӗ сирена комплексӗсем, бетон хӳтлӗхсем вырнаҫтараҫҫӗ. Кун пирки Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов пӗлтернӗ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку эрнере Николаев тата Афанасьев урамӗсенче сирена комплексне вырнаҫтарнӑ. Иртнӗ эрнере хулара ултӑ бетон хӳтлӗх лартни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр: вӗсем Хӗрлӗ тӳремре, «Андриян Николаев космонавт урамӗ», «Таможня», «Хула ҫум автовокзалӗ» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче тата кӳлмекре Анне хӳтӗлевҫӗ палӑкӗ умӗнче вырнаҫнӑ.

Станислав Трофимов хыпарланӑ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне хулара пӗтӗмпе 21 бетон хӳтлӗх лартнӑ. Ҫитес эрне вӗҫӗччен тепӗр икӗ бетон хӳтлӗх вырнаҫтарма палӑртнӑ.

 

Хулара

Паян Республика кунӗнче Шупашкарта каҫхине хӑш-пӗр общество транспорчӗ маршрутне улӑштарӗ. Ҫакна ҫынсемшӗн уяв хыҫҫӑн киле таврӑнма меллӗ пултӑр тесе тӑваҫҫӗ.

Улшӑнусем 21 сехетрен пуҫласа 22 сехет ҫурӑччен пулӗҫ. 62-мӗш троллейбус Калинин урамӗпе тата Мускав проспекчӗпе иртӗ, малалла – маршрутпа.

61-мӗш троллейбус Президент бульварӗпе кайса филармони таран ҫитӗ, каялла – Ленин проспекчӗпе Хула ҫум вокзалне кайӗ, малалла – маршрутпа.

20-мӗш троллейбус Ленин проспектне анӗ, Мускав проспекчӗ еннелле кайӗ, малалла – маршрутпа.

13-мӗш автобус Президент бульварӗпе филармони таран ҫитӗ, унтан Калинин урамне ҫаврӑнӗ те «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кайӗ.

Уяв программи вӗҫленнӗ тӗле кӳлемеке резерври автобуссемпе троллейбуссене ярӗҫ.

 

Хулара
21foto.ru сӑнӳкерчӗкӗ
21foto.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисем, ведомствӑн общество канашӗ, ирӗклӗ халӑх дружини пӗрле пулса «Ночной город» (чӑв. Каҫхи хула) рейд ирттернӗ. Хальхинче вӗсем тӗрӗслевпе ҫӗртме уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенчи каҫхине ҫӳренӗ.

Полицейскисемпе общество хастарӗсем яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ комендант сехетне пӑхӑннине тӗрӗсленӗ.

Рейд вӑхӑтӗнче 14 ачана тупса палӑртнӑ. Вӗсем ҫӗрле ашшӗ-амӑшӗсӗр хула тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӗсене полици уйрӑмне илсе кайнӑ, унтан вӗсене ашшӗ-амӑшӗ пырса киле илсе кайнӑ. 15 ҫулти шкул ачин ашшӗн ывӑлӗ патне Шупашкара Ҫӗрпӳрен килме тивнӗ. 15 ҫулти ӳсӗр яш патне амӑшӗ ирхи виҫҫӗре Куславккаран персе ҫитнӗ. Тепӗр виҫӗ ача патне ашшӗ-амӑшӗ Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ.

Ашшӗ-амӑшӗ те йӗркене пӑсать. Шупашкарта 46 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫитмен ачисен умӗнчех общество вырӑнӗнче эрех ӗҫсе ларнӑ.

 

Хулара
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пулӑҫ Атӑлтан питӗ пысӑк пулӑ туртса кӑларнӑ. Пӗр центнера яхӑн таякан ҫуйӑна Дмитрий Блинов парӑнтарнӑ.

Вӑл тусӗпе паян, ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, ирхине пулла кайнӑ. Анчах тӗлӗнмелле пысӑк пулӑ ҫаклатасси пирки шухӑшлама та пултарайман.

Пысӑк пулла туртса кӑларас тесе вӑл унпа 2 сехет кӗрешнӗ. Ҫуйӑн 2 метр та 45 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ, 99,5 килограмм тайнӑ.

Палӑртса хӑвармалла: Дмитрий Блинов пӗлтӗр те пысӑк ҫуйӑн тытнӑ, анчах кӑҫалхинчен самай пӗчӗк пулнӑ вӑл – 35 килограмм тайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_29862
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян ирхине Шупашкар хулинчи ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗ ҫутӑсӑр юлнӑ. Кун пирки хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, электроэнерги Шумилов, Ленин Комсомолӗн, Пролетари урамӗсенче тата Трактор тӑвакансен проспектӗнчи ҫуртсенче ҫук. Хальхи вӑхӑтра «Чӑваш патшалӑх электричество сечӗсем» АОн авари бригадисем вырӑнта ӗҫлеҫҫӗ.

Сӑмах май, Шупашкарта ӗнер те ҫутӑ сӳннӗ. Ун чухне ҫурҫӗр-анӑҫ тата кӑнтӑр-анӑҫ районӗсенчи хӑш-пӗр ҫурт электричествӑсӑр юлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/id2126003194_gos2
 

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра пырса ҫӳрекен ватӑсем таҫта та кайса кураҫҫӗ, ҫав шутра театрсенче те час-часах пулаҫҫӗ. Халӗ вара унти стационар уйрӑмӗнче пурӑнакансене театра илсе кайнӑ.

Уйрӑм заведующийӗ Ольга Андреева каланӑ тӑрӑх, кунта пурӑнакан ватӑсем питех тухса ҫӳресшӗн мар. Анчах вӗсен хушшинче хастаррисем пур. Шӑпах вӗсене театра илсе кайнӑ та.

Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хайхисем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ӗмӗр сакки сарлака» спектакль курнӑ. Аса илтерер: ӑна Никифор Мраньккан романӗ тӑрӑх лартнӑ.

«Спектакль питӗ килӗшрӗ, хаваспах куртӑмӑр», — кӑмӑлтан палӑртнӑ Виталий Юрьев ятлӑ пенсионер. Виталий Иванович театра ӳлӗмрен те килсе ҫӳрес кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ.

 

Хулара
lgz.ru сайтри сӑн
lgz.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан 24 ҫулти хӗре чӑвашла сасӑ ҫырӑвӗ ярса улталанӑ. Кун пек ҫыру ун патне пӗлӗшӗнчен килнӗ. Сасси унӑнни пекех пулнӑран хӗр пӗрре те иккӗленмен — каланӑ счет ҫине 7 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кайран тин пӗлӗшӗн аккаунтӗнчен ултавҫӑсем ҫырнине пӗлнӗ вӑл.

Хӗр полицие кайса ззаявлени ҫырнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Полицейскисем кайран ҫакна палӑртнӑ: ултавҫӑсем ӑс-хакӑл интеллекчӗ пулӑшнипе чӑвашла сасӑ ҫыртарнӑ иккен. Вӗсем хӗрӗн пӗлӗшӗн аккаунтне ҫӗмӗрнӗ. Укҫа та вӗсем каланӑ счет ҫинех куҫнӑ.

 

Хулара
ridus.ru сайтри сӑн
ridus.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем пӗчӗк ачана пулӑшнӑ. Вӑл ӑнсӑртран «машина тыткӑнне» лекнӗ.

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗ машинӑран йӑпӑртлӑха тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра вара машина алӑкӗсем хӑйсем тӗллӗн хупӑнса ларнӑ, уҫӑ вара салонра шалта юлнӑ.

Вырӑна ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем алӑка асӑрханса уҫас тесе ятарлӑ хатӗрпе усӑ курнӑ. Телее, ку ӗҫ-пуҫ ӑнӑҫлах вӗҫленнӗ, пӗчӗк ача шар курман.

Ҫӑлавҫӑсем аса илтереҫҫӗ: ачасене машина салонӗнче пӗччен хӑвармалла мар. Алӑксене хупиччен уҫӑ хӑвӑр ҫумра пулнине яланах тӗрӗслемелле.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта тепӗр икӗ маршрут хута ярӗҫ. Ҫакна кӑҫал тума палӑртнӑ.

23-мӗш тата 31-мӗш маршрутсем ҫӳреме тытӑнӗҫ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 23-мӗш автобус «Грушевый» микрорайона Энергетиксен поселокӗпе ҫыхӑнтарӗ. Унпа Республикӑри ветерансен госпитальне тата Васкавлӑ медпулӑшу пульницине ҫитме меллӑ пулӗ.

31-мӗш автобус та Энергетиксен поселокне кайӗ, вӑл ӑна Вӑйӑмлӑ агрегатсен савучӗпе ҫыхӑнтарӗ — хула ҫум тата чукун ҫул вокзалӗсем урлӑ кайӗ.

Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкара ҫыхӑнтаракан 61-мӗш троллейбус тӗп хулана кайнӑ чухне «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кӗрсе тухма тытӑннӑ. Ҫынсем ыйтнипе 5-мӗш тата 6-мӗш троллейбуссене пӗрлештернӗ, халӗ 6-мӗш кӑна ҫӳрет, унӑн маршручӗ «Промтрактор – Мега Молл».

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫитес вӑхӑтра Шупашкар хулинче тепӗр ултӑ бетонлӑ хӳтлӗх лартӗҫ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ кӳлмекре пулӗ. Ҫапла пӗлтерет хула администрацийӗ.

Бетонлӑ хӳтлӗхсене ку эрнере вырнаҫтарӗҫ. Тепӗр партие хатӗрлеме тытӑннӑ-мӗн.

Кӳлмекре пӗр хӳтлӗхе Анне-управҫӑ палӑкӗ патне лартӗҫ. Иккӗшӗ кӳлмек акваторийӗнче пулӗ. Кунсӑр пуҫне «Николаев космонавт урамӗ», «Хулаҫум автовокзалӗ» тата «Таможня» общество транспочӗн чарӑнӑвӗсенче вырнаҫтарӗҫ.

Ҫавӑн пекех Шупашкарта халӑха хӑрушлӑх пирки пӗлтермелли 16 система лартӗҫ. Вӗсем халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнта пулӗҫ. Тепӗр 14 системӑна урӑх вырӑнсене куҫарӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ...347
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 21

1907
119
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ.
1936
90
Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ