|
Чӑвашлӑх
Республика кунне кашни ҫулах асра юлмалла ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах йӗркелесшӗн. Анлӑ мероприятисен шутӗнче Чӑваш тӗррин музейне уҫассине те кӗртнӗ. Тӑван халӑхӑмӑр тӗррин управҫи Шупашкарти халӑх управҫин ҫуртӗнче вырнаҫӗ. Унта XIX ӗмӗрчченхи тӗрӗн пуянлӑхӗпе паллаштаракан экспозицисем вырӑн тупмалла. Тӗрӗ аталанӑвне музей каярахри тапхӑртине те кӑтартӗ. Апла тӑк унта XX-XXI ӗмӗрсенчи тӗрӗ-эрешлӗ япала та пулӗ. Чӑваш тӗррин управҫинче Алькешри «Паха тӗрӗ» хапрӑкӑн (ҫапла, «Паха тӗрӗ» кун-ҫулӗ унтан пуҫланнӑ), Екатерина Ефремова тата ытти тӗрӗ ӑстин ӗҫӗ вырӑн тупӗ. Музее ҫӗртмен 23-мӗшӗнче 16 сехетре уҫмалла. Унта кӑмӑл пулсан пурте кайса курма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен уҫнӑ ҫӗре тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Михаил Ефремов актер Чӑваш Енре К.Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май «Нарспи» аудиокӗнеке кӑларӗҫ. Чӑваш поэмине вырӑсла вуласа ҫыртармашкӑн Михаил Ефремов актера тата режиссера чӗннӗ. Михаил Ефремов — Иван Яковлевӑн мӑнукӗн ачи. Паллах, ҫакӑ ӑна Чӑваш Енпе ҫыхӑнтарать. Аудиоспектакль хатӗрленӗ чухне актерсене фильм валли пекех тӗплен суйлаҫҫӗ. «Нарспие» вулама Хабенские, Безрукова чӗнесшӗн пулнӑ. Анчах Ефремов ҫинче чарӑннӑ. Аудиокӗнекене Мускавра ҫыртарӗҫ. «Тӗнче литературин архивӗ» издательствин ертӳҫи Виталий Баев каланӑ тӑрӑх, Михаил Ефремова пирӗн республика ентешӗ тата юратнӑ актер пулнӑран суйланӑ. Михаил Ефремов поэмӑна пӗр чарӑнмасӑр вулать. Хӑш чухне ҫеҫ хӑш-пӗр япала пирки ыйтма чарӑнать. Унран наци пирки ыйтнӑ чухне вӑл хӑйӗн пирки чӑваш тесе пӗлтерет-мӗн. Вӑл поэмӑна ача чухнех вуланӑ. Ӑна вырӑсла наци колоритне хӑварса куҫарнӑшӑн савӑнать. Ҫӗнӗ аудиокӗнеке кӗҫех ҫынсен аллине лекӗ. Ӑна чӑвашла та ҫыртарӗҫ. Пӗлме: «Нарспие» вырӑсла пирӗн портал та вырӑсла вуласа. Алатар ятлӑ сайтҫӑн пултарулӑхӗпе тӗнче тетелӗнче шыраса тупса паллашма пултаратӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Енпе тата Наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗпе паллашма Турци Республикинчен журналистсем килсе ҫитнӗ. Йышри виҫӗ ҫынтан пӗри Турцири журналистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Yilmaz Karaca тата Ibrahim Erdogan (Anadolu spor gazetecileri derneği ертӳҫи), Lütfü Karakas (Edirne Büro Şefi ертӳҫи). Турци журналисчӗсем ҫу уйӑхӗн 26–28-мӗшӗсенче Хусанта иртнӗ иртнӗ турккӑ тӗнчин журналисчӗсен иккӗмӗш сьездне хутшӑннӑ май Чӑваш Енре пулма кӑмӑл тунӑ. «Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗн хастарӗсем хӑнасене Шупашкар хулине кӑтартнӑ. Чӑваш халӑхӗн апат-ҫимӗҫне те астивтернӗ. Ҫавӑншӑн инҫет ҫӗр хӑнисене «Ехрем хуҫа» ресторана илсе кайнӑ. Хӑнасене илсе килнишӗн, турккӑлларан чӑвашла, чӑвашларан турккӑлла куҫаруҫӑ пулса пулӑшнӑшӑн «Ирӗклӗх» Илле Иванова тав тунине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Мурманск облаҫӗнчи таврапӗлӳ музейӗнче К.Ивановӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ конференци ирттернӗ. Ӑна «Чӑваш ен» чӑваш культурипе обществи йӗркеленӗ. Унта Североморск, Мончегорск тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсем те ҫитнӗ. Мероприятие «Чӑваш ен» чӑваш культурипе обществин председателӗ уҫнӑ. Вӑл общество организацийӗ мӗнле ӗҫленине каласа кӑтартнӑ, хастаррисене — Александрпа Ирина Федоровсене, Петрпа Ольга Клементьевсене, Роза Мокшинана, Дина Агеевана, Сергей Осипова — хисеп грамотисемпе чысланӑ. Роза Мокшина Константин Ивановӑн пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ кӗске пулнӑ пулсан та сехечӗ-сехечӗпе калаҫма пулать. Дина Агеева унӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэми пирки калаҫнӑ. Конференци вӗҫленсен пурте халӑх юррине шӑрантарма, такмак калама, ташлама пухӑннӑ. Ҫапла Мурманск чӑвашӗсем пӗр-пӗринпе паллашнӑ кӑна мар, малашнехи плансене те сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
Кӑҫал та пӗлтӗрхи пекех Шупашкарӑн 2-мӗш ҫӑви ҫине ҫитсе Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне асӑнчӗҫ. Пурӗ пиллӗкӗн ҫитрӗҫ — Ҫеҫпӗл Мишши енӗнчи тӑванӗсем, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей заведующийӗ Антонина Андреева, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников. Аса илтеретпӗр, пӗр хушӑ Николаева Укахви Николаевнӑн вил тӑпри ӑҫтине ҫухатнӑ пулнӑ, виҫӗмҫул кӑна Антонина Андреева тӑрӑшнипе тупайнӑ. Тӑванӗсем килмен хушӑра Ҫӗҫпӗл Мишшин амӑшӗн вил тӑприне юнашар пытарнӑ Виталий Михайловӑн (9 ҫулта вилнӗ) амӑшӗ тасатса-тирпейлесе тӑнӑ. Кӑҫал та Укахви Николаевнӑна асӑннӑ хыҫҫӑн чӑваш хастарӗсем юнашар выртакан пӗчӗк Виталие те асӑнчӗҫ, печени-пӗремӗкпе «хӑналарӗҫ». Николаева Укахви Николаевна 1879 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче (кӑҫал 135 ҫулхи юбилейӗ килет) хальхи Красноармейски районне кӗрекен Шывпуҫ Чуракасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1970 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче вилнӗ, 10-мӗшӗнче пытарнӑ. Юлашки ҫулӗсене хӗрӗ патӗнче пурӑннӑ. Хулана ӑна хӗрӗ 1952 ҫулта илсе килнӗ — ун чухне ялтисене пенси тӳлемен. Вӑл вӑхӑталла Чӑвашра выҫлӑх ҫулӗсем пулнине шута илсен кӑна Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе тунӑ ӗнтӗ. |
|
Чӑвашлӑх
Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑшкас Хирлеп ялӗнче ҫамрӑксене чӑвашсен йӑли-йӗркипе паллаштарма тӑрӑшаҫҫӗ. Ялти клубра унпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ. Унта ҫара кайма хатӗрленекенсем чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркипе паллашаҫҫӗ, салтак юррисене юрлама, ташлама вӗренеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех сцена ҫинче салтака ӑсатнине евӗрлесе кӑтартаҫҫӗ. Халӗ вӗсем районти Акатуя хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ. Шел те, халӗ чылай йӑла-йӗрке ӗлӗкхинчен уйрӑлса тӑрать. Салтака та халӗ унчченхи пек ӑсатмаҫҫӗ. Ӗлӗк салтак ялти кашни ҫурта кӗрсе тухнӑ, ӑна шурӑ алшӑлли ҫакса янӑ. Мӗн чухлӗ нумайрах вӑл — ҫавӑн чулӗ ҫӑмӑлрах пулӗ салтакра. Юлашкинчен салтак килӗнче сӗтел хушшине пухӑннӑ. Вӑрнарсем халӗ те салтак ӑсатнӑ чухне салтак пӑтти пӗҫереҫҫӗ иккен. Ҫав кун тӗлне сӑра та вӗретеҫҫӗ. Ӗлӗк салтак ҫула пуҫтарӑнсан килтен ҫурӑмпа тухнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем сӗтел хушшинче ларса юлнӑ. Ку — салтака кӗтсе илнине пӗлтернӗ. Салтак ялтан тухсан е каҫӑ урлӑ каҫсан тимӗр укҫасем пенӗ. Сӑнсем (11) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Пенза облаҫӗнчи Неверкино ялӗнче пӗтӗм тӗнчери чӑваш культурин III фестивалӗ иртнӗ. Ӑна вырӑнти чӑваш наци культурин автономийӗ йӗркеленӗ. Фестивале наци йӑли-йӗркине сыхласа хӑварас, чӑвашсем пурӑнакан регионсемпе ытларах туслашас тӗллевпе ирттернӗ. Унта Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял ялӗнчи «Илем» фольклор ансамблӗ те хутшӑннӑ. Пенза облаҫӗнче Неверкино районӗнче чӑвашсем нумаййӑн пурӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе Пенза облаҫӗнче 7 пин яхӑн чӑваш тӗпленнӗ. Вӗсенчен 5 пинӗшӗ вара Неверкино тӑрӑхӗнче пурӑнать. Районти 10 ялта чӑвашсем кун кунлаҫҫӗ. «Илем» фольклор ансамблӗ юрланине халӑх ӑшшӑн йышӑннӑ. Вӗсем чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Фестивале Самар, Саратов, Чӗмпӗр, тӑрӑхӗсенчен те килнӗ. Малтанах Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечексем хунӑ. Пенза чӑвашӗсем пирӗн ентешсемпе сывпуллашасшӑн та пулман. Уявра чӑваш композиторӗсен юррисем нумай янӑранӑ. Концерта «Илем» ушкӑн вӗҫленӗ. Чӑваш ташши вара урамра чылайччен лӑпланман. Сӑнсем (56) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
Чӑваш наци конгресӗ «Чӑваш тӗнчи» хаҫатӑн кӑҫалхи пӗрремӗш номерне кун ҫути кӑтартни пирки ЧНКн пресс-служби хавасланса пӗлтерет. Ӑна кӑларма республикӑн Информаци полтикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви панӑ гранта ҫӗнсе илни пулӑшнӑ иккен. Пӗлтӗр хаҫата 16 страницӑпа кӑларса тӑнӑ улсан, кӑҫал 24 страницӑпа кун ҫути кӑтартнӑ. Чӑвашла-вырӑсла пичетленекен статьясем ЧНК ӗҫӗ-хӗлӗпе, ытти регионти чӑвашсем епле пурӑннипе, тӑван культурӑпа ӳнер ӗҫӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе, пултаруллӑ йӑхташсемпе паллаштарма шантараҫҫӗ. Хаҫата кӑларма «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗсем пулӑшаҫҫӗ иккен. Хаҫат тусӗсене, ытти регионта пурӑнакансене уйрӑмах, кӑсӑклӑ хыпарсем пӗлтерсе тӑма ыйтаҫҫӗ. «Чӑваш тӗнчи» хаҫат уйӑхра nӗppe тухса тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
Ҫак, кӗҫнерникун, ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкар хулин 2-мӗш ҫӑви ҫинче Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне асӑнма пухӑнӗҫ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре. Николаева Укахви Николаевна 1879 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче хальхи Красноармейски районне кӗрекен Шывпуҫ Чуракасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1970 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче вилнӗ, 10-мӗшӗнче пытарнӑ. Юлашки ҫулӗсене хӗрӗ патӗнче пурӑннӑ. Хулана ӑна хӗрӗ 1952 ҫулта илсе килнӗ — ун чухне ялтисене пенси тӳлемен. Вӑл вӑхӑталла Чӑвашра выҫлӑх ҫулӗсем пулнине шута илсен кӑна Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе тунӑ ӗнтӗ. Юлашки ҫулӗсене Шупашкарта пурӑнса ирттернӗ май ӑна Шупашкарӑн 2-мӗш ҫӑви ҫине пытарнӑ. Ҫеҫпӗл Мишши сӑвӑҫӑн пурнӑҫне хисеплекенсене пурне те ҫак мероприятие хутшӑнма йыхравлатпӑр. |
|
Чӑвашлӑх
Ҫӗрпӳ районӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем К.В. Иванов ҫуралнӑранппа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫакӑ тӗнчере вӑйли ҫук та этемрен» темӑпа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ. Конференцие Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлпа ӳнер академийӗн чӑн пайташӗ, тавра пӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Николай Казаков ҫыравҫӑ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи хастар таврапӗлӳҫӗ Николай Кирюшин, Василий Журавлев паллӑ сӑвӑҫ тата Аслӑ Нагаткинти вӑтам шкул вӗрентекенӗ Лидия Ярославская хутшӑннӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи хӑнасене Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн, вӗренӳпе социаллӑ политика пайӗн пуҫлӑхӗ Алла Волчкова Тав хучӗпе чысланӑ, пӗрле ӗҫлесе пыма ырлӑх-сывлӑх суннӑ. Хӑнасем те, вӗрентекенсем те мероприятипе кӑмӑллӑ юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
