Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫыравҫӑсем

Культура

Чӳкӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци библиотекинче Чӑваш ҫыравҫисен канашне туса хунӑранпа 90 ҫул тултарнине халалласа анлӑ пуху иртрӗ. Фойере тата залра «Творящие прекрасное» чӑваш ҫыравҫисен кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.

Чӑваш ҫыравҫисен канашне туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа виҫӗ автор Юхма Мишши «Алтӑр Ҫӑлтӑр», Чутай Юркки «Чӑнлӑх уҫҫи» ятлӑ кӗнеке пухса хатӗрленӗ. Кунта 16 авторӑн юлашки вӑхӑтра ҫырнӑ калавсемпе сӑвӑсем, очерксем, эссесемпе интервьюсем кӗнӗ. Пухура Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши чӑваш ҫыравҫисен канашӗн 90 ҫулхи ӗҫ-хӗлне тишкерчӗ.

Пухӑва ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан хӑнасем Тутарстанран, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, Мари элрен, Ҫӗпӗрте, Чулхулара тата ытти ҫӗрти пурӑнакан ентешсем те хутшӑнчӗҫ, ҫӑмах каларӗҫ. Н. Заводскова ертсе пыракан «Эмине» ансамбль, Антонинӑпа Петр Красновсем, Т. Сергеева, В. Никонорова пухӑва юрӑ-кӗвӗпе илем кӳчӗҫ. Юхма Мишши чылай ҫыравҫа ӗҫӗсене кура тӗрлӗ наградӑсем пачӗ: Чӑваш Республикин ҫыравҫӑсен Канашӗн Хисеп хутне, мӗнпур чӑвашсен обществӑпа культура центрӗн Президиумӗн йышӑнӑвӗпе «Чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята, Яковлев преми лауреачӗ ятне тата ытти хисеплӗ ятсене.

Малалла...

 

Тахҫантанпах кӗтни тинех пурнӑҫланчӗ теме юрать — Чӑваш Енре пӗрремӗш хут Ҫамрӑк ҫыравҫӑсен форумӗ иртрӗ. Юлашки ҫулсенче чылайӑшне хумхантаракан тӑван литературӑри проблемӑсене (ҫамрӑк авторсем сахалланни, литература ӑшӑхланса пыни, аслӑ тата кӗҫӗн ӑрури ҫыравҫӑсен хушшинче пултарулӑх ҫыхӑнӑвӗсем татӑлни тата ыт.те.) татса парас тӗллевпе пӗр сӗтел хушшине ларса канашлас самант ҫитнине кашниех туятчӗ пулӗ. Малалла та ҫаплах ним тумасӑр пурӑнсан пур пек ҫыравҫӑсем те сапаланса пӗтме пултарасса Культура Министерстви тата чӑваш писателӗсен икӗ союзӗ (професионал-писательсен тата М.Юхма ертсе пыраканни) вӑхӑтра асӑрханӑ. Чӑваш оперӑпа балет театрӗн керменӗнче уҫӑлнӑ Форума культура министрӗ Р.М.Лизакова ертсе пычӗ. Ҫамрӑк авторсене хумхантаракан ыйтусемпе "Хресчен сасси" Пичет ҫурчӗн директорӗ С.Л.Павлов, писательсен пӗрлешӗвӗсен председателӗсем И.Д.Вутланпа М.Н.Юхма, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ В.П.Комиссаров сӑмах илчӗҫ.

Малалла...

 

Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Альберт Канаш ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитет. Ку куна халалласа Чӑваш наци музейӗнче «Павка сӑнарне умран нихҫан ямарӑм!» ятлӑ куҫса ҫӳрекен фотокурав уҫӑлчӗ.

Куравра эсир Альберт Канашӑн ӳкерчӗкӗсене, тӗрлӗ хутсене курма пултаратӑр. Кунтах унӑн кӗнекисем, тӗрлӗ япалисем вырнаҫнӑ. Куравра пӗрремӗш хут А. Канаш савнӑ хӗрӗн сӑнӳкерчӗкне курма пулать — С.А. Александрова сӑнӗ сӑвӑҫа самай сӑвӑ ҫырма хистенӗ.

 

Альберт Георгиевич Канаш (чӑн хушамачӗ Кожанов) 1928 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Октябрьскинче ҫуралнӑ. 1968 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. 1962 ҫултанпа СССР ҪП членӗ шутланать. Йывӑр чире пула вырӑн ҫинчен тӑма пултарайман, ҫапах та парӑнман — сӑвӑсемпе поэмӑсем ҫырнӑ.

1960 ҫулта унӑн «Сӑвӑсем» ятлӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Каярах тата тепӗр икӗ сӑвӑсен пуххи тухнӑ: «Иккӗмӗш утӑм» (1965), «Шӑпчӑксем, сире итлесе» (1978). Савӑҫӑн вырӑсла тухнӑ кӗнеке те пур — 1972 ҫулта «На наковальне сердца» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, [39]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 02

1942
84
Исмуков Николай Аверкиевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1944
82
Данилов-Чалдун Максим Николаевич, прозаик ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та