Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗмӗрле

Республикӑра

Ҫӗмӗрлере ачасем халӗ журналистика вӑрттӑнлӑхӗсене те вӗренме пултараҫҫӗ. Унта ача-пӑча журналистикин ҫурчӗ уҫӑлнӑ.

Ӑна Ҫӗмӗрлери хушма вӗренӗве аталанма пулӑшакан «Пултарулӑх – ачасене» ыр кӑмӑллӑх фончӗ, ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствин гранчӗ тата Президент гранчӗсен фончӗ пулӑшнипе уҫнӑ. Халӗ унта ачасене медиа тӗнчипе паллаштараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13918
 

Республикӑра

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Николай Егоров патшалӑх пулӑшнипе хӑйӗн ӗҫне пуҫарса янӑ. Халӗ вӑл хӑй унччен ӗҫленӗ вырӑнтан пӑрахса кайнӑ. Паян арҫын хӑйӗн ӗҫ графикне хӑй пӗлнӗ пек йӗркелесе пырать.

Фото тата видео ӳкерес опыт Николайӑн унчченех пулнӑ. Социаллӑ контрактпа ӗҫ пуҫараса яма май пурине илтсен вӑл ку майпа усӑ курас тенӗ.

Патшалӑх укҫипе Николай кирлӗ оборудовани туяннӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн клиенчӗсен йышӗ ӳссех пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrud_21/8247
 

Сывлӑх
ural.tsargrad.tv сайтри сӑн
ural.tsargrad.tv сайтри сӑн

Ҫӗмӗрлери 9-мӗш гимназире вӗренекенсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Вӗсен пыршӑлӑх инфекцийӗн симптомӗсем пулнӑ.

Пӗр ачана пульницӑна вырттарма тивнӗ. Ыттисем килте педиатр сӑнаса тӑнипе сипленеҫҫӗ. Ку ыйтӑва республикӑри Сывлӑх сыхлавӗн министерстви те куҫран вӗҫертмест.

 

Пӑтӑрмахсем

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗнче пурӑнакан арҫын эрех ӗҫсен руль умне ларма юратать. Нумаях пулмасть ӑна патшалӑх автоинспекцийӗн экипажӗ асӑрханӑ. Вӑл мотоблокпа пынӑ. Эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленме вӑл килӗшмен, унӑн водитель прави те нихӑҫан та пулман-мӗн.

45-ри арҫын унччен те ӳсӗрле руль умне ларнӑ. Маларах ӑна мопедпа пынӑ чухне тытса чарнӑ. Ун чухне ӑна административлӑ майпа явап тыттарса 10 талӑклӑха хупса хунӑ. Хальхинче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Раҫҫейре

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Ҫулталӑкри йывӑҫ. Раҫҫей» сайтра ҫӗршывӑн тӗп йывӑҫӗн сасӑлавӗ пуҫланать. Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ унта Ҫӗмӗрлери юман хутшӑнать.

Вӑл – 250 ҫулта. Ӑна ватӑ йывӑҫсен наци реестрне кӗртнӗ, унӑн «Йывӑҫ – чӗрӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗ» статус пур. Сасӑлавра вӑл 33-мӗш номерпе пулӗ.

Сӑмах май, сасӑлавра 2023 ҫулта Муркаш округӗнчи Ильинкӑри юман ҫӗнтернӗ.

 

Республикӑра
Александр Кузнецов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Александр Кузнецов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Темиҫе сехет каялла Ҫӗмӗрлене Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ килсе ҫитнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ассоциацийӗнче ӗҫлекен Александр Кузнецов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Пуйӑса кӗтсе илме халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ.

Аслӑ Ҫӗнтерӗве 80 ҫул ҫитнӗ май Чулхулари чукун ҫул мемориаллӑ ретропоезд йӗркеленӗ.

Пуйӑс ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чулхуларан ҫула тухнӑ.

Вӑл Чулхула тата Киров облаҫӗсенче, Чӑваш Енре, Мари Элта, Тутарстанра тата Удмурт Республикинче чарӑнӗ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май республикӑри округсем тӑрӑх машинӑсен колонни ҫӳрет. Ку авточупу ака уйӑхӗн 21-27-мӗшӗсенче иртет. Вӑл «Ҫӗнтерӳ ҫулӗпе» ятлӑ. Маршрут Сӑр хӳтӗлев чикки пулнӑ вырӑнсен ҫывӑхӗпе иртет.

Колонна Шупашкартан Етӗрнене кайма тухнӑ. Кайран Хӗрлӗ Чутая, Ҫӗмӗрлене, Пӑрачкава, Улатӑра ҫитӗҫ.

Юлашкинчен Куславкка тӑрӑхӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориал патӗнче чарӑнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75905
 

Республикӑра
donland.ru сайтри сӑн
donland.ru сайтри сӑн

Нумаях пулмасть республикӑна «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» килсе кайнӑччӗ. Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ акципе килӗшӳллӗн, вӑл каллех пирӗн пата ҫитӗ. Пуйӑс Чулхула чукун ҫулӗн 45 станцийӗнче чарӑнӗ. Ҫав шутра — пирӗн республикӑра вырнаҫнисенче те.

Пирӗн республикӑна пуйӑс ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫитӗ. Вӑл «Ҫӗмӗрле», «Вӑрнар», «Канаш1» станцисенче чарӑнӗ. Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Улатӑр тата Шупашкар урлӑ иртӗ. Чарӑнура 20 минутран пуҫласа 1 сехет таран пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/s/nikamran
 

Пӑтӑрмахсем
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑн-чӑн детектив пекех. Ку Чӑваш Енрех пулса иртнӗ. Джой ятлӑ овчарка кафере ҫынна вӗлерме тӑнӑ преступнике тупма пулӑшнӑ.

Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулса иртнӗ: каччӑ ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ, унтан ӑна такам мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Преступник тарнӑ, анчах карттусӗпе телефонне ӳкерсе хӑварнӑ. Джоя ҫакӑ кӑна кирлӗ пулнӑ – шӑршӑпа полицейскисене йӗр ҫине ӳкернӗ. Ҫапла ҫав арҫынна шыраса тупнӑ.

Джойӑн напарникӗ – Анастасия Рысева кинолог.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20635
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗмӗрле хули ҫывӑхӗнче Сӑр урлӑ каҫмалли понтон кӗпере уҫнӑ. Ун тӑрӑх машинӑсем ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен каҫса ҫӳреме тытӑннӑ.

Кӗпер Ҫӗмӗрле хулине Чулхула облаҫӗнчи Нават ялӗпе ҫыхӑнтарать. Кӗпер тӑршшӗ – 156 метр.

Сӑмах май, пӗлтӗр понтон кӗпере ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче кӑна уҫнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 76
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та