
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти вӑтам шкулта Виктор Чугаров режиссёр ӳкернӗ «Чӑваш чӗлхи» фильма кӑтартнӑ.
«Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Валентина Телей юрӑҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, «ача чухне вӑл ман пекех чӑвашла калаҫма пӗлмен. Тӑван чӗлхене вӗренес кӑмӑлӗ калама ҫук пысӑк пулнӑран вӑл тӑван чӗлхене ӑша илнӗ ҫеҫ мар, Парижра тата Берлинта пурӑнакан чӑвашсемпе тӗл пулса вӗсем ҫинчен фильм ӳкернӗ. Фильмра вӑл пуринпе те чӑвашла калаҫать. Ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать».

Кӑҫал пирӗн ҫӗршыври пултаруллӑ ҫемьесем хӑйсен юрлас ӑсталӑхне кӑтартса пӗр миллион тенке тивӗҫме пултарӗҫ. Конкурса музыкантсемлӗ, юрӑҫсемлӗ, пултаруллӑ ҫынсемлӗ династисем хутшӑнма пултарӗҫ. Чи пултаруллӑ ҫемьене 1 миллион тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.
«Вместе. Музыкальная семья года по версии «Родников» конкурса «Родники» проект пуҫаруҫи тата илемлӗх ертӳҫи, Раҫей халӑх артисчӗ Олег Газманов ҫинчен каласа кӑтартакан мини-фильм уҫнӑ.
Конкурсантсен хӑсйен ҫемйипе паллаштаракан мини-фильм хатӗрлемелле. Унта вӗсем юрлани е хӑйсем хайланӑ музыка произведенийӗн сыпӑкӗ те пулмалла.
Фильмӑн стилӗ, жанр тата формачӗ ирӗклӗ. Ку вӑл илемлӗ е документлӑ фильм, хроника, киноэссе тата фильм-дневник, фильм-интервью, анимаци фильмӗ пулма пултарать. Ӗҫсене проефссилле камерӑпа е телефонпа ӳкерсен те йышӑнӗҫ. Вӗсен тӑршшӗ 7 минутран вӑрӑм пулмалла мар.
Заявкӑсене ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине илме тӑратнӑ ӗҫсенчен тӑваттӑшне конкурса хутшӑнма суйласа илнӗ.
Вӗсенчен пӗри — «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗнчи Чӑваш Енри фотокорреспондентсен музейӗ, полиграфи музейӗ. Авторӗ — «Хыпар» издательство ҫурчӗн фотокорреспонденчӗ Сергей Журавлёв. Ӗҫе издательствӑпа полиграфи комплексӗ тӑратнӑ.
Кӗске метрлӑ «Мальчик из Шоршел» илемлӗ фильма Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаева халалланӑ. Автор — Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫурчӗн директорӗн ҫумӗ Елена Еделеева. Ӗҫе конкурса «Химик» культура ҫурчӗ тӑратнӑ.
Чӑваш халӑхӗн менталитетне тӗпченине халалланӑ спектакльсен «Моя Чувашия» трилогийӗн авторӗ — Алексей Болдырев. Вӑл — Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче актёр ӑсталӑхӗн тата режиссура кафедрин доценчӗ. Ӗҫе конкурса ҫав институт тӑратнӑ.
Е. Иванова-Блинован «Сурский рубеж» оперине Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ сӗннӗ.

Кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа кӑҫал 125 ҫул ҫитет. «Хастар» пӗрлешӗвӗ пуҫарнипе Трак тӑрӑхӗнче Ҫеҫпӗл кунӗ иртнӗ.
Сӑмах май каласан, сӑвӑҫӑн амӑшӗ Агафия Николаевна ҫав тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ. Краеведени музейӗн ертӳҫи Валентина Тихонова пухӑннисене «Поэт амӑшӗн шӑпи» хайлавпа паллаштарнӑ. Шкул ачисемпе культура ӗҫченӗсем вара Ҫеҫпӗл сӑввисене пӑхмасӑр каланӑ. «Чӑвашкино» студи ӳкернӗ «Тӗрӗслӗх ҫутаттӑр Ҫеҫпӗлӗн ятне» документлӑ фильма кӑтартнӑ. Фильм авторӗ — Алексей Енейкин.

Чӑваш Енӗн Культура министерстви муниципалитетсенчи кинозалсен пӗлтӗрхи ӗҫне пӗтӗмлетнӗ. Канашлу Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртнӗ.
«2023 ҫулхи нарӑс уйӑхнчен тытӑнса эпир документлӑ тата илемлӗ наци фильмӗсене юсаса ҫӗнетнӗ кинозалсенче кӑтартатпӑр. Кӑҫал та ку ӗҫе малалла тӑсӑпӑр. Сеанссен расписанине малтанах йӗркелеме тата вӗренӳ учрежденийӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытма сӗнетпӗр», — тенӗ Светлана Каликова министр.
Иртнӗ ҫул Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри тата Ҫӗмӗрлери кинозалсене халӑх ытларах ҫӳренӗ. Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округсенчи кинозалсенче халӑх сахал пулнӑ. Чи лайӑх кинозалсен ертӳҫисене министерство Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан режиссер Марат Никитин Юхма Мишшин повеҫӗ тӑрӑх ӳкернӗ «Асампай мучин истоийӗ» фильм кионтеатр экранӗ ҫине тухӗ. Вӑл – вырӑсла.
Вӑрҫӑ вӗҫленнӗ. Фильмри пулӑмсем 1949 ҫулта пулса иртеҫҫӗ. Асампай мучи пӗртен-пӗр ывӑлӗ вӑрҫӑран таврӑнасса кӗтме пӑрахмасть. Юлашкинчен вӑл ҫак ҫухатупа пурӑнма хӑнӑхать.
Асампая Чӑваш халӑх артисчӗ Василий Павлов вылянӑ. Фильма Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче 1937 ҫулта хута янӑ ҫуртра ӳкернӗ. Монтаж туса пӗтернӗ. Халӗ прокат удостоверенине хатӗрлеҫҫӗ. Вӑл пысӑк экран ҫине тухасса кӗтмелли ҫеҫ юлать.

Ҫак кунсенче Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнсе ҫуралса ӳснӗ Владимир Тяптушкин ӳкерӗннӗ «Воздух» кинофильм проката тухнӑ.
Мӗн пирки-ха фильм? Хӗр пилотсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӗве ҫывхартассине тӳпе хывни ҫинчен. Тӗп рольсенчен пӗрне Сергей Безруков вылянӑ.
«Ҫак проекта хутшӑннӑшӑн мӑнаҫланатӑп. Кайса курӑр, лайӑх кино», - палӑртнӑ Владимир халӑх тетелӗнчи страницинче. Сӑмах май, вӑл икӗ ҫул каялла «Ҫамрӑксен хаҫатне» интервью панӑ. Ун чухне «Воздух» фильмра роль вылянине, Сергей Безруковпа ӳкерӗнме ӗмӗтленнине каланӑ. Владимир «Склифосовский» сериалта та ӳкерӗннӗш.

Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин хальхи вӑхӑтри историйӗн патшалӑх архивӗнче Вера Кузьмина актриса ҫуралнӑранпа 100 ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Архивра халӑх юратнӑ артисткӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштаракан «Театр – пурнӑҫ ӳнерӗ» курав ӗҫленӗ.
Экспозицисене Вера Кузьминан архивӗнчи документсенчен (вӗсем архивра упранаҫҫӗ) йӗркеленӗ. Вӗсен шутӗнче — рольсен тексчӗсем, спектакль репертуарӗсен программисем, артистка ҫинчен хаҫат-журналта пичетленсе тухнӑ материалсем, сӑнӳкерчӗксем...
Архива пухӑннисем «Герои эпохи» фильма пӑхнӑ.
Астӑвӑм каҫне артисткӑн ывӑлӗ Атнер Хусанкай та хутшӑннӑ. Вӑл — филолог, литература критикӗ, публицист.

Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 11 сехетре СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан (1923-2021) вил тӑпри ҫинче палӑк уҫӗҫ.
Аса илтерер: пултаруллӑ сцена ӑстине Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масар ҫинчи паллӑ ҫынсен аллейинче мӑшӑрӗпе, Петӗр Хусанкайпа, юнашар пытарнӑ.
Палӑк уҫнӑ хыҫҫӑн Ҫамрӑксен театрӗнче Вера Кузьмина ҫинчен ӳкернӗ фильма хӑтлама пуҫтарӑнӗҫ. Мероприяти 13 сехетре пуҫланӗ.
Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче актриса пурӑннӑ Шупашкарти Джержинский урамӗнчи 31-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарӗҫ.

Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнчи «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта «Мать» фильм хӑтлавӗ иртӗ. Вӑл — СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ҫинчен.
Асӑннӑ документлӑ фильма пултаруллӑ тележурналист, сценарист, режиссёр Марина Карягина ӳкернӗ.
Вера Кузьмина ҫинчен хатӗрленӗ пӗрремӗш фильма Марина Карягина 16 ҫул тӗрлӗ ял-хулара, чикӗ леш енчи театр фестивалӗнче те ӳкернӗ, видеоматериала пӗчӗккӗн пуҫтарса пынӑ. Унтанпа, картина пӗрремӗш хут эфира тухнӑранпа, 2 ҫул иртнӗ. Вера Кузминична ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ тӗле фильм ӳкерме хальхинче те Марина Карягинӑнах шаннӑ.
Фильм хӑтлавӗ чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 13 сехетре пуҫланӗ.
Марина Карягина халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кунах, 11 сехетре, Вера Кузьминан вил тӑприйӗ ҫине палӑк вырнаҫтарӗҫ. Вера Кузьминана мӑшӑрӗпе, Петӗр Хусанкай Чӑваш халӑх поэчӗпе, юнашар пытарнӑ.
