Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара

Шупашкар хулинче 17 ҫулти каччӑ ҫухалнӑ хыҫҫӑн Раҫҫей Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку ӗҫе мӗнле тӗпченине ведомство пуҫлӑхӗ Александр Бастрыкин хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ. Вӑл Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнчен Александр Полтининран следстви мӗнле пыни пирки доклад тума ыйтнӑ, ӗҫе хӑвартрах тӗпчеме хушнӑ.

Аса илтерер: Шупашкар хулинче 17 ҫулти каччӑна шыраҫҫӗ. Мозгов Станислав Романович юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫухалнӑ.

Сӑмах май, унччен тепӗр 17 ҫулти каччӑ та ҫухалнӑ. Вӑл – Константин Кудряшов. Вӑл килтен юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Телее, ӑна шыраса тупнӑ.

 

Хулара
life.ru сайтри сӑн
life.ru сайтри сӑн

Шупашкарти полици участокне 59 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӑл хӑйӗн Toyota Rav4 машинине сутнӑ та ҫавӑн пеккинех, анчах ҫӗнӗреххине, илме шутланӑ. Мессенджерта вӑл пӗр ушкӑн тупнӑ. Унти ҫынсем ют ҫӗршывсенчен транспорт туянса кунта илсе килеҫҫӗ-мӗн.

Арҫын «менеджерпа» ҫырӑнма пуҫланӑ. Лешӗ пӗтӗмпех тӗплӗн ӑнлантарса панӑ, кирлӗ даннӑйсене ыйтнӑ, суту-илӳ договорне хатӗрленӗ. Документ ҫинче алӑ пусни те, пичетсем те пулнӑ. Ку суя мар иккенне кӑтартма палламан мар ҫын паспорт копине те янӑ.

Шупашкарти арҫын ӑна шаннӑ, утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенче автомобиль илме тесе темиҫе хутчен укҫа куҫарнӑ. Пӗтӗмпе — 2,5 миллион тенкӗрен ытларах. Ку укҫан пӗр пайне вӑл кредит илнӗ. Машинӑна ҫурла уйӑхӗнче кӳрсе килмелле пулнӑ, анчах палӑртнӑ вӑхӑтра иномарка ҫитмен. «Сутуҫӑсем» вара ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.

Арҫын ултав серепине лекнине юпа уйӑхӗнче ҫеҫ ӑнланнӑ. Полицие кайса пулӑшу ыйтма тивнӗ.

 

Хулара
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче каҫхине Шупашкар хулинчи Эгер бульварӗнчи 36-мӗш «б» ҫурт ҫывӑхӗнче 5 ҫулти пӗчӗк ача ҫине велосипедист пырса кӗнӗ.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, 15 ҫулти каччӑ велосипедпа апат-ҫимӗҫ саккасӗсене вырӑна илсе ҫитернӗ. Ҫавӑн чухне вӑл тротуарпа кайнӑ, 5 ҫулти арҫын ача ҫине пырса кӗнӗ. Ача ӑна хирӗҫ пынӑ пулнӑ.

Пӗчӗкскер суранланнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу машини ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхне тӗрӗсленӗ.

Халӗ ку ӗҫ-пуҫа полици ӗҫченӗсем тишкереҫҫӗ. Инспекторсен велосипедист тротуарпа мӗншӗн пынине кӑна мар, вӑл епле майпа саккассене илсе ҫитернӗ ҫӗре лекнине те уҫӑмлатмалла.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи банкра ӗҫлекен хӗрарӑм арҫынна ултавҫӑсен аллине лекесрен ҫӑлнӑ.

Арҫын палламан ҫынсене ӗненсе банкра пухса пынӑ 1,5 миллион тенкине тупӑшлӑ ҫӗре хурас тенӗ. Вӑл счет ҫинчен нухратне илме Строительсен урамӗнче вырнаҫнӑ банка пынӑ.

Шӑпах ҫавӑн чухне аслӑ операционист Юлия Зайцева сисчӗвленнӗ. Кун хыҫҫӑн кредит уйрӑмӗн ӗҫченӗсем вырӑна ҫитнӗ полицейскисемпе пӗрле 59 ҫулти арҫынна укҫи-тенкине палламан ҫынсем патне куҫармалла маррине ӑнлантарнӑ. Арҫын мӗн пулса иртнине каласа кӑтартнӑ.

Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнченпе вӑл «инвестици лапамӗн представителӗсемпе» калаҫнӑ. Ҫапла арҫын вӗсем пулӑшнипе тупӑш тума ӗмӗтленнӗ.

Юлия Зайцевӑна вара полици ӗҫченӗсем тимлӗ пулнӑшӑн тав туса Тав хучӗпе тата чечек ҫыххипе чысланӑ.

 

Хулара
poisknews.ru сайтри сӑн
poisknews.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче ҫынсене улталанӑ тесе 39 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ытти ҫынпа каварлашнӑ та кредит паракан потребитель кооперативне йӗркеленӗ. Офисӗсем Шупашкарта Ленин проспектӗнче тата Гагарин урамӗнче вырнаҫнӑ.

Сахалтан та 19 ҫын унта процентсем пухмашкӑн вклад уҫнӑ. Анчах шантарнӑ тупӑша илеймен, ҫавна май вӗсен полицие кайса пулӑшу ыйтма тивнӗ. Ҫапла кооператив ҫынсене 15 миллион ытла тенкӗлӗх улталанӑ.

Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ та интереслӗ: хӗрарӑм Киров облаҫӗнче ҫакнашкал преступлениех тунӑшӑн унччен уголовлӑ майпа явап тытнӑ. Унта вӑл сахалтан та 500 ҫынна улталаса вӗсен 320 ытла миллион тенкине вӑрланӑ.

 

Хулара
max.ru/channel_chuvashia_21 сӑнӳкерчӗкӗ
max.ru/channel_chuvashia_21 сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхне ҫитрӗмӗр те ҫанталӑк майӗпен кӗр енне кӑна мар, хӗл енне те сулӑнни сисӗнет. Тӳрех палӑртар: юпа уйӑхӗ ылтӑн кӗркуннепе ҫеҫ мар, коммуналлӑ пулӑшу хакӗ ӳссе кайнипе те асра юлӗ.

МАХри «Первый чувашский» канал тарифсене тишкернӗ те, Шупашкарта, ав, хак 35 процента яхӑн ӳссе кайнине асӑрханӑ. Маларах ҫынсем хак 60 процент ӳснӗ тесе каланине республика Элтеперӗ фейк (акӑлчан чӗлхинчен чӑвашла куҫарсан ку сӑмах суя тенине пӗлтерет) тесе каланӑ-мӗн-ха. 60 процентах мар пулин те 35 процент ӳсни вара, мӗн тесен те, аван сисӗнет. Кирек кам та тӑкака хӑйӗн тупӑшӗпе танлаштарса пӑхать. Хыснара ӗҫлекенсен шалӑвӗ ҫак уйӑхра 7 процент ӳсет тесе хыпарларӗҫ пулин те вӑл тытӑмра тӑрӑшакансен те пурин те апла ӳсмест. Сӑмахран, тухтӑрсен ӳсет, больницӑри администратор таврашсен ҫук. Социаллӑ службӑра та ҫавӑн пекех: социаллӑ ӗҫченсен ӳсет, специалистсен ҫук.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкар хулинче ачапа ҫыхӑннӑ тепӗр пӑтӑрмах пулнӑ. 5 ҫулти арҫын ача самокатпа ярӑнса кӑнтӑр-анӑҫ районӗнчен Президент бульварне пӗчченех ҫитнӗ.

Самокатне йӑтса вӑл ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫак ачана курсан пӗр водитель чарӑннӑ. Хайхи арҫын унпа калаҫма хӑтланнӑ, анчах лешӗ хӑйӗн пирки нимӗн те калайман. Вӑл полицейскисене чӗннӗ. Вырӑна ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комисси ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Вӗсем ҫийӗнчех ача кӑнтӑр-анӑҫ районӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьерен пулнине палӑртнӑ.

Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл ывӑлӗ ҫухалнине сиснӗ, анчах сехӗрленсе ӳкмен, ӑна хӑй тӗллӗн шырама пуҫланӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть 4 ҫулти арҫын ача амашӗ лавккана кӗрсен самокатпа Чапаев скверӗнчен «Ача-пӑча тӗнчи» чарӑнӑва ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/mvd21
 

Хулара
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Шупашкар хулинчи полицейскисем ҫухалса кайнӑ 4 ҫулти ачана тупнӑ.

Ӗҫ-пуҫ ҫапларах пулса иртнӗ. Амӑшӗ самокатпа ярӑнакан 4 ҫулти ывӑлне Чапаев скверӗ ҫывӑхӗнче хӑварса лавккана кӗнӗ. Унтан тухнӑ та – ача ҫук. Ӑна хӑй тӗллӗн шыраса тупма хӑтланнӑ – усси пулман.

Телее, хӗрарӑм ҫывӑхра Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем тӑнине асӑрханӑ та вӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Полицейскисем нарядсене кун пирки пӗлтернӗ. Кӗҫех арҫын ачана «Ача-пӑча тӗнчи» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ патӗнче тупнӑ.

Ачан ашшӗ полицейскисене пулӑшнӑшӑн чунран тав тунӑ.

 

Хулара
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Шупашкар хулинче Афанасьев урамӗнчи общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ ҫине пырса кӗнӗ 18 ҫулти каччӑна суд тӑвӗҫ.

Аса илтерер: ку авари утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхи 10 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Каччӑ «Рено Логан» рулӗ умӗнче пынӑ чухне машинӑна итлеттереймен – тротуар ҫине тухса кайса ҫул-йӗр паллине йӑтса антарнӑ, унтан пысӑк хӑвартлӑхпа «Афанасьев урамӗ» чарӑну ҫине пырса кӗнӗ.

Ҫав вӑхӑтра чарӑнура икӗ ҫын пулнӑ. Хӗрарӑм вилмеллех аманнӑ. Арҫынна вара, йывӑр суранланнӑскере, пульницӑна илсе кайнӑ.

Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель айӑпне йышӑннӑ, ывӑннипе руль умӗнче ҫывӑрса кайнине пӗлтернӗ. Каччӑ водитель правине инкекчен пӗр уйӑх маларах кӑна илнӗ.

Каччӑна 5 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.

 

Хулара

Шупашкар хулинчи пӗр хваттерте пулса иртнӗ ку. Ватӑ хӗрарӑм хӑй пурӑнакан хваттерте ӳкнӗ те хӑй тӗллӗн тӑма пултарайман. Алӑка уҫма та тӑрайман, телефон патне пырайман. Мӗн тумалла? Ватӑскер пушмак тӑхӑнма пулӑшакан хатӗре илнӗ те унпа урайне шаккама пуҫланӑ.

Аялти хутра пурӑнакан кӳршӗсем ҫак сасӑсене илтсе тӳрех 112 номерпе шӑнкӑравласа ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Специалистсем хӑвӑрт ҫитнӗ, алӑка уҫнӑ та шала кӗрсе хӗрарӑма тӑма пулӑшнӑ.

Кинемей тухтӑрсене чӗнме килӗшмен. Кӗҫех ун патне тӑванӗсем килнӗ, ӑна лӑплантарса тимлӗхпе ҫупӑрланӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...354
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть