
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче филологи енӗпе аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшакан Петр Яковлев (Петӗр Яккусен) «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Петӗр Яккусен 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ӑслӑлӑх ҫынни кӑна мар, поэт та. Унӑн шухӑшлавӗ хӑйне евӗр. «Хыпар» хаҫата вӑл: «Ӗлӗк ҫапларах, капларах пулнӑ», — тесе калани пирки хӑй шухӑшне пӗлтерни асра юлнӑччӗ. «Ӗмӗрсем иртсен те ҫын чун тӗлӗшӗнчен ылмашӑнмасть. Ырӑ ҫын ырах пулать, усалли усалах юлать», — тесе каланӑ поэт.

Алексей Трофимов, Петр Ивантаев,
Станислав Отрыванов тупӑкӗсем ҫине
* * *
Умлӑ-хыҫлӑн черетпе пыратпӑр...
Кайнӑ майӑн чун кӑчӑртатать,
Халӗ тин ыр-усала пуҫ ҫапмӑр,
Ҫул вӗҫне хамӑр чыспах тухатпӑр.
Лӑпланса, ку ӗмӗр татӑлать.
Кайнисем те пур, пур тӑхтаканӗ,
Халӑхран юлма пӗрех май ҫук.
Вӑхӑтран та вӑрӑм юлаканӗн
Шухӑшӗ самант та лӑпкӑ канмӗ,
Туссемпех вӑл пулӗ сывӑ чух.
Каҫарсам тесе эпир ыйтмастпӑр,
Ҫылӑх ҫук пек хӑлӑхсӑр тӗнчен.
Ырлама сире эп вӑтанмастӑп,
Кӗнекӗрсене умран ямастӑп —
Тав сире Чӑвашлӑх умӗнче!
Виталий Станьял
2020, авӑн, 17.

Хӗвел системинче астериод ӳкнипе йӗркеленнӗ чи пысӑк кратера тупнӑ. Тӗрӗссипе каласан, вӑл лаптӑк ҫинчен тахҫанах пӗлнӗ, анчах япун астрономӗсем кратер мӗнле майпа йӗркеленнине тӗпчесе пӗлнӗ.
Тӗпчевҫӗсем Юпитерӑн уҫлӑхташӗнче — Ганимедӑра — вырнаҫнӑ пысӑк айлӑмсене тишкернӗ. Лаптӑк ҫийӗн пӑхсан вӗсен пурин те варри пуррине курма май пур. Астрономсем «Вояджер-1» тата «Вояджер-2» зондсем тунӑ сӑнӳкерчӗксене тӗпченӗ те Ганимед ҫинчи айлӑмсем астероид ҫапӑннипе пулни патне тухнӑ.
Унсӑр пуҫне, Хӗвел системинче ӑна чи пысӑк кратер теме пулать. Ӑсчахсем моделлесе пӑхнӑ та ҫакнашкал вырӑн диаметрӗпе 150 ҫухрӑмран кая мар астероид пырса ҫапӑннипе йӗркеленме пултарнине курнӑ. Ҫӑпӑннӑ самантра унӑн хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 20 ҫухрӑмпа тан пулма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Ӑсчахсем кратера малалла та тӗпчесшӗн, ҫавна май вӗсем JUICE мисси пуҫланасса кӗтеҫҫӗ.

Ят сӑмахсем (терминсем) пирки халиччен эпӗ ятарласа «Чӑваш сӑмахлӗхӗн вӗрентӳ меслечӗсем» кӗнекере (2006, 51-55 тата 389-396 енсем), уйрӑм хӑтавсенче (тӗслӗхрен, «Кивви-ютти лайӑх-и е ҫӗнни те кирлӗ-и? 2009; «Ӗҫ ҫуртне палӑртакан ятармӑксем», 2012; «Чӗлхе ҫинчен шухӑшласан», 2020) ҫырнӑччӗ.
Ҫавсем ҫумне хушса, халӗ калаҫӑва малалла тӑсас кӑмӑл пур.
Кутемӗн вырӑс чӗлхине те, ытти чӗлхесене те интернет урлӑ виҫесӗр нумай мӑриккан сӑмахӗсем кӗрсе тулчӗҫ. Ни яшши, ни ватти вӗсем мӗне пӗлтернине пӗлмеҫҫӗ. Компьтер умӗнче кун ирттерекен ачасем ӑнланмасӑрах хӑнӑхнине кура вӗсем шкул чӗлхине хӑвӑрт кӗрсе лараҫҫӗ. Вара пуҫланать чӑваш чӗлхин онлайн-уроклӑ ҫӗнӗ тапхӑрӗ: «Zoom платформӑпа усӑ курса ВКСсем ирттересси, кейс-технологисене алла илесси, дистант процессне серверсемпе пуянлатасси («Шӑнкӑрав», 17.04. 2020).
Япалипе пӗрле ячӗ килни ӗмӗрех пулнӑ, малашне те пулӗ. Ҫапах та, ҫав сӑмахсенчен нумайӑшне ним марах хамӑр чӗлхепе ӑнланмалла калама пулать. Вӗсем тӑван чӗлхене чиперех вырнаҫаҫҫӗ те пурне те ӑнланмалла янӑраҫҫӗ: ҫумри инҫесас (сотовый телефон), инҫет вӗренӳ (дистанционное обучение), тӳрӗ кӑларӑм (прямая передача) тата ыт.

Сергей Лукьяшко историк шухӑшӗпе, Азовпа Хура Тинӗс тӑрӑхӗнчи скиф йӑхӗсем кӑйкӑрсене сунара ҫӳреме хӑнӑхтарнӑ, ҫакна вӗсем македони ҫыннисенчен ҫӗр ҫул маларах тунӑ. Ӑсчахсен шутланӑ тӑрӑх, сунара кӑйкӑрпа ҫӳреме пирӗн эрӑчченхи IV ӗмӗрте пуҫланӑ.
Дон вӑрринчи Елизаветовски виле тӑприне тишкернӗ май Сергей Лукьяшко кӗтмен пӗтӗмлетӳ тунӑ. Унта тискер вӗҫен кайӑкпа пӗрле пытарнӑ арҫын виллине тупнӑ. Ҫакӑ вара пытарнӑ ҫынпа кӑйкӑр хушшинче туслӑ ҫыхӑну пулнине кӑтартса парать.
Унсӑр пуҫне скифсем хӑйсен килти савӑт-сапана тата хаклӑ капӑрлӑха кӑйкӑрсен, хурчкасен тата ытти тискер вӗҫен кайӑксен сӑнӗсемпе илемлетнӗ.
Ун пек вӗҫен кайӑксен юлашкийӗсене Азовпа Хура Тинӗс лаптӑкӗнчи ҫӗр чавса тӗпченӗ ытти вырӑнсенче те тупкаланӑ. Вӗсем хушшинче караппӑл, кайӑк хурчки, варакшӑ, хӑлат тата шур кутлӑ тинӗс ӑмӑрткайӑкӗн шӑммисене асӑрханӑ.
«Язык это великое целое, вековое создание творческой мысли народа...»
(Н.И. Ашмарин).

Тӑван чӗлхемӗрӗн хальхи лару-тӑрӑвӗ те, пуласлӑхӗ те куллен калаҫтарни темскерле кичем шухӑшсене те сирме пулӑшать. Нумаях пулмасть тӑван чӗлхесен эрнинче чӑвашсем те Фейсбукра ӑна тӑтӑш аса илни таҫти шӑплӑха юлмарӗ пулас. Чӑвашлӑхӑн янкӑр тӳпинчи сӳнсех пӗтеймен шевлине чӗртсе тӑратма тӑрӑшакансене чунтанах Тав сӑмахӗ калас килет. Эсир каланисем, палӑртнисем таҫта аякра пулсассӑн та ҫав-ҫавах маншӑн та янӑравлӑ саспах илтӗнеҫҫӗ.
Манӑн малаллахи сӑмахӑм чи паллӑ чӗлхе ӑраскалҫи пирки пулӗ. Пултаруллӑ чӑвашсен ретӗнче унӑн кӳлепи чи малти вырӑнта тӑрать. Ҫак асамҫӑ чӗлхе тӗпчевҫи-сыхлавҫи ҫуралнӑранпа кӑҫал кӗр кунне 150 ҫул ҫитнине хамӑр тӑрӑхра палӑртма пуҫланӑ та ӗнтӗ.
Тӗнчипех паллӑ финн чӗлхеҫи Г.И. Рамстедт (1873-1950) тепӗр пирӗншӗн пушшех паллӑ чӗлхеҫӗ пирки тӑтӑш ҫапларах аса илтернӗ: «So sagt der ausgezeichnete Erforscher und Kenner des Tschuwassischen Aschmarin». Ялан вӑл: «Н.И. Ашмарин кун пирки ҫапла калать», — тенӗ.

Сӗтпе ӳстерекен чӗрчунсен (вӗсен шутне этем те кӗрет) амисем ялан тенӗ пекех аҫисенчен ытларах пурӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах, кайӑк-кӗшӗк амисем пурнӑҫ вӑрӑмӑшӗпе мухтанаймаҫҫӗ, ҫапла май ҫунатлисен ку тӗлӗшпе пач урӑхла. Сӗтпе ӳстерекен амасемпе кайӑксен аҫисен те пӗрешкел арлӑх хромосоми пуррине асӑрханӑ хыҫҫӑн ӑсчахсем ҫакӑ пурнӑҫ вӑрӑмӑшне витӗм кӳме пултарни пирки шухӑшласа илнӗ.
Вӗҫен кайӑксен, сӗтпе ӳстерекенсемпе танлаштарас пулсан, пӗрешкел арлӑх хромосомӗсем аҫисенче пулни пирки сахалӑшӗ пӗлет — сӑмах кунта аҫисенче ҫеҫ тӗл пулакан икӗ Z-хромосома пирки пырать. Кайӑк амисен арлӑх хромосомисем вара Z-хромосомӑпа тата W-хромосомӑран тӑраҫҫӗ.
Пӗрешкел арлӑх хромосомӑсемпе пурнӑҫ вӑрӑмӑшӗ хушшинче ҫыхӑну пурри пирки тавҫӑрса илне хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Кӑнтӑр Уэльс университечӗн (Австрали) ӑсчахӗсем 229 чӗрӗ чун тӗсӗсен — хурт-кӑпшанкӑран пуҫласа пулӑ таранах — даннӑйӗсене тишкернӗ. Тӗпчевре гермафродитсемпе, ҫавӑн пекех эмбрионӑн арлӑх палли ӳснӗ вӑхӑтри тавралӑх температурине пула палӑракан тӗссемпе усӑ курман.
Тӗпчев кӑтартса панӑ тӑрӑх, мӑшӑрлӑ арлӑх хромосомсем пурнӑҫ вӑрӑмӑшне вӑтамран вунҫичӗ процент ҫурӑ ӳстереҫҫӗ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче ӗнерпе паян ӑслӑлӑх сессийӗ ӗҫленӗ. Ӑна Раҫҫей наукин кунне тата искусствоведени докторӗ тата профессорӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекен Алексей Трофимов ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ӑҫлӑлӑх сессийӗн малтанхи кунӗнче 8 доклад итленӗ. Официаллӑ пая уҫма РФ Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков таранах хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне республикӑри икӗ министр: вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Кудряшов, культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Роза Лизакова пулнӑ.
Тӗрлӗ шайри тӳре-шара, ӗҫтешӗсем Алексей Трофимова юбилейпа саламланӑ. Ӑслӑлӑх сессийӗнче чӑваш ӳнерӗпе тата сӑмахлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Ӑсчахсем ҫумӑрӑн пӗр тумламӗнчен 140 Вольт напряжени пама пултаракан ятарлӑ генератор шутласа кӑларнӑ, ку виҫе вара 100 пӗчӗк ҫутӑдиодлӑ лампочкӑна ӗҫлеме ҫителӗклӗ.
Ҫӗнӗ хатӗрӗн генераторӗнче алюмини электрочӗпе политетрафорэтиленпа витнӗ индий-тӑхлан йӳҫекӗллӗ тепӗр электрод вырнаҫнӑ. Ҫумӑр тумламӗ материал ҫине лекнӗ хыҫҫӑн икӗ электрод сыпӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ PTFE-ре пухӑннӑ зарядсене электричество пек чупма май парать. Ку хатӗр-хӗтӗр шалкӑм ҫумӑрта та ӗҫлеме пултарать.
Анчах та изобретение тӗпе хурса практикӑра усӑ курма май паракан хатӗр туса кӑларас умӗн тата нумай ӗҫлемелле-ха. Хальлӗхе энерги кӗске вӑхӑтлӑха кӑна йӗркеленет, нумайлӑха ӗҫлеме пухас тесен — йывӑрлӑхсем сахал мар. Ӳлӗм кунашкал хатӗрсене, технологие лайӑхлатса ҫитерсен, сӑмахран, ҫурт тӑррисенче вырнаҫтарма май пулӗ.

Вӗреннӗ чӑваш (ӑна, пӗтӗмӗшле илсен, интеллигенци теме май килмест) хӑйне епле тытнине 30 ҫул ытла сӑнанӑ май пуҫра (маншӑн, чӑвашшӑн, хӑрушла) шухӑш йӑва ҫавӑра пуҫланӑччӗ: тискер (ыттисенчен катӑкран катӑк) халӑх мар-ши эпир?.. Тӗнчере этеме этем тӑвакан ӑнлавсем ҫирӗпленнӗ теме пулать. Ҫынлӑх (гуманизм), чӑнлӑх, тӗрӗслӗх, тӳрӗ кӑмӑллӑх… тавра йӗркеленеҫҫӗ вӗсем. Ҫак ыйтусем чӑваша хускатаҫҫӗ-и, канӑҫ памаҫҫӗ-и?.. Хуравне шыраса пӑхмалли мелсем ансат. Тытӑр та уҫса пӑхӑр пирӗн хаҫат-журналсене, итлӗр радио-телевидение, ҫӳрӗр пуху-митингсене… Тупатӑр-и эсир унта чӑнлӑхпа, тӗрӗслӗхпе, тӳрӗ кӑмӑллӑхпа ҫыхӑннӑ шухӑш-кӑмӑл?.. Ҫук пулӗ... «Справедливая Россия – Чувашия» хаҫатра та тӗрӗслӗх концепт/тема шайӗнче те ҫук. «Справедливая Россия – Чувашия» тӗрӗслӗхшӗн чӑнтан ҫунманнине ӑнланма контент-тишкерӳ те кирлӗ мар. Тӗрӗслӗх кунта ятӗнче кӑна, ячӗшӗн кӑна…
Мана ҫиелти питех кӑсӑклантармасть. Фрейд, тарӑнран тарӑн психологи (глубинный психоанализ) чӗлхе вӗҫне мӗн килнине те, ӑнсӑртран мӗн каласа янине те, катӑклӑх комплексӗн шалти тымарӗсене те, ҫӳлтен е таҫтан муртан килекен пулӑм-хӑватсене те… ӑнланма май параҫҫӗ.
