
Шупашкарти юханшыв порчӗн тӗп директорӗ Ванифатий Шайкин пысӑк наградӑна тивӗҫнӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин ӑна II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысласси пирки хушӑва паян, пуш уйахӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Ванифатий Васильевич Патӑрьел районӗнчи Вӑтаел ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен «истори» специальноҫпе вӗренсе тухнӑ. 1999 ҫулта Атӑл-Вятка патшалӑх службин академине «Патшалӑх муниципалитет управленийӗ» специальноҫпе пӗтернӗ.
Вӑл Шупашкарти юханшыв порчӗн тӗп директорӗнче 2005 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Общество палати йышне кӗнӗ, халӗ унӑн председателӗ шутланать.

Ҫак кунсенче Улатӑрта ЗАГСра пӗрле 55 ҫул пурӑнакан Шоболовсене чысланӑ.
Борис Константиновичпа Татьяна Ивановна 1969 ҫулта паллашнӑ. Ӑнсӑртран паллашни шӑпа пӳрни пулса тӑнӑ. Майӗпен вӗсен туслӑхӗ юратӑва куҫнӑ. Ҫапла вӗсем 1971 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче пӗрлешнӗ. Вӗсем ывӑлпа хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсем виҫӗ мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Татьяна Ивановнӑпа Борис Константинович 20 ҫул ытла пӗр ҫӗрте ӗҫленӗ – ҫар савутӗнче тӑрӑшнӑ. Иккӗшӗ те – ӗҫ ветеранӗ.
ЗАГСра чысланӑ чухне мӑшӑр ҫӑмрӑклӑхне аса илсе Мендельсон кӗввипе киленнӗ, пӗр-пӗрне ҫӗрӗ тӑхӑнтартнӑ.

Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина орден медальне тивӗҫнӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ.
Республика ертӳҫисем артисткӑн юбилей концертӗнче пулнӑ иккен.
Августа Уляндина — ӑста юрӑҫ, педагог, пултаруллӑ композитор, вӑл «Ярды» ушкӑна йӗркелесе янӑ.
Ӑна Элтепер «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.

Патӑрьел районне чылай ҫул ертсе пыракан Рудольф Селиванова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Рудольф Васильевич 1964 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнчен агронома вӗренсе тухнӑ, унтан — Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн академийӗнчен. Район администрацине 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе ертсе пырать.

Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер 85 ҫул тултарнӑ май ӑна тӑван тӑрӑхӗнче, Красноармейски районӗнче, саламланӑ, шупӑр тӑхӑнтартнӑ.
Танӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ентешне сума суса вырӑнтисем район центрӗнче ҫӗкленекен культура ҫуртне ун ятне пама йышӑннӑ.
Юрий Сементер хайлавӗсене 20 ытла чӗлхепе куҫарнӑ. Вӑл хӑй те ӑста куҫаруҫӑ май Александр Пушкинӑн, Михаил Лермонтовӑн, Сергей Есенинӑн тата ытти поэтпа ҫыравҫӑн хайлавне чӑвашла куҫарнӑ.

Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑна, Виктор Васильева, «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ҫӑлавҫи» ят панӑ.
Виктор Геннадьевич Чӑваш Енри Инкеклӗ ӗҫсен министерствин шыравпа ҫӑлав службинче 20 ҫул ытла тӑрӑшать. Ҫав вӑхӑтра вӑл инкекпе ҫалав операцийӗсене тата ҫул-йӗр ҫинчи инкеке сирме 900 хут ытла хутшӑннӑ.
Квалификациллӗ водолаз пулнӑ май вӑл шывра 1500 сехет ытла тӗрлӗ ҫӑлавпа шырав ӗҫне пурнӑҫланӑ.

Патӑрьел районӗнчи Виктор Петров водителе Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ. Ӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗр ларура хӑй саламланӑ.
Виктор Иванович Турханти психоневрологи интерначӗн 26-мӗш пушар чаҫӗнче водитель пулса 15 ҫул ытла тӑрӑшать. Ӑна пушар автомбильне шанса панӑ.
Инкек тавраш сиксе тухсан Петров водитель яланах васкаса ҫула тухать.

Чӑваш Енрен тухнӑ Ханна юрӑҫа РФ Патшалӑх Думинче чысланӑ. Ӑна ҫемьене хаклас ыйтӑва сарнӑшӑн «Этика блогӗ» номинацире чысланӑ иккен. Кун пирки Контактри «Дзен|Чувашия» пабликра хыпарланӑ.
«С любимками встретились в ГосДуме))) Забрала свою награду» (чӑв. Патшалӑх Думинче юратнӑ ҫынсемпе тӗл пултӑм. Хамӑн наградӑна кайса илтӗм), — тесе ҫырнӑ-мӗн юрӑҫ хӑйӗн страницинче.
«Дзен|Чувашия» пабликри комментаторсенчен хӑшӗсем саламлас вырӑнне юрӑҫа хурлама тытӑннӑ: Патшалӑх Думине мӗнле тӑхӑнса кайнишӗн, ҫӑвар карса сӑн ӳкерӗннӗшӗн... «Мӗнле ҫемье пахалӑхне сарать-ши», — тесе аптӑракан та тупӑннӑ.

Иртнӗ эрнере Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче республика Элтеперӗ патшалӑх наградисене тивӗҫнисене чысланӑ. Ҫав йышра икӗ артист пулнӑ.
«Атӑл Опера» театрӑн балет солистне Анна Серёгинӑна «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ят панӑ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистне Владимир Свинцова «театр ӳнерӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн» «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят пама юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе йышӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
«Ку саманта эпӗ тахҫанах кӗтнӗ. Ӗҫӗме пысӑка хурса хакланӑшӑн калама ҫук телейлӗ», — тенӗ Владимир Свинцов. Вӑл, сӑмах май каласан, Кӳкеҫрен.

Иван Ермолаев выльӑх тухтӑрӗ «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ветеринари врачӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Хушӑва Раҫҫей Президенчӗ раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Иван Егорович Хусанти Н.Э. Бауман ячӗлле ветеринари медицинин институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Выльӑх тухтӑрӗнче 34 ҫул ытла тӑрӑшать, ҫав шутран 20 ҫулне — Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнче. Вӑл сысна ҫурисем таса сыва ӳсчӗр тесе тӑрӑшать.
