|
Ҫурт-йӗр
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ 20 градус ӑшӑра хваттере ӑшӑ парӗҫ-и тесе тӗлӗнме ан васкӑр-ха. Ваттисем хӗлле урапа, ҫулла ҫуна хатӗрлеме хушнӑ. Чӑваш Енре коммуналлӑ инфраструктурӑна хӗле хатӗрлеме тытӑннӑ ӗнтӗ. Кун пирки республикӑн Правительствинче тунтикунсерен иртекен ӗнер ирхи планёркӑра сӳтсе явнӑ. Япӑхнӑ 22 ӑшӑ сечӗсене кӑҫал 22 километр тӑршшӗ ҫӗнетме палӑртнӑ. Шыв пӑрӑхне те улӑштарасшӑн. Пурӗ 8,3 километр. Япӑхса кайнӑ кӑмакасене те ҫӗнетмелле. Пурӗ 77 кӑмакана ҫӗннипе ылмштарма е юсаса ҫӗнетме палӑртса хунӑ. Паянхи куна илсен коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсенчен 34 процентне юсаса хатӗрленӗ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсене те хӗле хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсенчи ӑшӑ тытӑмне тӗрӗслесе йӗркене кӗртеҫҫӗ. Ҫурт-йӗр фондӗнчен ҫуррине хӗле хатӗрлесе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() Чӑваш Енӗн Стройминӗн сӑнӳкерчӗкӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи хысна сферинче ӗҫлекен 10 ҫын хваттерлӗ пулса тӑнӑ. Ҫӗнӗ хваттер уҫҫине тивӗҫнисен хушшинче — 4 педагог, 5 врач тата полицире ӗҫлекен ҫын. Вӗсене хваттерлӗ пулма Чӑваш Енре 2025 ҫулхи ака уйӑхӗнченпе пурнӑҫланса пыракан ятарлӑ программа пулӑшнӑ. Вӑл специалистсене служба хваттерӗпе тивӗҫтерме май май парать. Хӗрлӗ Чутайӗнче 10 специалист валли хваттер туянма хыснаран 35.3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Икӗ пӳлӗмлӗ хваттерлӗ пулнисенчен пӗри — Анастасия Волкова. Вӑл мӑшӑрӗпе тата ывӑлӗпе пурӑнать. Хӗрлӗ Чутайне куҫса кайиччен тӑватӑ ҫул Шупашкарта ӗҫленӗ. Программа пурнӑҫа кӗме пуҫланӑранпа республикӑри 13 специалиста ӗҫри хваттерпе тивӗҫтернӗ. Ун валли республика тата вырӑнти хыснаран 41,7 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() Стансилав Трфоимовӑн МАХри каналӗнчен илнӗ скриншот Шупашкара ракета вӗҫсе килсен ВНИИР завод ҫеҫ мар, ҫурт-йӗр тата тӗрлӗ инфраструктура сиенленнӗ. Аса илтерер: Шар курнӑ пурлӑх пирки пӗлтерме хулара хӗрӳ лини ӗҫлеме тытӑнни пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: унӑн номерӗ 23-50-76. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ пурлӑха хак паракан комисси кӗҫех ӗҫе пуҫӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ҫынсене ишӗлекен ҫуртра усранӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Полтинин Сӗнтӗрвӑрринчи ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнакан ҫынсене урӑх ҫӗре вӑрах вӑхӑт куҫарманран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ хулара ун пек икӗ ҫурт иккен. Хулари К. Иванов тата Бондарев урамӗнчи ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнакансем эпир маларах асӑннӑ управлени пуҫлӑхӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Бондарев урамӗнчине 2018 ҫултах ишӗлекеннисен шутне кӗртнӗ, К. Иванов урамӗнчине — 2020 ҫулта. Анчах унта пурӑнакансене ҫавӑнтан куҫарма васкаман. Документсене тишкернӗ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта 400 миллион тенкӗпе пӳрт сутаҫҫӗ. Пирӗн ҫӗршывра ун пеккисене коттедж теме юратаҫҫӗ-ха. Акӑлчан чӗлхинчен кӗнӗ ҫав сӑмах пӗр ҫемье пурӑнмалли пӳрте пӗлтерет. Анчах пирӗн ҫӗршывра ку сӑмахпа усӑ курса калани пӳрт чаплине, сумлине пӗлтерет. 400 миллион тенкӗпе сутма палӑртнӑ ҫурт, чӑн та, чаплӑ темелле пуль. Тепӗр тесен, кама епле пӳртре пурӑнма хӑтлӑ ӗнтӗ: тепӗр ҫынна пӗр хутли те килӗшет. Юрӗ, Шупашкарти патнех таврӑнар-ха. Ку ҫурт 4 хутлӑ иккен. Вӑл 1200 тӑваткал метр лаптӑк йышӑнать, унӑн ҫӗр лаптӑкӗ — 40 сотка. Хаклӑ ҫурт «Волжский-2» микрорайонти Пукрав урамӗнче вырнаҫнӑ. Пӳрте 2010 ҫулта кирпӗчрен туса лартнӑ. Шалта мунча е сауна, бассейн пур иккен. Гараж та пур. Ку ҫуртӑн пӗр тӑваткал метрӗ вӑтамран 333 пин тенке кайса ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакансем паян ир енне ҫутӑсӑр тата шывсӑр тӑрса юлнӑ. Шыв, ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, асӑннӑ поселокӑн Совет урамӗн вӗҫӗнчи тӑхӑр хутлӑ ҫуртсенче ҫук. «Пирӗн ҫуртра ялан ҫапла», — тесе ҫынсем ҫуртсене чатӗсенче кӑмӑрланма пуҫланӑ ҫеҫ, вырӑнти яваплӑ тӳре-шара пысӑк вольтлӑ лини ҫинче инкек пулнине пӗлтернӗ. Инкек Шупашкарӑн Ҫӗнӗ Кӑнтӑр, Алькеш тата Кӑнтӑр микрорайонӗсене пырса тивнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхра светофорсем те ӗҫлемеҫҫӗ. |
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗр ишӗлсе пырать. Вырӑнта пурӑнакаенсем ҫав пулӑм хӑйсен ҫурчӗсем патне ҫитесрен хӑраҫҫӗ. Ҫӗр унти Ольдеево ялӗнчи Зелинский урамӗнче ишӗлсе пырать иккен. Ҫырма хӗрринчи тӑпра ишӗлсе пырать. Ҫул леш енче вара ҫынсен уйрӑм ҫурчӗсем вырнаҫнӑ. Ҫӗр ишӗлекен вырӑна специалистсене чӗнсе илнӗ. Вӗсем ҫутҫанталӑкӑн ҫак пулӑмне сӑнама ятарлӑ паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Вырӑнти администрацире ҫӗр ишӗлнине хирӗҫ ятарлӑ мера йышӑнма палӑртаҫҫӗ, ун валли вӗсем план туса хатӗрлесшӗн. Ҫӗр ишӗлнине хирӗҫ туса ирттерекен ӗҫсене кансӗрлесрен ҫынсене унта машинӑсем лартма чарнӑ. Сӑмах май каласан, кӑҫал ҫуркунне ҫынсем Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫеҫ мар, Шупашкарта та, Шупашкар районӗнче те ҫӗр ишӗлсе пынине асӑрханӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Алькешра чикансем хӑйсем тӗллӗн ҫурт-йӗр хӑпартса лартнӑран ҫавсене хула ертӳҫисем сӳтме йышӑннӑ. Кун пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: асӑннӑ микрорайонта пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин, Шалти ӗҫсен министерствин, Росгвардин, военкоматӑн ӗҫченӗсемпе пӗрле рейд ирттернӗ. Алькешри ҫӑв вырӑнта ҫынсем хӑйсем тӗллӗн хӑпартса лартнӑ 23 хуралтӑна сӳтнӗ. Асӑннӑ ҫурт-йӗр хула строительствин нормисемпе килӗшсе тӑмасть иккен, ҫавӑнпа муниципалитетӑн ҫӗрне саккуна пӑсса хӑпартса лартнӑ объектсенчен тасатма йышӑннӑ. Анчах хула ертӳҫисем ҫынсене хӗрхеннӗ, вӗсене 70 миллион тенкӗ субсиди уйӑрса панӑ, хӑшӗсене вӑхӑтлӑх пурӑнмалли вырӑна куҫса кайма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнчи нумай хваттерлӗ ҫурта йӗркеллӗ тытса тӑман. Унӑн ҫивиттийӗнчен шыв кайса пурӑннӑ, нӳхрепе вара шыв тулнӑ. Пӑтӑрмах пирки ҫав ҫуртра пурӑнакан хӗрарӑм Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхне Александр Полтинина пӗлтернӗ. Вӑл Пӑртас ялӗнчи Шкул тӑкӑрлакӗнчи 6-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ ҫурт никӗсӗ йӑтӑнса та анма, инженери коммуникацийӗсем юрӑхсӑра тухма пултараҫҫӗ тесе пӑшӑрханнӑ. Ҫурта йӗркеллӗ тытса тӑманран Александр Полтинин ӗҫтешӗсене РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйипе ӗҫ пуҫарма хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан сусӑр хӗрарӑма газсӑр, канализацисӗр общежитире пӳлӗм панӑ. Ку ҫуртӑн туалечӗ те урамра иккен. Кун пирки хӗрарӑм Раҫҫӗйӗн Следстви комитечен информаци центрне шӑнкӑраласа пӗлтернӗ. Хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх. Туктамӑш ялӗнчи унӑн уйрӑм ҫуртне ишӗлет тесе йышӑннӑ. Ку вӑл 2012 ҫулта пулнӑ. 2017 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Чутайӗнчи Ҫӗнӗ урамри общежитире пӳлӗм уйӑрса панӑ. Пӳлӗмре газ та, канализаци те ҫук, туалет урамра вырнаҫнӑ. Хӗрарӑм сусӑр, апла пулсан ӑна пурӑнмалли хӑтлӑ ҫуртпа черетсӗрех тивӗҫтермелле. Вырӑнти суд та кун пек йышӑну кӑларнӑ. Апла пулин те вырӑнти тӳре-шара хӗрарӑма пулӑшма васкамаҫҫӗ иккен. Сусӑра аякри пӗр ялта хваттер сӗннӗ-мӗн-ха, анчах унта йӗркеллӗ инфраструктура ҫук иккен. Халӗ ку ӗҫе РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тӗпчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
