
Чӑваш халӑх поэтне Юрий Сементере 85 ҫул тултарнӑ ятпа К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче те саламланӑ.
Паллӑ кун ячӗпе музей «Сӑввӑмсем – ҫӗр ҫитмӗл туйӑм кӗввисем» ятпа курав уҫнӑ. Унта поэтӑн докуменчӗсемпе, кӗнекисемпе, алҫырӑвӗсемпе, сӑнӳкерчӗкӗсемпе, Литература музейне Юрий Сементер парнеленӗ ытти япалапа паллашма пулать.
Пултарулӑх каҫне Улькка Эльмен, Анатолий Кибеч, Василий Захаров, Галина Матвеева тата ытти ҫыравҫӑ хутшӑннӑ. Саламлакансен йышӗнче «Трак Ен» ентешлехӗн председателӗ Иван Архипов та пулнӑ.

Паян филологи ӑслӑлӑхӗн докторӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Канаш тӑрӑхӗн хисеплӗ ҫынни Юрий Артемьев 85 ҫул тултарнӑ.
Хусан университетӗнчен, ун хыҫҫӑн тӗп хулари Тӗнче литературин институтӗнчи аспирантурӑран пысӑк пӗлӳ илсе таврӑннӑранпах тӑван сӑмахлӑхшӑн ӗҫлет.
«Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ сумлӑ ҫынна халалласа илемлӗ сюжет хатӗрленӗ, Марина Карягина тележурналист вара юбиляр пирки питӗ ӑшшӑн каласа кӑтартнӑ.
«Юрий Артемьев тӑван ялӗнчи шкулта — тӑтӑшах кӗтнӗ хӑна. Канаш тӑрӑхӗнчи Сиккасси ҫӗрӗ — сӑваплӑ ҫӗр, кунтан чылай чаплӑ ҫын тухнӑ, Юрий Михайлович ял хавхи малашне те ан сӳнтӗрччӗ тесе тӑрӑшать», — хыпарланӑ сюжетра.
Юрий Артемьев 20-е яхӑн кӗнеке авторӗ, 250 ытла тӗпчев ӗҫӗ ҫырнӑ.

Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер 85 ҫул тултарнӑ май ӑна тӑван тӑрӑхӗнче, Красноармейски районӗнче, саламланӑ, шупӑр тӑхӑнтартнӑ.
Танӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ентешне сума суса вырӑнтисем район центрӗнче ҫӗкленекен культура ҫуртне ун ятне пама йышӑннӑ.
Юрий Сементер хайлавӗсене 20 ытла чӗлхепе куҫарнӑ. Вӑл хӑй те ӑста куҫаруҫӑ май Александр Пушкинӑн, Михаил Лермонтовӑн, Сергей Есенинӑн тата ытти поэтпа ҫыравҫӑн хайлавне чӑвашла куҫарнӑ.

Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑна, Виктор Васильева, «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ҫӑлавҫи» ят панӑ.
Виктор Геннадьевич Чӑваш Енри Инкеклӗ ӗҫсен министерствин шыравпа ҫӑлав службинче 20 ҫул ытла тӑрӑшать. Ҫав вӑхӑтра вӑл инкекпе ҫалав операцийӗсене тата ҫул-йӗр ҫинчи инкеке сирме 900 хут ытла хутшӑннӑ.
Квалификациллӗ водолаз пулнӑ май вӑл шывра 1500 сехет ытла тӗрлӗ ҫӑлавпа шырав ӗҫне пурнӑҫланӑ.

Патӑрьел районӗнчи Виктор Петров водителе Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ. Ӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗр ларура хӑй саламланӑ.
Виктор Иванович Турханти психоневрологи интерначӗн 26-мӗш пушар чаҫӗнче водитель пулса 15 ҫул ытла тӑрӑшать. Ӑна пушар автомбильне шанса панӑ.
Инкек тавраш сиксе тухсан Петров водитель яланах васкаса ҫула тухать.

Шупашкарти Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче ӗҫлекен Владимир Кузьмин паян 70 ҫул тултарнӑ.
Владимир Александрович йӗлтӗр спорчӗ енӗпе тренер пулса тӑрӑшать. Вӑл 1956 ҫулта Йӗпреҫ районӗнчи Калиновка поселокӗнче ҫуралнӑ. Спортпа ачаранпах туслӑ пулнӑскер И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи (халӗ — университет) физкультура факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Тренер пулса вӑл 48 ҫул ытла ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтра пӗрремӗш разрядлӑ спортстменсене 100 ытла хатӗрленӗ, спорт мастерӗн кандидачӗсене — 12 ҫынна, спорт мастерӗсене — 4 ҫынна.
2023 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята панӑ.

Чӑваш радиора ӗҫлекен Маргарита Кабетова нумаях пулмасть 70 ҫул тултарнӑ. Ку хыпара эпир каярах юлса пӗлтӗмӗр пулин те хыпарласах килчӗ.
Ӗҫтешӗсем калашле, чӑваш радиовӗн сумлӑ историйӗ унӑн ячӗпе уйрӑлми ҫыхӑннӑ. Радиоитлекенсен кунӗ чӑваш гимнӗ янӑранӑ хыҫҫӑн Маргарита Кабетова сывлӑх суннинчен пуҫланать.
«Тӳрӗ эфирти передачӑна ертсе пырать-и, ӑшӑ салам, ҫӗнӗ хыпарсем вулать-и - пур информацие те ӑнланса, чун-чӗре витӗр кӑларса юратнӑ итлекен патне ҫитерме тӑрӑшать», — тесе ӑшшӑн палӑртаҫҫӗ унӑн ӗҫтешӗсем.
Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшнӑшӑн вӑл сахал мар наградӑна тивӗҫнӗ. Ҫав шутра — Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята та.
Маргарита Кабетова Тутарстанри Юдино поселокӗнче (халӗ вӑл Хусанӑн микрорайонӗ шутланать) 1956 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Шупашкарти Патшалӑхӑн хальхи вӑхӑтри историйӗн архивӗнче чӑваш халӑх поэчӗн Юрий Сементерӗн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ курав уҫӑлнӑ. «Зеркало чувашской души» (чӑв. Чӑваш чунӗн тӗкӗрӗ) документлӑ куравра поэтӑн пирвайхи публикацийӗсенчен пуҫласа халӑхра ят-сум илнӗ хайлавӗсем таранах вырӑн тупнӑ. Унӑн алҫырӑвӗсем те пур.
Курава уҫма 85 ҫулти поэт хӑй те хутшӑннӑ.

«Газпром газораспределение Шупашкар» акционерсен обществин Шупашкарти филиалӗн тӗп инженерне Сергей Леонтьева «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» ята панӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ алӑ пуснӑ.
Сергей Николаевич газ отраслӗнче 20 ытла ҫул ӗҫлет. 2019 ҫултанпа вара вӑл тӗп инженер пулса тӑрӑшать. Чӑваш Ен Элтеперӗн халӑх тетелӗнчи пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Леонтьев хутшӑннипе Шупашкарта тата Шупашкар районӗнче газ объекчӗсем тӑваҫҫӗ тата пуррисене юсаса ҫӗнетеҫҫӗ.

2025 ҫулшӑн Нестер Янкас ячӗллӗ премие тата лауреат ятне Антонина Никонорова тивӗҫнӗ.
Антонина Николаевна – «Трак ен» халӑх фольклор ушкӑнӗн ертӳҫи. Преми лауреачӗ ята ӑна «юрӑ-кӗвӗ тӗнчинче ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн, чӑваш юррине халӑх хушшинче анлӑ сарнӑшӑн, 2025 ҫулта пултарулӑх ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тата ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ май» парас тенӗ. Лауреат ятне пама ӑна Красноармейскинчи Тӗп централизациленӗ клуб тытӑмӗ тата Красноармейски тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсен профессиллӗ пӗрлешӗвӗ тӑратнӑ.
