
Белгород облаҫӗнчи Борисовка муниципалитет округӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗ ҫулталӑкне халалласа конкурс- фестиваль иртнӗ.
Эстафетӑна чи малтан Стригуны шкулӗнчи ачасем йышӑннӑ. Вӗсем мероприятие Раҫҫей гимнне юрланинчен пуҫӑннӑ. Хӑнасем валли ҫӗнӗ экспозициллӗ музей тата курав йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех шкул театрӗсен хушшинче «Раҫҫейри халӑхсен юмахӗсем» конкурс тата хор ушкӑнӗсен «Халӑх чунӗ юрлать» конкурсӗ иртнӗ.
Унтан эстафетӑна Борисовка шкулӗ йышӑннӑ. Унта сахал ача вӗренет: 26-ӑн кӑна. Ҫапах вӗсем интереслӗ программа хатӗрленӗ: шкулти музейра экскурси йӗркеленӗ, хор чӑвашла юрланӑ, «Как Олененок друга нашел» ненец юмахне лартнӑ.
Фестивалӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Борисовка шкулӗнче вӗҫленӗ.

Шупашкарта тата республикӑри округсенче ака уйӑхӗн 20-26-мӗшӗсенче наци кухнин «Чӑваш апачӗ» гастрономи фестивалӗ иртӗ. Мероприятие ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви «Артель Гостеприимства» АНО пулӑшнипе йӗркелет.
Фестиваль вӑхӑтӗнче республикӑри заведенисенче наци апачӗсене тутанма май пулӗ. Шкул ачисем валли видеороликсен конкурсӗ иртӗ. Муниципалитетсенче вара пикниксем йӗркелӗҫ.
Тӗп пулӑм – поварсен, баристӑсен, экскурсоводсен професси тупӑшӑвӗ. Конкурссем ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта иртӗҫ. Фестиваль Пысӑк Чӑваш Пикникӗпе, ӑсталӑх класӗсемпе, концертсемпе вӗҫленӗ. Ун чухне хӑнасемпе хула ҫыннисене «Амазония» паркра кӗтеҫҫӗ.

Удмурт Республикинчи Ижевск хулинче Раҫҫейри халӑхсен музыка инструменчӗсен фестивалӗ иртнӗ. Унта чӑваш тӑмрипе та паллаштарнӑ.
Фестивале Самар, Сарӑту, Свердловск облаҫӗсенчи, Чӑваш, Мари, Пушкӑрт, Тутар, Удмурт республикисенчи тата Ханты-Манси автономи округӗнчи ансамбльсем, музыка инструменчӗсем ӑсталакансем хутшӑннӑ.
Пирӗн республикӑран унта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн искусство факультечӗн халӑх инструменчӗсен оркестрӗ тата тӗрлӗ инструмент ӑсталакан Данила Данилов хутшӑннӑ. Пирӗн ентешсем фестивале пухӑннисене чӑваш культурипе паллаштарнӑ. Уяв хӑнисем чӑвашсен тӑмрине итлесе киленнӗ.

Хӗрлӗ Чутай округӗнче «Аваллӑхсӑр малашлӑх ҫук» регионсем хушшинчи фестиваль иртнӗ. Вӑл республика ҫыннисене тата кӳршӗ регионсенчен килнӗ хӑнасене пӗрлештернӗ. Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ хӑй патне пухать.
Фестивале Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ тата Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул пӗрле йӗркеленӗ.
Фестиваль программи сакӑр секцирен тӑнӑ:
1. «Халӑх хитре — йӑлипе»,
2. «Халӑх юрри-кӗвви — чунӑм уҫҫи»,
3. «Ай, ташлар-и ташшине…»,
4. «Халӑхсен туслӑхӗ — ҫӗршыв мӑнаҫлӑхӗ»,
5. «Халӑх йӑли — пурнӑҫ йӗрки»,
6. «Ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗнче»,
7. «Туслӑх асамачӗ»
8. «Пирӗн ҫемьен юратнӑ наци апачӗ».
Фестиваль хӑнисен йышӗнче паллӑ телерадиожурналистсем, ҫыравҫӑсем, художниксем тата ыттисем пулнӑ. Хӑнасем культура еткерне упраса хӑварасси питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи фестивале чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине пӗлтернӗ.

Вӑрнар округӗнчи культура ҫуртӗнче йӗркеленнӗ «Тивлет» юрӑпа ташӑ ансамблӗ Республикӑри пултарулӑх ушкӑнӗсен «Йӑла-йӗрке» фестиваль-конкурсра Гран-при ҫӗнсе илнӗ.
Палӑртар: конкурс икӗ турпа иртет. Пӗрремӗшӗ – суйлав тапхӑрӗ. Унта ярса панӑ видеоматериалсенчен чи лайӑххисене суйлаҫҫӗ. Финалта вара ушкӑнсем сцена ҫине тухаҫҫӗ.
Финалта «Тивет» юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Вӑйӑ картинче» юрӑпа ташӑ композицине кӑтартнӑ. Ҫапла вӗсем Гран-при илнӗ. Кунсӑр пуҫне ушкӑн 200 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. Ку укҫапа вӗсем сцена ҫине тухмалли костюмсем ҫӗлӗҫ.

Пирӗн республикӑра Чӑваш музыкин XV фестивалӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче (халӗ ӑна «Атӑл Опера» теҫҫӗ) уҫӑлнӑ. Фестиваль программине Фёдор Васильевӑн «Шывармань» оперипе уҫнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Григорий Хирпӳн «Нарспи» оперине кӑтартӗҫ, 27-мӗшӗнче — А. Галкинӑн «Аттила. Рождение легенды» балетне, 28-мӗшӗнче гала-концерта чӗнеҫҫӗ.

Пирӗн республикӑра Чӑваш музыкин XV фестивалӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче (халӗ ӑна «Атӑл Опера» теҫҫӗ) уҫӑлнӑ. Фестиваль программине Фёдор Васильевӑн «Шывармань» оперипе уҫнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Григорий Хирпӳн «Нарспи» оперине кӑтартӗҫ, 27-мӗшӗнче — А. Галкинӑн «Аттила. Рождение легенды» балетне, 28-мӗшӗнче гала-концерта чӗнеҫҫӗ.

Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале пысӑк улшӑнусем кӗтеҫҫӗ. Кун пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет.
Ӑна 2008 ҫултанпа ҫӗртме уйӑхӗнче ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вара кинофестивале кӗркунне йӗркелӗҫ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пӗрремӗш хут ҫӗнӗ форматпа пулӗ, ҫӗршыври культура платформинче «Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери искусство тата кино фестивалӗ» ятпа пулӗ.
Программӑра: кино кӑтартасси, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем, концертсем, ӑсталӑх класӗсем, тематика лекцийӗсем, ҫавра сӗтелсем. Паллӑ кино, театр тата музыка ӗҫченӗсене чӗнме палӑртнӑ.

Шупашкарти скульптор Андрей Молоков Санкт-Петербургра иртекен «КроншЛед» пӑр скульптурисен фестивальне хутшӑнать. Вӑл раштавӑн 27-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ыран вӗҫленет.
Кӑҫалхи фестивале Раҫҫейри халӑхсен халапӗсемпе эпосӗсене халалланӑ. Пирӗн ентеш «Уйӑх ҫинчи хӗр» чӑваш халӑх юмахне тӗпе хурса пӑртан композици касса кӑларнӑ.
Палартмалла: фестивале Раҫҫейри тата Казахстанри 12 хулари 20 ӑста хутшӑнать. Скульптурӑсем валли Мурманск облаҫӗнчен тата Пермь Енрен 200 тонна ытла пӑр кӳрсе килнӗ.

Чӑваш музыкин XV фестивалӗ нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланӗ. Ӑна паллӑ наци оперипе, Фёдор Васильевӑн «Шывармань» ӗҫӗпе, уҫӗҫ.
Шӑпах ҫав оперӑпа 1960-мӗш ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн кунҫулӗ пуҫланса кайнӑ. Паян та вӑл чӑваш сцени ҫинчен кайма пӗлмест, куракана савӑнтарать.
