Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӑслӑлӑх

Археологсем чаваҫҫӗ
Археологсем чаваҫҫӗ

Утӑн 7-мӗшӗнче Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ Шашкар хулашӗнче археологсем ҫӗр чавса тӗпчев пуҫланӑ. Экспедицине Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗсем пуҫланӑ. Вӗсене Муркаш районӗнчи халӑх та пулӑшу кӳрет.

Паян, утӑн 14-мӗшӗнче хулаш вырӑнне унти ӗҫсемпе паллашма Муркаш районӗн культура тата архив ӗҫӗн пайӗн начальникӗ А.Е. Андрееваӑпа Ильйинка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ю.В. Перцов килсе кайрӗҫ.

Шашкар хулашне 2007 ҫулта тупнӑ. Археологсем кунта кашни ҫулах килеҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе ҫак вырӑнта ҫынсем пурӑннӑ, анчах та хальлӗхе вӑл ӑҫта вырнаҫнине тупайман-ха. Кӑҫал археологсем тимӗр шӑратмалли кӑмакасене тӗпчеҫҫӗ. Вӗсен шухӑшӗпе пурӗ кунта 7 пулнӑ. Пӗлтӗр 1-мӗшне тӗпченӗ, кӑҫал — 4-мӗшӗ кӑсӑклантарать. Кӑмакасене вӑтам ӗмӗрсенче (Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнче) усӑ курнӑ.

Экспедици утӑн 29-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

 

Эрида. NASA, ESA тунӑ сӑн
Эрида. NASA, ESA тунӑ сӑн

Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Чилири Анд тӑвӑнчи телескопсене усӑ курса ӗҫлекен ӑҫчахсен ушкӑнӗсем Хӗвел системинче вырнаҫнӑ инҫетри объектсене ҫӗнӗрен тишкернӗ. Вӗсен ӗҫӗ пирки нумай пулмасть кӗскен «New Scientist» журнал пӗлтерчӗ.

Астрономсем Эрида ятлӑ пӗчӗк планетӑна сӑнанӑ. Асилтеретпӗр, 2006 ҫулта ҫак пӗчӗк планетӑна, тата унпа пӗрлех Койпер тӑрӑхӗнче Макемакепе Хаумеа ятлисене тупнӑ хыҫҫӑн Плутона планета шайӗнчен кӑларнӑ — унӑн диаметрӗ ҫак космос ӗҫкерӗсемпе (объекчӗсемпе) тан е пӗчӗкрех те пулнӑ. Питӗ инҫе вырнаҫнӑран вӗсен виҫине пӗлме ытла та йывӑр (Эрида орбитин ҫӳллӗшӗ 14 миллиард ҫухрӑм, Плутон Хӗвелтен 7,4 милиард ҫухрӑмра ҫӳрет), ҫавӑнпа та ӑсчахсем виҫнӗ чухне тӳрӗ мар мелсемпе ҫеҫ тивӗҫейреҫҫӗ. Тӗслӗхрен, хальхинче ӑсчахсем Эрида инҫетри ҫӑлтӑра мӗнле хупланине сӑнанӑ. Тӗрлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ телескопсемпе сӑнанӑ май ӑсчахсем мӗлке виҫине тӗрӗс виҫме пултарнӑ. Ҫак пӗтӗмлетӳ урлӑ вӗсем космос ӗскерӗн диаметрне шутласа кӑларнӑ.

Ҫӗнӗ шутлав тӑрӑх Эридӑн диаметрӗ 2 340 ҫухрӑмран «пӗчӗкрех» пулмалла. Халиччен ӑсчахсен шучӗпе ун виҫи 2 400-2 600 пулнӑ. Асилтеретпӗр: Плутон диаметрӗ — 2 400 ҫухрӑм.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2010/11/09/eris/
 

Ӑслӑлӑх конференцийӗнче
Ӑслӑлӑх конференцийӗнче

Акан 13-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче 44-мӗш ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Ҫулсеренех иртекен уява кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳренпе — 65 ҫул тата Чӑваш Автономи Республикине тунӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Йӑлана кӗнӗ мероприяти студентсемшӗн те, аспирантсемшӗн те пӗлтерӗшлӗ. Шӑпах ҫакӑнтан пуҫланать те наукӑпа кӑсӑкланасси, малаллахи пурнӑҫа унпа ҫыхӑнтарасси. Никам та тӳрех преподаватель-профессор пулса тӑмасть. Ку шухӑша факультет деканӗ В.Г. Родионов та палӑртрӗ. Кафедра пуҫлӑхӗсем пурне те ӑнӑҫу сунчӗҫ.

23 секци ӗҫлерӗ, 300 ытла доклад. Вӗсен пахалӑхӗ ҫулсерен ӳссех, хутшӑнакансен ӑсталӑхӗ туптансах пырать. 2-4 докладпа калаҫма ӗлкӗрекенсен йышӗ те чылай. Кашниех хӑй пултарулӑхӗпе ӑс ҫивӗчлӗхне кӑтартрӗ.

Хӑнасем те йышлӑн килнӗ кӑҫал: Мари, Тутар, Удмурт университечӗсен тата Шупашкарпа Канашри педагогика колледжӗсен студенчӗсем, Г.

Малалла...

 

Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗпе 19-мӗшӗ хушшинче Етӗрне районӗнчи Пушкӑрт ялӗнче чӗлхе экспедицийӗ пулчӗ. Ӑна йӗркелекенсем — Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн чӗлхе пӗлӗвӗ институчӗн Уралпа алтай чӗлхисен уйрӑмӗ тата халӑхсемпе чӗлхесен хутшӑнӑвӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев центрӗ. Чӑваш Енрен ҫак ӑслӑлӑх ҫулҫӳревне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗ хутшӑнчӗ.

Ӑсчахсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак тӑрӑхри калаҫу чӑваш чӗлхин авалхи уйрӑмлӑхӗсене упраса хӑварнӑ. Чи малтан вӗсене Николай Иванович Ашмарин асӑрханӑ — «Говоры Козьмодемьянского уезда» (1898 ҫ.) статьяра тӗплӗн пӗлтернӗ.

Экспедицине А.В. Дыбо (профессор, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ), О.А. Мудрак (профессор, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ), И.В. Самарина (ӑслӑлӑх ӗҫченӗ), А.А. Сосаева (ӑслӑлӑх ӗҫченӗ), А.В. Кузнецов (филологи ӑслӑлӑхӗсен кандилачӗ) килнӗ. Пухнӑ материала пуҫтарса вӗсем ушкӑнпа монографи кӑларма шутлаҫҫӗ.

Ӑслӑлӑх ҫулҫӳревне килнисем Етӗрне районӗн пуҫлӑхӗсене, Пушкӑрт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне, шкул тата вулавӑш ӗҫченӗсене, ҫаван пекех ӑслӑхӑл ӗҫне тума пулӑшнӑшӑн пысӑк тав сӑмахӗ калаҫҫӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, [21]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та