
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра ҫул-йӗр ҫинчи аварире 33 тискер чӗр чун вилнӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ҫут ҫанталӑк министерстви.
Ҫав йышра 19 пӑши, 13 хир качаки, пӗр хир сысни. Сунар инспекторӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫулла тискер чӗр чунсем машина айне лекес хӑрушлӑх уйрӑмах пысӑкланать. Хальхи вӑхӑтра вӑрманта хӑйсем тӗллӗн пурӑнма хӑнӑхман ҫамрӑк пӑши нумай, вӗсем час-часах ҫул ҫине тухаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне чӗр чунсем шӑна-ӳпре тапӑннипе те вӑрмантан тухса тараҫҫӗ.
Водтелӗн ҫапса кайнӑ чӗр чуншӑн штраф тӳлеме тивӗ: пӑшишӗн — 80, хир качакишӗн — 40, хир сыснишӗн — 30, мулкачшӑн — 1 пин тенкӗ.

Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк шкулӗн директорне суд тунӑ, штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл пӗр вӗрентекене ҫур ставкӑпа вожатӑя вырнаҫтарнӑ, анчах шалӑвне хӑйне парса тӑмалла тунӑ. Директор каланӑ тӑрӑх, укҫа шкул валлиех кайнӑ. Вӗрентекен те вожатӑйра ӗҫлемен тесен те юрать.
Ҫапла Ҫӗрпӳ округӗн хыснине 197 пин ытлалӑх тӑкак кӳнӗ. Директор тӑкака хӑйӗн ирӗкӗпе саплаштарнӑ, хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд ӑна 50 пин тенкӗ штарф тӳлеттермелле тунӑ.

Йӗпреҫ округӗнче 52 ҫулти хӗрарӑм кӳршӗ ялти туя ӗлкӗрес тесе велосипед вӑрланӑ. Анчах вӑл унта пурпӗрех ҫитеймен.
Ҫурлан 24-мӗшӗнче кӑнтӑрла вӑл Ленино поселокӗнчи пӗр ҫурт умӗнче тӑракан велосипеда вӑрланӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл унпа кӳршӗ ялти туя кайма тухнӑ. Анчах ҫул ҫинче велосипед ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ, хӗрарӑм ӑна ҫырмана пенӗ. Кайран кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑран вӑл каялла таврӑннӑ.
Суд хӗрарӑма 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

Кӑҫал ака уйӑхӗнче Ҫӗмӗрле вӑрманӗнче хыр тункатине асӑрханӑ. Унӑн диаметрӗ 28 сантиметр пулнӑ.
Йывӑҫа кам каснӑ? Ҫав ҫынна инҫех мар вырнаҫнӑ ялта тупнӑ. Хайхи арҫын документсемсӗрех хӑрӑк йывӑҫсем касса вутӑ хатӗрленӗ. Типнӗ хыра касса вӑл ӑна киле илсе килнӗ.
Арҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Суд ӑна штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех унӑн вӑрман фондне кӳнӗ тӑкака саплаштармалла.

Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе республикӑра пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 4-мӗш класӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кунранпа ахаль ҫынсен вӑрмана кӗме юрамасть.
Аса илтерер: ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе регионта уй рӑм пушар хӑрушсӑрлӑхӗн режимӗ вӑйра пулнӑ. Ун чухне вӑрманта кӑвайт чӗртме, шашлӑк ӑшалама, ҫӳп-ҫап ҫунтарма юраман.
Йӗркене пӑсакан ахаль ҫынсен 40-50 пин, должноҫри ҫынсен 60-90 пин, юридици сӑпачӗсен 600 пинрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ.

Шупашкар муниципаллӑ округӗнче прокуратура муниципалитет пурлӑхӗпе мӗнле усӑ курнине тӗрӗсленӗ.
Ҫакӑ палӑрнӑ: пӗр территори уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ служба машинипе хӑйӗн тӗллевӗсемпе усӑ курнӑ. Вӑл кӑҫал нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче канмалли тата уяв кунӗсенче хӑйӗн ӗҫӗсемпе ярӑнса ҫӳренӗ, округ тулашне те тухнӑ.
Прокуратура пуҫлӑх тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Материалсене миравай суда пӑхса тухма янӑ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, должноҫри ҫыннӑн штраф тӳлемелле.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Комсомольски муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 45 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларнӑ. Ун тӗлӗшпе приговор янӑранӑ: штраф тӳлемелле.
Ҫак арҫын арӑмне тата унӑн 14 ҫулти хӗрне тӑтӑшах хӗненине палӑртнӑ. Пӗррехинче вара вӑл хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратнӑ. Суда вӑл арӑмӗпе унӑн хӗрне 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа раштавччен хӗненине ӗнентернӗ.

Чӑваш Енри 32 ҫулти арҫынна Толмачево аэропортӗнче тытса чарнӑ. Вӑл Забайкалье крайӗнчен вахтӑран таврӑннӑ.
Хайхи арҫын Читаран Новосибирска вӗҫекен самолетра туалетра пирус туртма шутланӑ. Бортпроводниксем шӑршӑ сиснӗ те Толмачево аэропортне ҫитсен кун пирки транспорт полицине пӗлтернӗ.
Самолетпа вӗҫнӗ чухне йӗркене пӑснӑшӑн арҫын тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Вӑл куншӑн 500-1500 тенкӗ штраф тӳлеме пултарӗ.

«Мускав - Шупашкар» рейспа вӗҫнӗ Питӗр арҫыннине суд 500 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Вӑл самолетра общество йӗркине пӑснӑ.
Арҫын пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Шупашкара каҫхи рейспа вӗҫнӗ. Хайхискер самолетра хӑйне йӗркеллӗ тытман. Бортпроводниксем, кӳршисем лӑпланма ыйтсан та хӑлхана чикмен, хирӗҫ те тӑнӑ.
Ӑна Калинин районӗн сучӗ суд тунӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ пулсан та ӑна ҫур милионлӑх штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Росприроднадзора Йӑршшу юханшывне тислӗк юхса тухни пирки пӗлтернӗ. Ведомство тӗрӗсленӗ: Шупашкар округӗнчи Еҫейкасси ялӗнче вырнаҫнӑ фермӑран тислӗк юхнӑ йӗр пулнине палӑртнӑ.
Проба илнӗ те шывра нитрит азочӗ тата нефтепрдуктсем нумаййи ҫиеле тухнӑ. Тӑпрана сиен кӳнӗ тӑкак 700 пин тенкӗ те 35 тенкӗпе танлашнӑ. Суд Ленин ячӗллӗ ЯХПКна ҫак укҫана тӳлемелле тунӑ. ЯХПК аппеляци панӑ, анчах Арбитраж сучӗ йышӑнӑва улӑштарман.
