
Спорт тӗнчинче – тепӗр лайӑх хыпар! Ҫӗрпӳ хулинчи ҫамрӑк спортсменка, 14 ҫулти Валерия Кириллова, ММА енӗпе тӗнче чемпионки пулса тӑнӑ.
Хутӑш кӗрешӳ енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионачӗ Пӗрлештернӗ Арап Эмирачӗсенчи Абу-Даби хулинче иртнӗ. Пирӗн ентеш виҫӗ ҫапӑҫура вӑй виҫнӗ, вӗсенчен кашнинчех мала тухнӑ. Валерия Кириллова Раҫҫейри, Израильти тата Анголӑри спортсменсемпе тупӑшнӑ.
Паллах, ку ҫитӗнӳ пӗр самантра пулман. Спортсменка чылай вӑхӑт тренировкӑсем тунӑ. Вӑл Антон Григорьев тата Андрей Жилкин тренерсем патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Саламлатпӑр ентеше!

Пирӗн ентеш, йывӑр атлетка, Раҫҫейри халӑхсен Пӗтӗм Раҫҫейри спартакиадинче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Алана Скрипко 77 килограмм тайман виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Вӑл штангӑна тӗртсе – 94 килограмм, тӗксе 125 килограмм пухнӑ. Ҫапла вӑл пӗтӗмӗшле 219 килограмм пухнӑ та ҫӗршыври чи вӑйлӑ йывӑр атлетсемпе пӗрле пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Ку медаль Чӑваш Республикишӗн ҫӗршывра иртнӗ ӑмӑртусенчи черетлӗ ҫитӗнӳ пулса тӑнӑ.
Палӑртса хӑварар: Алана Скрипко Шупашкар хулинчи В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Раҫҫейри халӑхсен Пӗтӗм Раҫҫейри спартакиади Свердловск облаҫӗнчи Тури Пышма хулинче иртнӗ.

Спорт тытӑмӗнче каллех ырӑ хыпар пур: пирӗн ентеш Кристина Тимофеева Йошкар-Ола хулинче иртнӗ ҫурма марафонра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Кристина – 22 ҫулта. Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Йошкар-Олара 42-мӗш Йошкар-Ола ҫурма марафонӗ иртнӗ. 21,1 ҫухрӑма Хусанти 33 ҫулти Марсель Ибрагимов тата пирӗн республикӑри Кристина Тимофеева пӗрремӗш парӑнтарнӑ. Пирӗн ентеш ҫак дистанцие 1 сехет те 16 минут та 27 ҫеккунтра парӑнтарнӑ.
Палӑртмалла: Кристина Олимп резервӗсене 3-мӗш спорт шкулӗнче Валерий Григорьев тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл Йошкар-Ола марафонӗнче иккӗмӗш хут чупнӑ. Пӗрремӗш хутчен унта 2023 ҫулта кайнӑ.
Кристина хӑйне ҫурма марафонра тахҫанах тӗрӗслеме ӗмӗтленнӗ-мӗн. Финиша ҫитсен вӑл хӑйне чиперех туйнине палӑртнӑ.

Шупашкар хулинче пурӑнакан Георгий Никоноров республика чысне Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра хӳтӗленӗ, ТОП-10 таксистсен йышне кӗнӗ.
Аса илтерер: вӑл республика шайӗнче иртнӗ конкурса ҫӗнтернӗ, Раҫҫей шайӗнчине хутшӑннӑ. Ӑмӑрту Омск хулинче иртнӗ. Финала тӗрлӗ регионти 31 таксист хутшӑннӑ. Вӗсен теорипе тестировани тума, йывӑр хӑнӑхтарусенче машинӑпа ҫӳрес ӑсталӑха кӑтартма тивнӗ. Кунсӑр пуҫне таксистсем пултарулӑх номерне хатӗрленӗ.
Пирӗн ентеш Чӑваш Енри таксистсем пултаруллӑ тата ӑста водитель пулнине кӑтартса панӑ.

Ҫак шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Совхознӑй поселокра лаша спорчӗн енӗпе Чӑваш Ен кубокӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн лаша завочӗн 100 ҫулхине халалланӑ.
Уяв программине тӗрлӗ енлӗ мероприятипе пуянлатнӑ, ҫавна май унта янаварсен ӑмӑртӑвӗ ҫеҫ мар, концерт та пулӗ.
Концерт курма юратакансем валли икӗ сцена хатӗрлӗҫ: рок-сцена тата поп-сцена.
Рок-сцена ҫине ҫак коллективсем тухӗҫ: «ДМЦ | Дороги Меняют Цвет», «TattooIN Band | Татуин ушкӑн», «ДОНЭРА», «Ё» ушкӑн, «Румба комикс», «Габарит», «ПРИЧИНА ПАДЕНИЯ», «Маньяна».
Тӗп сцена ҫинче ҫаксем пулӗҫ: «The Hatters», «Браво», «Газан», «Малов», «Беz Б».
Лаша ӑмӑртӑвне те, концерта та тӳлевсӗрех кӗрсе курма пулать. Уяв программи 14 сехетре пуҫланӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫуллахи республика ял вӑййисем старт илӗҫ. Кӑҫалхипе ӑна 14-мӗш хут ирттерӗҫ.
Спорт уявне ҫав кун 10 сехетре Комсомольски округӗнчи Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Ӑмӑртусене Чӑваш Республикинчи мӗнпур округри спортсменсем хутшӑнӗҫ.
Спорта юратакансем спортӑн вунӑ тӗсӗнче вӑй виҫӗҫ. Ҫав шутра – мини-футбол, волейбол, ҫӑмӑл атлетика, мини-лапта, полиатлон, канат туртасси. Ҫавӑнтах ГТО нормативӗсене парӗҫ. Кунсӑр пуҫне механизаторсемпе дояркӑсем валли виҫӗ енлӗ кӗрешӳ пулӗ. Ҫавӑн пекех ҫемьесен ӑмӑртӑвӗсене те йӗркелӗҫ.
Пӗр сӑмахпа каласан, ҫуллахи республика ял вӑййисем интереслӗ иртессе шантараҫҫӗ.

ШӖМ ветеранӗ, 77 ҫулти Виктор Семенов, ҫӑмӑл атлетикӑпа иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнчен икӗ ылтӑн медальпе таврӑннӑ.
Ӑмӑрту Челепи хулинче утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пуҫланнӑ та ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Чӑваш Ен чысне спорт ветеранӗсем хӳтӗленӗ: Валентин Харитонов, Людмила Михуткина, Лев Петров, Василий Шоркин, Виктор Семенов, Сергей Мурашов тата Алевтина Судеркина. Виктор Семенов 3000 тата 5000 метра чупса финиша чи малтан ҫитнӗ.
Командӑри ытти спортсмен та кӑтартусемпе палӑрнӑ, медальсем ҫӗнсе илнӗ.
Сӑмах май, иртнӗ ҫул чӳк уйӑхӗнче Виктор Семенов Тунисра ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ уҫӑ Африка чемпионатӗнче икӗ хутчен чемпион пулса тӑнӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Етӗрне округӗнчи Совхозный поселокӗнче Чӑваш Ен Кубокне ҫӗнсе илессишӗн лаша чупӑвӗ иртӗ. Ӑна йӗркелекенӗ — «Етӗрнесӗт» организаци.
Кӑҫал В.И.Чапаев ячӗллӗ Чӑваш лаша савучӗ уҫӑлнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Ҫавна май чупу питӗ интереслӗ пуласса шантараҫҫӗ. Спортӑн ҫак тӗсне юратакансене хапӑлласа кӗтеҫҫӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Ку кӑна мар. Унта ҫемьепе канма, юрӑ-кӗвӗпе киленме пулать. Пурне те 14 сехетренпе кӗтеҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть унта ЧР Элтеперӗн Пысӑк кубокне ҫӗнсе илессшӗн лаша чупӑвӗ иртнӗ.

Чӑваш Енри велочупуҫӑсем тӗнче шайӗнчи ӑмӑртуран ылтӑн тата пӑхӑр медальсемпе килнӗ.
Маунтинбайк енӗпе пулнӑ тупӑшу Челепи облаҫӗнче иртнӗ. Унта спортсменсем «кросс-кантри» дисциплинӑра вӑй виҫнӗ. Старта ҫӗршывари чи вӑйлӑ спортсменсем тухнӑ. Пирӗн спортсменсем те лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ.
Шупашкарти 7-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Элина Семенова 17-19 ҫулсенчи юниоркӑсемпе тупӑшнӑ, чи йывӑр трассӑна парӑнтарса финиша пӗрремӗш ҫитсе пьедесталӑн пӗрремӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Алина Карлова вара хӗрарӑмсен хушшинче ӑмӑртнӑ, виҫҫӗмӗш пулнӑ. Ҫапла вӑл пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

Шупашкарта Чӑваш Енри чи вӑйлӑ биатлонистсен ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Ӑмӑрту утӑ уйӑхӗн 20-22-мӗшӗсенче 2-мӗш Олимп резервӗн спорт шкулӗнче пулӗ. Вӑл хулари Станци ҫумӗнчи урамри 10-мӗш В ҫуртра вырнаҫнӑ.
Биатлон енӗпе Чӑваш Енӗн чемпионачӗпе ӑмӑртӑвне тӑватӑ категорири спортсменсем хутшӑнӗҫ:
— арҫынсемпе хӗрарӑмсем (2005 ҫулта тата унччен ҫуралнисем);
— 19-20 ҫулсенчи (2006–2007 ҫулсенче ҫуралнисем) юниор хӗрсемпе каччӑсем;
— 17-18 ҫулсенчи (2008–2009 ҫулсенче ҫуралнисем) яшсемпе пикесем;
— 15-16 ҫулсенчи (2010–2011 ҫулсенче ҫуралнисем) арҫын ачасемпе хӗрачасем.
Ӑмӑрту икӗ куна пырӗ. Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче спортстменсен роллер-спринта тухмалла. Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кросс-спринтра ӑмӑртӗҫ.
Ӑмӑрту 10 сехетре пуҫланӗ.
