
Улатӑрта 45 ҫулти арҫын нихӑҫан та юн пусӑмӗ пысӑк пулнипе аптӑраман, эмелсем ӗҫмен. Кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратма, сивӗ тар тапса тухма пуҫласан, вӑйӗ хавшасан вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Пульницӑра унӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Пациента пӗр тӑхтамасӑр санавиаципе Шупашкара Республикӑри кардиологи диспансерне ӑсатнӑ.
Вӑл – кӑҫал Улатӑртан вертолетпа илсе ҫитернӗ 31-мӗш пациент. Тухтӑрсем инфаркт «ҫамрӑкланса пынине» палӑртаҫҫӗ.

Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра ҫулсерен ирттерекен кӗмӗл волонтёрсен республикӑри конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Конкурса заявкӑсене республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа пӗр уйӑх хушши йышӑннӑ.
«Ҫӗнтерӳ волонтёрӗ» номинацире Шупашкарти Людмила Порфирьева ҫӗнтернӗ. Ватӑ хӗрарӑм салтаксене нумай пулашать иккен.
«Наставник — волонтер» номинацире Патӑрьел районӗнчи Мидхать Шакиров ҫӗнтернӗ. Вӑл ачасене ӳнер урлӑ Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентет иккен.
Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Людмила Осипова — «эко-волонтер». Вӑл «ЭкоЛогики «от А до Я» ятлӑ шкул шухӑшласа кӑларнӑ.
«Социаллӑ экспресс» номинацире ҫӗнтернӗ Улатӑрти Ирина Сидякина хастар пулса ӗмӗре вӑрӑмлатма вӗрентет.
Ҫӗнтерӳҫӗсене кӗмӗл волонтёрсен «Кӗмӗл чун» республикӑри тӑваттӑмӗш форумӗнче чыслӗҫ. Мероприяти хальхинче Ҫӗмӗрле хулинче иртӗ.

Авӑнӑн 19-20-мӗшӗсенче республикӑра пулнӑ икӗ пушарта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Эрнекун Шупашкарта Добролюбов урамӗнче уйрӑм ҫурт ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушара сӳнтерсен ҫын виллине тупнӑ. Вӑл кам пулнине тӳрех палӑртайман.
Шӑматкун Улатӑрта пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Ҫулӑма парӑнтарсан 75 ҫулти хӗрарӑм виллине тупнӑ. Вӑл сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, унӑн чӗри васкавлӑ медпулӑшура тапма чарӑннӑ.

Улатӑрта пурӑнакан Анатолий вӑрмана кӑмпана кайнӑ та тӑрук хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ. Киле аран чӑтса ҫитнӗ вӑл, вара тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Тухтӑрсем унӑн инфаркт пулнине палӑртнӑ. Кашни сехет хаклӑ пулнӑ, ҫавӑнпа санавиаци вертолетне чӗнсе илнӗ.
Икӗ сехет те иртмен – пациента Шупашкара Республикӑри кардиодиспансера илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем стенировани тунӑ. Тепӗр кунах Анатолий хӑйне лайӑх туйма пуҫланӑ. Халӗ вӑл реабилитаци витӗр тухать.

Улатӑрти нимеҫӗ Зоя Бусоргина 60 ҫултан иртнӗ пулсан та ҫамрӑксенчен юлмасть. Вӑл вӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет.
Хальхи вӑхӑтра ав Зоя Витальевна Чулхулара иртекен Ҫамрӑксен фестивальне хутшӑнать. Унта 450 яхӑн нимеҫӗ мероприятие ирттерме пулӑшать. Ҫав шутра – пирӗн ӗнтеш те.
Зоя Витальевна унта хӑнасене кӗтсе илет. Вӑл обществӑшӑн питӗ усӑллӑ пуласшӑн.

Улатӑрта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пасарта маркӑламан атӑ-пушмак сутнӑ. Ҫавна Роспотребнадор ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ.
Уйрӑм усламҫӑ маркӑламан 15 мӑшӑр пушмак тата тавар ҫаврӑнӑшӗн мониторингне кӗртмен 4 мӑшӑр пушмак сутнӑ.
Кӑлтӑк тӗлӗшпе надзор органӗн ӗҫченӗсем административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, саккунсӑр продукцие туртса илӗ.
Суд Роспотребнадзорпа килӗшнӗ, усламҫӑ-хӗрарӑма административлӑ майпа явап тыттарма, таварне конфискацилеме йышӑну кӑларнӑ.
Усламҫӑ Таможня союзӗн техника регламентне пӑхӑнманнине те, потребительсене хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна тата Тавар сутмалли правилӑна пӑснине те тупса палӑртнӑ. Уншӑн та ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

Чӑваш Енри фотоӳнерҫӗ Амайа Юратса Пӗтӗм тӗнчери Global Peace Photo Award конкурсӑн финалне тухнӑ.
Унӑн сӑнӳкерчӗкӗ – Раҫҫейрен ҫак хисепе тивӗҫнӗ пӗртен-пӗр ӗҫ. Конкурса 132 ҫӗршывран пӗтӗмпе 24 пин ытла сӑнӳкерчӗк ярса панӑ. Унта хутшӑнакансен тӗнчене лӑпкӑлӑхра кӑтартмалла пулнӑ.
Амайа ҫак сӑнӳкерчӗке Улатӑр хулинче тунӑ.

Шупашкарта пурӑнакан Екатерина Емелина паян, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 100 ҫул тултарнӑ.
Екатерина Захаровна Улатӑрта ҫуралнӑ. Унти ял хуҫалӑх техникумӗнче, кайран Шупашкарти коопераци техникумӗнче вӗреннӗ. Потребкоопераци тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Потребкооперацин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ.
Халӗ вӑл Шупашкарта пурӑнать. Ӑна кӗрӳшӗпе мӑнукӗ пӑхаҫҫӗ. Ватӑ ҫын хӑй те ӑспа-тӑнпа пурӑнать, утса ҫӳрет. Мӑнукӗ каланӑ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫуртри хваттер виҫҫӗмӗш хутра вырнаҫнӑ та ватӑ ҫынна тухса ҫӳреме йывӑртарах.
Ватӑ ҫынна Шупашкарти тӳре-шара саламланӑ, Владимир Путинӑн открыткине те илсе ҫитернӗ. Ҫӗршыв Президенчӗ саламлани ватта пушшех те савӑнтарнӑ.

Улатӑрта унччен ҫав вырӑнта пушӑ вырӑн пулнӑ, халӗ вара унта – «Улатӑрӑн авиаци йӑлисем» сквер.
Ӑна хулари «Электроприбор» савут хута янӑ. Сквера чӑн-чӑн МиГ-29 самолет вырнаҫтарнӑ. Ӑна РФ Хӳтӗлев министерстви урлӑ туяннӑ. Самолет – 1985 ҫулта туса кӑларнӑскер.
Сквера хӑтлӑлатнӑ чухне таврапӗлӳҫӗсемпе, тӗпчевҫӗсемпе канашланӑ. Палӑртмалла: вӑрҫӑччен Улатӑрта аэроклуб пулнӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вара унта ҫар летчикӗсене хатӗрлемелли база вырнаҫнӑ. Ку хулара Совет Союзӗн Паттӑрӗ Муса Манаров тата Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Бударин ӳснӗ.

Улатӑр хулинче ҫуралса ӳснӗ Артемий Репкин подполковник параатлетика енӗпе иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери ҫар спорчӗн канашӗн чемпионатӗнче палӑрнӑ. Тупӑшу Эквадорта пулнӑ. Пирӗн ентеш диск ывӑтассинче ӑмӑртнӑ, вӑл спортӑн ку тӗсӗнче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Сӑмах май, Артемий Репкин ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ, унта йывӑр аманнӑ. Сипленсе вӑй пухнӑ хыҫҫӑн вӑл спортзала занятитисене ҫӳреме пуҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Чӑваш Енри ҫар комиссарӗн пулӑшуҫинче ӗҫлет.
