Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: улах

Культура
Ҫамрӑксен театрӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Ҫамрӑксен театрӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Иртнӗ эрнере Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче наци театрӗсен «Атӑлҫи юмахӗ» регионсем хушшинчи IV фестивалӗ иртрӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хупнӑ. Ҫав кун «Улах» этно-тӗлпулу йӗркеленӗ. Мероприятие асӑннӑ фестивале пуҫарса янӑ мухтавлӑ Иосиф Дмитриева халалланӑ. Унта паллӑ режиссёра аса илнӗ, ҫавӑн пекех фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.

Фестивалӗн ятарлӑ дипломне ҫамрӑксен театрӗн ӗҫӗ те тивӗҫнӗ. Дипломпа «Юность на семи ветрах» спектакле «чи лайӑх актёр ансамблӗшӗн» чысланӑ. Ҫак театрӑн артистне Антонина Казеевӑна «Юность на семи ветрах» спектакльти Матрешкина Марианна сӑнарӗшӗн «Чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗ» номинацире палӑртнӑ. «Чи лайӑх ҫивӗч пьеса» тесе Александр Пӑртта пьесипе лартнӑ «Юность на семи ветрах» спектакле йышӑннӑ.

 

Чӑвашлӑх

Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньялта паянхи кун та ӗлӗкхиллех улах лараҫҫӗ иккен. Ҫакӑн пирки унти «Авангард» хаҫат пӗлтернӗ.

Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пӗрле пуҫтарӑнса ҫӑм арлаҫҫӗ, ҫыхаҫҫӗ, тӗрлеҫҫӗ, вӗтӗ шӑрҫапа пир татӑкӗ ҫине тӗрлӗрен эреш тӑваҫҫӗ... «Анчах та кукамай-асаннесем евӗр пӗр-пӗр килте мар, юсав хыҫҫӑн капӑрланса чиперленнӗ ял клубне пуҫтарӑнаҫҫӗ. Асаннесемпе кукамайсем йӗркеленӗ «Ӑстапи» кружока ҫӳрекенсем паянхи кун кашниех мастер-класс кӑтартма та хатӗр. Хӑйсен ӗҫӗсенче чӑн ӑста! Вӗсене ертсе тата хавхалантарса пыраканӗ — О. Мадюкова. Ольга Петровнӑн ку тӗлӗшпе опычӗ пахучӗпех. Хӗрарӑм тухья-хушпу нумай ӑсталать. Ҫывӑх вӑхӑтра вара вӑл ӗҫтешӗсене хутран карҫинкка авма хӑнӑхтарасшӑн», — тесе ҫырнӑ.

 

Ӳнер

Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Иосиф Трер режиссер, ӳнер ӗҫченӗ улаха чӗнет. Мероприяти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче пулӗ. «Ӳнер улахне» театрпа хальхи эстрада ӳнерҫисене, сӑрӑ-ӳкерӳ-дизайн ӑстисене, сӑвӑҫсемпе журналистсене, алӑстисене йыхравлаҫҫӗ. «Чӑваш хӑвачӗ тӗнче ӳнерлӗхӗнче мӗн шайра тӑни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑпӑр», — тет улаха тытса пыракан Иосиф Трер.

Ӳнер улахне пухӑнма килӗшнисем хушшинче Георгий Фомиряков ӳнерҫӗ, Олег Улангин айхиҫӗ, Татьяна Ильина ҫыруҫӑ, Марина Карягина сӑвӑҫӑ, Микулай Балтаев дизайнҫӑ, Владимир Яндуш сӑвӑ-юрӑҫ (гитара), Хай-Лав сӑвӑ-юрӑҫӑ (гитара), «Ҫиларман» сӑвӑ-юрӑҫӑ ушкӑнӗ, Ҫеҫпӗл Мишши музей пуҫлӑхӗ Антонина Андреева, Павел Попов дизайннер тата перфоманс, Франци ҫӗрӗнчи Ульпи чӑваш, Атнер Хусанкай айхиҫӗ, Александр Блинов («Хавал» ушкӑн) ятне асӑннӑ.

Улаха Праски Витти ӳнерҫӗне тата чӑваш купӑсне-шӑхличне ӑсталакан Николай Фомирякова чӗннине пӗлтереҫҫӗ. Улахрисем Эстонире пурӑнакан Александр Айдаров юррисене итлӗҫ.

Ҫӗрӗпех тата «Пур-пӗрле, ҫук-ҫурмалла» акци ӗҫлессине, унӑн пӗлтерӗшне улаха пыракана ҫеҫ пӗлтерессине систереҫҫӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та