Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: фильмсем

Культура

Чӑваш эстрада юрӑҫи Ольга Осипова ӳкерӗннӗ «Пирӗшти куҫҫулӗ» фильм Пӗтӗм Раҫҫейри «Белая птица» кинофестивальте «Полное погружение» номинацире мала тухнӑ. Кинофестиваль Хусан хулинче иртнӗ.

Ольга Осипова (фильмсенче вӑл ытларах Ольга Палан хушма ятпа ӳкерӗнет) кинолентӑра тӗп роле вылянӑ. Ҫамрӑк упӑшкипе арӑмӗ пуян пурӑнмаҫҫӗ. Ҫемье пуҫӗ Андрей контракт ҫырса Сирие ҫапӑҫма каять. Арӑмӗ Анна куляннипе ним тума пӗлмесӗр Турӑран юратнӑ ҫыннине вӑрҫӑран сывӑ-чӗрӗ тавӑрма ыйтса авалхи кӗлӗсене вулать. Вӑл мӑшӑрӗ вилнине пӗлмест-ха. Ангел ӑна упӑшкин чунӗпе сыв пуллашма май парать. Юлашкинчен тӗлӗнтермӗш пулать: Анна ача кӗтнине пӗлет.

Фильма Сергей Щербаков тата Ольга Палан (Осипова) режиссёрсем ӳкернӗ.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Пирӗн ентеш, Йӗпреҫ округӗнче ҫуралса ӳснӗ Андрей Малай режиссер ҫӗнӗ фильм ӳкерсе пӗтернӗ. Вӑл кӗҫех, кӑҫал ҫуркунне, экран ҫине тухӗ.

Ку кинокартина – ҫемьеллӗ мӑшӑр пирки ӳкернӗ романтика камичӗ. Тӗп рольсене выляканӗсем Ксения Бородина тата Алексей Чадов пулнӑ. Ҫавӑн пекех кадрсенче Роза Сябитова, Марк Бартон, Оксана тата Лея Самойловсем, Александр Рогов ӳкерӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Культура
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шӑмӑршӑра пурӑнакансем халӗ пысӑк экран ҫинче кино курма пултараҫҫӗ. Ҫак кунсенче унта кинозал уҫӑлнӑ.

Вӑл Шӑмӑршӑри культура керменӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна уҫнӑ кун «Август» ятлӑ кино кӑтартнӑ.

Палӑртмалла: шкул ачисем тата студентсем унта фильмсене «Пушкин карттипе» пӑхма пултараҫҫӗ.<s></s>

 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Кӗҫех ТНТ каналпа чӑваш каччи ӳкерӗннӗ сериала кӑтартӗҫ.

Елчӗк тӑрӑхӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Владимир Тяптушкин ҫӗнӗ кинопроекта хутшӑнать.

Хальхинче вӑл «Тля» сериалта ӳкерӗнӗ. Сериал режиссерӗсем – Сэм Литовчин тата Артем Гончаров.

Тӗп рольсене Владимир Тяптушкинсӑр пуҫне Дмитрий Журавлев, Анна Хилькевич, Борис Хвошнянский, Андрей Пынзару вылӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15452
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ТНТ телеканалпа «День семьи» (чӑв. «Ҫемье кунӗ») сериал кӑтартма пуҫлӗҫ. Пӗр эпизодра хамӑрӑн ентеше, Дмитрий Матвеева, курма май пулӗ.

Дмитрий Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. ГИТИСран вӗренсе тухсан вӑл Мускаврах тӗпленнӗ. Хальччен Дмитрий «Чернобыль» тата «Галактика» сериалсенче ӳкерӗннӗ.

Ҫӗнӗ сериал вара ӑна сценарийӗпе илӗртнӗ. «Ку истори – ҫемье, ҫынлӑх, пулӑшу пирки», – ҫапла пӗлтернӗ Дмитрий.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24387
 

Спорт

Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта ГТО фестивалӗ иртӗ. Ун чухне ҫӑлтӑрпа зарядка пулӗ.

Хальхинче ӑна Голливудри паллӑ актер Игорь Жижикин ирттерӗ. Вӑл вун-вун Америка фильмӗнче ӳкерӗннӗ. Мероприяти юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, шӑматкун, Шупашкарти «Спартак» стадионта 11 сехетре пуҫланӗ.

Палӑртмалла: Игорь Жижикин 1965 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ. 1989 ҫулта Мускав циркӗпе пӗрле АПШна кайнӑ. Фильмри пӗрремӗш роль – «Обезьяний бизнес» (АПШ, 1998 ҫул). 2001 ҫултанпа Раҫҫей фильмӗсемпе сериалӗсенче ӳкерӗнме тытӑннӑ.

 

Культура

Шупашкарта пурӑнакан, Элӗк районӗнче ҫуралнӑ, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче 100 ҫул тултарнӑ Агриппина Янович вӑрҫӑ ветеранӗ ҫинчен ӳкернӗ фильм «Небесный град и земное Отчество – 2025» пӗтӗм Раҫҫейри фестивальте лауреат ятне тивӗҫнӗ.

Фестиваль Можайск хулинче иртнӗ, конкурса 132 кинолента тӑратнӑ. Михаил Ножкин поэт ертсе пыракан тӳресем 22 ӗҫе финал валли суйласа илнӗ.

«Через века – помните. Откровения участника ВОВ А.А. Янович» документлӑ фильм лауреат пулса тӑнӑ, ӑна ҫутӗҫ киновӗ категорире палӑртнӑ. Кинолента режиссёрӗ — Марина Янова.

Фильма Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 17 сехетре кӑтартӗ.

 

Культура

Шупашкарта пурӑнакан, Элӗк районӗнче ҫуралнӑ, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче 100 ҫул тултарнӑ Агриппина Янович вӑрҫӑ ветеранӗ ҫинчен ӳкернӗ фильм «Небесный град и земное Отчество – 2025» пӗтӗм Раҫҫейри фестивальте лауреат ятне тивӗҫнӗ.

Фестиваль Можайск хулинче иртнӗ, конкурса 132 кинолента тӑратнӑ. Михаил Ножкин поэт ертсе пыракан тӳресем 22 ӗҫе финал валли суйласа илнӗ.

«Через века – помните. Откровения участника ВОВ А.А. Янович» документлӑ фильм лауреат пулса тӑнӑ, ӑна ҫутӗҫ киновӗ категорире палӑртнӑ. Кинолента режиссёрӗ — Марина Янова.

Фильма Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 17 сехетре кӑтартӗ.

 

Культура

Андрей Кончаловский режиссерӑн сериалӗнче Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ актерсем вылянӑ. Вӑл «Хроники русской революции» ятлӑ. Сериала юпа уйӑхӗнче «Россия 1» телеканалпа кӑтартма пуҫлӗҫ.

Унта Раҫҫейре 1905-1924 ҫулсенче пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫа сӑнласа кӑтартнӑ. Сериалта пирӗн ентешсем, Дмитрий Матвеевпа Даниил Иванов актерсем, ӳкерӗннӗ. Палартмалла: Дмитрий хальччен «Чернобыль», «Империя: Александр I» тата ытти кинокартинӑра вылянӑ. Даниила вара «Слово пацана. Кровь на асфальте», «СашаТаня» тата ытти фильмра курма май пур.

Сӑмах май, сериалта II Николай патшана Никита Ефремов вылять. Вӑл — Иван Яковлевӑн мӑнукӗн мӑнукӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ актер Владимир Тяптушкин каллех кинопроектра ӳкерӗнет. Кун пирки вӑл хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.

Анчах хальлӗхе Владимир мӗнле проекта хутшӑннине каламан, вӑрттӑнлӑхра хӑварнӑ. Сӑнӳкерчӗксене пӑхсан вара Владимир ӗлӗкхи пурнӑҫа сӑнлакан фильмра ӳкерӗннине тавҫӑрма пулать.

Аса илтерер: Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпара ҫуралса ӳснӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14723
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 21
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть