|
Чӑвашлӑх
Ӗнер, Питрав кунӗнче, чылай районти ялсенче уявсем йӗркеленӗ. Хӑшӗсем ҫак уява палла тӑвассине йӑлана кӗртнӗ. Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнчи ҫынсем те ҫулсерен Питравра пӗрле пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та уява аслисем те, вӗтӗр-шакӑр та пухӑннӑ. Пурте уяв лапамне наци тӗррипе илемлетнӗ тумсемпе пынӑ. Ватти-вӗтти вӑйӑ картине тӑрса чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, ӗлӗкхи вӑйӑсене вылянӑ. Ватӑсем те ачасем пекех савӑннӑ. Уяв чӑннипех те лайах иртнӗ, мӗншӗн тесен пурте кӑмӑллӑ юлнӑ. Куншӑн ентешӗсем ял клубӗн культйӗркелӳҫине Елена Степановӑна тата клуб канашне тав тунӑ. Вӑйӑ карти вӗҫленсен уяв сӗтелӗ хатӗрленӗ. Хӑнасене ҫырла кукӑлӗпе сӑйланӑ. Сӑнсем (15) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура уйрӑмӗнче куҫӑн вӗренме кӑҫал тӳлевсӗр вырӑнсем пулманнине кура «университет йӳнӗрех хакпа ӑс пухма майсем тупса парать». Кун пирки асӑннӑ аслӑ шкулӑн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗн деканӗ Алена Иванова республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатне пӗлтернӗ. Декан каланӑ тӑрӑх, «студентсем куҫӑн-куҫӑн мар та вӗренме пултараҫҫӗ, занятисене кӑнтӑрлахи уйрӑмри вӗренекенсемпе пӗрлех ҫӳреҫҫӗ. Хакӗ ҫулталӑка 25 350 тенкӗ, укҫине пайӑн-пайӑн тӳлеме юрать. Куҫӑн мар уйрӑмра вӗренме ҫулталӑка 15 000 тенкӗ тӳлемелле. Заявленисене ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен йышӑнма тытӑннӑ. Куҫӑн, куҫӑн-куҫӑн мар тата куҫӑн мар формӑпа вӗренме кӗрес тесен 4 экзамен тытмалла: вырӑс литератури (ППЭ), чӑваш чӗлхипе литератури (сочинени), вырӑс чӗлхи (ППЭ), обществознани (ППЭ). Пуҫламӑш е вӑтам ятарлӑ пӗлӳ илнисем тата иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илес текенсем собеседовани витӗр тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
Чӑваш хастарӗсем паян патшапа улпутсен пусмӑрне хирӗҫ тухнӑ паттӑрсене асӑнчӗҫ. Ку пулӑм чӑвашсен кун-ҫулӗнче Шурча вӑрҫи пек ҫырӑнса юлнӑ. Чи юнлӑ саманчӗсем кивӗ стильпе шутласан ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ, ҫапла май ҫак вӑрҫа чӑвашсем ҫӗртмен пӗрремӗш кунӗсенче асӑнаҫҫӗ. Кӑҫал Шурча тӑрӑхне асӑнма кайманран ку ҫитменлӗхе паян пӗтерес терӗҫ. Шурча вӑрҫине хутшӑннӑ паттӑрсене ҫӑмартапа-ҫӑкӑрпа асӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех вӑл кунсенчи историе аса илчӗҫ, унӑн пӗлтерӗшне палӑртрӗҫ. Шурча вӑрҫи 1842 ҫулта тухнӑ, унта ҫӗр ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Пӑлхавра чӑвашсемпе пӗрлех ҫармӑҫсем те пулнӑ. Халӑха ҫак кӗрешӗве темиҫе ҫул выҫӑ ҫулсем пулни, 1837–1838 ҫулсенче ирттернӗ Кисилев реформи кӑларнӑ. Асӑннӑ реформа тӑрӑх ятарласа лаптӑксем уйӑрмалла пулнӑ, унти ӗҫе хресченсем халӑх вӑйӗпе тӳлевсӗр тума хушнӑ. Ҫынсем хӑй ирӗкӗпе ҫак реформӑна ырламанран выранти тӳре-шара вӗсене хӗненӗ, хӑратнӑ. Уйрӑммӑн асӑнса хӑварас пулать: пӑлхав крепостла йӗркене пӗтеричченех иртнӗ. Хальхи палӑка 1962 ҫулта туса лартнӑ, ӑна Шурча вӑрҫи иртнӗренпе 120 ҫул ҫитнине халалласа вырнаҫтарнӑ. |
|
Чӑвашлӑх
Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков Мускаври нацисен ҫурчӗн директорӗпе Владимир Тарасовпа тӗл пулса калаҫнӑ. Тӗлпулура вӗсем нацисен ҫурчӗ ҫывӑхӗнче чӑвашсен ҫӗрпе сухапуҫ уявне Акатуя паллӑ тума калаҫса татӑлнӑ. Ҫапла халӗ пӗтӗм чӑваша Мускавра иртекен Акатуя йыхравлаҫҫӗ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулӗ. Унта чӑваш артисчӗсем юрлӗҫ, спорт ӑмӑрӑвӗсене ирттерӗҫ, чӑваш ӳнерҫисен куравӗ пулӗ, алӗҫӗсене сутӗҫ. Унта кашниех чӑвашсем кӑларнӑ апат-ҫимӗҫе туянма пултарӗ. Мускаври Акатуй Ҫӗнӗ Басманнӑй урамӗнчи 4-мӗш ҫурт патӗнче («Хӗрлӗ хапха» метро) 12 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
Шупашкарта Республика кунӗнче пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ кӑҫал виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Ҫав кун Чӑваш Ене Раҫҫейри 34 регионти чӑвашсем килсе ҫитнӗ. Ав Анатолий тата Николай Архипкинсем — Пенза облаҫӗнчен. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, унта 7000 чӑваш пурӑнать. Вӗсем те наци уявӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ. Пиччӗшӗпе шӑллӗ Шупашкара яланах хаваспа килеҫҫӗ. Анатолий Архипкин каланӑ тӑрӑх, килте вӗсем вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Чӑваш Ене килсен вара вырӑссемпе те чӑвашла пуплеҫҫӗ. Чӑваш Ен тулашӗнче пурӑнса наци йӑли-йӗркине сыхласа хӑварма ҫӑмӑл мар. Хакас Республикинчен килнӗ хӑнасем вара чӑваш халӑх йӑлине ӳсекен ӑрӑва парса хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ. Хакас Республикинчен килнӗ Любовь Николаева каланӑ тӑрӑх, вӗсен ялӗнче чӑваш музейне, чӑваш центрне уҫнӑ. Ҫапла вӗсем ҫамрӑксене илӗртме, чӑваш культурине сыхласа хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ. Акатуйра концерт иртнӗ. Чӑваш драма театрӗн сцени ҫинче чӑваш ушкӑнӗсем юрланӑ. Наци музейӗ патӗнче вӑй виҫнӗ, Анне монуменчӗ патӗнче вара этноял пулнӑ. Унта наци апатне тутанма, алӗҫӗсене курма май пулнӑ. Акатуйра мӗнпур хӑна вӑйӑ картине тӑрса ҫаврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
«Йӑлана кӗнӗ йӗркепе кӑҫал та хӑйсен авалхи аслашшӗсен ҫӗрӗнче тулай чӑвашӗсен 39 ачи канӗ», — тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви хӑйӗн сайтӗнче. Тулай чӑвашсен ачисем ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗччен канӗҫ. Министрество пӗлтернӗ тӑрӑх, «ку ачасем — чӑваш чӗлхипе литератури олимпиадисемпе конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисем, чӑваш чӗлхи вӗрентекен шкулсен чи лайӑх ачисем тата чӑваш чӗлхипе, йӑли-йӗркипе, культурипе интересленекенсем». Вӗсем пирӗн пата Тутар, Пушкӑрт Республикисенчен, Чӗмпӗр, Сарту, Ӗрӗнпур, Тӗмен облаҫӗсенчен тата Мускавран ӗнер килсе ҫитнӗ. 2005 ҫултах пуҫланнӑ йӑлапа килӗшӳллӗн «Эткер» уйлӑх ятарлӑ программа хатӗрленӗ. Унӑн тӗллевӗ — ачасене чӑваш халӑхӗн культурине, йӑли-йӗркине явӑҫтарасси. Ку тӗллеве пурнӑҫлама Вӗренӳ, Культура, Сывлӑх министерствисем тата Чӑваш наци конгресӗ хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
Шупашкарта пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре иртӗ, 12 сехетре пуҫланӗ. Уява Чӑваш наци конгресӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Кӑҫал унта Беларуҫри «Хамӑр ял» фольклор ансамблӗ, Мускав чӑвашӗсен «Атӑл» хорӗ, Тутарстанри Пӑва районӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Уяв» фольклор ушкӑнӗ, Пушкӑртстанри Кармаскалӑ районӗнчи Суук-Чишма культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шевле» халӑх ансамблӗ, Самар облаҫӗнчи Исаклӑ районӗнчи Пысӑк Микушка ялӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ҫӑлкуҫ» халӑх фольклор ансамблӗ, Сарӑту облаҫӗнчи Калмантай культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Пилеш» фольклор ансамблӗ, Иркутск облаҫӗнчи ачасен пӗрремӗш фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем, «Туслӑх хӗлхемӗ» ушкӑн, Ӗренпур облаҫӗнчи Абдулино районӗнчи Артемьевск салинчи «Лейся, песня» халӑх фольклор ансамблӗ, Пенза облаҫӗнчи халӑх юррисен «Шӑпчӑксем» ансамблӗ, Чулхула облаҫӗнчи Вӑратин районӗнчи Лысогорскри «Илем» фольклор ушкӑнӗ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш юррин «Савӑнӑҫ» халӑх ансамблӗ, Хакас Республикинчи Усть-Абакан районӗнчи «Палан» чӑваш ушкӑнӗ хутшӑнасса кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче «Шупашкар: 500 ҫул» паркра ачасен Акатуйӗ кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртнӗ. Пӗччӗккисем те ҫураки вӗҫленнине уявласа савӑннӑ. Акатуя шкул ҫумӗнчи уйлӑхсене ҫӳрекен 700 яхӑн ача хутшӑннӑ. Вӗсемпе конкурссем ирттернӗ, вӑйӑ выляттарнӑ. Фестиваль Раҫҫей тата Чӑваш Ен гимнӗ янӑранӑ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ. «Чӑваш юрри тата ташши» номинацире «Веселые нотки» ансамбль 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Лайӑх ташланӑшӑн 35-мӗш шкулти Артем Семенова, Арина Семеновӑна 2-мӗш вырӑн панӑ. 14-мӗш шкулти «Асамат» ушкӑн 3-мӗш пулнӑ. К.Ивановӑн поэминчи сыпӑка вуланӑшӑн Екатерина Петрушкина 1-мӗш вырӑна тухнӑ. 2-мӗш вырӑнта Галина Васильева пулнӑ, 3-мӗшӗнче — Павел Николаев. Ҫавӑн пекех арҫын ачасем вӗрен туртмалла тупӑшнӑ. Унта ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртса чысланӑ. Кӑҫал Акатуйра интерактивлӑ 4 лапам ӗҫленӗ: «Тискер кайӑк», «Ҫӗрӗ», «Йокс», «В лычки». Куравсем те ӗҫленӗ: «Ялти йӑла-йӗрке театрӗ» тата «Пуҫа тӑхӑнмалли наци хатӗрӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
Ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Тӗмен облаҫӗн чӑвашӗсем Акатуй кӗрлеттернӗ. «Ҫанталӑкӗ ҫумӑрлӑ пулчӗ пулин те кaпӑp тумлӑ халӑх Анат Тавда районӗн Пӗчӗк Хутор ялӗ ҫумӗнчи ешӗл вӑрман хӗррине, илемлӗ ӗшнене пухӑнчӗ», — тесе пӗлтерет Чӑваш наци конгресӗн перзидиумӗн пайташӗ Геронтий Никифоров. Уяв иккенне систернӗн унта-кунта кyпӑc, шӑхлич сасси илтӗннӗ иккен. Вӑл тӑрӑхри чӑвашсем кил-ҫурт картишӗпе пӳрт ӑш-чиккин ӗлкисене майлаштарса вырнаҫтарнӑ. Акатуя «Алран кайми аки-сухи» юрӑпа пуҫланӑ. Чӑваш Республикинчен уява Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем Юлия Анисимова, Геронтий Никифоров, Александр Самсонов, Хӗрлӗ Чутай районӗн фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ. Уява Анат Тавда район пуҫлӑхӗ В.И. Борисов, Тӗмен область Думин ертӳҫин ҫумӗ Г.С. Корепанов, Тӗмен облаҫӗн наци енӗпe ӗҫлекен комитет пуҫлӑхӗн ҫyмӗ В.Л. Чернов, Урал Федераци округӗн чӑвашӗсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи В.Н. Логинов хутшӑннӑ. Акатуя йӗркелекенсенчен пӗpu Тӗмен облаҫӗн чӑвашӗсен «Тӑван» пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи — И.Н. Маслова) пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, Раҫҫей кунӗнче, Йӗпреҫ районӗнче «Авалхи халӑхсен кӗввисем» фольклор уявӗ иртнӗ. Зоя Яковлева ертӳҫӗ пурне те уяв ячӗпе саламланӑ, юрӑ картине чӗннӗ. Уяв картине уҫнӑ ҫӗре Йӗпреҫ посёлок пуҫлӑхӗ Вячеслав Анисимов, район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Луиза Григорьева, социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Инна Алексеева, Йӗпреҫ районӗн культура аталанӑвӗн центрӗн директорӗ Александр Майоров хутшӑннӑ. Уява «Илем» ансамбль уҫнӑ. Чӑваш Тимеш культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Эревет» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Ирҫе Ҫармӑс культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Горнипов» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Хурамалти «Алтшав» фольклор ушкӑнӗ, Кӗлӗмкассинчи «Йӑлтӑм» фольклор ушкӑнӗ хӑйсен юррисемпе савӑнтарнӑ. Уяв хыҫҫӑн «Вӑйламассен вӑййисем» спорт ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Вӗрен туртса, кӗвентепе шыв йӑтса, лаша урапине куҫарса ӑмӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе чысланӑ. Сӑнсем (128) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
