Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Вӗренӳ

Вӗренӳ
Яндекс Карты сайтри сӑн
Яндекс Карты сайтри сӑн

Чӑваш Енри 20 учреждени Чӑваш Республикин Элтеперӗн грантне тивӗҫнӗ. Кашнине 500-шер пин тенкӗ лекнӗ. Хушӑва Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Списокра – сакӑр шкул, вунӑ ача пахчи, колледж тата ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗ. Палӑртса хӑварар тӳрех: Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне ҫулсерен вӗренӳ сферинчи инновацие пулӑшма параҫҫӗ.

Гранта тивӗҫнисен хушшинче Улатӑрти технологи колледжӗ, Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗ, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш ача пахчи, Канашри 17-мӗш ача пахчи, Шупашкарти 49-мӗш, 78-мӗш, 125-мӗш, 204-мӗш, 208-мӗш ача пахчисем, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул, Шупашкарти 4-мӗш гимнази, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнарти шкул тата ыттисем пур.

 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Красноармейски шкулӗнче агротехнологи класӗ уҫӑлнӑ. Вӑл шкул ачисене хальхи ял хуҫалӑхӗпе паллашма тата аграри отраслӗнчи малашлӑха курма май парӗ.

Агротехнологи класне 14-18 ҫулсенчи 160 ача ҫӳрӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ – шӑпӑрлансене аграри профессийӗсемпе кӑсӑклантарасси тата пулас специалистсене хатӗрлесси.

Проект «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн технологи тивӗҫтерӗвӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланать. «Таябинка» агрофирма, «Красное Сормово» тата «Волит» фирмӑсем ҫак проекта ырласа унта хутшӑннӑ.

Сӑмах май, хальи вӑхӑтра регионта 137 агролаборатори, 52 агрокласс тата 7 агротехнологи класӗ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех аграри колледжӗ тата Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ ял хуҫалӑхӗ валли специалистсене хатӗрлеҫҫӗ.

 

Вӗренӳ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Республикӑри шкул ачисенчен ЧР Элтеперӗн ятарлӑ стипендине илмешкӗн документсем кӗтеҫҫӗ. Заявкӑсене пама васкамалла: документсене ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗччен кӑна йышӑнаҫҫӗ.

Камсен стипендие тивӗҫес шанчӑк пур-ха? Вӗренӳне пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ ачасен, предмет олимпиадисенче, конкурссенче, турнирсенче тата смотрсенче ҫӗнтерӳҫӗ е призер пулнисен, общество ӗҫне хастар хутшӑнакансен.

Телейлисен йышне лекнисем вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗпех уйӑхсерен стипенди илсе тӑрӗҫ. Вӑл 550 тенкӗпе танлашать.

Документсене Шупашкарти вӗренӳ мониторингӗн тата аталанӑвӗн центрӗнче йышӑнаҫҫӗ. Адресӗ: Эгер бульварӗ, 49-мӗш ҫурт, 6-мӗш пӳлӗм. Тӗплӗнрех информаципе ҫакӑнта паллашма пулать.

 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Республикинче тепӗр виҫӗ ҫамрӑк, шкултан вӗренсе тухнӑскерсем, Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче 100 балл пухнӑ. Кун пирки ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ.

Юлашки экзаменсен кӑтартӑвӗсем савӑнтарнӑ. Шупашкарти 44-мӗш лицейри Анастасия Гаврилова историпе 100 балл пухнӑ. Тӗп хуламӑрти 2-мӗш гимназири Алексей Серебряков информатикӑпа пӗтӗм ыйтӑва тӗрӗс хуравланӑ. Шупашкарти 4-мӗш лицейри Артемий Ярадов та информатика экзаменӗнче 100 балл илнӗ.

Ҫапла майпа республикӑра Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче 100 балл пухнисем 74 ҫынна ҫитнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ икӗ экзаменра 200 балл пухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall9484805_12433
 

Вӗренӳ

Биологипе тата географипе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсен кӑтартӑвӗсем паллӑ. Чӑваш Енре ҫак предметсемпе чи нумай балл пухакансем те пулнӑ. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче палӑрнӑ ҫамрӑксем пирки Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов хӑйӗн «Максри» каналӗнче хыпарланӑ.

Шупашкарта вӗсем – виҫҫӗн. 44-мӗш лицейри Роман Степанов географипе 100 балл пухнӑ. 2-мӗш лицей вара икӗ ҫамрӑкпа мухтанма пултарать. Иккӗшӗ те биологипе 100 балл илнӗ. Вӗсем – Анна Александрова тата Никита Ермошкин.

 

Вӗренӳ
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри шкулсем валли 38 фура учебник тесе килнӗ. Машинӑсенче — алгебрӑпа тата геометрипе вӗренӳ кӗнекисем.

Цифрӑсен чӗлхине малалла тӑсса кайсан, пирӗн республикӑна 53 пин экземпляр кӗнеке кӳрсе килнӗ. Вӗсем — 7, 8, 9-мӗш классем валли алгебра кӗнекисем, 7-9-мӗшсем валли — геометрипе. Кӗнеке туянма республика хыснинчен 53 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Кунсӑр пуҫне пуҫламӑш шкулсем валли тата ҫӗнӗ предметсемпе кӗнекесем кӳрсе килмелле.

Шупашкарти шкулсене маларах пӗтӗмӗшле историпе тата Раҫҫейӗн историйӗпе 7,6 пин ытла учебник илсе килнӗ. Вӗсем пурте — 5-9-мӗш классем валли.

Истори кӗнекисен авторӗсен йышӗнче Раҫҫейӗн ҫарпа истори обществин председателӗ Владимир Мединский, Анатолий Торкунов тата Александр Чубарьян ученӑй-академиксем.

 

Вӗренӳ

Республикӑра Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсен кӑтартӑвӗсем савӑнтараҫҫӗ. Математика предмечӗпе кӑтартусем паллӑ.

Чӑваш Енри ултӑ ҫамрӑк экзаменра 100 балл пухнӑ. Вӗсем пурте – Шупашкар хулинчен:

Игорь Рогинский, Шупашкарти 5-мӗш гимнази;

Виктория Алексеева, Шупашкарти 3-мӗш лицей;

Степан Головин, Шупашкарти 3-мӗш лицей;

Михаил Кормилицин, Шупашкарти 3-мӗш лицей;

Дмитрий Калюшин, Шупашкарти 44-мӗш лицей;

Иван Ясенюк, Шупашкарти 44-мӗш лицей.

Ҫапла республикӑра 46 ҫамрӑк Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче 100 балл илнӗ: 17-ӗн – химипе, 3-ӗн – историпе, 2-ӗн – вырӑс литературипе, 19-ӑн – вырӑс чӗлхипе, 6-ӑн – математикӑпа. Икӗ ҫамрӑк икӗ экзаменра 200 балл пухнӑ.

 

Вӗренӳ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ Валерия Ржанова икӗ предметпа Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 100-шер балл пухнӑ. Ҫапла кӑҫал республикӑра икӗ экзаменра 200 балл пухнӑ пӗрремӗш ҫамрӑк пулнӑ вӑл. Валерия вырӑс чӗлхипе тата химипе 100 балл илнӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑра Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче 40 ҫамрӑк 100 балл пухнӑ. Вырӑс чӗлхипе 19 яш-хӗр чи нумай балл пухса палӑрнӑ. Вӗсенчен ҫурри – Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Вӑрнар тата Вӑрмар округӗсенчен. Палӑртса хӑвармалла: пӗлтӗр вырӑс чӗлхипе 12 ҫын 100 балл пухнӑ.

Кӑҫал химипе 17 ҫын 100 балпа палӑрнӑ. Историпе вара 3 ҫын чи нумай балл илнӗ. Вырӑс литературипе 2 ҫын маттур пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_29798
 

Вӗренӳ
pg21.ru сайтри сӑн
pg21.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсен пӗрремӗш кӑтартӑвӗсем паллӑ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: 22 ҫамрӑк экзаменра 100 балл пухнӑ. Вӗсенчен 17-шӗ хими предмечӗпе 100 балл илнӗ. Тепӗр 3 ҫамрӑк истори экзаменӗнче чи пысӑк кӑтартупа палӑрнӑ. Икӗ ҫамрӑк вара литературӑпа 100 балл пухнӑ.

Хими предмечӗпе 100 балл илнӗ 17 ҫамрӑк пирӗн республикӑшӑн – рекорд. Пӗлтӗр ун пеккисем 12 ҫын пулнӑ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫапла палӑртнӑ: «Ку – эпир республикӑра вӗренӗве аталантарнин системлӑ ӗҫ кӑтартӑвӗ. Эпир шкулсем тӑватпӑр тата вӗсене ҫӗнететпӗр, вӗсене хальхи йышши оборудованипе тивӗҫтеретпӗр, кашни ача валли талантне кӑтартма условисем туса паратпӑр».

100 балл пухнисен йышӗнче хула ачисем кӑна мар. Элӗк, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Муркаш округӗсенчи тата Етӗрне хулинчи ҫамрӑксем те палӑрнӑ.

 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри вӗрентекенсем валли ырӑ улшӑну пулӗ. Ку ӗҫ укҫине пырса тивет. Айнчах ҫӗнӗлӗх халех мар, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.

Ун чухне вӗрентекенсен оклачӗ 50 процент ӳсӗ. Кун пирки ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ.

Хаьлхи вӑхӑтра педагогсен шалӑвӗнче хавхалантаракан тӳлевсем, премисем, ӗҫ пахалӑхӗпе йывӑрлӑхӗшӗн хушса тӳленисем пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Малашне ҫак укҫана тӗп пая – оклада – куҫарӗҫ.

Ҫавӑн пекех нумай ҫӳл ӗҫленӗшӗн тата квалификаци категорийӗшӗн паракан тӳлев коэффиценчӗсене ҫӗнӗрен пӑхса тухӗҫ.

ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, педагогсен тӗп оклад базин пайӗ хальхи 45 процентран 60-65 процента ҫитӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...144
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 20

1924
102
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та